Паян ҫӗршывӗпех Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне уявлаҫҫӗ. Флот ҫывӑхӗнчи хуласенче ку уява уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Питӗрте, ав, паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫар ҫыннисене саламларӗ. Эстрада артисчӗсен концертне те йӗркеленӗ унта.
Елчӗксем те ку уява палӑртнӑ. Хӗсметре тӑнисенчен хӑшӗсем моряк пулнӑ-ҫке. Ҫавсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илсе паян пӗрле пуҫтарӑннӑ.
Район центрӗнче лартнӑ моряксен палӑкӗ умне 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене «Елчӗк районӗнчи тинӗсре пулнисен тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Головин саламланӑ. Раҫҫей ялавне хӑпартма тинтерех кӑна ҫар службинчен таврӑннӑ Илья Григорьева шаннӑ. Исампай ялӗнчи 87 ҫулти Ананий Захаров моряк-ветерана вара Хисеп грамотипе чысланӑ.