Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Стихван Шавли ячӗпе литература каҫӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 17.09.2010 11:41 | 2323 хут пӑхнӑ
Литература каҫӗнче
Литература каҫӗнче

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче, юнкун, К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗн Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа литература каҫӗ иртрӗ.

Мероприятие хӑнасем чылай килчӗҫ. Тӑванӗсем те пурччӗ — ҫыравҫӑн Ольга хӗрӗ, Николайпа Степан мӑнукӗсем пулчӗҫ. Мероприяти ячӗпе «Ҫӗр ҫинчи йӗрсем» курав та йӗркеленӗччӗ — сӑвӑҫ япалисем, туи, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекисем унта вырнаҫнӑччӗ. Тӑванӗсем куравпа паллашрӗҫ, кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Стихван Шавли сӑвӑҫа асӑнса ирттернӗ май ҫыравҫӑсем, общество ӗҫченӗсем нумайччӗ — Виталий Станьял, Порфирий Афанасьев, Борис Борлен тата ыттисем. Шкул ачисемпе студентсем те пурччӗ — вӗсем поэт хайланӑ сӑвӑсем каласа пачӗҫ.

 

Пӗлме: Стихван Шавли Самар облаҫӗн Шӑнтал районӗнчи Каменкӑра 1910 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1937 ҫулта Шупашкара куҫнӑ. Кунта вӑл «Сунтал» журнал редакцийӗнче, кӗнеке издетельствинче, писетельсен союзӗн правлениӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн редакцийӗнче, тата ытти пичет тата информаци учрежденийӗнче ӗҫленӗ. 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ. 1974 ҫулта ӑна чӑваш халӑх сӑвӑҫи ячӗпе чысланӑ.

 

Литература каҫӗн саманчӗсем

#литература каҫӗсем, #литература музейӗ, #литература, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем