Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Укçана тиркекен ăссăр çын тĕнчере пур-ши вăл?
— Тĕрĕс, Степа, уншакал этеме шыраса тупаймăн. Укçин çеç хӳри кĕске. Эсĕ паян ярса тытнă пек кашниех пултараймаççĕ. Ман сăмаха, эпĕ мĕн хушнине итлесен тата нумайрах тупăн.
Крючниксем те юрлама чарăнчĕç.
— Костя! Емелька! Филька!.. — Çапла кирек мĕнле чăрсăрла ĕçе те хутшăнма хатĕр вунике крючник ятне асăнса: — Паттăрсем, манпа пĕрле айтăр! Ыттисем ĕçĕр, çийĕр, савăнăр! Эпир нумай тăмастпăр, халех таврăнатпăр! — терĕ Богданов.
Вуникĕ крючникрен пĕри те хăйсене ăçта илсе кайнине ыйтса тăмарĕç. Кампа та пулин çапăçма ертсе каясса унсăрăнах чухларĕç. Паттăрла çапăçса çĕнтернĕ хыççăн пĕлĕт курăнми пуличчнех ĕçтерессе шанчĕç. Çавăнпа кашниех алса тулĕ тăхăнса тухрĕç.
Богданов тăватă «барабус» (пассажирснене турттарса çӳрекен тăватă извозчик) тытрĕ те вуникĕ крючнике виçĕ лав çине вырнаçтарчĕ. Хăй Çтаппанпа пĕрле малти лавĕ çине ларчĕ.
Чул сарнă çул тăрăх тимĕр шиналлă кустăрмасем хăлхана хуплас пек кĕмсĕртетсе пычĕç.
Кĕçех вĕсем хулана пырса кĕчĕç. Çаврака тăрăллă çӳллĕ çурт тĕлне çитрĕç.
— Шапаç! — кăшкăрчĕ Богданов. Извозчиксем лашисене чарчĕç. — Паттăрсем, эсир мана çакăнта кĕтсе тăрăр! — тесе, параднăй алăкран кĕрсе кайрĕ.
Крючниксем, хăйсене таçта илсе кайсан та, цирка ертсе килессе кĕтменччĕ. «Мĕн тумалла пирĕн кунта?» — шухăша кайрĕç вĕсем. Анчах, пĕри те тавçăрса илеймен пирки, хулпуççийĕсене сиктеркелесе çеç ирттерчĕç. Богданов таврăнсан тин чĕлхисем уçăлчĕç:
— Илюш, мĕн шырама илсе килтĕн пире?
— Паттăрсем, тӳсĕмлĕх пултăр! Уссăрришĕн пăлханса вăюсене ан пĕтерĕр! Халлĕхе эпе сире циркра вылянине кăтартăп! — терĕ те Богданов кашнинех билет валеçсе тухрĕ. — Степа, сан билет манра. Эпир иксĕмĕр юнашар ларăпăр.
Халиччен цирка çӳремен этемсем, пуринчен ытла вăрăм сăхманлă та тăлапа çăпата сырнă этем, пырса кĕни куракансем хушшинче кулăшла калаçусем хускатрĕ:
— Мĕнле этемсем кусем!
— Катемпилле тумланни кам тата?
Усĕр крючниксем, куракансем йĕплесе калаçнине сисмерĕç пулин те, хăнăхман çĕре килсе лекнипе тăна кĕчĕç, хăйсене хăйсем тирпейлĕрех тыткалама хăтланчĕç. Богданов билетершăна чĕнсе илчĕ:
— Хисеплĕ сударыня... — Анчах çапла чĕнни хисеплесе мар, тăрăхласа кулнăн илтĕнчĕ, — ман паттăрсене вырнаçтарăр, тархасшăн.
Костя билетне пачĕ те хĕрарăм хыççăн утрĕ. Анчах ăна, ĕçре урисене сĕтĕререх те тармакларах утма хăнăхнăскере, пукансене речĕпе лартса тухнă хушă ансăртарах пулчĕ. Вăл ăнсăртран пĕр хĕрарăм ури çине пусрĕ. Лешĕ çухăрса ячĕ. Каçару ыйтас шутпа йăраланса çаврăннă чухне тепĕрин ури çине таптарĕ. Тăруках ик-виçĕ хĕрарăм шавлама тытăнчĕç:
— Сĕмсĕр этем! Намăссăр!
— Хăвна тыткалама пĕлместĕн, цирка килетĕн!
— Эсир мĕн, цирка килме вĕреннĕрен урусене тăсса ларатăр-и? — тавăрса хучĕ те Костя хăйне кăтартнă вырăна пырса ларчĕ.
Богданов, цирка халиччен те çӳренĕскер, Çтаплана хăех ертсе кайрĕ. Ăна тивĕç вырăна ларма сĕнейчĕ—юсав тумланнă, ахах куçлă хăлха ункисене çиçтерсе ларакан ырхан хĕрарăм çухăрса ячĕ:
— Билетерша, килĕр-ха кунта! Эсир мĕн, манран кулас шутпа ку такама юнашар лартрăр-и?
— Сударыня, — хăнăхнă евĕклĕхпе чĕнчĕ билетерша, — тархасшăн лăпланăр. Вĕсен ку вырăна ларма билет пур.
Çтаппан ырхан хĕрарăм хăйĕнчен йĕрĕннине туйрĕ. Улпут арăмĕсем çук çын çине çакнашкал пăхнине пĕлет вăл. Тепĕр чухне пулсан, вăл сăмахсăрах инкекрен сирĕлĕччĕ. Ӳсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран çеç тесе ахальтен каламан.
— Эккей, э... Путсĕр хĕрарам темерĕн! Ма çуйхашатăн? Е кам та пулин чĕпĕтрĕ-и? Е манран хăрарăн-и? Ан хăра, çисех ямăп. Санашкал шăмă-шакка çисе пыра лартни çеç! — Çтаппан юриех саркаланса ларчĕ.
Çтаппан ырхан хĕрарăма ним вырăнне хумасăр хăтланни Богданова калама çук хаваслантарчĕ. Вăл ахăрса кулма та хатĕрччĕ, хăйсене вырăнтан хăвалас хăрушлăх чарса тăчĕ. Çăпаталлă чăваша пуянсем хушшинче кам тӳсĕ? Вăл çакна та тавçăрса илеймен. Ав билетерша, хуçине чĕнме пулĕ, çаврăнса кайрĕ.
— Хисеплĕ сударыня, тăхтăр-ха! Халех майлаштарăпăр! — билетерша чарчĕ те Богданов ырхан хĕрарăм умне пырса тăчĕ. — Хисеплĕ сударыня... эсир ахалех хумханатăр. Сирĕнпе юнашар такам мар, Хĕвелтухăçĕнчи халăхсен пĕрремĕш гильдиллĕ хуçа, вуншар караван тытакан миллионер Тюрек Мамед Оглы ларать. Хăвăра ырă сунса, сăпайлă тыткалама тăрăшăр. Унсăрăн ӳпкелешме тивĕ.
«Миллионер» тенĕ сăмаха илтсен, Çтаппан тавра çĕкленнĕ шав тăруках шăпланчĕ. Çав вăхăтра кашниех: «Ма пулма пултараймĕ? Чурăс халăхсен хушшинче кунашкал сĕмсĕркке те тирпейсĕр этемсем юмахри пекех пуянни сахал-и! Мĕншĕн ку çавăн йышши пуянсенчен пĕри мар? Ун шанчăклă çыннине те ĕненмесĕр тăма çук. Вăл паха тумтирпе, хăйне хăй йĕркеллĕ тыткалать», — тесе шухăшларĕç. Вара, Çтаппанăн пуян караванне курас пек, ун çине вуншар куçсем тăрăнчĕç.
Пуринчен ытла ырхан хĕрарăм пăлханма тытăнчĕ: «Мĕн турăм эпĕ?.. Хампа юнашар тĕлĕнмелле пуян ларнине сисмесĕр ăна кӳрентертĕм.
Чипер калаçса паллашнă пулсан, хам пата хăнана чĕнме те юратчĕ. Кунашкал сĕмсĕркке этемсем аскăн пурнăçа юратаççĕ, хăйсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн укçине шеллемеççĕ. Тен, халь те май килĕ?» Ырхан хĕрарăм тăруках йăпăлти сасă çине куçрĕ:
— Сударь, каçару ыйтатăп... Эпĕ, ку...
— Тюрек Мамед Оглы, — аса илтерчĕ Богданов. Ăшĕнче: «Аранах çакланчĕ курăнать, — тесе шухăшларĕ.
— ...Эпĕ ку Тюрек Мамед Оглы господина кӳрентерес шутлă марччĕ.
Богданов ăшĕнче халь тулса тăкăнас пек кулăш вĕресе хăпарчĕ. Аран çеç тӳссе, малтанхи пекех евĕклĕ курăнма тăрăшрĕ.
— Хисеплĕ сударыня... Эсир уссăрах пăшăрханатăр. Эпир нумай çĕршывсене çитсе çӳренĕ. Нумай тĕрлĕ халăхпа, пуянни-чухăннипе, ухмаххи-ăслипе, уçă кăмăллипе, хыткукарпа та тĕл пулса курнă. Çавăншăн вĕсене çилленме те пăрахнă.
Ырхан хĕрарăм пит-куçĕ савăнăçлă çиçсе илчĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем чăннипе камне вăлтса пĕлме май килессе те ăнланчĕ.
Анчах арена çинче артистсем выляма пуçлани ун ĕмĕт-шухăшне татрĕ.
Арена çинче тĕлĕнмелле япаласем курăнни Çтаппана та йăлтах тыткăна илчĕ. Кунта килнĕ чухне çанталăк уярах маррипе тулта пăч-тĕттĕмччĕ. Халь кăнтăрлахи пекех çуталса кайрĕ. Ăçтан тухрĕ ку çутă? «Нивушлĕ çак пĕчĕк хунарсенчен? Юмахри асамлă хунарсем мар-ши кусем? Ăçтан тупнă вĕсене? Эпĕ çак тарана çитсе те Энĕшкассинчен инçех мар асамлă хунар пуррине пĕлеймен». Çав çутта хăнăхсан, Çтаппан куракансене сăнама тытăнчĕ. Унтан инçех мар, пĕрремĕшпе иккĕмĕш ретсенче, ырхан хĕрарăм пекех чаплă тумланнă хĕрарăмсем лараççĕ. Вĕсемпе юнашар мăн хырăмлă е пакунлă арçынсем. «Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, ăçта килсе кĕнĕ эпĕ?»
Арена çине ярмăркăри камит чӳречинчен кăтартакан Петрушка евĕр тумланнă этем мăйрака хуçса тухни Çтаппанăн кичем шухăшне сирчĕ. Пĕр Петрушки хыççăн тепри тухрĕ те, иккĕшĕ тем çинчен тавлашса кайрĕç. Унччен те пулмарĕ—пĕри теприн çине сулса ячĕ. Лешĕ лапчăнма ĕлкĕрнипе малтанхи Петрушки ыткăнса кайрĕ. Куракансем кулса ячĕç. Çĕнĕрен те çĕнĕ артистсем тухса вылярĕç. Куракансем шавалаççĕ, алă çупаççĕ.
Çтаппан, малтанах пуç çавăрнă пек курса лараканскер, урăла пуçланă май тăна кĕме хăтланчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр... Илюш куласшăн çеç илсе килмерĕ-ши? Мĕн ĕçлесе укçа тупмалли пултăр кунта?» — пăшăрханарах шухăшлама тытăнчĕ вăл.
Антракт вăхăтĕнче Богданов паттăрĕсене буфета ертсе пычĕ. Укçине шеллемесĕр эрех ĕçтерчĕ. Кĕçех тепĕр хут хĕрнĕ паттăрсем, цирка таврăнса, хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç.
— Степа, маттур! Юнашар ларакан хĕрарăм умĕнче хăвна мухтавлă тытрăн. Ан тив, сана чăн та миллионер тесе шутлатăр!
Богданов сăмахĕсем Çтаппана килĕшсех каймарĕç, анчах хирĕç нимех те каламарĕ. Ырхан хĕрарăм ăна сăмах чĕнесшĕнччĕ, арена çинче оркестр выля пуçлани кансĕрлерĕ.
Çтаппан темĕн чул та тĕлĕнмелле япаласем курчĕ кунта. Пуринчен ытла арăслансем тĕлĕнтерчĕç. Тимĕр решеткеллĕ читлĕхе арăслансем мĕкĕрсе кĕнине курсан, шартах сикрĕ. Вара читлĕх ăшне кĕнĕ çын ăраскалĕшĕн чĕтресе ларчĕ. Самай вăхăтран арăслансем читлĕхрен тухайманнине тата читлĕх ăшĕнчи çынна та ним пулас çука ĕненчĕ. Арăслансене читлĕхрен кăларса кайсан, арена çине вун-икĕ паттăр тухрĕç. Ку пуринчен ытла хĕрарăмсен хушшинче алă çупнă шава вăйлатрĕ. Ырхан хĕрарăм та ура çине тăрсах алă çупрĕ.
Вуникĕ кĕрешекен музыка каланă май арена тавра утса çаврăнчĕç те пĕр рете тăчĕç. Вăхăт нумаях та иртмерĕ — арена çине хура маска тăхăннă çын чупса тухрĕ, аллине кăкăрĕ çумне тытса, куракансене пуç тайрĕ. Çиелтен вăл ытти кĕрешекенсенчен нимех те уйрăмми палăрмасть. Çапах та циркра шав çĕкленчĕ, тĕлĕре пуçланă Çтаппан та куçне уçрĕ, арена çинче çурма çарамас арçынсем тăнине курчĕ. Мĕн ачаранах намăса пĕлсе пурăнма хăнăхнăскер, вăл ирĕксĕрех кичемленчĕ, «Çын умне, пуринчен ытла хĕр-арăмсем умне, çаппа-çарамас тухма мĕнле хăяççĕ вĕсем?» Хĕрарăмсем хаваслăн ал çупнине курсан, пушшех кичемленчĕ: «Эккей, э... Мĕнле хĕрарăмсем кусем... намăс-симĕсе йăлтах çухатнă».
Циркра яланхи трюк пырать. Вăхăт çеç яланхи мар. Цирк хуçи хальччен ку трюка сезон варринче е вĕçĕнче кăтартаканччĕ. Кăçал сезонне уйăха яхăнах малтан уçнă пулин те, хура маскăна сезон пуçламăшĕнчех кăларма шутланă. Çапла тума укçа-тенкĕ çителĕксĕрри хистенĕ. Арена çине хура маскăна кăларни, чăн та, куракансене ытларах пухрĕ, хуçа кĕсйине укçа ытларах кĕчĕ. Куракансем кашни каçах, кам та пулин хура маскăна çĕнтерсе, ун сăн-питне уçасса кĕтеççĕ. Лешĕ вара циркри мĕнпур кĕрешекенсене çĕнтерет... Юлашкинчен цирк хуçи куракансене те хура маскăпа кĕрешсе пăхма сĕнет.
Хура маска хыççăн цирк хуçи тухрĕ те:
— Господа! —кулкаласа сăмах пуçларĕ: — Сирĕн умра Хусан, Чулхула, Самар, Саратов, сăваплă Раççейри ытти нумай хуласенчи кĕрешекенсене çĕнтернĕ хура маска. Вăл ăçтисем тата кам иккенне эпир те сирĕн пекех пĕлместпĕр. Пире пурĕ те çакă çеç паллă: вăл сирĕн хаваслă каçсене малалла тăсасшăн, куракансен хушшинчен тупăнакан паттăрпа кĕрешме кăмăл тăвать. Кĕрешӳ условийĕсене пурте пĕлетĕр пулмалла. Ун çинчен афишăсенче те çырнă, циркра та виççĕмĕш каç калаçатпăр. Çапла ĕнтĕ, господа, хура маскăпа кĕрешме кăмăл тăвакан пулсан, ăна арена çине тухма чĕнетпĕр...
Циркра шăна вĕçни те илтĕнмелле шăплăх. Хура маскăпа кам та пулин кĕрешме тухасса кĕтеççĕ. Кунашкал хăюллă этем хальччен те тупăнкаланă. Акă, иртнĕ çура та хура маска килнĕччĕ. Унпа кĕрешме куракансенчен пĕр çын тупăннăччĕ. Хура маска ăна пĕр тытсах икĕ хул калакки çине вырттарнăччĕ.
Богданов цирка хура маска килни çинчен афиша тăрăх пĕлнĕ. Ĕçкĕ пынă хушăра çакна ăнсăртран аса илнĕ те унпала Çтаппана кĕрештерсе пăхас шухăш пырса кĕнĕ. Çтаппан ăна çĕнеймесен те, хăйне çĕнме памасса шанчĕ Богданов. Ытти вуникĕ крючнике вара сых ятне, кĕрешекенсемпе çапăçса кайма лексен, вĕсене хĕнесе хăварма илсе килчĕ.
Цирк хуçи тепĕр хут чĕнсе каласан, Богданов чавсипе Çтаппана тĕкрĕ.
— Куртăн-и ĕнтĕ? Эсĕ укçа тупма пулмасть тесе пăшăрхантăн. Ав, çав çветкене çеç çĕнмелле. Вара сан кĕсьере тата çĕр тенкĕ пулать. Ăнлантăн-и, çĕр тенкĕ!
Çтаппан çĕр тенкĕ мĕне тăрасса лайăх пĕлет: «Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, хам кĕсьере выртакан хĕрĕх тенкĕ çумне çĕр тенкĕ хушсан, лашапа ĕне илме, шурă пӳртлĕх пура илме те çитĕ. «Эй, пӳлĕхçĕм... Мана пăрахманшăн мухтав сана... Пысăк нуша курса тӳснĕ хыççăн юлашкинчен те пулин нумай укçа тупма май патăн!» — Ан тив, нихçан та кĕрешсе курман пултăр. Ку уншăн нимех те мар. Эрехпе хĕрӳленнĕ юнĕ такама çĕнтереслĕ чупрĕ.
Богданов малалла пăшăлтатрĕ:
— Укçа тупас тесен халех кала. Ахалин тăрса юлма пултаратăн!
— Килĕшетĕп! — пĕр сăмахпа хуравларĕ Çтаппан.
— Эсĕ килĕшессе шаннă эпĕ. Эсĕ чăн та паттăр! — Çтаппана мухтаса илчĕ те Богданов ура çине тăчĕ.
— Хисеплĕ сударьсем! Хура маскăпа кĕрешме хатĕр паттăр пур!
Çĕршер куç, вуншар бинокль Богданов çине тинкерчĕç. Пурте вăл камне палласа илме тăрăшрĕç. Çиелтен пăхма ку этем ытлашши начарах мар курăннипе Богдановпа Çтаппана хирĕç ларакан мăн хырăмлă икĕ хуçа тавлашса кайрĕç.
— Маххă памалла этем пек курăнмасть-ха ку!
— Сывлăшне çавăрма ĕлкĕриччен икĕ урине çӳлелле тăратса выртĕ!
— Тавлашатпăр-и?
Икĕ хуçа калаçăвĕ çакăнпа вĕçленчĕ. Пĕрремĕш хуçа, Богданова килĕштерчĕ пулсан та, ун хутне кĕрсе тавлашмарĕ.
Цирк хуçи Богданов çине пăхрĕ.
— Эсир хура маскăпа кĕрешесшĕн-и?
— Çук, эпĕ мар, ман тус кĕрешет! — Богданов Çтаппан çине кăтартрĕ. — Степа, тăр, каятпăр!
Çтаппан, пукан çинчен тăрса, Богданов хыçĕнчен утрĕ.
— Ку этем хура маскăпа кĕрешесшĕн-и?
— Çук, сударь, эсир мăна йăнаш ăнлантăр!— кулкаларĕ Богданов. — Вăл сирĕн хура маскăна сывлама памасăр хул калакĕ çине хурасшăн!
— Чăнах-и вара? — куракансем ахăлтатнă май шӳтлерĕ цирк хуçи. — Апла вăл камне, мĕн ятлине, ку таранччен кампа кĕрешсе çĕнтернине каласа памăр-ши?
