Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хӗрлӗ Чутайсем Валерий Важоровӑн асӑну каҫне ирттерчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.12.2010 09:56 | 2063 хут пӑхнӑ
Валерий Важоров
Валерий Важоров

Раштавӑн 24-мӗшӗнче «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗ» автономлӑ учрежденире Чӑваш Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, К.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх преми лауриачӗн, хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Патшалах камерлӑ оркестрӑн тӗп дирижёрӑн Валерий Важоровӑн (1940-2000) асӑну каҫне ирттерчӗҫ. Вӑл 15 сехетре пуҫланчӗ.

Меропритине ентешӗсем, район администрацийӗн ӗҫченӗсем, тӗрлӗ хӑнасем пулчӗҫ. Курма килнисен умӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Моклашкин ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх симфониллӗ академи капелли кӗвӗ шӑрантарчӗ, юрӑҫсем юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

 

Важоров Валерий Афанасьевич 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Хусанти консерваторинче вӗреннӗ. Тутарстанри патшалах симфониллӗ оркестрта малтан солист пулнӑ, кайран пӗрремӗш флейтист, унтан — тӗп режиссёрӑн пулӑшаканӗ. Чӑваш музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) тӗп режиссёрӗ пулнӑ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗрентнӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер кафедрин ертӳҫи пулнӑ. Чӑваш кӗвӗҫисен пӗрлӗхӗ пулӑшнипе Чӑваш Республикин камерлӑ оркестрне йӗркеленӗ. Вӑл ерсе пынипе чӑваш кӗвӗҫисен А. Токаревӑн, Г. Фандеевӑн, А. Петровӑн, А.Асламасӑн, Ф.Васильевӑн, А.Васильевӑн симфониллӗ хайлавӗсем янранӑ.

Чӑваш Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн пурнӑҫӗ 2000 ҫулта татӑлнӑ.

#Хӗрлӗ Чутай, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #асӑну каҫӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем