Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Çамрăк хĕрарăм, Çтаппан тухса каясса кĕтсе тăраканскер, юлашкинчен хыттăн каласа тăкрĕ:
— Мĕн пăхса тăратăр! Ма тухса каймастăр!
— Ман укçа ăçта? — хăй мĕн каласса та питех чухлаймасăр эхлетрĕ Çтаппан.
— Мĕнле укçа çинчен калаçатăр эсир?
— Акă, çак енчĕкре выртнă укçа! — чĕтревлĕ аллисемпе енчĕке кăтартрĕ Çтаппан. — Çакăнта çĕр вăтăр тенкĕ ытлаччĕ. Халь пурĕ те икĕ тенкĕ те хĕрĕх пус çеç.
Çамрăк хĕрарăм пирусне сӳнтерчĕ. Унăн пит-куçĕнче каç ӳсĕр Çтаппан кăмăлне сар çу пек ирĕлтернĕ ачашлăх выляса илчĕ.
— Вăл укçана мана панине астумастăр-и вара эсир?
— Сана панине? — Сыв мар чухне йынăшни пек каласа ячĕ Çтаппан. — Укçана сана паман эпĕ!
— Сударь, шӳтлемесен те пырĕ... — ним айăпсăр айван пек кулса илчĕ çамрăк хĕрарăм, эсир ман патра та пулман-и, тен?
— Куна тунма çук.
— Уншăн та пулин тавтапуç. Халь тухса кайăр! Çамрăк хĕрарăм темле кнопка çине пусрĕ — çав самантрах икĕ арçын пырса кĕчĕç. Вĕсенчен пĕри паçăрхи официантне Çтаппан палласа илчĕ.
— Мĕн пулнă кунта? — ыйтрĕ официант.
— Çак сĕмсĕркке харкашу тапратасшăн. Ăсатса ярăр ăна! — Çтаппан çине кăтартрĕ çамрăк хĕрарăм.
Икĕ арçын, алăк тулашĕнче юри сыхласа тăнă пекех» ытла хăвăрт кĕни Çтаппана тĕлĕнтерчĕ пулсан та, вĕсем мĕн шухăшланине тавçăрайман пирки, хăй хутне кĕрессĕн туйăнчĕ ăна.
— Ырă çынсем, тархасшăн, чĕрчĕлĕх пулăр. Çак хĕрарăм мана çаратнă!
— Кирлĕ мара ан сӳпĕлтет, ӳсĕр сурăх!
— Пуçу тĕрĕс пек чухне тухса кай! — икĕ арçынĕ те йĕрлешкелесе хирĕç чĕнчĕç.
— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, нивушлĕ эсир те пĕрле! — тесе ячĕ Çтаппан.
— Эй, мĕн калаçса тăмалли пур çавăнпа?! — шăртланса эхлетрĕ те официант Çтаппан аллинчен ярса тытрĕ.
— Эккей, э... Эсир, çак сутăнчăкпа пĕр кавар пулса, мана çаратрăр та халь кăларса ярасшăн-и? Çук, укçана тавăрса памасăр ниçта та каймастăп! — шăл витĕр сăптăрчĕ те Çтаппан вĕçертсе илнĕ сылтăм аллипе официанта тĕксе ячĕ. Лешĕ трюмо çине кайса çапăнчĕ — тĕкĕр чăнкăртатса саланчĕ.
— Кăраву-ул! — хаяр сасăпа кăшкăрса пӳлĕмрен тухрĕ çамрăк хĕрарăм.
Богдановпа крючниксем Çтаппан тухасса вестибюльре кĕтнĕ май çӳлти хутра темĕнле çуй-шав тата ура сассисем кĕмсĕртетнине илтрĕç.
— Мĕн çĕмĕрлеççĕ унта?—Костя сăмах чĕнчĕ.
— Темĕн, Степа килеймерĕ пирĕн. Çавăнпа мĕнле те пулин инкек пулмарĕ-ши? — канăçсăрланса калаçрĕç крючниксем.
— Паттăрсем, аврал! — йыхăрчĕ Богданов.
Вĕсем иккĕмĕш хута чупса хăпарчĕç те коридорта тĕлĕнмелле япала тухса тăчĕ. Темиçе хĕрарăм: хăшĕ халатпа, хăшĕ аялти кĕпе вĕççĕнех, çӳçĕ-пуçĕсене салатнăран арçурин курăнаканскерсем, кăравул кăшкăра-кăшкăра чупаççĕ. Çтаппан çине тапăннă арçынсенчен пĕри урайĕнче йынăшса выртать. Официантне кăкăрĕнчен ярса тытнă та силлес кăна:
— Укçана паратăр е памастăр-и?! Памасан, халь чун-на кăларатăп!
Крючниксем çак самантрах Çтаппанпа темĕнле инкек пулнине тавçăрса илчĕç. Богданов чупнă çĕртенех ыйтрĕ:
— Степа, мĕн пулчĕ?
Паллакан тата хута кĕрекен сасса илтсен, Çтаппан ĕрĕшех кайнипе официанта аллинчен вĕçертрĕ. Лешĕ кунпала усă курса тарма хăтланчĕ. Анчах ытти крючниксем ярса тытрĕç ăна.
— Мана çаратрĕç... — чĕри тӳсмелле мар ыратнипе аран хуравларĕ Çтаппан.
Коридор тепĕр вĕçĕнчен çуйхашакан хĕрарăмсемпе пĕрле хуçи килнине курсан, крючниксем самантлăха шăпланчĕç. Вĕсен хăлхине çамрăк хĕрарăмăн юлашки сăмахĕсем пырса кĕчĕç.
— Трюмона çĕмĕрчĕ. Мана вĕлерме тапăнчĕ.
Намăс çуртăн хуçи циркра хаклă япаласем выляса янă ырхан хĕрарăмне Богданов çав самантрах палласа илчĕ.
Унпа калаçасшăн та марччĕ вăл. Юлташне инкекрен çăлас кăмăлĕ йĕрĕннине сирчĕ.
— Паттăрсем, эсир тăхтăр-ха! — астутарса хăварчĕ те хĕрарăмсене хирĕç васкаса утрĕ.
Ырхан хĕрарăм тăруках чарăнчĕ. Ăна кура ыттисем те тăчĕç. Вăл хура мăйăхлă этеме палласа илчĕ те, циркра мĕнешкел хăрушă ĕçсем пулса иртнине аса илсе, çуйлăн кăшкăрчĕ:
— Çаксем вĕсем! Çаксем ман хаклă япаласене çаратрĕç!
— Хисеплĕ сударыня! — евĕклĕн курăнма тăрăшрĕ Богданов. — Хисеплĕ сударыня, лăпланăр, тархасшăн!..
Ырхан хĕрарăм çаврăнса пăхмасăр тарма тытăнчĕ. Ăна курмалăхне ыттисем те чупрĕç. Намăс çуртĕнче каллех асар-писер шав çĕкленчĕ.
— Кăраву-ул! Полици-и! Çăлă-ăр!
— Шуйттан илесшĕ!—хăй тĕллĕн ятлаçса илчĕ Богданов. Урăлса çитнĕ тăнпуçĕ полици килсе кĕрсен ырă курас çуккине аванах ăнланчĕ. Кунти ĕç çеç пулсан темех марччĕ-и, тен. Ырхан хĕрарăм циркрине те курнă. Полици пĕлсен, ырă пуçпах хăтăлаймăн. «Çакланман чухне луччĕ тухса шăвас!»—шут тытрĕ те Богданов крючниксем патне таврăнчĕ:
— Паттăрсем, кунта ыррине курас çук. Тухса шума ĕлкĕрес!
— Ăçта? — чунтан тарăхрĕ Çтаппан.
— Киле, Степа!..
— Ман укçа кунтах юлтăр-и?
— Анланатăп, Степа... Анчах укçа тесе пуçа çухатас мар. Укçана татах ĕçлесе тупăн. Полици аллине çаклансан, ырă пуçпах хăтăлаймăн! Çтаппан чĕри кăртах турĕ.
— Полици?
— Ийя, Степа, вĕсем кашни минутрах килсе тухма пултараççĕ!
Çтаппан нимпе те укçине хăварса каясшăн марччĕ, Полицейскисенчен хăрани укçа çухалнинчен хăватлăрах пулчĕ. Стражник хурăн хуллипе çапнине вăл паянхи пекех ас-туса пурăнать. Тата ывăлĕ те полици тытасран таçта çухалнă. Вăл ирĕксĕрех крючниксем хыççăн утрĕ.
Вĕсем Науççана чиперех çитрĕç. Общежитне кĕрсе выртас вырăнне Богданов вĕсене парикмахер патне илсе кĕчĕ, пуринне те çӳçне кастарчĕ, сухалĕ-мăйăхĕсне хыртарчĕ. Парикмахерне хăйпе пĕрле чĕнсе пырса, ытти крючниксен çӳçне те шакла кастарса, мăйăхĕ-сухалĕсене хыртарса ячĕ.
Çтаппан халь çаксене пурне те аса илчĕ те чĕри çĕçĕпе каснă пекех ыратса кайрĕ. Вăл, укçине, сăхманне, кĕпине тата çĕлĕкне çухатса, çаппа-çарамас тăрса юлчĕ, арăмĕн хаклă та ырă ятне хур кӳчĕ, хăйне пĕтĕм тĕнче умĕнче тӳсейми намăса кĕртрĕ. Çтаппан макăрма пултарсан куççульне çăл шывĕ пек юхтарĕччĕ те, вара, тен, чĕри лăштах кайĕччĕ. Анчах куççулĕ тухмарĕ. Енчен çӳçĕ пулсан, ăна тăпăлтарса ыраттарнипе чĕри суранне çăмăллатĕччĕ. Анчах пуçĕ шакла. «Мĕн турăм эпĕ... Мĕн турăм?..» Ĕнтĕ вăл çамрăк хĕрарăма та тӳрре кăларчĕ. «Манашкал ухмаха çаратмасан тата кама çаратмалла? Кĕсъере çĕр хĕрĕх тенкĕ пурччĕ. Манран телейлĕ çын никам та çукчĕ. Эпĕ, тĕнчере пĕр ухмах, савăклăх шыраса ирсĕр çурта пырса кĕнĕ. Хулара кунашкал çурт пуррине илтнĕччĕ вĕт. Илтнĕ çеç мар, ун çинчен сăмах хускатсан та йĕрĕнеттĕм. Ĕнтĕ хам пуçăмпах ирсĕрлĕхе путса лартăм. Ырă çынсем умне мĕнле курăнас? Кин куçĕ умне мĕнле курăнас? Çук, ырă çынсем умне курăнма юрамасть манăн. Апла тесен мĕн тăвас-ха? Ăçта кайса кĕрес? Атăла... Чи чăнкă çыранран пуçхĕрлĕ ярăнас!» Тĕлĕнмелле, ку хăрушă шухăш Çтаппана хăратса пăрахас вырăнне çăмăллăх кӳчĕ.
Матĕрне малтанхи пекех хуллен те ним сас-чӳ тумасăр крючниксен общежитине кĕчĕ. Çтаппан тăрса ларнине курсан, тăруках вутлăн-хĕмлĕн пулчĕ. Ку çĕнĕ крючник унăн чĕринче мĕн пуррине сиссе кулассăн туйăнчĕ. Çапах та каялла тухса кайма хăват çитереймерĕ. Çтаппан ун çине пăхмасăр пуçне усса ларнине астусан, кăштах лăпланчĕ, вăл мухмăрпа асапланнă пек ăнланнипе ăна пулăшу пама кирлине тавçăрса, хăюллăн чĕнчĕ:
— Степан Иванович...
Çтаппан шарт сиксе пуçне çĕклерĕ. Кухарка тăнине астусан, çаппа-çарамас кăкăрне пиншак аркипе витрĕ. Анчах хирĕç чĕнес вырăнне каллех пуçне усрĕ.
Матĕрне ĕнтĕ Çтаппан мухмăрпа асапланнине йăлтах ĕненчĕ.
— Степан Иванович, куратăп, санăн пуç ыратать пулмалла. Кăштах тӳс-ха. Халь сыватмалли амаль илсе килетĕп! — терĕ те васкавлăн тухса кайрĕ.
«Пӳлĕхçĕм çырлахтăр», — чĕри çурăлас пек тарăхса йынăшрĕ Çтаппан. «Ахăртнех, манран каçса кайсах кулать пулĕ. Тĕлĕкре ăна курни акă мĕне пĕлтерчĕ. Тул çутăлсан эпĕ ирсĕр ĕç тунине пĕтĕм тĕнчипе пĕлĕç... Атăла пуçхĕрлĕ ярăнмалла çеç... Ку пĕртен-пĕр çăлăнăç. Урăхла май çук.
Юрать-ха, тул ытлашшипех çутăлса килмен. Никам та курас çук», — татăклă тĕв турĕ Çтаппан.
Матĕрне ăнсартран малти чӳречерен пăхрĕ те, Çтаппан васкаса иртнине астусан, вăл хупаха кайрĕ пек сунчĕ. «Уссăр çӳретес мар çавна. Чĕнсе кĕртес», — шут тытрĕ Матĕрне. Ун хыççăн тухса утрĕ.
Урамра никам та çуккипе Çтаппана часах курчĕ. Лешĕ, урам вĕçне çитсен, сылтăмалла пăрăнчĕ. Ку енче Атăл хĕрринчи пушă вырăнне лайăх пĕлнипе; «Мĕн шыраса кайрĕ вăл унта?» — çав-çавах тĕлĕнсе шухăшларĕ Матĕрне. Тăрук Çтаппан ун куçĕ умне кĕпесĕр, çĕтĕк пиншакпа, сухалсăр-мăйăхсăр пуçне усса ларнă чухнехи пек пырса тăчĕ. «Çук, мухмăрла асапланнинчен мар-ха ку. Темле инкек курнăран салхуллă пулмалла?» — çуйланчĕ Матĕрне.
Çтаппан чăнкă вырăна çитсе аялалла пăхрĕ. Унта Атăл тăп та канлĕн юхса выртать. Вăл Атăл кунашакал юхса выртнине ĕмĕр тăршшĕпе пайтах курса савăннă. Халь унăн вилĕ тăпри вырăнĕнче пулĕ. Куншăн хăйне хăй çеç айăп-ларĕ. Анчах çăвара шыв тулса тăпра тĕттĕмлĕхне выртсан мĕн кĕтĕ-ши?..
Этемшĕн чи хăрушши вилĕм мар, пурнăçпа вилĕм хушшине хĕсĕнсен, иккĕшĕнчен пĕрне суйласа илесси пулĕ. Çтаппан пурнăçĕнче шăп çак тапхăр сиксе тухрĕ. Малтанах ăна çутçанталăкра пурнăç çук, пĕртен-пĕр çăлăнăç — вилĕм пек туйăнатчĕ. Халĕ, вилĕм патне юлашки утăм юлсан, хăраса ӳкрĕ. Персе тивертнĕ арăслан пек йăванса кайрĕ те аллисемпе çереме тăрмалама тытăнчĕ.
Çтаппан çыран хĕррине çитсен, Матĕрне чарăнса тăчĕ. Малтанах вăл Çтаппан кунта шыва кĕрсе уçăлма килчĕ пулĕ тесе шутларĕ. Анчах Çтаппан çĕре кĕрĕслетсе ӳксен, именнине-мĕнне пăхмасăр ун патне чупса пычĕ те чĕркуçленсе ларчĕ.
— Степан Иванович... Мĕн пулчĕ сана?..
Çтаппан, шартах сиксе, пуçне çĕклерĕ. Умĕнче вырăс хĕрарăмĕ тăнине курсан, ытла ĕшеннĕрен ним чĕнеймерĕ.
— Степан Иванович, эпĕ сан пата эрех илсе пытăм. Ĕçтерем те мухмăрна сыватам тесе шухăшларăм. Эсĕ тухса тарма та ĕлкĕрнĕ... Мĕн сиксе тухрĕ тата? Каласа пар, тархасшăн. Тен, вăй çитнĕ таран пулăшма пултарăп.
Кирек епле инкеке те тӳссе ирттерме йывăр. Пĕччен тӳсме тата йывăртарах. Çтаппан ыйхăран вăранса пурне те аса илнĕ хыççăн кăмăлĕ вилме выртнă чухнехи пекех пăшăрханнăччĕ. Çакнашкал хăрушă кăмăлах ăна Атăлăн чăнкă çыранне хăваласа килчĕ. Ырă шухăшлă хĕрарăм килсе тухни унăн кăмăлне кăштах çемçетрĕ. Чĕрине мĕн çунтарни çинчен пытăрмасăр каласа парас шухăш пырса кĕчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, — сăмах чĕнчĕ вăл юлашкинчен. — Манашкал ухмахăн çутçанталăкра пурăнма та кирлĕ мар...
— Турă упратăр сана, Степан Иванович... Çак териех мĕн пулчĕ тата? Е кам та пулин кӳрентерчĕ-им?
— Ухмах çын хăйне хăй кӳрентерет, инкеке те хăех шыраса тупать. Ялта кинпе мăнукăм пĕр татăк çăкăрсăр юлчĕç. Çуркунне те çитрĕ. Ытти хресченсем кĕçех суха патне тухĕç. Акма тытăнĕç. Ман вăрлăх çук. Эпĕ кĕске вăхăтра укçа тупса каялла таврăнасшăнччĕ. Пӳлĕхçĕ укçа ĕçлесе тупма пулăшрĕ. Каç ман кĕсьере çĕр хĕрĕх тенкĕ выртатчĕ... Халь пĕр пус та çук. Каллех çăкăрсăр, вăрлăхсăр юлтăм.
— Çухатрăн-им? —ун хутне кĕрсе ыйтрĕ Матĕрне.
— Кăларса илчĕç...
— Ан тĕлĕнтер, Степан Иванович, мĕнле астăваймарăн вара?
Юлашкинчен Çтаппан каç мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Вырăс хĕрарăмĕ йĕрĕнсе куласса кĕтрĕ.
Матĕрне тĕлĕннипе ним те шарлаймарĕ. Ун умĕнче упа пек вăйлă паттăр, анчах, пурнăçăн пăрнăçĕпе тĕл пулсан, пĕчĕк ачаран та вăйсăртарах арçын выртать. Матĕрне, Çтаппан тарăхса каласа панине итлесе, вăл халиччен кунашкал киревсĕр ĕçсене нихçан та хутшăнманнине, ытла та ырă кăмăллă этемне те чухларĕ. Кинĕпе мăнукне асăннă хушăра арăмĕ çинчен сăмах тапратманнине те астурĕ. Матĕрнен ăна ăшă сăмах каласа йăпатас, лашаллă-ĕнеллĕ пулма пулăшса, иртнĕ каçхи киревсĕр ĕçсем çинчен мантарас килчĕ.
— Ма кулмастăн? Урăх манашкал ухмах нихçан та тĕл пулаймăн!..
— Хаваспах кулăттăм, Степан Иванович... Кулма сăлтав çук... —ассăн сывларĕ Матĕрне. — Çапах ятлама юратех ĕнтĕ. Мĕне курса пуçа çухатиччен ĕçрĕн? Е кунта ял маррине, тĕрлĕ халăх пурăннине пĕлеймерĕн-и? Хамăр крючниксем те пурте пĕр ăслă мар. Илья Никоноровичах илер. Хăш чухне чипер çынах вăл, никама та кӳрентермест. Тепĕр чухне унăн йĕркесĕр ĕçĕсенчен хăсас килет. Сана та вăл çав йĕркесĕр ĕçсене хутшăнтарса сиен кăтартнă...
Çтаппан кăштах лăпланма хăтланнă чĕрипе Матĕрнене итлесе выртнă çĕрте: «Мĕн таран тĕрĕс ун сăмахĕсем... Мĕн таран тĕрĕс... Мĕншĕн ăсран каячченех ĕçрĕм-ши? Мĕншĕн вăл ирсĕр çурта кĕтĕм-ши?»— салхуланса шухăшларĕ.
Матĕрне малалла каларĕ:
— Тепĕр тесен, иртнĕ инкекшĕн çав тери тарăхмах та кирлĕ мар. Эсĕ арçын вĕт. Ĕнен, Степан Иванович, пĕрер эрне ĕçлесен, каллех укçаллă пулăн. Вара килне леçсе парăн. Халĕ тăр та, общежитие каятпăр.
— Общежитие?..—хăраса ӳкрĕ Çтаппан. Ку таранччен Матĕрнепе иккĕшĕ калаçни ăна тĕлĕкри пек туйăнатчĕ. Апла мар тесен те, вĕсем мĕн калаçни кунтах юласса шаннăччĕ. Халь, общежитие кайма чĕннине илтсен, вăл киревсĕр ĕçсем туни ырă çынсен умĕнче тăрă шыв çине тухассăн туйăнчĕ. — Çынсене култарма-и?
— Ан хăра, Степан Иванович, никам та кулмĕ. Крючниксенчен пушшех те именме кирлĕ мар. Вĕсем хăйсем те кăштах тăн илсе сыхлавлăрах çӳреме пуçличчен санашкалах нумай инкек тӳснĕ. Тата санран, хальччен хулара пулса курман, хăйсемех инкеке кĕртнĕ çынран, кулни вĕсене чыс кӳрес çук, — терĕ те Матĕрне ури çине тăчĕ. —Атя, кайрăмăр, Степан Иванович!
Çтаппан ура çине тăчĕ. Матĕрне хыççăн утрĕ.
V
Богданов ирхине вунă сехетре тин вăранчĕ. Нихçан та мухмăрламанскер, халь те вăл хăйне сывах туять. Чĕри çеç темшĕн вырăнта мар. «Каç мĕн чул укçа пĕтертĕм-ши? Шутласа пăхас-ха...» — Канăçсăрлантаракан сăлтавне аса илсе, вырăн çинчен тăричченех укçине кăларчĕ. «Шуйттан илесшĕ, ытларах та тăкакланнă! Тепĕр тесен, икçĕр тенкĕшĕн ытлашши пăшăрханмасан та юрĕ». Хăнăхнă йăлипе тĕкĕр умне пычĕ. Хăйне курсан, тĕлĕннипе чуть çеç çухăрса яраймарĕ. Вăл шакла пуçлă, сухалсăр, мăйăхсăр иккен. Вара, крючниксем те хăйне евĕр пулма кирлине аса илсе, ахăлтатса кулчĕ. Анчах ку хаваслăх вăраха пымарĕ. Çĕрлехи ĕçсем аван мар вĕçленме пултарасса ăнланчĕ. Унăн ку ĕçĕсем çинчен хула хушшине мĕнле хыпарсем сарăлнине пĕлес килчĕ. Вăл почта ещĕкĕнчен хаçат тухса илчĕ те вулама тытăнчĕ. Унта «Цирк çине вăрă-хурахсем тапăнни» тесе çырнине тĕл пулчĕ. Богданов чĕри кăртах турĕ. Анчах вуланăçемĕн хăрани сирĕлсе пычĕ. йăлтах вуласа тухсан, ăна каллех хаваслă кăмăл пырса кĕчĕ.
«Суяссипех суйнă вара... Ахăртнех, цирк чапне çăлса хăварма тăрăшнă пулмалла. Çыраканне цирк хуçи мĕн чухлĕ тӳлерĕ-ши? Ку пирĕншĕн те усăллă-ха. Ăнсăртран инкек-мĕн сиксе тухсан, кунта çырни пирĕн хута кĕрекенĕ пулĕ», — хавасланса шухăшларĕ те Богданов малалла вуларĕ. Вăл цирк хыççăн мĕн пулса иртни çинчен çырнине шырарĕ, тупаймарĕ. Юлашкинчен, хаклă япалисене илсе, килтен тухрĕ. Тус-йышĕсемпе е паллаканĕсемпе тĕл пуласшăн мар тӳрех трамвай çине ларчĕ. Унччен те пулмарĕ — икĕ хĕрарам калаçса пынине асăрхарĕ:
— Илтмен-и эсир, каç цирк çине вăрă-хурахсем тапăннă теççĕ? — терĕ пĕри.
— Илтнĕ, ара, илтнĕ! — ассăн сывласа хуравларĕ тепри. — Полици сăмси айĕнчех тапăна пуçларĕç. Тем курса ларăн!
Çак калаçу ыттисен чĕлхисене те уçрĕ. Мĕн кăна илтмерĕ-ши Богданов хулана çитиччен? Хăшĕсем вăрă-хурахсем малтан пĕр пуян хуçа арăмне тустарса хаклă япалисене туртса илни çинчен каласа пачĕç. Ылтăн çĕрри тăвăр пулнипе пӳрни-мĕнĕпех тăпăлтарса илнĕ текенсем те тупăнчĕç. Кĕпĕрнатăр арăмне таптаса амантни тата пĕр пуян хуçана хĕнесе хăварни çинчен каласа паракансем те пулчĕç. Намăс çуртне тапăнни çинчен те сăмах хускатрĕç.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...