Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Уйпуҫ Ялтӑра ҫыннисем туристсемпе пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.07.2016 21:37 | 1384 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем аптӑранӑ. Вӗсен ӗнисене ниҫта та шӑварма ҫук.

Плотинӑна тата ун ҫывӑхӗнчи ҫӗре усламҫӑ тара илнӗ. Унта – канмалли вырӑн, плотина вара – пулӑ тытмалли. Ҫав вырӑнта халӗ канма килекен ҫынсем хуҫаланаҫҫӗ. Ара, вӗсем укҫа тӳлесе кӗреҫҫӗ вӗт унта. Ял халӑхӗн вара тӑван ҫӗрӗ ҫинче ӗнисене шыв ӗҫтермелли вырӑн юлман.

Пӗррехинче виҫӗ арҫын сиксе тухнӑ та ӗнисене пусассипе хӑратнӑ. Кӗтӳҫе вара хӗненӗ. Василий Петров кӗтӳри ӗнисене шыв ӗҫтересшӗн ҫеҫ пулнӑ. Туристсене ку килӗшмен. Сӑмахпа каланипе ҫырлахман – кӗтӳҫе хӗненӗ: пӗри питӗнчен ҫапнӑ, тепри – мӑйӗнчен. Василий Петрова кӳршисем хӳтӗлеме тӑнӑ. Чутах ҫапӑҫу пуҫланман ун чухне.

Ӗнесене ҫитермелли вырӑн та юлман. Унта туристсем канаҫҫӗ. Ытти ҫӗртре вара ӗне кӗртме юрамасть – вӑл ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр.

Канмалли кунсенче плотина ҫывӑхне вун-вун урапа килет. Туристсем ӗнесене курсан киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмеҫҫӗ. Халӑх вырӑнти администрацие кун пирки ҫӑхавланӑ, анчах лешсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем килсен лару-тӑрӑва уҫӑмлатма шантарнӑ-ха вӗсем…

Журналистсем усламҫӑпа телефонпа ҫыхӑннӑ. «Эпӗ ӗнесене плотина ҫывӑхне пыма нихӑҫан та чарман. Малашне канма килекен ҫынсемпе хӑйсене мӗнле тытмалли пирки профилактика калаҫӑвӗ ирттерӗп», - тенӗ Владимир Михеев.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Уйпуҫ Ялтӑра

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=13286
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем