Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Политехника институчӗ Шупашкарти филиала ӗҫлеттересшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.11.2015 17:29 | 1075 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Андрей Николаенко тата Михаил Игнатьев
Андрей Николаенко тата Михаил Игнатьев

Кун пирки Мускаври патшалӑхӑн машинӑсем тӑвакан университетӑн ректорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗн докторӗ Андрей Николаенко пирӗн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева пӗлтернӗ.

Михаил Игнатьев унпа иртнӗ эрне вӗҫӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та хутшӑннӑ.

Чӑваш Ен ертӳҫисене Андрей Николаенко Шупашкарти политехника институтне пулӑшса пынишӗн тав тунӑ. «Хӑш-пӗр регионта пирӗн филиалсене вырӑнти ертӳҫӗсем витӗм кӳмеҫҫӗ, вӑл субъектсенче филиалсене хупасси пирки ыйту тӑрать. Чӑваш Енре эсир тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пысӑк тимлӗх уйӑрнине куратпӑр», — пӗлтернӗ савӑнӑҫне ректор. «Шупашкарти политехника институтӗнче пурӗ 2700 ҫын вӗренет. Филиалта Раҫҫейри 36 регионтан студентсем пӗлӳ илеҫҫӗ, вӗренсе тухакансем ӗҫе кулленех вырнаҫаҫҫӗ. Пуласлӑхра республикӑра пысӑк технологиллӗ производствӑсем хута каясси паллӑ. Ҫавӑнпа та асӑннӑ аслӑ шкултан вӗренсе тухакан специалистсем малашне те ӗҫ рынокӗнче питӗ кирлӗ. Шупашкарти институт регионти шкулсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Инженер пулас текен яш-кӗрӗм республикӑра сахал мар», — тенӗ Михаил Игнатьев.

#Шупашкар, #тӳре-шара, #Элтепер, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем