Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Варуçпа хĕрĕ паçăрах сĕтел хушшинчен тухасшăнччĕ: ĕçкĕллĕ арçынсемпе ларма кичем. Çитменнине, Елюк пуçне спирт анкă-минкĕлентере пуçлани сисĕнчĕ. Каймалла та выртмалла çеç. Милици начальникĕ ашшĕне мĕн хуравласси кăсăклантарчĕ.
Ытлашши мар та, чĕлхи уçăлмалăх Ваймистров та хĕрнĕ. Хуçа кăмăлĕнче мĕн пуррине тĕплĕнрех пĕлесшĕн:
— Павел Платонович! — хыттăн чĕнчĕ вăл. — Эсир мана хăвăр пуяннипе тĕлĕнтересшĕн. Тавлашмастăп, сирĕн мул тем чухлех-и, тен. Çынсем, ав, пурпĕр уясă тăмак, тытнă та шакканă. Ампара çăра çĕмĕрсе кĕнĕ. Кунашкалли тепĕр хут та çаврăнса килĕ. Эп сирĕн пек пуян мар та, ман алăра власть. Пĕрре чăмăртăп кăна — пыршисем тухĕç. Самана мĕнлине хăвăрах чухламалла.
Милици начальникĕ сӳрĕккĕн калаçнăшăн амăшĕпе хĕрĕ хăраса ӳкрĕç. Куншăн ашшĕ айăплă пек туйăнчĕ. Çав кирлĕ-кирлĕ мара сӳпĕлтетсе ларать. Чипер килнĕ çынна чиперех ăсатмаллаччĕ.
Ваймистров ăçталла илсе пыма шутланине тавçăрайман Павăл шанăçне çухатнăн ехлетрĕ:
— Апла тесен, тупăка çеç выртмалла!
— Ухмахла сăмах!
— Аслине илтмерĕм эпĕ!
— Пурнăç тăнăç пултăр, никам ан сĕкĕнейтĕр тесен, пуянлăхпа влаçа пĕрлештермелле! Пĕр чăмăр тумалла!
— Кузьма Иванович, пуянлăхпа влаçа пĕр чăмăра мĕнле пĕрлештерĕн-ши? — пушшех ăнланаймарĕ Павăл.
— Мĕнле-и? — терĕ те Ваймистров пĕр хушă чĕмсĕрленчĕ. Сывлăшне çавăрса, сассине хăпартларĕ: — Эпĕ салтак, çаврака сăмахсем калама хăнăхман, юптарма ăс çителĕксĕр. Тата ун пек айкашма вăхăт çук ман. Тӳрĕ пулнăшăн йывăра ан илĕр. Вăт... Сирĕн çитĕннĕ хĕр пур. Эпĕ каччă. Тĕрĕсех, Елюкран аслăрах та... Çирĕм пиллĕкре кăна. Качча парăр мана Елюка.
Тем сиксе тухсан та, Павăл çемйи кăна кĕтмен. Аçа çапса анратнăн чĕлхисене çухатрĕç.
Ваймистров, йывăç пĕрре касса йăванман тенĕн, çирĕпрех витерме тăрăшрĕ:
— Эсир мана чухăн тесе тиркетĕр-и, тен. Тĕрĕсех, сирĕнни пек пуянлăх çук ман. Арман, лавкка тавраш тытмастăп. Анчах пурăнма мĕн кирли пурте пур. Тата çакна ан манăр. Манпа хурăнташлансан, кăмака çине хăпарса выртнă пекех сыхлăхлă пулăр. Никам тĕкĕнме хăяймĕ. Вăт, татса парăр...
Павăл, тăна кĕрсе, каллĕ-маллĕ шухăшларĕ. Хĕрне вăл такам палламан çын ирĕкне парасшăн мар-ха. Лешĕ астутарнисем тĕрĕссине те ăнланать. Пăлхавăрлă саманара çывăх хурăнташран пуçне кам çине тăрсах хута кĕрĕ? Пытарма çук, ашшĕне халăх вĕлернĕ хыççăн Павăлсенчен тăван-хурăнташсем тахçанах сивĕннĕ. Хальхи тус-йышĕсем те хисепленипе мар, ун пуянлăхне парăнса кăна çăкăр-тăварлă пурăнаççĕ. Хута кĕрекен хурăнташ тупăнни, пуринчен ытла хăй ирĕкĕнче власть, хĕçпăшал тытса тăракан çынпа тăванлашни пăсмĕччĕ. Кирек мĕн пулсан та, çак самантрах пистерме юрамасть. Ун пурнăçне, вăл кам таврашне тĕпчемелĕх, çемйипе сӳтсе явмалăх вăхăт тупма тăрăшмалла. Анчах хĕрĕ ахăлтатса кулса яни Павăла пӳлчĕ. Хăтăрса йĕркене кĕртесшĕнччĕ, ĕлкĕреймерĕ — спирт аванах тивнĕ Елюк чарсăрлăхе çиеле тухрĕ.
