Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Лапсар ял тӑрӑхӗнчи Акатуя ҫумӑр кансӗрлемерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.06.2010 17:42 | 2301 хут пӑхнӑ
Акатуйра
Акатуйра

Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Лапсар ял тӑрӑхӗ Акатуй ирттерчӗ. Эрне маларах, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, район шайӗнчи Акатуй иртсеччӗ.

Уяв кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре пуҫланчӗ. Вӑл Ҫеньял ҫумӗнчи илемлӗ лапамра иртрӗ. Ҫанталӑк пӗлӗтлӗ тӑчӗ пулин те ҫумӑр уява пӑсмарӗ.

Акатуя кӑҫал вӗрентекенсен ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине, республикӑна тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Уява «Алран кайми аки-сухи...» юрӑпа, ваттисене асӑнса пуҫларӗҫ.

Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ пынӑран ял тӑрӑхӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ачасене вӗрентнӗ учительсене парнесем пачӗҫ, ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ.

Ҫавӑн пекех ялсенчи тӑрӑшуллӑ ҫынсене парнесем пачӗҫ. Ҫӗньял, Ойкасси, Хӗрлӗ Ҫыр ялӗсенче вара уйрӑм ӑмӑрту ирттерчӗҫ — чи капӑр та илемлӗ кил-ҫурт хуҫисене кроликсем пачӗҫ.

Акатуй вӑйӑсӑр иртмест теҫҫӗ — кӑҫал Ҫӗньял лапамӗнче вӑйӑсем валли вырӑн туллиехччӗ (пӗлтӗр футболла ҫеҫ ӑмарту иртсеччӗ). Волейболла та футболла та ӑмӑртрӗҫ. Ҫывӑхра шапа та путайман пӗве пекки пурччӗ — унта та пулин пулӑҫсем ӑмӑртрӗҫ. Хам пулсан унта пулӑ ҫук теетӗм те ӑста пулӑҫсем темиҫе тытрӗҫ-тытрӗҫех. Уншӑн парнесем те илчӗҫ. Вӑрман ҫӳмнерех шашкӑлла вылякансем ларса тухрӗҫ, лапамра канат туртса вӑй виҫекенсем пухӑнчӗҫ. Ҫӳле улӑхмалли юпа та пурччӗ, анчах нихӑшӗ те ун тӑрне хӑпарса вӑй виҫес темерӗ. Те парни пӗчӗккӗрен (чӑх пама шантарчӗҫ), те вӑйсем пӗтнӗрен.

Уявра пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑҫал чылай пулчӗҫ — Вӑрманкас ял клубӗ ҫумӗнчи «Парне», кӳршӗлле ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Атайкасси ял клубӗнчи ушкӑн, хӑйсен пултарулӑхне Европа, Турци таран ҫитернӗ «Шуҫӑм» ансамбль, шкул ачисем тата ыттисем пулчӗҫ. Ял тӑрӑхӗн ҫыннисем ытларах вырӑнти юрӑсене шӑрантарчӗҫ пулсан, «Шуҫӑм» ансамбль Чӑваш Ен тулашӗнчи юрӑсемпе ытларах паллаштарчӗ. Халӑх та вӗсене тимлӗн итлерӗ, кашни юрӑ хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗ.

Лапсар ял тӑрӑхне пурӗ 9 ял кӗрет: Ҫатракасси, Ассакасси, Вӑрманкас, Карачура, Лапсар, Ойкасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Вӗсем пурте тенӗ пекех Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Хула ҫывӑхра пулин те уяв чӑвашла иртрӗ. Тӑватӑ сехет хушши сцена ҫинче чӑваш юррипе ташши янрарӗ. Вырӑслисем те пулчӗҫ, пӗр хӗр пӗрчи инди ташшине ташласа кӑтартрӗ.

Акатуй вӗҫӗнче ял тӑрӑхӗн халӑхӗ чӑвашла ташласа кӑмӑла пусарчӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#Хӗрлӗ Ҫыр, #Ойкасси, #Акатуй, #Ҫеньял, #Лапсар ял тӑрӑхӗ, #уявсем, #Вӗрентекен ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем