Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Кӑҫал Республика кунӗн уявӗ уйрӑмах чаплӑ иртмелле — Чӑваш патшалӑхне (республика тени патшалӑха пӗлтерет) туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни ҫул Республика кунне пӗр-пӗр районта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал черет Патӑрьел районне ҫитнӗ.
Районти уяв программи:
Ҫӗртмен 24-мӗшӗ
9:00-17:00. Патӑрьел районӗн уҫӑ спорт уявӗ. Курма пырсан эстафета, кӗрешӳ, кире пуканӗ тата штанга йӑтассин ӑмӑртӑвӗсемпе, армспортпа паллашма пулӗ. Ӑмӑртусем «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра тата ипподромра иртӗҫ.
10:00-10:15. Патӑрьелти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул умӗнче вӗрентекен палӑкне уҫни.
10:00-14:00. «Тӗлӗнтермӗш-ярмӑркка» уҫни. Патӑрьел районӗнчи алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра паллашма пулӗ.
10:00-14:00. «Тӳпене ҫитерекен ӗмӗт». Вӗҫекен ҫӗленсен уявӗ. Комаров урамри ҫӳранҫӳрекенсен лаптӑкӗ.
10:00-17:00. Пӗтӗм чӑвашсен ҫуллахи ял спорт вӑййисем. Патӑрьелти тӗп стадионта курма пулӗ.
10:00-15:00. «Хаваслӑ вӑйӑсен кунӗ». Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ районти ача-пӑча уявӗ. Патӑрьелти тӗп тӳремре иртӗ.
10:15-10:30. Патӑрьелте 24 тата 15 хватерлӗ икӗ ҫурта хута ярасси (Ленин урамӗнчи 31 тата 35№№ ҫуртсем).
10:30-11:00. Патӑрьелти стадиона хута ярасси.
11:00-11:30. «Раҫҫейялхуҫабанк» АУП-ӗн Патӑрьелти хушма умрӑмӗн ҫуртне хута ярасси.
11:00-16:00. «Паянхи агроинновацисем». ЯХК предприятисенче усӑ куракан хальхи технологисен куравӗ. «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра паллашма пулӗ.
11:00-17:00. Вӑйӑсемпе аттракционсем. «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра канма пулӗ.
11:30-12:00. Чӑваш Енӗн юрӑпа ташӑ патшалӑх ансамблӗн концерчӗ. «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра.
12:00-14:00. «Юратнӑ тӑван кӗтесӗм». Ача-пӑчасен асфальт ҫинчи ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвӗ. «Паттӑр» ФСК умӗнчи лаптӑкра иртӗ.
12:00-13:00. Патӑрьел районӗнчи Республика кунне театрласа чаплӑн уҫни. «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра уҫӗҫ.
13:00-16:00. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» XVIII фестивалье хутшӑнакан ушкӑнсен гала-концерчӗ. Вӗсен юррисене «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра илтме май пулӗ.
15:00-17:00. «Ман кил умӗнчи кӗвӗ». Гитарӑпа вылякансен фестивалӗ. Культура паркӗнче иртӗ.
17:00-19:00. «Сӗршывӑм манӑн Чӑваш Ен» Уҫӑ сывлӑшра ирттернӗ киносеанс. Чӑваш Енпе Патӑрьел районӗсем епле йӗркеленнине сӑнлакан документлӑ фильмсем кӑтартӗҫ. Культура паркӗнче иртӗ.
19:30-20:30. «Ылтӑн сасӑ». Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен уяв концерчӗ. «Билайн» патнесем выляттарӗ. Патӑрьелӗн тӗп тӳремӗнче иртӗ.
20:30-21:30. «Авалхи сас» кӗвӗ программи. Патӑрьелӗн тӗп тӳремӗнче итлеетӗр.
21:30-23:00. Раҫҫей эстрадин «Рефлекс» ушкӑнӑн концерчӗ тата дискотеки. Патӑрьелӗн тӗп тӳремӗнче иртӗ.
23:00. Уяв салючӗ. Патӑрьелӗн тӗп тӳремӗнче иртӗ.
23:00-01:00. «Билайн» компани хатӗрленӗ дискотека. Патӑрьелӗн тӗп тӳремӗнче иртӗ.
Патӑрьелсем! Республикӑра пурӑнакансем! Чӑваш Ен хӑнисем! Сире пурне те уява чӗнетпӗр!