— Эсир мана качча илетĕр-и? Ман сире качча пымалла тет-и?
Самантрах ăнланайман пирки Ваймистров хĕр çине тĕлĕннĕн пăхрĕ.
Павăл тӳсеймерĕ, кăшкăрса пăрахрĕ:
— Елюк, ухмаха еретĕн-им? Сипете ан çухат!
— Сирĕнпе ухмаха та ерĕн! — кулма чарăнса, татса хучĕ Елюк. — Чăнах, кама курнă вăл манра?! Эпĕ ун арăмĕ пулас ятне яштак пĕвĕме ӳстернĕ-и?! Пуянпа влаçа пĕр чăмăр тăвасшăн ман çамрăк пуçа çимелле тет-и? Пулаймĕ!
Ваймистрова хĕр ним вырăнне те хумасть иккен. Çилĕ тăвăлса килнипе сиксĕ тăчĕ, наганне тӳрлеткелерĕ.
— Апла иккен, кăвакарчăнăм... Мана хур кӳрес тетĕр эппин! Юрĕ!
Павăл ĕшеленсе ӳкрĕ: милици начальникне çак кăмăлпа кăларса ярсан, тем курăн.
— Кузьма Иванович! — йăлăнса чĕнчĕ вăл. — Ытлашши ан пăшăрханăр-ха. Вăл ӳсĕрри паллах. Хăй мĕн сӳпĕлтетнине те чухлаймасть. Ирĕксĕрлесе ĕçтермелле марччĕ.
— Çук, чухлатăп! — тата çивĕчрех кастарчĕ Елюк.
— Варуç, илсе кай ăна! — чунтан тарăхса хушрĕ Павăл.
Варуç, куççульне аран-аран чарса, хĕрне çавăтрĕ, чăлана илсе кĕчĕ.
Ваймистров ашшĕ хирĕçех маррине туйрĕ. Çиллине шăнарса каларĕ:
— Сире ятламастăп, Павел Платонович. Ытти пĕтĕмпех куç умĕнче. Ман васкамалла. Кĕрсе чăрмантарнăшăн йывăра ан илĕр. Пуриншĕн те тав тăватăп!
Ваймистров кайри пӳрте тухса тумланчĕ.
Ĕçкĕ-çикĕ чипер иртнĕ пулсан, милици начальникне ăсатма тарçине хушасшăнччĕ Павăл, хăй суранне эмеллесшĕнччĕ. Халь ку шухăша сирме тиврĕ.
Вĕсем çул тăршшĕпех чĕмсĕрленсе пычĕç. Кантур тĕлне çитсе лашана чарсан, Ваймистров ăнсăртран аса илнĕн астутарчĕ:
— Вăт çавнашкал, Павел Платонович... Съезда килсен, ман ыйту çине татăклă хуравласса шанатăп. Вара евчĕ ярăп. Ача-пăча юнтармăшĕ хыççăн кайни сиен канă кӳрĕ! — Павăл çăварне уçиччен Ваймнстров çуна çинчен сиксе анчĕ. — Телей сунатăп! — тесе хăварчĕ.
XIV
Анахвис кукамăшĕсене вут çине пăрахнăн çунса кĕтрĕ. Мĕнле тусĕн? Аппăшне таврăннă-таврăнман тытса кайрĕç.
Çитменнине, мĕншĕн-ха? Тӳре-шарасем, сехметсем çинчен тĕрĕс сăмах каланăшăн. Çак самантра Анахвисĕн, амăшĕ пек таса чĕреллĕ революционер пулса, пурнăçне шеллемесĕр эсреметсемпе çапăçас килчĕ. Анчах айван хĕр мĕн тăвайĕ-ши? Ма Ванюкпа Коля çук-ши? Ма Микула пиччĕш таврăнса кĕрешĕве йыхăрмасть-ши? Анахвис ним шухăшласа тăмасăрах çав паттăр хыççăн утĕчччĕ. Кукамăшсем аппăшне çăлассăн туйăнсан, туприне çаратни чĕрене каскаларĕ. Урăх чухне пулсан, арча умне ларсах макăрĕччĕ. Мĕн пĕчĕкрен арласа тунă пирне те икĕ тăрăх çеç хăварнă. Ку хуйхă вăраха пымарĕ. Сывă пуç йӳнеçтерĕ-ха. Аппăшне инкекрен хăтарайĕç-ши?
— Натюш аппа ăçта? — Улянапа Наум алăкран кĕрсенех ыйтрĕ Анахвис.
— Ах, анчах, хĕрĕм... — Уляна ассăн сывларĕ. Вара чĕри татăласран шикленерех сăмахне тăсрĕ: — Аппуна... Шупашкар тĕрмине илсе кайнă... — Мăнукĕ йăлтах тĕксĕмленнине асăрхасан, йăпатма тăрăшрĕ: — Пурпĕр кăларса килетпĕр. Вăл айăплă маррине такам та пĕлет.
Улянапа Наум ыран ирхине кайма калаçса татăлнăччĕ, Анахвис питех хуйхăлли Наума тепĕр май шухăшлаттарчĕ.
— Ман шутпа, çула халех тухмалла. Тĕрмере пĕр кун ларасси те асап. Тата Натюша вулăсри съезда çитересчĕ. Сирĕн лаша ывăнчĕ-и, тен, Михханне кӳлетпĕр.
Уляна килĕшрĕ. Ырана хăварма шутланăшăн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Наум ăраскалĕ пирки кăна канăçсăрланчĕ.
— Ах, анчах, Наум. Хамăр лашана кӳлсе, Анахвиспа кайăпăр. Пирĕн хута кĕрсе çӳренине сиссен, сехмет çилленĕ.
— Çилленсе мĕнех тăвĕ вăл мана? Вырăнтан кăларать-и? Тархасшăн! Хама хам тăранмалăх ĕç тупăнĕ-ха. Ĕлĕкхи мар.
Йывăр самантра хал çитнĕ таран пулăшма хатĕр çын пурри Уляна чĕрине ăшăтрĕ.
— Ун енне кайсан, хамăр патăрта та кĕтес тупăнĕ-ха... Çапах... — терĕ вара, тахçанах каламалли сăмахне аса илнĕн.
— Ним те мар, Уляна... Хальхи саманара хĕрарăм пуççăн аякри çула тухма хăрушă. Тем тĕлне пулăн. Тата эп Николай Степановичпа чухне Шупашкара темиçе хут та çитсе курнă. Хваттер тĕлне те чухлатăп. Лашине шăварса кăштах сĕлĕ парам-хă. Эсир унччен хатĕрленкелĕр.
Натюш пĕрле ларса таврăнас пулсан, апат-çимĕç ытлашши кирлĕ марччĕ. Шупашкарпа Вурнăйра çырткалĕччĕç те çитсе ӳкĕччĕç. Уляна çакна ĕненсех пĕтереймерĕ. Çавăнпа кĕçĕрлĕхе юлса, юриех çимĕç пĕçересшĕнччĕ. Халех çула тухма шутланипе кутамккана виçĕ çăкăр, пĕр чӳлмек сар çу, типĕтнĕ улма, мăйăр чикрĕç.
Ним кĕтмен çĕртен Натюша тытса кайнă милиционерсенчен пĕри килсе кĕни Улянапа Анахвиçа шартах сиктерчĕ. Анчах вăраха пымарĕ. Мĕн кăтартмаллине кăтартнă ĕнтĕ, мĕн çаратмаллине çаратнă, урăх ним те тăваймĕç. Уляна кăмăлне хытарчĕ. Хăюллăн тинкерсе çакна асăрхарĕ: çийĕнчи шинелĕпе çĕлĕкĕ, уринчи çăматти, кӳлепи — йăлтах çаратса кайнă вăрă-хурахăнни. Чунĕ тăвăлнине пытараймасăр сиввĕн чĕнчĕ:
— Тата мĕн кирлĕ? Мĕн çухатнă эсир кунта? Е чĕрĕллех тупăка вырттарасшăн-и?
