Вырсарникун Чулхула юр айне путнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерпе паян виҫӗ уйӑх ҫумалли юр ӳкнӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе 20-30 см юр ҫуса лартнӑ. Хӗл паян та мар, ӗнер те мар ларнӑ пулин те хулара чӑннипе те хӑйне евӗр ахӑр-самана пуҫланнӑ. Комунналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен ӗҫӗ курӑнманнипе пӗрех — ӑҫта та пулин ҫитес тесен ҫуран утма тивет, ҫулсем пӑкӑланса ларнӑ, автобус-маршрутка таврашне кӗтсе илме хӗн. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Кондрашов пӗтӗмӗшле лару-тӑруна «юр катастрофи» тесе палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне вырсарникунхи ҫанталӑк Чулхулари чылай ял-хулана ҫутӑсӑр хӑварнӑ. Хальхи вӑхӑтра 6 районти 48 ял электричествӑсӑр ларать.
Чулхула администрацийӗ ҫулсене юртан тасатма хулара вырнаҫнӑ салтаксемпе курсантсене явӑҫтарасшӑн. Комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсене кӑна шансан хулана ҫӑлма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хулана тасатма 272 тӗрлӗ техника хутшӑнать: автогрейдерсем, юр тасатмалли машинсем, тракторсем, самосвалсем.
Чулхула ҫыннисен кӗтме ҫеҫ тивет.