Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче сайра тата кӑсӑклӑ кинолентӑсем упранаҫҫӗ. Ытларах пайне сассӑр фильмсем йышӑнаҫҫӗ.
Нумай пулмасть вӗсем ҫак паха архива Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗпе пӗрле хальхи электронлӑ формӑна куҫарма пуҫланӑ. Хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халаха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ.
1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать.
Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнӑ. Шел те, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерӗҫ. Институт ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 1927 ҫулта ӳкернӗ «Страна Чувашская» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) кинолентӑпа, 1976 ҫулта тухнӑ «На Волге широкой» (чӑв. Аслӑ Атӑл хӗрринче) киножурналӑн ленттипе паллашма май пулӗ. Кӑҫал пирӗн Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май куракансемшӗн ку — пысӑк парне.