— Ман тус мухтавлă паттăр — Тюрек Мурек Оглы ятлă, — малтан мĕн ят панине маннипе урăхла каларĕ Богданов. — Çураласса Хĕвелтухăç енче çуралнă. Вăл çитсе курман çĕршыв çук. Вăл çĕнтермен кĕрешекен çук. Сирĕн хура маска кĕçĕрхи çĕре ĕмĕрлĕхе ылханĕ.
Хура маска цирк хуçине кăчăк туртса чĕнчĕ, тем пăшăлтатса каларĕ. Вара цирк хуçи пуçне сĕлтсе илчĕ те куракансен енне çаврăнчĕ.
— Хисеплĕ господасем! Юлашкинчен те пулин хура маскăпа кĕрешме хатĕр çын тупăнни савăнтарать ĕнтĕ... Анчах хура маска... Хали-мали Оглыпе тытăçса хăйĕн мухтавлă ятне ӳкересшĕн мар. Çавăншăн вĕсене мухмăр уçма хаваспах çирĕм пус пама кăмăл турĕ.
Цирк хуçи йĕлпĕрсе калаçни куракансен хушшинчи кулăша хĕрӳлентерчĕ. Хирĕçнĕ сăмахсем те илтĕнчĕç:
— Хура маска кĕрешме тивĕç!
— Хисеплĕ господасем, — малтанхи пекех шӳтлесе хуравларĕ цирк хуçи, — хăвăрах ăнланăр... Мĕнле-ха... çакăнпа... Оглыпе... каçарăр, тархасшăн, эпĕ ăна хурласа чĕнесшĕн мар... тен, чăрманма та кирлĕ мар унпала. Вăл кам евĕрлине хăвăрах куратăр ĕнтĕ...
— Катемпи евĕр!
Богданов каялла çаврăнса пăхрĕ те «катемпи» сăмаха леш ырхан хĕрарăм каланине асăрхаса илме ĕлкĕрчĕ. Хăйне хур кӳрсе пăрахасшăнччĕ, цирк хуçи малалла калаçни чарчĕ. Лешĕ ырхан хĕрарăма пуç тайса тав турĕ те куракансен енне çаврăнчĕ.
— Господа, çак этеме икĕ хул калакĕ çине хуни чаплă кĕрешекеншĕн мĕн хисепĕ пултăр! Ку çеç те мар-ха. Е хытăрах çапнипе Оглын чунĕ тухсан? Уншăн çӳлти турă умĕнче ответ тытма тивĕ. Ачасем тăлăха юлĕç...
Цирк хуçи, хура маска кĕрешесшĕн мар пек калаçрĕ пулсан та, каялла чакма та шухăшламан. Богданов Çтаппан çинчен таçти вăйлă паттăр пек тата кулăшла ят шутласа кăларни цирк хуçине кулăша тăсас шухăш пачĕ. Ăнсăртран хаваслă кулăш тапранчĕ пулсан, мĕншĕн тăсас мар ăна. Цирк пархатарлăхĕ те çавăн çинче вĕт!
Çтаппанран кулни Богданова хăйĕнчен кулнăн туйăнчĕ. Ун ăшĕнче тавăру кăмăлĕ çитĕнчĕ. Крючниксене пама кантуртан илнĕ укçа кĕсьерех выртнине аса илчĕ те çак укçапа усă курса тавăрма шутларĕ.
— Хисеплĕ сударьсем! Хисеплĕ сударынясем!—кăшкăрчĕ Богданов. — Илтрĕр пулĕ, ку циркач манăн туса, паттăр Оглыне, тивĕçсĕр намăс кăтартрĕ. Çавăншăн ăна вилĕмле çапăçăва чĕнме тивĕçчĕ. Эпир апла тумăпăр, ачасене шел. Çак вăхăтрах эпир ку ĕçе ахаль ирттерме те пултараймастпăр. Малашне никама та сăлтавсăр ан кӳрентерччĕр тесе, çакна калатпăр: ку циркач тăнлă-пуçлă çынсене тĕлĕнтерес тесе пуль ĕнтĕ, хăйне хупахран килнĕ ӳсĕр сурăх пек тыткалать. Ман туспа тытăçма шутламан хура маскăпа циркач хăравçăсем кăна!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...