Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Е. Турханӑн ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ — хӑтлав иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.05.2010 12:04 | 2190 хут пӑхнӑ

Патӑрьел районӗн тӗп вулавӑшӗнче нумай пулмасть Евгений Турхан ҫыравҫӑн «Ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм?» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекепе паллашса ӑна хак парас, авторпа тӗл пулса калаҫас тӗллевпе вулавӑша районти «Мехел» литпӗрлешӳ членӗсем, прозӑпа поэзие юратакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ мероприятие йӗркелесе ертсе пыраканӗ библиотека ӗҫченӗ Нина Васильевна Мазякова пулчӗ.

Е.Турхан пултарулӑхӗпе «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Николай Ларионов паллаштарчӗ. «Аса илтерчӗ» тени, тен, тӗрӗсрех пулӗ, мӗншӗн тесен Евгений Андреевича Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче литературӑна кӑмӑллакансем ҫеҫ мар, район хаҫачӗн аслӑрах вулаканӗсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл 1950 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. 10 ҫулта чухне ҫемье Патӑрьелне куҫса килнӗ. 1976 ҫулта Е.Турхан районӑн «Авангард» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫлать — корреспондент, пай пуҫлӑхӗ, редактор ҫумӗ пулса вӑй хурать. 1994 ҫулта Тутарстанра тин ҫеҫ йӗркеленнӗ чӑвашла тухакан «Сувар» хаҫата ӗҫлеме куҫнӑ. 12 ҫул вӑл «Казанские ведомости» хаҫатра вӑй хунӑ.

Евгений Андреевичӑн 1985 ҫулта «Пӑла таврашӗнче» ятпа пичетленсе тухнӑ пӗрремӗш кӗнеки Митта Ваҫлейӗн премине тивӗҫнӗ. Вырӑсла кӗнекисем — «Тайна обелиска» (1999 ҫул), «Последний эльтебер» (2001 ҫул) Хусанта кун ҫути курнӑ. Евгений Андреевич Турхан — прозӑра та, поэзире те, чӑвашла та, вырӑсла та паха ӗҫлекен ҫыравҫӑ, унӑн хайлавӗсем тутарла та пичетленеҫҫӗ. «Ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм?» кӗнекене тӗрлӗ вӑхӑтра ҫырнӑ поэма, повесть, сӑвӑсем кӗнӗ.

— Хамӑр йӑхран эпӗ улттӑмӗш ҫыравҫӑ. Вулакансем Турхан Хӗветӗрне, Яккӑвне, Турхан ЭнтриЭнтрине, Григорий Келие (унӑн амӑшӗпе ман атте пӗртӑван) пӗлеҫҫех ӗнтӗ. 2003 ҫултанпа Тутарстан Писательсен союзӗнче тӑратӑп эпӗ. «Последний эльтебер» роман — трилогин пӗрремӗш пайӗ, хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш пайне («Сын эльтебера») ҫырас ӗҫе вӗҫлесе пыратӑп. Виҫҫӗмӗш пайӗ «Сокровища северских эльтеберов» ятлӑ пулмалла. Ӑна виҫӗ ҫул каяллах ҫырса пӗтернӗ. Иккӗмӗш пайне хатӗрленӗ хыҫҫӑн трилогие пӗрле уйрӑм кӗнекен кӑларас тӗллев пур, — тесе пӗлтерчӗ автор тӗлпулура.

Тӗлпулура Е.Турханӑн «Ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм?» ҫӗнӗ кӗнекине тишкерсе литпӗрлешӳ членӗсем Яков Степанов (Аслӑ Арапуҫ), Вячеслав Волков (Алманчӑ_) тата ыттисем тухса каларӗҫ, хайлавсене лайӑх хак пачӗҫ. Ҫыравҫӑ йышлӑ ыйтусем ҫине тулли хуравсем пачӗ.

#кӗнекесем, #Патарьел районӗ, #вулавӑшсем, #презентацисем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/2891.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем