Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Шырăр! Анчах тытма юраман хут-кĕнеке тупаймасан, хăвăра хăвăр ӳпкелĕр!
Хĕçпăшаллисен куçĕсем алчăрарĕç: ăрчасем тулли мул. Малалла хускатмасăрăх хуптарĕччĕç, хăйсем мĕн шутланине палăртасшăн мар, япаласене кăлара-кăлара пăрахрĕç. Арча тĕпĕ тухсан:
— Ним те çук. Кӳрентертĕмĕр-и, тен, ан çилленĕр! — текелерĕç.
Арчари мула курсан, Павăл та тĕлĕнчĕ. Ан тив, вăл пуян та, пурпĕр арăмĕпе хĕрĕн çакнашкал чаплă япаласем çук.
— Пит аван... — терĕ вăл, те ырласа, те эрленнипе. Çавăнтах хушса- хучĕ: — Надежда Прохоровна, пуçтарăнăр!
Уляна ытла ĕнтĕркенипе ним шарламасăр ларса юлчĕ. Пĕр шухăшласан, хăрушă тĕлĕк тейĕн. «Мĕнле-ха, ара... Самана улшăннă, патша чухнехи пурнăç килес çук тесеттĕмĕр-çке?» Вăл ухтарнă арчасем çине пăхрĕ. Япаласем сапаланса выртнине асăрхасан, тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Тĕлĕкре мар, пĕтĕмпех пурнăçра иккен. Чĕппине хурчка тытнă кайăк ами пек çуйланса, тенкел çинчен сиксе тăчĕ.. Аптранă енне алăк патне чупса пычĕ. Каялла таврăнса, чӳречерен пăхрĕ. Урамра ним сас-чӳ те илтĕнмерĕ. Кам хута кĕрĕ ĕнтĕ? Тӳрех Наум патне тухса чупасшăнччĕ. Мĕн тăвайĕ вăл? Ун чĕрине хускатни çеç. Уляна, юлашки шанăç тупăннăн, иконсем умне чĕркуçленчĕ. Кĕлтăвас вырăнне, хăй мĕн хăтланнине чухлаймасăр питлеме тытăнчĕ.
— Эй, турă... Эпĕ сана пурне те куракан, пурне те пултаракан тесе ĕненсе ĕмĕре ирттернĕ. Мĕн çылăхшăн асаплантаратăн-ши мана... Аслă хĕрĕмпе мăшăрăм пуç хуни сахал... Тепĕр хĕрне те алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах илсе кайрĕç. Ман çеç мар, тĕнчипех куççуль те юн юхать. Нушапа куççуле мĕншĕн пирĕн пек мĕскĕнсем çине çеç яратăн-ши?.. Мĕншĕн чăннипех айăплисем çине вутлă çумăр çутармастăн-ши?.. Аслати çапса çунтармастăн-ши?.. Çук, сасă памастăн эсĕ, атте туррăмăр... Тĕрĕслĕх авалхи пекех вăйлисен, пуянсемпе тӳре-шарасен ирĕкĕнче иккен... — Ĕнтĕ кĕлтуса мар, тăма хăват çитмен пирки çамкине урай хăми çумне тивертрĕ.
Натюша Павăлсен тĕлне илсе çитерчĕç. Кунта вĕсене куççăм кӳлнĕ кантур лавĕ кĕтсе тăрать. Шăнкăравĕнне, сас тăвасран, чĕлхине çыхнă. Ямшăка пӳртрен чĕнсе кăларчĕç. Натюша çуна варрине лартрĕç, милиционерсем икĕ айккине вырнаçрĕç.
Натюшăн урам хушшинче кампа та пулин хирĕç пулас килетчĕ, яçмасса, ялйыш пĕлĕччĕ. Никам утни те курăнмарĕ. Хурал пӳрт чӳречинчен тапса тухнă мăчи куçĕ пек хăйçути кăна мĕлтлетсе юлчĕ.
Уя тухсанах, ямшăк вăрăм чăпăрккине шартлаттарса илчĕ. Лашасем сиккипе чупрĕç. Натюша каллех тытса каяççĕ. Ĕлĕк чухне ашшĕпе иккĕшне казаксем вĕренпе йĕнертен кăкарнăччĕ, саламатпа ăшаласа, лаша хыççăн хăваланăччĕ. Халь хĕр вăрланă пек вăрттăн хăтланаççĕ, халăха систересшĕн мар. Пăлхавăрла саманара тӳре-шарасем тем тума пултарасса пĕлсен те, Натюш хăйшĕн хăрушлăх сиксе тухасса ĕненмерĕ. Хуйхине сирсе, чĕрине лăплантарасшăн пурнăçри лайăх тапхăрсене аса илме тăрăшрĕ. Пĕррехинче, çăварни чухне, вĕсем Микула урхамахĕпе катаччи чупнăччĕ. Марье йăмăкĕпе иккĕшĕ хыçалта, Уçкапа Сахар ларкăч çинче ларса пыратчĕç. Энĕшкасси урамĕнче халăх курса тăрать. Вĕсем çĕр тĕпне путас пек именчĕç. Айван пулнă çав...
Кантур кил хушшинче Натюш шухăшĕ татăлчĕ: Вĕçене милици начальникĕ Ваймистров кĕтсе илчĕ. Ун çийĕнче шинель, хулпуççийĕ урлă хĕç уртса янă, наганне ку та пиçиххи хушшине хĕстернĕ.
— Çитрĕр-и? — çенĕк умне лав килсе чарăнсанах ыйтрĕ вăл.
— Так точно, начальник юлташ! — хуравларĕ пĕр милиционерĕ.
— Комиссар юлташ, гражданкăна илсе кĕрĕр! — Павăла хушрĕ Ваймистров — Ман хам çынсемпе калаçмалли пур. — Павăлпа Натюш куçран çухалсан: — Ну, мĕнле, тупса килтĕр-и? Пуç чашки çурăлать вĕт. Начальниксĕр тăрса юлатăр ак, Мансăр пуçне эсир виçĕ кун та пурăнайрас çук! — терĕ.
Натюшсем патĕнче хăйсене никамран хăраманла тыткалакан милиционерсем халь чураран та ытларах мĕскĕнленчĕç.
— Питех тарăхмалла, начальник юлташ. Сирĕн кăмăла тивĕçтерме май килмерĕ...
— Мĕн терĕр?!
— Ял комиссарĕ ниçта кĕрсе тухма та ирĕк памарĕ.
— Ых-х, çӳрмесем! — сассине шăл витĕр шăхăртса хăтăрчĕ Ваймистров. Каллĕ-маллĕ талкăшса çӳрерĕ, тус-йышĕсене чышса ярас пек хăлаçланчĕ: — Мĕн çынни эсир? Камран хăранă, кама пăхăннă? Эпĕ сире вăрман ăшĕнчи çырма тĕпĕнчен çут тĕнчене кăлартăм. Хĕçпăшаллантартăм, пĕтĕм вулăса сирĕн ирĕке патăм... Эсир пĕр четвĕрт сăмакун тупса килеймен! — чĕлхи çине мĕн килнине персе кăларсан, Ваймистров чĕмсĕрленчĕ. Юлташĕсем мĕн каласса кĕтнĕн, чармак куçĕсемпе тинкерчĕ.
— Эпир урăххине тĕл пултăмăр, — хăйса сăмах хушрĕ пĕри.
— Урăххи мĕн вăл? — темле ырлăх алăран вĕçерĕнесрен хăранă евĕр ыйтрĕ Ваймистров.
— Халь тытса килнĕ хĕрарăмăн икĕ арча.
— Иккĕшĕнче те тулли мул.
— Куна ăçтан пĕлетĕр эсир?
— Ухтарнă пек туса уçса пăхрăмăр.
Ваймистров чĕрĕленчĕ. Сасси те йăлтах улшăнчĕ.
— Маттур эсир. Çавăнпа çын çине кăларнă. Мул кеçĕрех Атăлкассинче пулмалла. Сăмакун та. Курăп, эп шаннине тӳрре кăларайăр-и?
— Уншăн ан пăшăрханăр, начальник юлташ! Натюша ĕлĕк старшина ĕçленĕ пӳлĕмре тараватлăн кĕтсе илчĕç.
— Килĕрех, килĕрех, Надежда Прохоровна! Ларăр, тархасшăн! — пушă пукан çине кăтартса сĕнчĕ Лаврский, çавăнтах хушса хучĕ: — Павел Платонович, пире пулăшнăшăн тав тăватăп. Ĕнтĕ кайăрах!
