Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 120 ҫул ҫитнӗ ятпа кашни мӗн те пулин парнелерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 12.12.2010 09:27 | 2497 хут пӑхнӑ

Карай шкулӗ раштавӑн 4-мӗшӗнче хӑйӗн 120 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Ҫак тапхӑрта унтан 1062 ҫамрӑк вӗренсе тухнӑ. Чылайӑшӗ каярахпа вӗрентекенсемпе тухтӑрсем, инженерсемпе офицерсем, механиксемпе техниксем, промышленноҫра тата ял хуҫалӑхӗнче кирлӗ специалистсем пулса тӑнӑ.

Уява хӑнасем, ку шкултан вӗренсе тухнисемпе вӑй хунисем, йышлӑн пухӑнчӗҫ. Малтанах учительсем вӗсене пӗлӳ ҫурчӗпе — вӗрентӳ пӳлӗмӗнче йӗркеленӗ ал ӗҫ куравӗпе тата таврапӗлӳ музейӗпе паллаштарчӗҫ.

Вӗрентекенсем ертсе пынипе ачасем мӗнле кӑна модульлӗ оригами ӑсталаман пуль! Ытармалла мар хитре! Телей кайӑкӗ, пулӑ, мулкач, шапа, тӑмана, кушак,чечексем, тӗрлӗ тӗслӗ вазӑсем… Тӗрленӗ, ҫыхнӑ япаласем, пластилинран, чустаран, вӑрӑсенчен ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем куҫа илӗртеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Платоновсен, Николаевсен, Романовсен ҫемйисем хутшӑннӑ, М. В. Яковлеван (рисовани учителӗ), Н. В. Григорьеван (ветеран-педагог) тӗрленӗ ӗҫӗсем, В. Романован (5-мӗш класс, «Юный фотограф») фотокуравӗ, вӗренекенсен тата ытти нумай ал ӗҫӗсем куҫа савӑнтарчӗҫ. Шкулӑн «Хисеп хӑмине» ачасен хаваслӑ сӑнӗсем илем кӳреҫҫӗ. Кӗҫӗннисем те, аслисем те пур кунта. Пултарулӑхӗ иксӗлми карайсен, апла пулсан малашлӑхӗ те пархатарлӑ пулӗ вӗсен. Тӑван шкул вара хальхи ӑрӑва та, килессине те аслӑ ҫул ҫине ҫутӑ кӑмӑлпа тухма хавхалану кӳрсе тӑрӗ.

Унтан пурте пӗрле акт залне пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗрентекенсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Педагогсен коллективӗ, вӗренекенсем уява ҫӗкленӳллӗ те хавхалануллӑ «Не печалься, учитель», «Притяжение земли» юрӑсемпе уҫрӗҫ (ертсе пыраканӗсем — вырӑс чӗлхипе литература учителӗсем — О.К. Семеновапа Р.Г. Порфирьева).

Шкул директорӗ Р.И. Малинина пухӑннисене шкул историйӗпе хальхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки туллин каласа пачӗ. 1890 ҫулта Сурӑмхӗрри Карай ялӗнче Упи чиркӳ прихутне кӗрекен шкул уҫнӑ. 1900 ҫулта вырӑнти халӑх тӑрӑшнипе Карай ялӗнче шкулӑн ҫуртне уҫнӑ. 1931 ҫулта — 7 ҫул вӗренмелли, 1960 ҫулта 8 ҫул вӗренмелли шкулсем пулаҫҫӗ. 1962 ҫултан вӑтам пӗлӳ пама пуҫлаҫҫӗ. Халӗ шкулта 62 ача вӗренет. Шкул пӗтернисем халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗнче вӑй хураҫҫӗ, вӗсем хушшинче орден-медальпе сумлӑ ята тивӗҫнисем те нумайӑн. Римма Изосимовна учительсемпе техслужащисене, ветеран-педагогсене Хисеп грамотисемпе тав ҫырӑвӗсем, парнесем пачӗ.

Уяв мероприятине пухӑннисене юбилей ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров ӑшшӑн саламларӗ, ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу, ҫемьесенче телей сунчӗ. Владимир Валерьянович Карай шкулне, Р.И. Малинина директора, И.Н. Кирилловӑпа А.Ю. Никандрова учительсене, Е.А. Маркова ветеран-педагога район администрацийӗн Хисеп грамотисемпе, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене А.П. Федоровӑна, Н.В. Григорьевӑна, Е.Г. Никандровӑна Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ, шкула ксерокопи тумалли хутсем 6 пин тенкӗлӗх пачӗ.

Юбилейпе малалла карайсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ю.А. Васильев саламларӗ. Юрий Алексеевич вӗренӳпе воспитани процесне ҫӗнетсе пырас ҫӗрти ӳсӗмсемшӗн тата общество пурнӑҫне активлӑ хутшӑннӑшӑн М.А. Кузьмина бухгалтера, З.Ю. Иванова, В.Н. Андрианова, И.Н. Кириллова тата В.Н. Владимирова учительсене грамотӑсемпе наградӑларӗ. Районти вӗренӳ тытӑмӗ япӑх мар аталанни ҫак шкулта ӗҫлекенсенчен те нумай килнине палӑртрӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин районти ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи З.М. Долгова Р.И. Малининӑна общество пурнӑҫне активлӑ хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотипе чысларӗ. Вӗренӳре ӗҫлекен профсоюз райкомӗн председателӗ Г.И. Николаева О.К. Семеновӑна, Н.А. Димитриевӑна, Р.Г. Порфирьевӑна отрасльти профсоюзсен республикӑри комитечӗн Хисеп грамотисемпе наградӑларӗ, кунти профкома «Мой профсоюз» («Ман профсоюз») тата «Время» («Вӑхӑт») хаҫатсем ҫырӑнса пани ҫинчен пӗлтерчӗ.

Уяв мероприятийӗнче салампа тав сӑмахӗсем калакансем чылайӑн пулчӗҫ. Ку йышра — республикӑри муниципаллӑ йӗркелӳсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ С.А. Николаев (кунта вӗрентнӗ), районти шкулсен директорӗсем — Г.И. Юлмасова (Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗ), А.И. Васильев (Мӑн Шетмӗ), А.Г. Соловьева (Кӗҫӗн Шетмӗ), О.М. Степанова (Чатукасси), О.И. Арманова (Именкасси), О.В. Димитриев (Алманч), С.М. Гаврилова (райцентрти иккӗмӗш вӑтам шкул) (укҫан пачӗҫ) «Сӗм, сӗм вӑрман» чӑваш халӑх юррине юрласа савӑнтарчӗҫ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Д.Ф. Платонов та пушӑ алӑпа килмен. Хоккей клюшкисем парнелерӗ тата общество пурнӑҫне активлӑ хутшӑннӑшӑн Н.А. Димитриевӑпа О.Д. Тимофеевӑна (шкул тытӑмӗнче вӑй хуракансене), ял тӑрӑхӗн депутатне З.Ю. Ивановӑна грамотӑсемпе чысларӗ. Хӑйсен ҫемйинчен вӗтӗ шӑрҫасемпе илемлетнӗ картина парнелерӗ. Пӗртӑвансем — Раҫҫей художниксен Союзӗн членӗ, Чӑваш педагогика университечӗн доценчӗ Н.Г. Григорьев картина парнелерӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.Г. Григорьев «Тавах, учитель», «Встреча друзей» юрӑсене юрласа хӑнасене савӑнтарчӗ. Ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ М.В. Владимиров та салам сӑмахӗ каласа хаклӑ парне парса чысларӗ. «Караево» пӗрлешӳ специалисчӗ В.И. Семенов укҫан, кунта вӗрентнӗ Н.В. Ефимова халӗ Красноармейскинчи иккӗмӗш вӑтам шкулта ӗҫлет картина, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ В.Н. Платонов укҫан, «Сельхозхимия» пӗрлешӳн ертӳҫи В.Г. Григорьев спорт инвентарӗсем илме 10 пин тенкӗ уйӑрни ҫинчен калакан сертификат пачӗҫ, Заволжски ЛПУМГ пуҫламӑш профсоюз организацийӗн председателӗ Я.В. Малинин (баскетбол мечӗкӗсем, юрӑ-ташӑра тӑхӑнмалли кӗпесем парнелерӗ), ял тӑрӑхӗн депутачӗ Ю.С. Федоров (укҫан пачӗ), Шупашкарти «Экспресс-комфорт» фирма пуҫлӑхӗ (пукансем) тата ыттисем салам сӑмахӗсем каларӗҫ.

Юрӑ-ташӑ та нумай пулчӗ шкул юбилейӗнче. Вӗсене вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, М.Г. Степанова (ку шкулта вӗреннӗ ҫамрӑк), кӗҫӗн ачасен ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Л.К. Степанова), «Кӗмӗл сасӑ» дипломанчӗ Владимир Леонтьев тата ыттисем савӑнтарчӗҫ.

Юбилей мероприятийӗ «ҫавра сӗтелпе» вӗҫленчӗ.

#Красноармейски районӗ, #Карай, #шкулсем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем