Нумаях пулмасть Кӳкеҫри Шоссе урмӗнчи 2-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шар курнӑ. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫусан вӗсен ҫуртне шыв аннӑ. Пат-пат! тумламан, самаях вӑйлӑ юхнӑ.
Чи малтанах виҫҫӗмӗш хутра пурӑнакансем сехӗрленсе ӳкнӗ. Галина Евлампиева аялти кӳршисене ҫӑлас тӗллевпе шыв юхакан вырӑнсене тирӗк лартнӑ, ҫӗрӗпе вӗсене пушатса ҫӳренӗ.
Ҫумӑр Владимир Ивановӑн ҫуртне те сӑтӑр кӳнӗ. Вырсарникун киле кӗрсен вӑл чӑннипех те тӗлӗннӗ: йӑлтах ишет. Алӑксем те йӗпенсе тайӑлнӑ. Ун умӗн кӑна вӑл хваттерне 100 пин тенкӗлӗх юсанӑ.
Ку ҫуртра подрядчик тӗплӗ юсав ирттернӗ. Ӗҫе пурнӑҫланӑ май ҫурт тӑррине сӳнӗ. Строительство материалӗ ҫитменрен ӗҫ чарӑнса ларнӑ.
Ҫуртра пурӑнакансем тарӑхнипе тӗплӗ юсав фондне ҫырупа тухнӑ. Куншӑн подрядчик айӑплине палӑртнӑ. Вӑл тӑкака саплаштарма хирӗҫ мар-мӗн.