Павăл кӳренчĕ. Вăл итлесе тăрасшăнччĕ, ăна хăвалаççĕ. Анчах кăмăлсăрланнине систерме çук, çилленесрен сыхланмалла. Аслă тӳре-шарана йăлăхтарма юраманнине чухлать.
— Константин Сергеевич, — пуç тайса йăпăлтатрĕ Павăл, — сире кăштах та пулин усă кăтартма май килнĕшĕн хама телейлĕ шутлатăп. Хамăр пата пырса курасчĕ, çав тери кĕтетпĕр...
— Тепĕр чухне, Павел Платонович... Кĕçĕр васканине пĕлетĕр. Çемйӳне пысăк салам калăр!
Хăйсем çеç юлсан, Лаврский каллех Натюш енне çаврăнчĕ. Чĕлхи тесен пыл та çу.
— Хисеплĕ Надежда Прохоровна... Вăхăтсăр чăрмантарнăшăн ан ятлăр, тархасшăн. Кĕçĕр Шупашкара çитмеллипе ырана хăвараймарăм. Сирĕнтен çакна та пытараймастăп, вулăссенче тивĕç кадрсем сахал. Ĕç мăй таран. Çĕнĕ влаçăн нуши купипех. Нимĕçсем пирĕн çĕршыва таптаççĕ. Халăхă пăлхатма хатĕр анархистсем те нумай. Пур çĕре те ĕлкĕрмелле, пур çĕрте те йĕрке кӳмелле. Шухăшăмпа эпĕ тахçанах сирĕнпе пĕрле. Эсир таврăннине пĕлсен, савăнмаллипех савăнтăм. Пĕтĕм таса чĕререн ырă сунатăп! — аллине тăсрĕ. Натюш ал тытас шутлă маррине сиссен, тӳрех каялла туртса илчĕ. — Пĕлетĕп, Надежда Прохоровна, эсир нумай асап тӳснĕ. Аранах ирсер самана сирĕлчĕ. Ĕнтĕ, хуйхă-суйха манăçа хăварса, ирĕклĕ самана хушнă пек пурăнма вăхăт.
Лаврский юррине итлесе ларнăçемĕн Натюш çакна ăнланчĕ: хута кĕнĕн, ашшĕ-амăшне шелленĕн калаçасси следовательсен айăпланакан çын чĕрине çемçетсе чĕлхине уçтарас меслечĕсенчен пĕри. Ваккат та çавнашкалах хăтланни Натюша йăкăслантарчĕ. Анчах тĕпчекен умĕнче хăйне çирĕп тытма кирлипе яланхи кăмăлĕнчен тухмасăр чĕнчĕ:
— Господин ваккат!
— Господин ваккат мар, юлташ...
Натюш ăна йӳпсемесĕр шухăшне малалла тăсрĕ:
— Ырă суннăшăн тавтапуç. Эпĕ те пытармастăп, хам каторгăран хăтăлнипе чăнах та самана улшăннă пулĕ тенĕччĕ. Йăнăшнă иккен. Шупашкар уездĕнче самана ĕлĕкхиех. Мана кунта хĕçпăшалланнă çынсем ирĕксĕрлесе илсе килчĕç. Çитменнине, киле-çурта ухтарчĕç. Йăлт çавăрттарса хăварчĕç.
— Надежда Прохоровна... — вĕчĕрхене пуçланипе сассине хăпартрĕ Лаврский. Мăйĕ тăсăлса чуть çеç Натюш патне çитмерĕ. — Милиционерсене сире сиен кӳресшĕн мар, йĕркешĕн кăна янă. Ухтарма хушман. Милиционерсем хăйсен тивĕçĕнчен тухса айкашнăшăн пăшăрханатăп. — Ваймистров кĕрсенех кăшкăрса пăрахрĕ. — Начальник юлташ! Сирĕн милиционерӳсем кил-çурта ухтарса Вăхăтлăх правительство саккунĕсене пăснă. Куна тусме çук.
Уезд комиссарĕ ятлаçни Ваймистрова сехĕрлентерчĕ. Вăраха çеç тăсăлмарĕ. Çаратнă çĕрте çаклансан, çем-çешкелле тыткалама юраманнине вăл лайăх чухлать. Чунсăрланса паттăрланни аванрах.
— Комиссар юлташ! — хыттăн чĕнчĕ Ваймистров. — Милиционерсем Вăхăтлăх правительство тытăмне çирĕплетме тăрăшаççĕ. Вĕсем саманана хирĕçле хут-кĕнеке шыранă. Уншăн айăплама çук!
Лаврский ĕненчĕ. Кун хыççăн милиционерсене пушшех шанма тивĕç. Анчах, ирĕк парсан, сăлтавсăрах çынсене кӳрентерсе, Вăхăтлăх правительствăна хирĕç тăратĕç. Çавăнпа тата хаяртараххăн хăтăрчĕ:
— Начальник юлташ, хушманнипе тума юрамасть. Вĕсем хальчченех милицире ĕçленĕ пулсан, суда парăттăм. Халь пилĕк талăка хупăр. Ыттисем те асра тытчăр!
— Итлетĕп, комиссар юлташ!
— Эсир, Арсентий Ксенофонтович, пурнăçланине тĕрĕслĕр.
Натюш милици начальникĕ текенни те хăйсем патне пынисем пекех ырă çын маррине тавçăрчĕ. «Ăçтан тупнă вĕсене? Камсем вĕсем? Халиччен мĕн ĕçлесе пурăннă? Вăйпитти арçын мĕншĕн вăрçăра мар?» Лаврский калаçма пуçлани Натюшăн шухăшне татрĕ.
— Вăт, çавăн пек, Надежда Прохоровна. Хăвăрах куртăр ĕнтĕ, ăс-хакăл çитмен этемсем пурах. Кĕлтума хушсан, çамкине çапса çурнă тенĕн, хăйсен ирĕкĕпе саккуна пăснă. Малашне ун пек инкек пулмасса шанатăп.
— Господин ваккат! — йăлăхса çитнипе пӳлчĕ Натюш. — Эпĕ камне пĕлетĕр. Кирлĕ-кирлĕ мара калаçса хăвăр ырă кăмăллине ĕнентерес çук. Çакна кăна пĕлесчĕ: мĕн амакшăн илсе килнĕ эçир мана?
Лаврский пĕр хушă шухăша кайнăн пăхса ларчĕ те:
— Тивĕç ыйту, Надежда Прохоровна. Хам та çавна хыпарласшăн, — терĕ. — Пытармастăп, паян эсир тухса калани пачах килĕшмерĕ. Апла çеç те мар, çиллентерчĕ. Эсир нумай асап тӳснĕ хĕрарăм, каллех тăванпа тăвана çапăçтарса, ахаль те тĕпсĕр çыран хĕррине çитнĕ Раççее тĕксех ярасшăн! Юрĕ тейĕпĕр, Янашова усалпа асăнма сăлтав пур. Ĕлĕкрех вăл нумай çынна терт кăтартнă. Чăннипех çынна çын вырăнне хумастчĕ. Кун пирки эп ăна тем чул ятланă. Анчах тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулхи революци чĕтретнĕ хыççăн вăл йăлтах улшăннă, халăхпа пĕрле пурăнасшăн.
— Кашкăр сурăх тирне тăхăнасшăн эппин?
Натюш сăмахĕ Лаврскишĕн йĕплĕ çăмах хыптарнипе пĕрех пулчĕ, пырне темĕн тăвăнса ларчĕ. Ăна вăл аран çăтса антарчĕ те, çилленнĕскер, пушшех хĕрӳленчĕ.
— Эсир айван ăслă çын иккен: Михаил Петрович пек капиталистсемсĕр Раççей тытăнса тăрас çуккине те ăнланаймастăр. Акă, иксĕмĕре илсен те, мĕнех тăвайăпăр эпир? Ĕçхалăхĕ те çавах. Фабрик-заводсене туртса илме çăмăл. Кам ĕçлеттерĕ вĕсене? Ирĕксĕрех капиталистсемпе туслашма лекет. Кун пирки социал-революционерсемпе меньшевиксем тĕрĕс ăнланнă. Çавăнпа Вăхăтлăх правнтельствăна çирĕплетме тăрăшаççĕ. Ют çĕршыври тус-йышсем те Вăхăтлăх правительствăна пулăшма сăмах панă, Раççейре урăхла правительствăна тӳсме пултарайманни çинчен астутарнă. Вĕсемсĕр Раççей пуçĕпех пĕтсе ларĕ. Çакна чухлайман пирки эсир, большевиксем хыççăн кайса, такăр çулăра хупласшăн...
— Господин ваккат, большевиксем мĕн таран ăслине сывă пулсан хăвăрах курăр-ха, ытла вăрах кĕтме тивмĕ. Анчах ун çинчен кунта мар, ĕçхалăхĕ умĕнче калаçăпăр. Халь тепĕр хут ыйтатăп: мĕн сăлтавшăн хăвăрăн хаклă вăхăта пуш параппан çаптарса ирттеретĕр?
— Халех, Надежда Прохоровна. Çавăншăн чĕнтернĕ. Паян пасарта йăнăшнине юсамалла сирĕн. Пирĕнпе алла-аллăн пымалла.
Натюш хĕпĕртерĕ. Унăн та вăй-хăват пур иккен. Вăл революцилле юхăма тепĕр хут хутшăнса, ĕççыннисене Вăхăтлăх правительствăран сивĕтесрен, большевиксем май çавăрасран хăраççĕ. Апла пасарта тухса калаçса тĕрĕсех тунă. Чипер хăтăласчĕ кăна, çĕнĕ вăйпа ĕçе тытăнĕччĕ. Лаврские аташтарасшăн кутăна печĕ:
— Господин ваккат...
— Господин мар, Надежда Прохоровна, юлташ... Тата ваккат та мар, комиссар... — Натюша пӳлсе астутарчĕ Лаврский.
— Юрĕ, комиссар юлташ тейĕпĕр эппин... Алла-аллăн пырса, сире мĕнпе пулăшайăп эпĕ? Ман пек тĕттĕм хĕрарăм сăмахне кам итлĕ?
— Вăт, кун пирки питех йăнăшатăр! — Натюш кăмăлĕ çаврăнас пек шутласа, чĕрĕленчĕ Лаврский. — Сире революци вут-çулăмĕ çитĕнтернĕ. Эсир таврари хĕрарăмсенчен пуринчен паттăртарах та хăватлăрах, сăмахăрсем такамăннинчен витĕмлĕрех. Патша чухне ахаль суд туман. Вулăсра сире пĕлмен çын çук та-и, тен? Чăвашсене Вăхăтлăх правительство саккунĕсене пăхăнтарма пулăшăр. Вара пирĕн уездра йĕркесем ытти çĕртинчен çирĕпрех пулĕç. Хăвăр та чапа тухăр. Эпир тулеме те пултаратпăр.
Комиссар сăмахĕсем Натюш чĕрине ыраттарчĕç. Ăна сутăн илесшĕн иккен.
— Господин ваккат! — терĕ вăл хыттăн. — Çакă тĕлĕнтерет мана: пĕр шухăшласан, эсир вĕреннĕ, пурнăç кукрашкисене куркаланă çын темелле. Хăвăр сутуçсенчен пĕр шит те мала кайман вара. Большевиксене сутăн илме май çуккине пĕлместĕр. Эсир хен-хур тӳссе пурăнакансем Янашовпа пĕр тан тесе ĕнентерме тăрăшни те çавна çирĕплетет. Чăн-чăн ирĕклĕх, пĕртанлăх Михха йышши сехметсене çĕр çинчен тасатсан тин килĕ.
Лаврский ура çине сиксе тăчĕ, йăваран шуйхатса янă тискер кайăк евĕр, каллĕ-маллĕ уткаласа çаврăнчĕ. Натюш умĕнче чарăнса, астутарнăн ехлетрĕ:
— Эпĕ сире тăна кĕртесшĕнччĕ. Ăнланаймарăр пулсан... Вара мĕн?
— Эсир чĕчĕ ачи мар. Самана хушши пăлхавăр чухне айăпласси те инçех мар.
— Мĕн пирки?
— Нимĕçсен шпионĕ тесе!
— Шпион? — Натюш кулса ячĕ.
— Кăлăхах ахăратăр, Надежда Прохоровна! Куççуль юхтарма ан лектĕр. Натюш та сасартăках кулма пăрахса сиксе тăчĕ.
— Господин ваккат, эп сире чăнласа калаçатăр пек итлесе ларатăп! Эсир шӳтлетĕр иккен! Ман шӳтлес кăмăл çук. Сывă пулăр! — терĕ те алăк патнелле утăмларĕ.
Ваймистров Натюш çулне пӳлчĕ.
— Ирĕк памасăр каймастăр! Вăт çавнашкал, Надежда Прохоровна. Е эп сĕннине йышăнăр, вара сире киле леçсе ярĕç, чыс та хисеп пулĕ...
— Е вара мĕн?
— Каллех хупса хурĕç. Тĕпчĕç. Революци чухнехи çирĕп саккунпа шпион тесе айăплĕç!
— Юлашкинчен те пулин хăвăр чĕлхӳ çине куçнăшăн тав тăватăп, господин ваккат! Анчах кăлăхах мана хăратма тăрăшатăр. Вунă çул тӳснине — кăштах ларасси темех мар. Аякри çултан таврăннă хыççăн канмалăх çеç. Пурпĕр сирĕн власть вăраха пырас çук. Рабочисемпе чухăн хресченсем Вăхăтлăх правительствăна тӳнтерĕç. Ун чух ман вырăна эсир йышăнăр!
XI
Хĕрсем лампа сӳнтерчĕç те йĕрес вырăнне кула-кула мунчаран тухрĕç. Михха ĕçне кайман чухне ят тухман çамрăксем улаха пырса йăпатаканччĕ, халь пилĕк-ултă хĕр валли пĕр каччă юлман. Ытла та тарăхмалла çав. Мунча тулли йĕкĕт чухне, ĕç ӳсĕнмен пек сунса, арлама ан кансĕрлĕр-ха тесе ятлатчĕç. Апла мар иккен, вĕсем çук чух ĕç пушшех ăнмасть.
Тантăшĕсенчен уйрăлсан, пĕрле пыракан çуккипе Анахвис хăй кассинелле пĕчченех утрĕ. Урам хушши телĕнмелле шăп. Çанталăк уяр маррипе тĕттĕмми кăна кичемлентерет. Тĕшмĕше ĕненмесен те, мĕн пĕчĕкрен лăп-лап халапне илтсе ӳснĕ çамрăкăн чĕри шикленме хăтланчĕ. Ванюк килте пулсан, кĕçĕр те ăсатĕччĕ, ним хуйхи те пулмĕччĕ. Вăт ĕнтĕ ут тăлăххăн. Кольăпа иккĕшĕ ĕçе кайни нумаях пулмасть те — ĕмĕрĕн туйăнать. Анахвис сасартăках Ванюкпа Клавье тĕл пулнине аса илчĕ те, чĕри теме систернĕн чĕпĕтсе кайрĕ. «Мĕн-ши ку? Тур çырлахтăр, кĕвĕçӳ мар-и? Эп ăна шăллăм вырăнне çеç шутламастăп-шим?» Кăмăл-шухăшне ăнланма хăтланса, пĕр савăнчĕ те пĕр çуйланчĕ. Унăн телейне Клавье пĕтересшĕн-им? Çамрăк чухнех тарăхтарнă япала, халь пушшех Ванюка çавăрма тăрăшĕ. Çывăхри кил хушшинче автан авăтса ячĕ, унтан ыттисем те сас пачĕç — Анахвисĕн тăрлавсăр шухăшне татрĕç. «Çурма çĕр çитнĕ-çке», — тавçăрчĕ хĕр. Васкасарах утрĕ. Вăл нихçан та çак вăхăтран кая юлса таврăнман, килтисен канăçне татасран хăранă. Хăйсен тĕлне çитерехпе чупма пуçларĕ. Хăй çути курăнать-ха. Мĕншĕн пĕчĕклетмен-ши? Хапха умĕнче чарăнчĕ. Шашулккине пусса тĕкрĕ — хапха уçăлчĕ. Улаха кайнă чухне аппăшĕ пĕрле тухса питĕрнĕччĕ-çке, халь ма уçах-ши тата? Анахвис пăлханса пӳрте кĕчĕ. Пĕрре пăхсах кунта темле инкек пулнине тайçăрчĕ, урай варринчех хытса тăчĕ. Ик арчи те уçă. Япалисем ăçта çитнĕ унта сапаланса выртаççĕ. Кукамăшĕ турăш умне чĕркуçленнĕ, пуçне урай хăми çине тивертнĕ. Анахвис аппăшне шыраса пӳрт ăшчиккине сăнаса çаврăнчĕ — тупаймарĕ. Ăçта вăл? Мĕн пулнă кунта? Анахвис кĕнчелеççине кĕтесе тăратрĕ те кĕлтăвакана чăрмантарма юраманнине мансах хуллен чĕнчĕ:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...