Кӗркунне пур ҫӗрте те ҫулҫӑ пуҫтараҫҫӗ. Халӗ техника вӑйлӑ аталанать те… вӑл ӗҫе ҫӑмӑллатать.
Шупашкарта та ҫӗнӗ технологипе усӑ кураҫҫӗ. Вӑл типӗ курӑка, туратсене, ҫӳп-ҫапа хӑварт пухать.
Техника пысӑк лаптӑка кӗске вӑхӑтрах пуҫтарать. Ӑна пӗрремӗш хут 2008 ҫултах туяннӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тепӗр иккӗ туяннӑ. Халӗ хулара унашкал 6 техника ӗҫлет.
Ҫак техника пылесос пекех. Анчах ҫӳп-ҫап трактор прицепӗ ҫине пухӑнать. Шлангӗн диаметрӗ вара ҫур метр таранах.
Чӑннипе, чылайӑшӗ кӗркунне ҫулҫӑ пухас ӗҫе кирлӗ тесе шутламасть. Специалистсем вара ку хула экологийӗшӗн усӑллине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫулҫӑсенче йывӑр металсен пӗрлешӗвӗсем пухӑнаҫҫӗ. Ӑна пуҫтармасан тӑпрара токсинсем пухӑнаҫҫӗ. Ҫулҫӑ пушар тухас хӑрушлӑх та кӑларса тӑратать.