Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тенчипе паллӑ Youtube сервисра «Сӑвар» TV канал уҫалнӑ. Ӑна уҫаканни — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ.
Хальхи вӑхӑтра интернетри телеканалра Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 111 ҫул ҫитнине халалланӑ митингри (чӳкӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ) телекурмасем вырнаҫнӑ. Малашне ку канал урлӑ ытти мероприятисене лартма палӑртаҫҫӗ — тӗслӗхрен, юпан 24-мӗшӗнче иртнӗ деклорацие йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртнине, терлӗ ҫулсенче ӳкернӗ чунҫӳреври материалсене. «Сӑвар» видеостуди ӳкерме хутшӑннӑ чылай мероприятипе ҫак канал урлӑ паллашма май пулӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче эпир ирттерекен «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавне те ҫак канал урлӑ ҫутатма палӑртаҫҫӗ.
Телеканал тӗллевӗ — май ҫитнӗ таран чӑваш ҫамрӑкӗсен пурнӑҫӗпе, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ «Чӑваш Ен» ГТРК ӳкермен, ҫутатман мероприятисемпе паллаштарасси. Канал тӳлевсӗр, унӑн материалӗсемпе тӗнчери пур ҫын та паллашма пултарать — ҫӗнӗ телекурмасем илсе тӑма ҫырӑнмалла ҫеҫ.
«Сӑвар» пӗрлешӗве 20 ҫул каяллах йӗркеленӗ. Унӑн элтепӗрӗ — Арӑслан Наумов (Хусан), Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи — Илтимер Ефремов. Ҫак пӗрлешӗве йӗркеленӗ Ультияр Цыпленков унӑн хисеплӗ элтепӗрӗ шутланать.
Сувар С. // 7647.0.2373
2010.11.24 20:21 | |
Сувар С. // 7647.0.2373
2010.11.24 20:48 | |

Кунта http://suvars.livejournal.com/8249.html