Шупашкарти тӗп урамра кантӑр ҫулҫи ӳкернӗ карттус сутнине асӑрханӑ. Кун пирки хыпар ШӖМне ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫитнӗ.
Пӗр эрне маларах кунашкал карттуссене Хевеш урамӗнче сутнине пӗлнӗ, тавара туртса илнӗ.
ЧР ШӖМӗ наркотик хутӑшне рекламӑланӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарасси пирки пӗлтерет. Экспертиза карттус ҫинче чӑнах та кантӑр ҫулҫине ӳкренине ҫирӗплетсен хуҫисене явап тыттарӗҫ.
Наркотик хутӑшне рекламӑланӑшӑн ахаль ҫынсене 5 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тавара туртса илеҫҫӗ. Юридици сӑпачӗсен куншӑн 1 миллион тенкӗ таранах кӑларса хума тивет.