Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Çуркунне. Сан илемӳ çинчен мĕн чухлĕ сăвă-юрă кĕвĕлемен-ши поэтсем?! Анчах вĕсенче хресчен нуши çукпа пĕрех. Çуркунне хăйĕн тĕлĕнмелле илемĕпе ытларах ытлăн-çитлĕн пурăнакансене савăнтарать. Чухăншăн вăл чи хăрушă вăхăт. Чухăн валли çуркунне савăнăçпа пĕрлех выçлăх, ыйткалакан хутаçне илсе килет. Çавăнпа чухăн çын ытларах кĕре ĕмĕтленет. Кĕр ăна вăхăтлăха та пулин тутă пурнăç кӳрет.

Çтаппаншăн та çакнашкалах пулчĕ. Ытлăн-çитлĕн пурăннă вăхăтра çурхи илемпе савăнаканскер, хăйне евĕр миллионшар чухăнсемпе танах килĕнчен нуша хăваласа тухнăскер, таврари илеме курмасăр, илтмесĕр пычĕ.

Атăлкассине вăл ирех çитрĕ, ниçта чарăнса тăмасăр улпут çурт-йĕрĕпе вулăс кантурĕ умĕнчен васкаса иртрĕ. Çула май станувуй çуртне туса пĕтернине асăрхарĕ. Пристаньте тырă хумалли икĕ пысăк амбар тума пуçăннине курчĕ. Ку амбарсене те Михха тутарать тенине илтнĕччĕ вăл, халь вара хăй куçĕпе курса ĕненчĕ. Çтаппана унта нумаях кĕтсе тăма тивмерĕ. Билет сутма тытăнчĕç. Вăл черете пырса тăчĕ.

Атăл хĕрринче çуралса ӳссе çак тарана çитсе те пăрахут çине ларса курманччĕ-ха Çтаппан. Ларма та кирлех пулман. Уншăн аякри çул чикки Кармăш пасарĕ пулнă. Тĕрĕс, хăй ĕмĕрĕнче пĕр хут, ят тухнă чухне, ăна Шупашкар хулине кайма тивнĕччĕ.

Акă вăл пăрахут çине шикленерех кĕчĕ. Çтаппан нихăш кĕтесе вырнаçса тăма ĕлкĕричченех пăрахут виççĕ кăшкăртса ячĕ, палуба чĕтренсе шартах сиктерчĕ. Ана, урай хăми çĕмерĕлсе, тĕпсĕр шăтăка ярăнассăнах туйăнчĕ. Çтаппан ещĕк купи çумне тĕршĕнчĕ. Кăшт хăнăхсан, çăмăлраххăн сывласа, пристань еннелле çаврăнса пăхрĕ.

Пăрахут вырăнтан тапрансан, пристаньпе çыран хĕррисем хăвăрттăн вĕлтлетсе юла пуçласан, Çтаппан хуйха ӳкрĕ. Ку пăрахут ăна, çуралнă çĕршывĕнчен уйăрса, таçта ют çĕршыва, ют çынсем хушшине пĕтерме илсе каяссăн туйăнчĕ...

Хусана пăрахут кăнтăрла тĕлнелле çитрĕ. Çтаппан тухма васкарĕ. Анчах пролет тĕлĕнче ирĕксĕрех чарăнса тăма тиврĕ. Пассажирсене хирĕç вăтăр-хĕрĕх çулсенелле çитнĕ, сарлака хул-çурăмлă та патвар кӳлепеллĕ, сарлака сухаллă, кăшăлласа кастарнă çӳçлĕ çынсем пăрахут çине кĕпĕрленсе кĕчĕç. Вĕсен çийĕнчи тумĕсем те ытти çынсенчен уйрăмрах. Пурин те чĕркуççи таран вăрăм та шалпар пир кĕпе. Çавнашкалах шалпар та кĕске кăвак йĕм. Урисенче çăм нускипе çăпата. Çурăм хыçĕнче кашнинех подушка, аллисенче — тимĕр çекĕлсем. Вĕсем пăрахут çинчи ещĕк купи патне çитсе тăчĕç. Вара иккĕшĕ ещĕксене, алă вĕççĕн иле-иле, черетпе пынă юлташĕсен подушкисем çине тиеме тытăнчĕç, тиевлисем пăрахут çинчен чупа-чупа туха пуçларĕç.

«Крючниксем», — тавçăрса илчĕ Çтаппан. Кашни пристань çинчех кунашкал çынсем ĕçлеççĕ, вĕсем укçа та аванах илеççĕ тенине илтнĕччĕ вăл. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ку ĕç шăп ман алла-çке!» — шухăшласа илчĕ те, пĕр крючникĕ патне пырса, ăна аякĕнчен хуллен тĕкрĕ.

Лешĕ чăрмантарнăшăн кăмăлсăрланчĕ пулас.

— Мĕн кирлĕ сана?

— Хăвăрпа пĕрле ĕçлеме йышăнмăр-ши мана? —вырăс сăмахĕсене хуçкаласа ыйтрĕ Çтаппан.

Крючник пĕрре пăхсах Çтаппан чăваш иккенне палласа илчĕ те те кулса каларĕ:

— Паттăрсем, пăхăр-ха, пăхăр! Василь Ваныч крючник пуласшăн!

Крючниксем ахăлтатса кулчĕç. Вĕсенчен пĕри Çтаппана ещĕк кĕтессипе тĕксе хăварчĕ:

— Мĕн çăвара карса тăратăн, çул пар!

Çтаппан хирĕç тавăрса калама сăмах тупаймарĕ, ним шарламасăр айккинелле пăрăнчĕ. Кăштах лăпланса тăрлавлăрах шухăшлама пуçласан, крючниксене çилленес вырăнне хăйне ӳпкелеме тытăнчĕ: «Çапла кирлĕ те мана, ăссăрскере. Мĕн тума çыхлантăм вĕсем çумне? Мана ĕçе йышăнма хуçа-им вĕсем?»

Çтаппан пристаньтен тухрĕ, Науççа урамне кĕрес çĕрте чарăнчĕ. Кунта Кармăш пасарĕнчи майлах халăх кĕшĕлтетни ăна хăратса пăрахрĕ. «Ку йышлă халăх хушшинче тарçă шыракан хуçана мĕнле палласа илĕн?» Шухăшласа тăма вăхăт çук. Хăвăртрах ĕç тупас ĕмĕт ăна малалла хăваларĕ. Ăнсăртран килсе тухма пултаракан телее шанса, халăх хушшинелле кĕчĕ.

Çăкăр лавкки тĕлне çитсен, Çтаппан каллех чарăнчĕ. Укçа пулсан, çăкрипех илсе çийĕччĕ! Кĕсйинче те пурĕ те пилĕк пус çеç выртнипе, сурчăкне çăта-çăта, лавкка умĕнчен пăрăнса кайрĕ.

Вăхăт шунăçемĕн шурĕ. Çтаппан патне пырса ĕç сĕнекен никам та тупăнмарĕ, хăй никамран хăйса ыйтаймарĕ. Çапла вăл урам вĕçне çитрĕ, ун чĕри ирĕксĕрех çуйланма тытăнчĕ. «Текех ăçта каяс? Ăçтан ĕç тупас?» Юлашкинчен вăл ĕçе илекенсем пристань таврашĕнчех тăраççĕ тенине аса илчĕ те унта çитсе пĕр пичке çине вырнаçрĕ. Ĕç шыракан вăл çеç мар иккен. Пристаньри пичкесем хушшинче вăрăм сăхманла, кутамкка çакнă вуншар чăваш калле-малле уткалать. Пурте салхуллă, кашниннех хăйĕн нуши, хăйĕн шухăшĕ. Сассисем те хурлăхлă. Хăлхана ăнсăртран пыра-пыра кĕрекен сăмахсенчен Çтаппан кутамккаллă чăватсем анатран караван килессе кĕтнине, унта баржа е пăрахут çине ĕçе кĕме ĕмĕтленнине пĕлчĕ. Çтаппана кун пек ĕç çырлахтармасть. Унта çу каçмалăх е пĕр рейслăха ĕçе илеççĕ. Апла çуракиччен те киле çаврăнса çитеймĕн.

Вăхăт тем таранах вăраххăн шурĕ пулин те, каç çитрех. Ĕçе илекенсем çеç килмерĕç. Пичкесем хушшинче уткаласа çӳрекенсен йышĕ сайрала пуçларĕ. Вĕсем, каравансем килессе шанмасăр, çĕр каçма хваттер шыраса саланчĕç. Ĕçе тытакансене кĕтсе ларни те ахалех ĕнтĕ. Каç пулсан тарçă кама кирлĕ? Çавăнпа пĕрлех Çтаппан хырăмĕ выçса килнине туйрĕ. Анчах юлашки пилĕк пусне ыранччен те пулин упрасшăн пулчĕ. Тӳссе ирттереймерĕ. Хырăм выççи ăна çăкăр лавкки патне хăваласа пычĕ.

Çтаппан, чĕтрекен аллипе укçа кăларса, икĕ пуслăх çăкăр илчĕ те калек çинчи пыл пек çăтса ячĕ. Ĕнтĕ лавкка умĕнчен кайма та вăхăт. Вăл, юлашки виçĕ пусне çавăр-каласа, çӳлĕксем çинчи тутлă шăршлă çăкăр çине пăхса тăчĕ.

Сутаканĕ Çтаппан шухăшне тавçăрса илчĕ пулмалла:

— Татах виçсе парас-и? — терĕ.

— Кирлĕ мар! —тăна кĕрсе хуравларĕ Çтаппан. Вăл, виçĕ пусне енчĕке ярса, лавкка умĕнчен пăрăнчĕ, паçăрхи вырăна таврăнса, икĕ пичке хушшине вырнаçрĕ, сăхманне пуçĕ çине туртса витĕнчĕ. Асаплă шухăша путрĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, эпĕ те çимакурсен ретне кĕтĕм-çке... Вĕсем кимĕ айĕнче... Эпĕ, килсĕр йытă пек, икĕ пичке хушшинче. Кăна пĕлсен, Ĕнел халăхĕ мана хисепрен кăларĕ. Сантăр хăтапа Макçăм кум мĕн шухăшлĕç тата? Микула чĕрех пулсан, кинпе иккĕшĕ çĕр шăтăкне путаслах намăсланĕç. Мĕнле майпа çав тери хур тӳсмелле çынна тухрăм-ха эпĕ? Миххапа çыхланман пулсан, ку мăшкăла курмăттăм-ши?.. Эпĕ çав тери юхăннишĕн пĕр Михха çеç айăплă-ши? Хăçан та пулин телейлĕ пулнă-ши эпĕ?» Çтаппан иртнĕ пурнăçне аса илчĕ те пуçламăш хут: «Çук, эпĕ нихçан та тулли телейлĕ пулса курман, — терĕ хăйне хăй. — Ман çамрăк чухнехи пурнăç аттепе анне вăхăтсăр вилнĕ хыççăн вĕри куççульпе тĕксĕмленчĕ. Тăвансем мана лайăх хĕр тупса авлантарчĕç. Ĕнтĕ телейлĕ пурнăç килĕ теттĕм. Çук, пулмарĕ. Арăм тăватă ача çуратрĕ те, виççĕшне масар çине ăсатрăмăр. Каллех куççуль... Михха мана тĕп туни — ман телейсĕрлĕхĕн малалли пусăмĕ çеç...» Кун хыççăн Çтаппан пуçне яланхи тăрлавсăр шухăшсем пырса кĕчĕç. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, пурнăç тени мĕншĕн кунашкал-ха? Мĕншĕн пĕри телейлĕ, тепри телейсĕр? Эпир пурте пĕр тӳпе айĕнче пурăнатпăр-çке, пĕр çĕр çинче утса çӳретпĕр? Кунашкал тансăрлăхăн вĕçĕ хăçан та пулин тухĕ-ши?» Çтаппан ывăлĕ ырă кăмăллă вырăс çынни çинчен, çав çын рабочисемпе хресченсен тĕрĕслĕхĕ килесси çинчен каласа панисене аса илчĕ те кăштах лăпланчĕ. Ку та нумая пымарĕ. Вырăс çыннинчен тĕрĕслĕх килес хыпарне илтнĕ ывăлĕ хăй те таçта çухалчĕ.

Çурçĕр енчен сивĕ çил килсе Çтаппана çӳçентере пуçларĕ. Юлашкинчен тӳсеймерĕ вăл, сăхманне сирсе тавраналла пăхса çаврăнчĕ. Тӳпере çумăр пĕлĕчĕсем валемĕн-валемĕн капланса чупаççĕ. Атăл та хăватлă хумĕсене хăвалать, шавлать. Пархатарсăр çанталăкран пытанас шутпа Çтаппан пичкесем хушшине анса ларчĕ. Кунта кăшт тӳлекрех. Вăл кăтăш пула пуçларĕ.

Сасартăк хăрушă çил асар-писер шăхăрса, ӳлесе килчĕ, Çтаппан ыйхине вĕçтерчĕ. Вăл тăна кĕме ĕлкĕриччен çумăр, витрине ӳпĕнтерсе, ун çине чашлаттарчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — ун ури айĕнче шыв кӳлленчĕ. Çумăр сăрхăннипе хулпуççисем лачкам шыв пулчĕç. Шăннипе шăлсем шакка пуçларĕç. Çумăрĕ, ăна пĕтерме шутланă пек, пушшех алхасрĕ. «Кунта тӳссе лараяс çук. Шанăçлăрах хӳтлĕх тупас пулать». Çтаппан ура çине тăчĕ. Çумăрĕ çакна çеç кĕтнĕ-и, тен, ăна пур енчен те ислетме тытăнчĕ, куç уçма та памарĕ, сăхман çухавинчен кĕрсе çурăмĕ тăрăх юхрĕ. Çтаппан çывăхри сарай хӳтлĕхне тăрасшăнччĕ, хуралçăсем курсан тем каласран хăрарĕ, каймарĕ. Вара урам урлă икĕ хутлă йывăç çурт ларнине аса илчĕ те çавăнта чупрĕ. Кунта çитсен, вăл çенĕк хӳтлĕхне кĕрсе кукленсе ларчĕ, кун каçипе çӳресе ывăннăскер, çывăрса та кайрĕ.

Тем вăхăт çывăрчĕ вăл, алăк уçăлса хупăннă сасăпа вăранчĕ. Çавăнтах; «Кама куратăп эпĕ! Сывă-и, Василь Ваныч!» тенĕ еннелле пуçне çĕклерĕ те ĕнер пăрахут çинче курнă крючниксене палласа илчĕ.

— Василь Ваныч, ĕç-пуçсем мĕнле? Çĕр каçиччен миçе кăвакал тытрăн? — шӳтлерĕ пĕр крючникĕ.

— Костя, ытла айван эсĕ! Кăвакал тытман вăл, çуна тупанĕ авнă!

Вĕсем кула-кулах тухса кайрĕç.

Çтаппан ним те шарламарĕ. Крючниксем инçе кайсан тин, чĕри ыратнине туйса, ура çине тăчĕ: «Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, мĕнле этемсем кусем? Мĕншĕн çынна ним вырăнне те хумаççĕ?» Çтаппан хӳтлĕхрен тухса Атăл хĕрринелле утрĕ. Питне-куçне çурĕ, кĕпе çаннипе шăлса типĕтрĕ, вара хĕвелтухăç еннелле çаврăнса кĕлтурĕ те Науççа урамне таврăнчĕ. Кунта вăл юлашки виçĕ пусĕпе çăкăр илсе çирĕ, пристаньтен пристане çӳрерĕ. Анчах ниçта та ĕç тупаймарĕ. Анатарахри баржа çинчен вут пушатнă çĕре те йышăнмарĕç ана. Çтаппан каллех Микулана ырă тунă вырăс çыннине аса илчĕ, хăйне те çав вырăс тĕл пулса пулăшассăн туйăнчĕ.

Вăхăт каллех каç еннелле сулăнчĕ. Çтаппан ĕмĕтленекен вырăспа тĕл пулаймарĕ, ĕç те тупаймарĕ. Ĕнтĕ вăл ним тума, ниçта кайма аптраса çитрĕ. «Киле каяс, билет илме укçа çук. Тепĕр тесен çурран та утма пулĕччĕ. Киле пушă алăпа пырсан мĕн тума пĕлес? Кине мĕн калас?.. Ылханлă пурнăç темерĕн! Хуть те çакăнтах мăя чул çак та авăра сик!» Ывăлĕ çухалнăранпа пуçламăш хут Çтаппан ăна ӳпкелерĕ: «Мĕн çитменнишĕн Миххапа хирĕçрĕ-ши? Унччен пурте пурччĕ вĕт: çĕр общинин хисепĕ те, кăштах укçа та... Халь авă нимĕн те çук...» Çапла шухăшланă май Çтаппан «Русь» обществин пристанĕ çине пырса кĕчĕ. Хăйĕнчен кулакан крючниксемпе тĕл пулас мар тесе, пăрăнса çӳрерĕ. Халь те кунтан тухса каясшăнччĕ — крючниксем хушшинче хура мăйăхлă этем кăшкăрса калаçни чарса тăратрĕ:

— Паттăрсем, илтмерĕр-им? Пăрахут çине йăтса кĕрекене çирĕм пилĕк тенкĕ паратăп!

Çтаппан тĕплĕнех ăнланаймарĕ пулсан та, пăрахут çине темĕнле япала йăтса кĕрекене çирĕм пилĕк тенкĕ лекессе тавçăрчĕ, хăйĕнчен куласран хăрамасăрах хура мăйăхли патне çывхарчĕ, унта вăрăм та çинçе ещĕк выртнине курчĕ. Çак ещĕк çине хăпарса тăнă хура мăйăхлă этем татах кăшкăрчĕ:

— Ма нимĕн те шарламастăр? Чĕлхӳсем çĕтрĕç-им? Хăвăрах шухăшлăр-ха, çирĕм пилĕк тенкĕ!..

Пысăк укçа тупма май пурри крючниксен куçĕсене пушшех выçлантарчĕ, ывăç тупанĕсене кĕçĕттерчĕ. Çапах вĕсем килĕшме аптраса тăраççĕ. Ещĕкре вăтăр пăтлă япала выртнине пурте пĕлеççĕ.

Крючниксем шарламасăр тăни хура мăйăхлă этеме вĕчĕрхентерчĕ пулин те, вăл малалла кăшкăрчĕ:

— Туятăп, эсир ман уçă кăмăлпа усă курса хаклăрах илесшĕн. Мĕнех, эпĕ килĕшме те хатĕр. Вăтăр тенкĕ паратăп!

Крючниксем юлашкинчен тусеймерĕç, темиçен харăс кĕрлесе кайрĕç:

— Ахмет, илтрĕн-и, вăтăр тенкĕ парать!

Ахмет текенĕ, вăй çитерессе шанмасăр, сăмах чĕнме аптрарĕ. Тĕрĕсех, хальччен вăл çирĕм пилĕк пăт йăтса курнă. Çавна пула ун çинчен Науççипех чап сарăлнă. Вăтăр пăта нихăçан йăтса курман пирки шикленчĕ.

Хура мăйăхлă этем çав самантрах крючниксен хутне кĕрсе кăшкăрчĕ:

— Ахмет! Илтместĕн-и, пурте сан сăмаха кĕтеççĕ! Эсĕ çăвара шыв сыпнă пек тăратăн! Е хăраса кайрăн-и? Е сахал тӳлет тесе шутлатăн-и? Уншăн ан пăшăрхан. Мухтавлă паттăра хушса тӳлеме те пултаратăп. Хĕрĕх тенкĕ! Ĕнтĕ килĕшетĕн-и?

Крючниксем хушшинче тĕлĕннĕ сасăсем илтĕнсе кайрĕç: «Ой-йой! Хĕрĕх тенкĕ! Ку вăт пырасла!» Çавăнтах хура мăйăхлă этем хутне кĕрсе калаçма тытăнчĕç:

— Ахмет, килĕш!

— Сана шанма пулать!

— Ку çăка йăтма вăй çитет сан!

Ытла та ăмсанмалла хак пани тата юлташĕсем хĕтĕртни Ахметăн иккĕленес кăмăлне сирчĕ-сирчех.

— Якши... Йăтса пăхăп! — килĕшрĕ вăл.

Ахмет ушкăн варрине кĕрсе йăтма хатĕрленсе тăчĕ. Ултă крючник ещĕке Ахметăн подушки çине хуллен илсе хучĕç те:

— Ну, мĕнле туятăн, Ахмет? — терĕç.

— Якши, аллусене илĕр!

— Тытса пырсан сыхлăхлăрах! — Пулăшу пама хатĕрленсе хуравларĕç крючниксем.

Çăкĕ нихăçанхинчен те йывăр туйăнчĕ пулин те, вăйĕ çитессе шанчĕ Ахмет.

— Барабус!—хаваслăн эхлетрĕ те вăл вĕттен-вĕттĕм пусса утса кайрĕ.

Ултă крючник çав-çавах ещĕкĕн икĕ пуçĕнчен тытса пычĕç.

Çтаппан чуть çеç çӳçне тытса çăлмарĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, миçе хутчен чĕнчĕ вăл, эпĕ катемпи пек тăрса ирттертĕм. Мĕншĕн маларах килĕшсе сасă памарăм-ши? Мана çирĕм пилĕк тенкĕ те çитетчĕ. Мĕн таран пысăк телее алăран вĕçертрĕм!»

Ахмет ещĕке вырăна йăтса çитерсе хĕрĕх тенкĕ илессе ним иккĕленмесĕр шанса утрĕ. Çав укçаран пилĕк тенкине юлташĕсене ĕçме парĕ, ыттине ыранах киле ярĕ. Килте унăн амăшĕ, арăмĕ тата виçĕ ачи пурăнаççĕ. Ĕçе тухса киличчен маларах ĕни вилсе кайнă та, ачисем сĕтсĕр юлнă. Ĕнтĕ ĕне илĕç те ачисен сĕт пулĕ...

Ахмет çурма çула çитсен, инкек сиксе тухрĕ. Икĕ хăма сыпăнса тăнă çĕрте ун ури пусăмласа пыракан хăми кăшт путрĕ, тепĕр хăми хăпарса юлчĕ. Ахмет, урине сăтăрсарах утаканскер, хăма пуçĕ çине такăнса, сирпĕнсе кайрĕ. Крючниксен аллинчен вĕçерĕннĕ ещĕк Ахмет çине тăрăслатса ӳкрĕ те, кăкăр шăмми хуçăлни тата хуллен йынăшса янă сасă илтĕнчĕ. Крючниксем ещĕке сирсе хунă çĕре вăл ни чĕрĕ, ни вилĕ выртать...

Ахмета кĕтмен çĕртен инкек çапса хуçни крючниксене ытлашши хыпăнтармарĕ. Кунашкал инкексене куркаласа хăнăхнă çав вĕсем... Тен, ыран мартăк тепĕр кун вĕсене хăйсене те Ахмет шăпиех кĕтет...

Васкавлăн извозчике чĕнсе килчĕç. Ахмета урапа çине хурса тухтăр патне илсе кайрĕç. Извозчик куçран çухалсан, хура мăйăхли тарăхнăн сулчĕ аллине:

— Эсир те çав...

Анчах артельри чи маттур крючнике шеллесе тарăхмасть вăл. Тавлашнă укçине пĕтерме тивесрен кулянать. Иртнĕ каç вăл ресторанра ĕçсе ларнă чух ытти подрядчиксемпе «ман артельре вăтăр пăтлă япала йăтма пулта-ракан крючник пур» тесе çĕр тенкĕлле тавлашрĕ. Халь ав тавлашура ăна çĕнтерчĕç. Çĕр тенкĕ ирĕксĕр кăларса пама тивет. Ку тарана çитсе те хăйне çĕнтернине курманччĕ-ха вăл. Тавлашса нихçан та пĕр пус çухатманччĕ. Чеескер, икĕ çул маларах çеç çак крючниксемпе пĕрле çурăмĕ çинче йывăр çăк йăтнăскер, халь вĕсен подрядчикĕ, Илья Никонорович Богданов ятлăслер, вăл паян та хăйне çĕнтернине йышăнасшăн мар, крючниксене хĕтĕртме хăтланчĕ:

— Ну, кам йăтса кайма килĕшет, аллă тенкĕ паратăп! Пысăк хак пурне те илĕртрĕ, анчах нихăшĕ те килĕшсе сасă пама хăймарĕç. Ахмет йăтайман çăка хăйсем йăтасса шанмарĕç. Богдановăн çав-çавах парăнас килмерĕ.

— Эпĕ сире паттăрсем вырăнне шутласа ытти подрядчиксемпе тавлашрăм. Çук, эсир паттăрсем мар иккен, çӳрмесем! — Крючниксем пурпĕр шарламасăр тăнипе аллине лаш сулчĕ те кайма тăчĕ. Сасартăк хыçра такам сасси чарчĕ ăна.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 25