Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Виҫӗ кунра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.01.2016 20:10 | 2120 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗ тӑрать. Виҫӗ кунра республикӑра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ.

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче 37 ҫулти хӗрарӑм виллине хӑйӗн картишӗнче тупнӑ. Вӑл ентешӗ патӗнче Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ, эрех ӗҫнӗ те ҫӗрлехи 2 сехетре киле кайма тухнӑ. Етӗрне районӗнчи Тури Мучар ялӗнче те ҫак кун 42 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл хӑйӗн пӳртӗнчех, кравать ҫинче, шӑнса вилнӗ. Ҫуртра кӑмакана тахҫанах хутман-мӗн.

Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче Пӑлаккассинче пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм шӑнса вилнӗ. Пенсионерка Кивӗ Ахпӳрте тӑванӗ патне кайма тухнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫулта унта пулнӑ, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче киле таврӑннӑ. Тепӗр кунхине каллех тӑванӗ патне кайма тухнӑ, анчах ҫитеймен… Ҫав кунах Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче 53 ҫулти арҫын виллине тупнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 68 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ялӗнче те ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 49 ҫулта пулнӑ.

#Етӗрне районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Канаш районӗ, #пӑтӑрмахсем, #Елчӗк районӗ, #Курнавӑш, #Асхва, #Пӑлакасси, #Кивӗ Ахпӳрт, #Тури Мучар, #Атрать, #Улатӑр районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем