Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мӑн Хураҫкара чӑваш чӗлхине вӗрентессипе тӗпчесси пирки калаҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геннадий Дегтярёв 01.10.2010 19:00 | 2402 хут пӑхнӑ
Конференци хутшӑнаканӗсем
Конференци хутшӑнаканӗсем

«Пулӗҫ аслӑ, ҫивӗч ӑслӑ кӗнекеҫӗсем…» Ҫеҫпӗл кӗтнӗ кӗнекеҫӗсенчен пӗри — филологи наукисен кандидачӗ Геральд Васильевич Лукоянов (1935 – 2001). Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗччен е урӑх авторсемпе пӗрле 40 яхӑн вӗренӳ кӗнеки ӑсталанӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри 10 ытла кӑларӑмпа тухнӑ.

Шкулта унӑн кӗнекисемпе 1965 ҫултанпа вӗренеҫҫӗ. Ҫав йышра «Чӑваш чӗлхи» (3-6 классем валли), «Тӑван литература» (4-5 кл.), «Чӑваш сӑмахӗ» (3-7 кл.), «Савӑнӑҫ кӗнеки», «Тӑван чӗлхе», «Ҫеҫпӗл», «Шевле», «Килти вулав кӗнеки», «Ҫыру тетрачӗ» пур. Вӑл хатӗрленӗ кӗнекесен пӗрлехи тиражӗ икӗ миллиона ҫывхарнӑ! Ҫакӑн чухлӗ кӗнеке калӑплама пултарнӑ ӑста хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра чысне-сумне питех курайман — наградӑсемпе хисеплӗ ятсем илеймен. Геральд Васильевич ача пек уҫӑ кӑмӑллӑ та тӳрӗ чунлӑ ҫынччӗ, хурине «шурӑ» теме пултараймастчӗ. Ҫакӑ ӑна пӗчӗккисем валли кӗнеке хайлама пулӑшнӑ, анчах пуҫлӑхсен умӗнче ырӑ ятлӑ пулма чӑрмантарнӑ.

Вӑл пирӗнтен камалсӑр (выр. Скоропостижно) уйрӑлса кайнӑранпа кӗҫех вунӑ ҫул ҫитет ӗнтӗ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ, ӑна-кӑна ӑнланакан ҫынсенчен Геральд Лукоянов пирки ыйтса пӑхатӑн та ку ята пӗлекеннине сахал тупатӑн. Вара ҫав ҫынсенех хӑйсем шкулта вӗреннӗ вӑхӑтри чӑваш чӗлхи, тӑван литература е хушма вулав кӗнекине кӑтартатӑн. Кӗнеке хуплашкине курсанах пирӗн «респондентсен» пичӗ-куҫӗ ҫуталса каять — вӗсем хӑйсен пӗлӳ ҫӑлкуҫне палласа илеҫҫӗ. Акӑ кам кӗнеки пулӑшнӑ иккен вӗренсе ҫын пулма!

Кая юлса та пулин Геральд Васильевича ырӑ сӑмах, тав сӑмахӗ каламаллах пирӗн, унӑн ятне манӑҫа кӑлармалла мар. Пархатарлӑ туйӑма чун-чӗремӗрте вӑратмашкӑн пӗлтерӗшлӗ сӑлтав та пур кӑҫал — пултаруллӑ кӗнекеҫӗ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ (шел, чикан майри каланӑ пек тата хӑй ӗмӗтленнӗ пек 83-е ҫитеймерӗ ӗҫтешӗмӗр).

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата Чӑваш тавра пӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ пуҫарнипе авӑнӑн 23-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑн Хураҫка шкулӗнче — Геральд Лукоянов вӗреннӗ тата вӗрентнӗ пӗлӳ лаҫҫинче — «Чӑваш чӗлхине вӗрентесси, тӗпчесси: ӗнер, паян, ыран» темӑпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Кӗнекеҫӗ юбилейне халалланӑ ӗҫлӗ уява Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Алевтина Андреева ертсе пычӗ, район пуҫлӑхӗ Юрий Иванов та хутшӑнчӗ, сӑмах каларӗ.

Геральд Васильевичӑн пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне хак пама, чӑваш чӗлхипе литературине тӗпчесе вӗрентессине тишкерме Шупашкартан ӑсчахсем пычӗҫ: гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнчен — Леонид Петровпа Александр Кузнецов, педуниверситетран — Виталий Станьялпа Евдокия Андреева, вӗренӳ институчӗпе университетран — Юрий Виноградовпа Андрей Филиппов. Японири Хоккайдо университетӗнчен килнӗ гуманитари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Гото Масанори те конференци шайне ӳстерчӗ. Тӗп доклада тӑваканни Чӑваш тавра пӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Евгений Ерагин пулчӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва районти библиотекарьсемпе вӗрентекенсем, Мӑн Хураҫка шкулӗн йышӗ хутшӑнчӗ.

Докладсене итленӗ май Геральд Лукояновӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ куҫ умне курӑмлӑн тухса тӑчӗ. Вӑл вӗрентӳ программисемпе меслетлӗх кӗнекисем те хатӗрленӗ, «Марийские заимствования в чувашском языке» монографи кӑларнӑ, Леонид Сергеевпа пӗрле аслӑ шкул валли «Чувашский язык» вӗренӳ кӗнеки калӑпланӑ, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ҫамрӑк поэтсен сӑввисене пухса «Вӗҫленмен юрӑсем» (1973) поэзи пуххине кун ҫути панӑ. Кӗнеке кӑна калӑпласа ларман вӑл, тӗрлӗ ҫулсенче Муркаш районӗнчи Мӑн Хураҫка, Ҫатракасси тата Йӳҫкасси шкулӗсенче, Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара ачасене пӗлӳ тӗнчине ҫул кӑтартнӑ, район хаҫачӗпе кӗнеке издательствинче, вӗренӳ институчӗпе педуниверситетра тӑрӑшнӑ. Икӗ тӗрлӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ, Алма-Ата хулинче кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Чӑваш литературине чунтан юратаканскер хӑй те сӑвӑсем хайланӑ, анчах вӗсене пичете сӗнме васкаман. Унӑн икӗ пиччӗшӗ 1941 ҫулта вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, пӗри сӑвӑҫӑ пулнӑ, тепри — ӳнерҫӗ...

Конференцине хутшӑнакансенчен чылайӑшӗ Геральд Лукоянова ҫывӑх пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, В.Станъял унпа аспирантурӑра вӗреннӗ, Ю.Виноградов кӗнеке ҫырма хутшӑннӑ, эпӗ вара пӗр вӑхӑт педуниверситетра пӗрле ӗҫлеттӗм (тӗрлӗ факультетри студентсене икшер пая уйӑрса чӑваш чӗлхине вӗрентеттӗмӗр). Пулас ӑсчахпа юнашар ӳссе ҫитӗннӗ е вӑл вӗрентнипе шкулта ӑс пухнӑ ҫынсем аса илӳ ҫӑмхине сӳтнӗ чух куҫҫульленсе те илчӗҫ. Зала пухӑннисем уйрӑмах Геральд Васильевичӑн ҫывӑх тӑванӗсене — вӗрентӳ ӗҫӗн ветеранне Галина Николаева Лукояновӑна, ывӑлӗсене Николайпа Владислава тимлесе итлерӗҫ. Вӗсенчен пӗри ашшӗ пекех ҫамрӑксене пӗлӳ парать, Шупашкарти 10-мӗш шкулта ӗҫлет.

Мӑн Хураҫка шкулӗн коллективӗ конференцие тӗплӗ хатӗрленнӗ: шкул музейне ҫӗнетнӗ, мухтавлӑ ентешӗн кӗнекисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе тата тӗрлӗ документпа паллаштаракан курав йӗркеленӗ (ӑна Муркашра та кӑтартма палӑртрӗҫ). Ачасем Геральд Васильевичӑн сӑввисене каларӗҫ, юратнӑ юррисене шӑрантарчӗҫ.

Пултаруллӑ кӗнекеҫӗн, ӑста чӗлхеҫӗн ятне чыслама пухӑннисем пархатарлӑ сӗнӳ чылай пачӗҫ. Вӗсене Муркаш район администрацийӗ ырласа йышӑнчӗ. Кӗҫех Мӑн Хураҫка шкулне Геральд Лукоянов ятне парӗҫ, шкул ҫурчӗ ҫинче вара ӑна халалланӑ асӑну хӑми пулӗ. Ӑсчахӑн ал ҫырӑвӗсене, кун кӗнекисене тишкерсе ятарлӑ кӗнеке кӑларасси — тӗпчевҫӗсен тивӗҫӗ. Тӑван халӑхшӑн, унӑн культура ӳсӗмӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ ырӑ ҫыннӑмӑр умӗнче парӑмлӑ эпир. Ҫакна аса илсе парӑма майӗпен татма пуҫларӑмӑр. Пархатарлӑхпа сӑваплӑх кӑмӑл-туйӑмӗ Геральд Лукоянов юбилейӗ хыҫҫӑн та ан сӗвӗрӗлтӗрччӗ ӗнтӗ.

 

Конференцири самантсем

#шкулсем, #Мӑн Хураҫка, #Муркаш районӗ, #Вӑрнар районӗ, #конференцисем, #Йӳҫкасси, #Ҫатракасси, #Мӑнҫырма

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем