Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ тата Чӑваш халӑх сайчӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурса пуҫарни пирки пӗлтереҫҫӗ. Унта шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе педагогсем хутшӑнайраҫҫӗ.
Конкурсӑн тӗллевӗ: чӑваш чӗлхине аталантарасси, ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхе илемне туйма вӗрентесси, хӑйсен пултарулӑхне аталантарма хӑнӑхтарасси, аслисене ку ӗҫе хастартарах хутшӑнтарасси. Ӑмӑрту — тӳлевсӗр.
Конкурсра пурӗ 7 номинаци йӗркеленӗ:
• «Пукан ҫинче» (4 ҫул ҫурӑран кӗҫӗнреххисем);
• «Шӗвӗркке» (4,5 ҫултан аслӑрах, шкул ҫулне ҫитеймен арҫын ачасем);
• «Пукане» (4,5 ҫултан аслӑрах, шкул ҫулне ҫитеймен хӗрачасем);
• «Шӑпӑрлан» (пуҫламӑш классенче вӗренекен арҫын ачасем);
• «Чиперук» (пуҫламӑш классенче вӗренекен хӗрачасем);
• «Сӑпка умӗнче» (аслисем хушшинче);
• «Чи лайӑх видео» (видео пахалӑхӗ тӗлӗшӗпе).
Конкурса хутшӑнакансен шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑшри класра вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ е ача-пӑча сӑмахлӑхӗнчен илнӗ сӑвва пӑхмасӑр видеокамера умӗнче вуласа памалла.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурса ӗҫсене нарӑсӑн 15-мӗшӗнче пуҫласа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ярса памалла. Пӗтӗмлетӗве Чӑваш чӗлхин кунӗ тӗлне тӑвӗҫ.
Конкурспа тӗплӗнрех унӑн положенийӗнче паллашма пулать.
