Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫамрӑксем тӳре-шарана кирлӗ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 04.03.2016 19:19 | 1164 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Муркаш районӗнче пулнӑ. Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен канашлусем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха.

Муркаш районӗнче пулнӑ май Михаил Игнатьев муниципалитетӑн Ҫамрӑксен парламенчӗн пайташӗсемпе курнӑҫнӑ. Элтепер ҫамрӑксем пуласлӑх ҫул-йӗрне тарӑн витӗм кӳнине палӑртнӑ тесе хыпарлать республика ертӳҫин пресс-служби.

Ҫамрӑксен парламенчӗн ертӳҫи Оксана Кирпичникова пӗрлешӳ районти Депутачӗсен пухӑвӗ ҫумӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче йӗркеленсе кайнине, палӑртнӑ тытӑмра 21 ҫын вӑй хунине пӗлтернӗ.

Пӗрлешӗвӗн тӗп тӗллевӗ шутӗнче ҫамрӑксене общество пурнӑҫӗпе политика лару-тӑрӑвне хутшӑнтарассине, патриотизм туйӑмне аталантарассине, пуҫаруллӑ ҫамрӑксене аталанма тӗрлӗ майсем тупса парассине, патшалӑх пулӑшӑвӗпе ҫамрӑксене туллин усӑ курма вӗрентесси палӑртаҫҫӗ. Сӑнавҫӑсем вара кун пек пӗрлешӳсене суйлав ҫывхарнипе, суйлавра ҫамрӑксем епле сасӑланинчен самай килнӗрен тӳре-шара вӗсемпе ытларах ҫыхӑну тытма тӑрӑшнипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Маларах асӑннӑ Оксана Кирпичникова Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева ҫамрӑксене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. 2015-мӗш ҫулта районта 21 ҫамрӑк Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнине пӗлтернӗ, 34 ҫамрӑк ҫемье тата 6 специалист хӑйсен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ.

#канашлусем, #ҫамрӑксем, #политика, #Элтепер, #Муркаш районӗ

 

Сӑнсем (42)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем