Комсомольски районӗнче пурӑнакансем «Халӑх ревизорне» Григорий Данилова ҫӑхав янӑ. Ҫынсене экологи ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Вӗсем ҫуртсен ҫывӑхӗнче купаланнӑ свалкӑна пуҫтарма ыйтаҫҫӗ. Унта ҫӳп-ҫап кӑна мар, чӗрчун виллисем те выртаҫҫӗ-мӗн.
Свалка ҫывӑхӗнче шӑршӑ тӑрать. Ҫитменнине, ӑпӑр-тапӑр ҫывӑхри юханшыва кӗрет.
Шупашкарта пурӑнакан Виталий Жернаков каланӑ тӑрӑх, Комсомольски ялне кӗнӗ ҫӗрте ирӗк ыйтмасӑр йӗркеленӗ ҫуп-ҫап купи тӳрех куҫа тӑрӑнать. Унта темӗн те пӗр тӑкаҫҫӗ. «2014 ҫулта республика ку свалкӑна пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрмаллаччӗ. Анчах икӗ ҫул иртрӗ — нимӗн те улшӑнмарӗ», — тенӗ Виталий.
«Халӑх фрончӗ» Григорий Данилов вырӑна тухнӑ. Вӑл ҫынсемпе курнӑҫнӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫма хӑтланнӑ. Анчах Алексей Самаркин калаҫас темен, ыйтусене хуравламан. Пуҫлӑх видеокамерӑна илме каланӑ, полицие чӗннӗ те ӗҫ пӳлӗмӗнчен тухса тарнӑ.