Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


— Акă мĕн, ырă çыннăм... — Наума ăнланнă пек пулчĕ следователь. — Энĕшкассисем Надежда Прохорова хутне кĕрсе приговор çырни пит аван. Анчах мана кирлĕ мар вăл. Ăна уезд комиссарне парăр. Ман кăштах Надежда Прохорова амăшĕпе сӳтсе явмалли пур. Унччен эсир урамра çӳрекелĕр.

— Ма хăвалатăр? Вăл хĕрĕн ашшĕпе пĕрех!

— Пурпĕр ăна кунта тăма юрамасть. Пирĕн йĕрки çавнашкал.

Наум та хирĕçесшĕнччĕ, ӳкĕте кĕртес çуккине чухланăран приговора сĕтел çинчен илчĕ.

— Эпĕ урамра кĕтĕп! — тесе хăварчĕ Улянана.

— Кинеми, ма ура çинчех тăратăр? Ĕненĕр, эпĕ сире ырă сунакан çын.

Уляна следователь сĕннипе мар, пăлханса ывăннăран ларчĕ: Паçăрхи шухăшнех тепĕр хут каларĕ:

— Айăпсăр хĕре ма тытса усратăр? Кăларса ярăр хăвăртрах.

— Сирĕн хĕр ирĕке тухасси хăйĕнчен килет.

— Мĕнле апла?

— Иксĕмĕр çеç чухне мĕн пĕлнине хыпарлăп. Сăмахĕ хамăр хушăра кăна юлтăр. Унсăрăн мана та айăплĕç.

— Пытарма тивĕç пулсан — шарламăп. Пытармалла маррине ăшра тытса усрама тупа тумастăп.

— Тепĕр тесен, хăвăрăн ирĕк. Ман хĕр мар, сирĕн. Ун ĕçĕпе паллашрăм та... — Хăй те хăраса ӳкнĕ пек кăтартасшăн пулса, ларнă çĕртех чӳхенсе илчĕ следователь. — Чунтан тарăхрăм... Патшана хирĕç кĕрешсе тĕрĕс тунă вăл. Хăй ĕмĕтленнĕ пекех патшана вырăнтан сирпĕтни ăна киле таврăнма май панă. Савăнса кăна пурăнасчĕ! Вăл пур — хăйне вилĕмрен хăтарнă правительство çине тапăнма шутланă, уезд комиссарне хирĕç кайнă. Унашкал Раççей тăшманĕсем кăна айкашаççĕ. Мĕншĕн сыхланмалла пулман-ши? Е правительствăна хирĕç кайса пĕр хут асапланни сахал терĕ-ши? Вăт, ĕнтĕ... — ассăн сывлам пекки турĕ, — хĕрӳне нимĕçсен шпионĕ тесе айăплаççĕ. Хальхи саманара вара шпионсене персе вĕлереççĕ. — Следователь шухăшне татрĕ. Витĕр курас пек, куçĕпе карчăк çине тăрăнчĕ.

Уляна ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ — хĕрне чăннипех пĕтерме пултарасса ĕненчĕ. Çакă тимлĕн сăнаса ларнă следователе рехетлентерчĕ. Лаврский шутланă ĕç ăнăçлă вĕçленессе шанать вăл. Сассине татах çемçетрĕ:

— Туятăп, кинеми... Вилĕмрен чĕрĕлнĕ хĕре тупăка вырттарма çăмăл мар. Çăлса хăварма тăрăшăр ăна.

Улянана тĕпсĕр çырмана ярăнасран пулăшу алли тăсăлнăн туйăнчĕ, мĕн каласса чухлаймасăрах персе ячĕ:

— Хĕре хăтарас тесен, мĕн тумалла ман? Следователь, такам илтесрен хăранăн, каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ; сассине пĕчĕклетсе астутаранçи турĕ:

— Сăмах хамăр хушăра юлтăр тенине манмарăн-и?

— Çук... — темле ырлăх кĕтнĕн кăштах чĕрĕленчĕ Уляна.

— Пит аван, кинеми... Ман шутпа, ăна инкекрен çăлма ытлашши нимех те кирлĕ мар. Тăна кăна кĕртесчĕ ăна сирĕн. Вăхăтлăх правительствăна, уездри-вулăсри ятлă çынсене хирĕç калаçма пăрахтăр, хальхи самана юххи май уттăр. Вара, паянах уезд комиссарĕ патне кайса, Надежда Прохоровнăна кăларма йăлăнăп. Вăл сирĕнпе пĕрлех киле пырĕ. Эсир телейлĕ пулăр. Килĕшетĕр-и?

Уляна куçĕнчен чуть çеç куççуль юхса анмарĕ. Следователь хĕрне çăлăнмалли тĕллев тупса панăшăн мар, эсреметĕн чеелĕхĕпе каварлăхне тавçăрайманшăн тарăхрĕ. Вулăс кантурĕнче та çавнах сӳпĕлтетрĕç. Амăшĕ урлă хĕрне хăйсем май çавăрасшăн. Апла тесен, унăн хĕрĕ вĕсенчен хăватлăрах. Уляна хăйне хăй алла илчĕ. Хĕрне кăтартмасăрах кăларса ярасран:

Юрĕ... Курнăçма ирĕк парăр! — терĕ татса.

Следователь савăнчĕ. Натюш амăшĕ çăмăллăнах килĕшессе шанманччĕ вăл. Малтанлăха пурпĕрех кутăна печĕ-ха, тата ытларах витерме тăрăшрĕ:

— Тĕрмене хупнисене тăванĕсемпе судчен курнăçтарни саккуна пăсни пулать те... Сирĕншĕн айăпа кĕме те хатĕр... Хăвăр сăмахăра кăна ан манăр. — Çавăнтах надзирателе хушрĕ: — Надежда Прохорова патне илсе кайăр!

 

XV

Натюша камера кĕртсе ячĕç те алăка шалтлаттарса хупрĕç, çăрине питĕрсе илчĕç.

Тĕпчес килнипе мар, сасартăк ним шухăшлама, ним тума аптранипе Натюш ун-кун пăхкаласа çаврăнчĕ. Камера пĕчĕкех мар. Сарлакăшĕпех тунă сак çине вунă çын та вырнаçĕ. Февральти революци хыççăн тĕрмери халăха кăларса янăран кунта пĕр çын та пулманни паллах. Сак çинче те, урайĕнче те кутамккисенчен силлесе хăварнă тĕпренчĕксем сапаланса выртаççĕ, тĕрлĕ çӳп-çап купаланса тăрать. Пĕртен-пĕр чӳречене тимĕр решетке карнă.

«Вăт, эпĕ каллех тĕрмере...» — хăй ăçта иккенне йăлтах ăнланнă хыççăн пăшăрханса шухăшларĕ Натюш. Халсăрланнине туйса, сăхманне сак çине пăрахрĕ, ларчĕ те куçне хупрĕ. «Вăт, эпĕ каллех икĕ чул хушшине хĕсĕнтĕм... Ирĕкри пурнăç тĕлĕкри пек çеç пулчĕ». Çапла тем вăхăт иртсен, хăма çинĕ сĕвентернĕ аллине çăтăр çыртрĕç. Хăнкăласем иккен. Шутсăр нумай тата. Пысăкки те, пĕчĕкки те пур. Йăпăр-япăр сак çинчи сăхманне алла илчĕ. Стена çумĕнче пăта çуккипе ăна чӳречен çĕмрĕк куçне чиксе лартрĕ. Тăна кĕрсе пынăçемĕн кунта çĕр каçма йывăр пуласса, хăнкăласемпе кĕрешме нумай вăй кирлине аса илсе, алăка тӳнлеттерчĕ.

— Ма шаккатăр! Мĕн кирлĕ! — «волчека» уçса сасă пачĕ надзиратель.

— Вĕрекен шыв парăр!

— Шыва кĕрес теместĕр пуль вĕт?

— Шыва кĕрсен те юрать. Эсир шăтăкран пăхса тăрăр! Хĕрарăм шутлени килĕшмерĕ курăнать, «волчек» шалт çеç хупăнчĕ.

Натюш каллех шаккарĕ. Унччен те пулмарĕ — çăрана кичеммен чăкăртаттарни илтĕнчĕ. Унтан алăк уçăлчĕ те, надзиратель кĕрсе тăчĕ.

— Мĕн кăшкăратăр? Е карцера каяс килет-и?!

— Эсир мана карцерпа хăратаймăр. Унта камертинчен лайăхрах-и, тен. Тата вĕри шыв ыйтнăшăнах карцера хупма пултараймастăр. Хăвăрах чухламалла, хăнкăлсем ларма-тăма памаççĕ.

Вăхăт нумай та иртмерĕ, надзиратель пĕр витре вĕри шыв йăтса килчĕ.

Хăнкăла таврашĕ хăма тӳнтерĕнче ытлараххи паллах. Натюш çĕрĕше пуçланă хăмана тытса туртрĕ. Лешĕ хăнанчĕ. Çавăрса хуче те куçĕ-пуçĕ алчăраса кайрĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта! Хăнкăла, эрешменĕ, тараканĕ...

Натюш телейĕшĕнех-и, тен, виç-тăват хăми кăна хăпăнмарĕ тата надзиратель пĕрре те уçса пăхмарĕ. Урлă сака тирпейлесен, хăмаран çапкаласа тунă сĕтел пеккине вĕрилерĕ. Шывĕ пĕтнĕ çĕре урайĕнче кӳлĕ пулчĕ. Натюш ăна тăлаварпа сăхтара-сăхтара парашка çине ячĕ. Çапла вĕрилесе тасатсан вырнаçса ларайнăччĕ — алăксене уçса хупнă сасă илтĕне пуçларĕ. Кĕçех ун алăкĕ те уçăлчĕ:

— Тухăр!

Натюша чул хӳме купаласа хупăрланă кил хушшине кăларчĕç. Маларах ĕлкĕрнисем, вун-вуникĕ çын, умлă-хыçлă утаççĕ. Пĕр хут утса çаврăннă çĕре çынсем тата çавăн чухлĕ хутшăнчĕç пулĕ. Тĕрме пачах пушаннине шута илсен, ку йыш сахалах теме çук. Тăват-пилĕк хĕрарăм çакланнă иккен. Пурте вăрă-хурах таврашсем-ши? Е Натюш пеккисем те пур-ши? Хăшĕнпе те пулин калаçса пăхсан аванччĕ, май çук. Пĕрне-пĕри икĕ утăм çитми пыраççĕ. Чĕнме надзирательсем чараççĕ.

Камерăна таврăнсан, вăрах кĕтме лекмерĕ — алăк çинчи тĕнĕрен яшка тыттарчĕç. Ĕнер каç килте апатланнăранпа ашне тĕпренчĕк яман та, пăлханнипе хырăм выççине те туйманччĕ. Аллине тирĕк лексенех, вар-хырăмĕ каскаласа кайрĕ. Çăкăр чĕлли пулайтăрччĕ çакăнта! Анчах ку — ĕмĕт кăна. Паян памаççĕ. Тирĕке сĕтел çине лартрĕ. Пăлхатрĕ. Пăтранчăк шыв çинче пăсăхнă шăршă кĕрекен купăста турамĕсем курăнаççĕ. Выçкă çын ниме те тиркемест. Натюш сывлăш çавăрма ĕлкĕриччен яшкине сыйса ячĕ. Тăранман хырăмĕ пушшех йăнкăртатрĕ. Выççине манасшăн, пĕтĕм шухăшне урăх çĕрелле яма тăрăшса, стена çине тинкерчĕ. Унта та кунта чĕрсе çырнисем пуррине асăрхарĕ. Акă пĕри: «Коля, декабрĕн пиллĕкмĕшĕнче пире этаппа кăларса каяççĕ». Акă тепри: «Соня, сывă пул... Леш тĕнчере курнăçăпăр. Мана асаплантаракансене аçа çаптăр». «Тĕрмене лекнĕшĕн ан хуйхăр. Кăларса янăшăн ан савăн...», — тет тата виççĕмĕшĕ. Мĕнле çынсем пулнă-ши çаксене çыракансем? Нăтюшăн юнашар камерăра кам ларнине пĕлес килчĕ. Анчах надзиратель сисесрен упранмалла. Вăл хăлхине алăк çумне сĕртĕнтерчĕ. Çав вăхăтра надзиратель сылтăмалла иртсе кайрĕ. Натюш шутлама пуçларĕ: пĕрре, иккĕ... вуннă... çирĕм... çĕр... Виççĕ шутласан, пĕр çеккунт пулать. Апла вăл таврăннă çĕре мииут çурă иртет. Сулахай енчен икĕ минутран таврăнать. Шаккама вăхăт çителĕклĕ. Надзиратель алăк патĕнчен иртсенех стена патне пычĕ, морзе азбукипе стенана шаккарĕ. Пĕр хушă шăплансан, татах шаккарĕ. Хуравлакан пулмарĕ. Натющ тепĕр енчи стенана шаккарĕ. Каллех сас-хура илтĕнмерĕ. . Каçалапа парашкăна йăттарса кăларчĕç. Таврăнсан, вĕри шыв пачĕç. Апат вăхăчĕ çитнипе Натюш хырăмĕ çĕнĕ вăйпа каскалама тапратрĕ. Кĕçех надзиратель тĕрĕслеме кĕчĕ. Натюш ларнă çĕртех кĕтсе илнипе тăма команда пачĕ. Натюш йӳпсемерĕ.

— Ним каламалли те çук-и?

Натюш каллех шарламарĕ. Ыйтсан та пулăшу пулас çӳккине пайтах курнă вăл.

Юлашкинчен, çывăрма вăхăтне пĕлтерсе, коридорта шăхлич шăхăртрĕç. Натюш сăхманăн пĕр аршие сарчĕ, теприне витĕнчĕ те аллине пуç айне хурса выртрĕ. Куçне хупрĕ, хырăмĕ выçнине улталасшăн пурнăçри лайăх тапхăрсене аса илме тăрăшрĕ. Ан тив, вĕсем чухăн пулнă та, çу кунĕнче урамра çарран çӳреме епле аванччĕ. Кĕтерук аппăшĕпе пĕрле çырла-мăйăр татма çӳретчĕç. Станра, тăшмансен йăвинче пурăнса, революционерсен пурнăçне упрама тăрăшнă чухне пушшех телейлĕччĕ. «Натюш хĕрĕм, эсĕ мĕн тери пархатарлă ĕç тунине хăв та ăнланаймăн. Пурăна киле тус-йышсем хаклĕç-ха», — тейĕччĕ ăна пĕррехинче Анук аппăшĕ. Сасартăках куçĕ умре Микула тухса тăчĕ. Паттăр çынччĕ вăл. Анукраа телейлĕ хĕрарăм вулăсĕпе те пулман-и, тен. Кунçулĕсем кăна вăрăм килмерĕç. Анукĕ маларах пуç хучĕ. Микула пурăнасси те иккĕллĕ. Миçе çула çитнĕччĕ-ши çав? Шухăшласан-шухăшласан, тĕшмĕртме хăтланчĕ: хĕрĕх-хĕрĕх иккĕсенче пулмалла. Манран вунă çул кăна аслă. Таврăнайтăрччĕ.... Тăван пиччĕшĕ пек хисеплĕччĕ ăна вăл. Тăван пиччĕшĕ пек çеç-ши?..

Кĕçех Натюш амăшне аса илчĕ. Унăн ăраскалĕпе танлаштарсан, Натюшăн нимех те мар. Вăл хăйшĕн çеç тусет. Амăшĕ пуриншĕн те. Тепĕр хĕрарăм тахçанах ухмаха ерĕччĕ. Ун амăшĕ упăшки çĕре кĕни çинчен илтнĕ каç та пухура Павăла хирĕç тухса калаçма вăй-хал çитернĕ.

Çапла тем вăхăт шухăшласа выртнă çĕрте кăтăш пулнă та, тĕлĕк курчĕ. Микула килте пек. Çамрăк та юсав. Йăлăмра утă çулаççĕ. Микула Анукпа Натюша иккĕшне те юратать. Акă вĕсем виççĕшĕ умлă-хыçлă тăрса çулма пуçларĕç. Ыттисем таçтах юлчĕç. Каç, вăйăра, Натюшпа Микула ташлама тухрĕç. Анук ал çупать. Çук, йăлăмра мар пек, Хăйрал вăрманĕнче çырла татаççĕ. «Натюш, эп сана юрататăп», — тет Микула. Хăй патне йыхăрса, аллине тăсать. Натюш кула-кула тарма пуçларĕ. Инçех каяймарĕ — Микула çитсе ыталарĕ. Сасартăк шăхлич шăхăртнипе Натюш шарт сиксе вăранчĕ. Тăрса ларчĕ, кăн-кан пăхкаларĕ. Малтан ăна чăннипех Хăйрал вăрманĕ пек туйăнчĕ. Тăна кĕрсен, ассăн сывларĕ. Киленĕçле тĕлĕкне татнăшăн чунĕ пăшăрханчĕ. Мĕне пĕлтерет-ши ку тĕлĕк? Ырра-ши е усала?

Чӳречерен тул çути кĕре пуçларĕ. Ку кăмăла пăртак уçрĕ. Вăл, сак çине вăр-вар хăпарса, чӳречерен пăхрĕ. Инçе те мар пăрла витĕннĕ Атăл сарăлса выртать. Ун леш енче марисен вăрманĕ тăсăлса каять.

Кĕтмен çĕртен камера алăкне уçнипе Натюш чӳрече умĕичен хăпрĕ.

— Тăхăнса тухăр!

Натюш йĕнчесе тăчĕ. Ку вăхăтра уçăлса-çӳреме кăларакан марччĕ-çке. Следователь кунта хăй килекенччĕ. Апла ма тухмалла-ши? Этаппа яраççĕ-шим?

— Ăçта илсе каясшăн эсир мана?

— Çитсен пĕлетĕр! — сӳрĕккĕн хуравларĕ надзиратель. Натюша чул хӳме çумĕнчи пĕчĕк алăкран тимĕр решеткепе икĕ пая уйăрнă пӳлĕме илсе кĕчĕç. Тăванĕсемпе курнăçма ирĕк паракан çĕртине, ун патне кам та пулин килнине тавçăрсан, Натюш чĕри кăртлатса тапа пуçларĕ. Çавăнтах решетке леш енче амăшĕ тăнине асăрхарĕ.

— Анне... — чĕнчĕ вĕл пĕчĕк чухнехи пекех ачаш сасăпа.

Уляна халран кайнипе тимĕр решетке çумне тайăнчĕ.

Ним калама аптраса:

— Ах, анчах, хĕрĕм... Каллех читлĕхе хупрĕç-им? — терĕ.

— Хупрĕç, анне... — чĕри ыратсан та, амăшне хуйхă çапса ӳкересрен сыхланса, çемçен хуравларĕ Натюш. — Эсĕ мĕншĕн хупнине пĕлейместĕн пуль-ха?.. Кулăшла, ваккатсемпе алла-аллăн утмалла тет имĕш манăн. Сан умра тепĕр хут та тупа тăватăп, анне: куна вĕсем асаплантарса вĕлерсен те кĕтсе илеймĕç. Следовательпе тĕл пулман-ха. Унпа калаçсанах ирĕке кăларасса шанатăп. Кĕçех киле таврăнăп. Вăхăтлăха хуйха кĕртнĕшĕн ан çиллен.

Уляна Улитинпа следователь канаш панисене аса илчĕ те: «Ах, анчах, хĕрĕм, мана йăпатма ан тăрăш. Чипер кăларса ярас çине илсе те килмĕччĕç. Çавсем çумне çыпăçма мĕне кирлĕччĕ-ши? Ĕнтĕ пĕр май çеç — саманапа çырлахмалла» тесшĕнччĕ, тăнпуçне çухатманни чарчĕ. Хĕрне кӳрентерессе, кĕрешме кирлĕ вăйхалне аркатасса ăнланчĕ.

— Çук, çук, хĕрĕм! — пăлханнине пытарма тăрăшса каларĕ Уляна. — Каçарма эс ман умра нимле айăпа та кĕмен. Эпĕ хуйхăрма мар, эсир тăшман умĕнче пуç тайманшăн мăнаçланатăп! Тата... кĕрешӳре яланах çирĕп пулма пил паратăп...

— Тавтапуç, анне... Нушапа асап шуратнă пуçна намăса кĕртмĕп!

— Уншăн иккĕленместĕп, хĕрĕм... Эс айăпсăррине хамăр çеç мар, пĕтĕм халăх пĕлет. Приговор çырса ялĕпе ал пусрĕç.

— Приговор?

— Ийя, хĕрĕм... Наум тепĕр куннех халăх пухрĕ. Çынсем сан хута кĕнине курасчĕ!

— Савнă аннем... Эсĕ ман пата темрен хаклă хыпар илсе килтĕн. Пасарта тухса калаçни çĕре ӳкмен апла. Шел, вулăсри съездра пулаймастăп. Вĕсене тип мунча кĕртĕттĕм.

— Пулăн-ха, хĕрĕм, Съезд тени малалла та пухăнĕ...

— Шанатăп, анне... Наум пичче хальхи съездра сăмах хускатма ан хăратăр, хăюллăрах пултăр.

— Юрать, хĕрĕм. Хăй те кунтахче. Кĕртмерĕç.

— Пуриншĕн те тав тăватăп ăна. Надзиратель кăшкăрса пӳлчĕ:

— Мĕн калаçнипе çитет!

Уйрăлнă чухне сăмах яланах кĕске. Тĕрмери çыннăн — пушшех.

— Ах, анчах, хĕрем... Хăвна упрама тăрăш. Тĕрĕслĕхшĕн çирĕп тăр.

— Эс ырă суннине чĕререн кăлармăп, анне. Май килсен, съезд мĕнле иртни çинчен пĕлтерсен аванччĕ.

— Тăрăшăпăр, хĕрĕм.

— Наум пиччене, Марьепе Анахвисе тата ыттисене те салам кала.

Вĕсене уйăрчĕç.

— Натюша кăтартрĕç-и? — Уляна тухсанах ыйтрĕ Наум.

— Ийя. Кăштах калаçрăмăр... — лăпланма ĕлкĕрнĕрĕн кăмăллăн хуравларĕ Уляна. — Хĕре мĕншĕн хупнине йăлтах ăнлантăм. Ăна хăйсем майлă çавăрасшăн иккен.

— Тиек ахаль пакăлтатмарĕ эппин?

— Следователь те çавнах юрларĕ.

— Натюш халăха хăйсенчен сивĕтесрен хăраççĕ.

— Çапла çав... Натюш сана тав тăвать.

— Эпĕ тав тумалăх пулăшаймарăм-ха...

— Мĕн пулăшнине манма çук... Тата съездра сăмах хускатсан аванччĕ терĕ.

— Ун пирки хам та шухăшланă... Ĕнтĕ ваккат патне кĕрсе тухар.

— Усăллă пулĕ-ши?

— Халăх кăмăлĕ мĕнлине астутарса хăварар Натюша тытса кайнипе халăх та килĕшнĕ пек ан латăр.

— Çапах та саншăн çуйланатăп...

— Маншăн ним те ан шухăшла, Уляна. Эпир вăрах сехĕрленсе пурăннă. Сывлăша ирĕкреххĕн вăхăт.

Вĕсем Лаврский ĕçлекен çурта шыраса кăларма хуть тупрĕç. Ĕлĕк пулсан, çăпата сырна, сахман таханна чăвашсене кула-кулах кăларса ярĕччĕç. Самана улшăнни кунта та палăрать. Вăхăтлăх правительство кăтартнă тăрăх учрежденисенче патша чухнехи йăласемех пулмалла та, пурпĕрăшшăнах пек йышăнчĕç.

— Ырă çынсем, сире кам кирлĕ?

— Комиссара курмаллаччĕ пирĕн.

— Ăçтан эсир?

— Атăлкасси вулăсĕнчен.

— Мĕн ĕçпе?

— Мĕн ĕçне хăйне каласа парăпăр.

— Эсир çакăнта кĕтĕр-ха эппин. Кĕрсе пĕлтерем! Лаврский учреждение килме ĕлкĕрейнĕччĕ — телефон шăнкăртатрĕ.

— Кам ку? — трубкăна хăлхи çумне тытрĕ вăл. — Следователь-и? Салам... Мĕн хыпар?

■ Страницăсем: 1... 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23