Тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ нумаях пулмасть хута кайрӗ. Халӗ унта пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусем, мероприятисем иртеҫҫӗ.
Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Спорт сооруженийӗсем. 2015 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ» премие тивӗҫнӗ. Унӑн учредителӗ — SportFacilities журнал.
Шупашкарти пӑр керменӗ «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускаври пӗр бизнес-центрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ стадионсем, парксем, йӗлтӗр комплексӗсем, хӑна ҫурчӗсем, бассейнсем тата ытти объект тӗрлӗ номинацире 56 наградӑна тивӗҫнӗ. Мала тухнисене РФ спорт министрӗн ҫумӗ Павел Новиков саламланӑ.