Муркаш районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм амӑшӗпе пӗрле хӑйсен ӗҫӗпе аппланнӑ чухне пӗчӗк ача килтен тухса кайнӑ. Полицейскисем 3-ри ачана икӗ сехет шыранӑ.
Ку ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, 18 сехетре пулнӑ. Амӑшӗ ачи ҫухалнине пӗлтерсен вырӑна 10 полицейски ҫитнӗ. Ача унччен аслашшӗпе асламӑшӗ патӗнче пулнӑ-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ кӗтӳ пӑхнӑ. Пӑтӑрмах сиксе тухиччен амӑшӗ киле таврӑннӑ. Ача вара картише выляма тухнӑ. Урам алӑкне питӗрнӗ пулнӑ. Темиҫе минутран картише кинемей тухнӑ. Анчах ача унта пулман, урам алӑкӗ вара уҫӑ.
Малтанах ачана ашшӗ-амӑшӗ шыранӑ. Унтан ял ҫыннисем пулӑшма тухнӑ. Ҫумӑр ҫума, тӗттӗмленме тытӑнсан полицейскисене чӗннӗ. Йӗрке хуралҫисем ачана 22 сехет те 35 минутра 1 ҫухрӑм аяккарах тупнӑ. Пӗчӗкскер ҫырмара йывӑҫ айӗнче пулнӑ. Ҫумӑр айӗнче йӗпеннӗ вӑл, макӑрнӑ.
Ача хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ашшӗне шыранӑ. Анчах ҫухалса кайнӑ.