Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Патӑрьел районӗ

Патӑрьел районӗЧӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ район. 1927 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче туса хунӑ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 944 ҫх2 танлашать. Район администрациӗ Шупашкартан 138 ҫухрӑмра ларакан Патӑрьел салинче вырнаҫнӑ.

Ҫут ҫанталӑк

Патӑрьел районӗн вырӑнӗсем сӑртлӑ тӳремлӗхсенчен тӑраҫҫӗ.

Чӗрчунсенчен кунта туркас, сӑвӑр, ҫӗр мулкачи, мулкач, тилӗ, кашкӑр тупӑнать. Ҫавӑн пекех вӑрмансенче пакша, ҫӳлевӗҫ, хӑнтӑр, пурӑш, сӑсар тата ытти тӗрлӗ чӗрчунсем пур.

Вӑрмансенче ҫак тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ: хурӑнсемпе, ӑвӑссемпе, чӑрӑшсемпе тата ҫӑкасемпе хутӑш хырлӑхсем; юманлӑхсем; юмансемпе вӗренесемпе хутӑх ҫӑкалӑхсем, хурӑнсемпе хутӑш ӑвӑҫлӗхсем. Чи пахалӑххисем — хырлӑхсем.

Чи пысӑк юханшыв — Пӑла. Ыттисем питӗ пӗчӗккӗ.

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗнче ку районта 40,3 пин ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 6,6 пин ҫын Патӑрьелте пурӑннӑ. Районта халӑх питӗ йышлӑ пурӑнать. Пер тӑваткал ҫухрӑм ҫине 47 ҫын килет. Ытларахӑшӗ(75%) — чӑвашсем. Ҫавӑн пекех тутарсем йышлӑ (22%), вырӑссем, мордвасем, украинецсем пурӑнаҫҫӗ.

Районта пӗтемпе 57 ял. Вӗсенче вӑтамран 800 ҫын пурӑнать.

Паллӑ ҫыннисем

Ҫак районта ҫуралса чапа тухнӑ ҫынсен йышӗ gирки кунта вулӑр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Патӑрьел районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Маруç тӳрлетнӗ, информацие 2018-11-06 20:04:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 42993 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем