Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.06.2016 21:28 | 2582 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Чӑваш Республикинчи ӗҫ тӑвакан влаҫӑн чӑваш чӗлхине малалла аталантарас тата лайӑхлатса пырас ыйтусене татса памашкӑн пӗрле килӗштерсе ӗҫлемелли орган шутланакан пӗрлӗх Вӗренӳ министерствин лару пӳлӗмӗнче пухӑнчӗ.

Пурӗ икӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ — комисси ҫумӗнчи орфографи ушкӑнӗ йышӑннӑ проекта пӑхса тухасси тата Шупашкар хулинчи тӗрлӗ палӑксем ҫине икӗ чӗлхепе ҫырнисене тишкересси.

Чи хӗрӳ калаҫу пӗрремӗш ыйту ҫуратрӗ. Пӗрисене халиччен уйрӑм ҫырма сӗнекен сӑмахсене пӗрле ҫырма йышӑнни килӗшмерӗ, теприсене — 1990-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ правилӑччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене уйрӑм ҫырма сӗнни. Ҫавах та орфографи комиссийӗ йышӑннӑ проектӑн никӗсне чӗлхе комиссийӗн ытларах пайӗ ырлас терӗ. Комисси пайташӗсем тӑратнӑ сӗнӳсене те пӑхса тухрӗҫ, вӗсене ытларах пайӗпе йышӑнас терӗҫ: 75§ уйрӑмах тавлашу ҫуратакан тӗслӗхсене (утмӑл турат, чӑрӑш тӑрри) кӑларса пӑрахас терӗҫ (вӗсене мӗнле ҫырмаллине тӗплӗ тӗпчев туса йышӑнас терӗҫ); 73-мӗш параграфри 3-мӗш пунктри тӗслӗхсене улӑштарма йышӑнчӗҫ (ООН вырӑнне тахҫанах ПНО тесе ҫырма пуҫланӑ; ГИТИС вара ытла кивӗ тӗслӗх); 74-меш параграфӑн 5-мӗш пайӗнче дефиспа ҫырмалли татӑксен йышне -тӑк (-тӗк) кӗртме пулчӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтура Шупашкарти палӑксене тишкерчӗҫ. Тӗслӗхрен, Андриян Николаев палӑкӗ ҫинче халӗ те вырӑсла кӑна ҫырнӑ. Ҫавнашкал тӗслӗхсене пухса хула администрацине чӗлхе комиссийӗ ячӗпе ҫыру ҫырма йышӑнчӗҫ. Халӗ вырнаҫтаракан Иккӗмӗш Катӗрне патшан палӑкӗ ҫине те икӗ чӗлхепе ҫырса хурассине тӗрӗслеме сӗнчӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #чӑваш чӗлхи комиссийӗ, #ларусем, #палӑксем, #орфографи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем