Ку хваттер – чӑн-чӑн свалка. Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра пурӑнакансемшӗн ку чӑннипех те тамӑк пекех.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм хваттерне, подъезда темӗн те пӗрпе тултарса лартнӑ. Кӳршисем ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗрен тарӑхаҫҫӗ. Ҫитменнине, таракан, ытти хурт-кӑпшанкӑ ӗрчет. Кун пирки «Про Город» хаҫата Николай Миронов пӗлтернӗ.
Управляющи компанийӗ Гузовски урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри пӗр хваттерти лару-тӑру пирки пӗлет. Хӗрарӑм ӑптӑр-каптӑра темиҫе ҫул пухать ӗнтӗ.
Управляющи компанийӗ подъездри ҫӳп-ҫапа ҫулталӑкне икӗ хут илсе тухать. Унта тумтир, пушмаксем, сӗтел-пукан пур. Тӳрех икӗ трактор тулать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, укҫине хӗрарӑм хӑй парать.
Ҫынсен мӗн тумалла? Ҫак хӗрарӑм комуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлесех пырать. Хӑшӗсем ҫынсене участковӑй полицирен пулӑшу ыйтма сӗнеҫҫӗ.