Кил хуçи хисепсĕр йышăнни милиционера ерĕшкелентерчĕ. Хăй ирĕкĕпе пулсан, тем туса пăрахĕччĕ. Юраманнине асра тытса, çемçен хуравларĕ:
— Инке, кăлăхах ятлаçатăн, хĕрӳн ăраскалĕ пирки эпир айăплă мар. Аслисем хушнине кăна пурнăçланă. Паян тата ырă шухăшпа килнĕ. Пире çаратнă мула тупса пама хушнă. Анчах мĕн çухалнине пĕлмесен, шырама хĕн. Вăт, йĕркипе каласа парăр-ха: мĕн-мĕн илсе кайнă çирĕнне? — Сĕнмесĕрех сĕтел хӳшшине ларчĕ, хутпа кăранташ кăларчĕ.
— Кашкăр çăварне лекнĕ сурăха вĕçертеймĕн. Пирĕн пурлă-çуклă пурлăхпа пуяймĕç. Тем чул явсан та, вĕренĕн вĕçĕ тухаканччĕ. Пире çаратнă вăрă-хурахсем те йăлмакран хăтăлаймĕç.
Милиционер чĕри сăнă тăрăннăн чĕтрерĕ. Вăл камне тавçăрсан, пĕтĕм ял пухăнĕччĕ та çапса пăрахĕччĕ. Ирĕксĕрех вара Ваймистрова çилленчĕ. Мĕне кура ырă ят илтесшĕн-ши? Çаратнă мула тавăрса пама мар, лашине çавăтса тухмалла, çурт-йĕрне вут тивертсе хăвармалла, Анчах начальник хушнине пурнăçламасан ыррине кураймăн. Вăра-хурахсен саккунĕ темрен те çирĕп. Пурпĕр сăссине хăпартларĕ:
— Йăлмак пирки калани тĕрĕсех, инке... Шанăçа пачах çухатни те аван мар. Тĕл перекен сунарçăсем кашкăр çăварĕнчи сурăха та туртса илĕç. Кам пĕлет, тен, сирĕн мул та тупăнĕ... — Милиционер чĕмсĕрленчĕ, кăштах кĕтсе тăчĕ. Улянасем шарламан пирки ӳпкелерĕ: — Шыраттарас килмесен, хăвăрăн ирĕк. Кайран милици пулăшмарĕ тенĕ сăмах ан пултăр! — Кайма хатĕрленнĕн хут-каранташне пуçтарса чикрĕ.
— Юрать, каласа паратăп! — юлашкинчен килĕшрĕ Анахвис.
— Итлетĕп! — çырма хатĕрленчĕ милиционер.
— Вунçичĕ тăрăх пир. Кĕшемер тутăрсем, çĕлемен батист пурччĕ...
— Мĕн тĕслĕ?
— Батисчĕ таса шурăччĕ. Тутăрĕ сарăччĕ. — Анахвис мĕн-мĕн пулнине пĕтĕмпех çыртарчĕ.
— Шыраса пăхăпăр. Тупсан, хамăрах хыпарлăпăр. Халлĕхе чипер юлăр, — тесе тухса кайрĕ милиционер.
— Никам та мар, çавсемех теес килет! — малтан пырса кĕнĕ шухăшнех çирĕплетрĕ Уляна. — Калаçмалли те çукчĕ унпала.
Уншăн ним те пулмĕ-ха, кукамай.
Кĕçех Наум лаша кӳлсе çитрĕ.
— Хатĕр-и?
— Хатĕр те... Натюша тытса кайнă милиционерсенчен пĕри килсе кайрĕ.
— Мĕн кирлĕ тет вĕсене? — сасартăк çуйланчĕ Наум.
— Çаратнă япаласене шыратпăр тет.
— Çеçенхирти çиле-и?
Шанăçсăр ĕç пирки пакăлтатса вăхăта ирттересрен сăмаха çакăнпа вĕçлерĕç. Тумланнă май Уляна мăнукне ăс пачĕ:
— Пĕччен кичем тесен, хĕрсене пух!
— Юрать, кукамай!
Вурнăя вĕсем çĕрле çитрĕç. Хваттере кĕрсе лашине кăшт кантарчĕç те каллех çула тухрĕç. Шупашкара ирех ĕлкĕрчĕç.
Хула чан сассипе янласа кăна тăрать. Уляна хăнăхнă йăлипе кăкăрĕ çине хĕрес хучĕ. Кун пек чухне, ĕненсех каймасан та, турăран пулăшу ыйтас килĕ.
Наум лашине ансăр урамалла çавăрчĕ. Кунта кашни вулăсăн, прихутăн, ялăн хăйĕн хваттерĕ. Кĕнĕшĕн укçа та тӳлемелле мар. Хуçисем кĕркунне яла пырсах тырă пухаççĕ. Ан тив, энĕшкассисем Шупашкара сайра хутра кăна килеççĕ те, тыррине параççех.
Наум Енел çыннисем хваттере кĕрекен икĕ хутлă йывăç çурта часах тупрĕ. Хуçинчен ыйтмасăрах хапхана уçрĕ, лашине сарайне кĕртсе тăратрĕ. Кил хуçи хăш вулăсран, хăш ялтан килнине ыйтса пĕлчĕ те сĕтел çине сăмавар лартрĕ. Наумпа Уляна чей ĕçкелерĕç, вара хăйсен ĕçĕпе тухса утрĕç.
Малтанах вĕсем Лаврский патне кĕрсе приговора кăтартасшăнччĕ, Натюша кăларма ыйтасшăнччĕ. Килтен кайнăранпа та хĕрĕ татăк çăкăр курман пек суннипе тӳрех тĕрмене çитме тĕвтурĕç.
Уляна, хальччен хулана килсе курманскер, пăхкаласа пырĕччĕ. Кăмăл-шухăшĕ йăлтах хĕрĕ çинче пулнăран унăн куçне ним лайăххи те тĕл пулмарĕ.
Вĕсем тем пысăкăш чул çурт тĕлне пырса чарăнчĕç.
— Çитрĕмĕр, — терĕ пĕр сăмахпа Наум.
Уляна çакна асăрхарĕ: çурчĕ тавра чул хӳме çавăрнипе миçе хутне те пĕлес çук. Кĕтесре çӳллĕ вырăн пур. Унта хĕçпăшаллă çын каллĕ-маллĕ уткалать. Хӳми урлă; çын мар, кайăк та вĕçсе каçаймĕ. Чӳречисем тимĕр решеткеллĕ.. Тĕрме тени Уляна чĕрине тем чул çунтарнă та, çак териех тискер тесе шутламан. Нуша хăваласа килмен пулсан, çĕр çухрăмран çаврăнса иртĕччĕ. Анчах ним тума — кунта ун хĕрĕ ларать. Вĕсем, сехĕрленнине сирсе, тимĕр хапха патне пычĕç. Уçма май тупăнманран Наум хăю çитерсе шаккарĕ.
Шалта шăлт-шалт сасă илтĕнчĕ. Кĕçех тимĕр хапха çумĕнче тĕнĕ пек шăтăк уçăлчĕ, хура шăртлă пит-куç курăнчĕ.
— Ма шаккатăр?! Мĕн кирлĕ сире?! — ыйтрĕ пуш пичке пек кĕмсĕрти сассипе.
— Ах, анчах... Ман хĕр çакăнта терĕç-çке.
— Ав, сылтăм енче пĕчĕк пӳрт пур. Унта ăнлантарĕç! — Шăтăка шалт хупса çухалчĕ тискер пит-куç.
Улянасене хура шинель тăхăннă, сарлака сухаллă арçын кĕтсе илчĕ. Мĕн ĕçпе килнине пĕлсен:
— Сирĕн хĕр следователь ирĕкĕнче. Çав хушмасăр курнăçтарма пултараймастпăр, — терĕ сиввĕн.
— Апла ăçтарах-ши вăл çынни?
— Варарах килсе пăхăр. Унччен урамра çӳрĕр. Кунта тăма юрамасть.
