Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш историпе мемориал халӑх музейне уҫнӑранпа раштавӑн 21-мӗшӗнче 20 ҫул ҫитрӗ.
Раштавӑн 24-мӗшӗнче вара ҫак юбилее паллӑ турӗҫ. Мероприятие Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫӗ В.В. Петров уҫрӗ, музей япалисене пухма хастар хутшӑннисене грамотӑсемпе чысларӗ. Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Е. Васильев та хутшӑнчӗ, тухса сӑмах каларӗ, музей ертӳҫине грамотӑпа парне парса чысларӗ.
Меропритие ҫавӑн пекех СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин ӳкерӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ, шӗпсутҫӑ В.А. Кузьмин, «Аксар» студи ертӳҫи, ӳкерӳҫӗ А.В. Иванов, П.М. Меркурьев ӳнерҫӗн мӑшӑрӗ О.И. Меркурьева, Енӗш Нӑрваш вӑтам шкулӗн директорӗ О.В. Ярмулин тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Кунтах П.М.Меркурьев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлчӗ.
Мероприяти ялти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсен концерчӗпе вӗҫленчӗ.
Музее йӗркелес шухӑш 1960 ҫулсенчех ҫуралнӑ. Ун чухне Енӗш Нӑрваша ӳнерҫӗсем — вӗсен шутӗнче халӑх художникӗсем М.С. Спиридонов, Н.К. Сверчков — ял чылай карттин парнеленӗ пулнӑ.
1990 ҫулта М.С. Спиридоновпа Н.К. Сверчковӑн 100 ҫулхи юбилейӗ ҫывхарса пынӑ. Ҫакна асра тытса ҫуллахи вӑхӑт ҫитсен Чӑваш Республикин Культура министерстви ҫумӗнчи ӳнерҫӗсен ушкӑнӗ историпе мемориал музейне тума шут тытнӑ, ӗҫе пикеннӗ. Ҫапла вӑл ҫуралнӑ та.
Халӗ музейре 7 стенд пур: этнографи стенчӗ, шкул кун-ҫулне, колхоз историне каласа паракан стендсем, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫинчен йӗркеленӗ стенд, ӳнерҫӗсен залӗ, курав залӗ, мемориаллӑ Яковлев класӗ. Пурӗ 5400 ытла экспонат кунта шутланать. Музей Чӑвашра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллӑ. Кунта Турци, Швеци, Голланд, Германи, АПШ хӑнисем килсе курнӑ.
Музей ҫурчӗ те палӑк — ӑна И.Я. Яковлев пуҫарнипе 1896-1903 ҫулсенче туса лартнӑ.