Кĕтнĕ чухне вăхăт пушшех вăраххăн шăвать. Çитменнине, Улянапа Наум хушшинче калаçу та тĕвĕленмерĕ. Яланхи пурнăç сăмахĕ килĕшусĕр пек. Натюш пирки ахаль те чĕрисем ыратаççĕ. Ăçталла кайса, мĕн туса вăхăт ирттермелле-ши? Ав, тăкăрлăк леш енчи йывăç çурт хапхинчен çынсем кĕре-кĕре тухаççĕ. Наумпа Уляна ним тума аптранă енне çавăнта пычĕç. Пульница иккен. Вĕсем патне çитиех чап сарăлнă тухтăр çавăнта ĕçлет-и, тен? Платун Павăлĕсене вăрçа каясран çав хăтарнă теççĕ.
Наумсем, урам урлă каçса, тĕрме çумĕнчи пĕчĕк пӳртпе хирĕç кил хапхи умне хӳтлĕхе вырнаçрĕç. Кунтан çынсем çӳрени лайăхах курăнать. Собор чанĕ каллех янăрата пуçларĕ. Кăнтăрлахи кĕлле пыма йыхăрать пулмалла. Ав сылтăмра, тĕрме енче, хул хушшине тем хĕстернĕ чипер тумлă çын килет. Наумсем сăнаса тăракан пӳрт тĕлне çитсен, тӳрех çавăнталла пăрăнчĕ.
— Пире кирлĕ çын мар-и, атя-ха, кайса пăхар, — чĕнчĕ Наум.
Вĕсем кĕнĕ çĕре лешĕ сĕтел хушшинче ларать, умне хутсем кăларса хума та ĕлкĕрнĕ. Вăтăрсенчен ытла мар-и, тен. Сарă çӳçне каялла вырттарнă. Шăпах вĕсем шыракан следователь иккен.
— Ăçтисем эсир? — ыйтрĕ вăл.
— Атăлкасси вулăсĕнчен. Энĕшкассисем.
— Мĕн ĕçпе çӳретĕр?
— Пирĕн хĕре... — Уляна ачине пуçламăш хут хăйĕн хĕрĕ пек асăнни Наум чĕрине ыррăн ăшăтрĕ, пушшех хăюлантарчĕ. — Пирĕн хĕре çак тĕрмене хупнă терĕç.
— Мĕн ятлă вăл?
— Надежда Прохорова.
Следователь кĕтнĕ хĕрарăм çитнĕ иккен. Уезд комиссарĕ. ĕнерех Натюш ĕçне пачĕ те, унпала мĕн тумалли çинчен сӳтсе яврĕç. Пытарма çук, следователь айăпланакансемпе пайтах тĕл пулнă, анчах большевиксене курман. Пуринчен ытла ку ятпа çӳрекен чăваш хĕрарăмĕ пур тенине илтмен. Вăл ĕнерех Натюша хăй патне чĕнтерсе тĕпчесшĕнччĕ, малтан тăванĕсемпе калаçасшăн çак таранччен тӳсрĕ. Ак хайхи вĕсем çитрĕç те. Карчăкĕ амăш пулма кирлĕ. Арçынĕ кам-ши? Натюшăн ашшĕ çуккине, вăл тĕрмере пĕтнине пĕлет-ха.
— Надежда Прохоровăн камĕ пулатăр эсир?
— Эпĕ — амăшĕ. Айăпсăр хĕре мĕн тесе тытса килтĕр? Наум вырăнне Уляна хуравлани лешне авăхлантарчĕ.
— Сирĕнтен мар, ак çакăнтан ыйтрăм, — Наум çине кăтартрĕ вăл. — Надежда Прохоровăна хăш енчен тăван тиветĕр?
— Натюш мана хам хĕрпе перех. Ман çеç-и вара?!. Ăна пĕтĕм Энĕшкасси хăйĕн тăванĕ тесе шутлать.
— Ырă çын, эсир аташатăр, Надежда Прохорова халăх тăванĕ пулма пултараймасть!
— Ĕненместĕр-и? Халех... — кĕсйинчен хут кăларса следователь умне хучĕ Наум. — Акă вулăр!
Следователь приговор таврашне куркаланă. Хăш хута урлă-пирлĕ патак та хĕрес кăна чĕркеленĕ, пурпĕр витĕмлĕ шутланнă. Ку вара пачах урăхла. Халăх çнне тăрса кăларма тăрăшакан çынна тĕрмере тытнипе Вăхăтлăх правительство ятне çĕре ӳкерĕн. Çавăнпа комиссар хушнине пурнăçлама васкамалла.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...