Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
Левентей шурă хут татăкĕ илчĕ те хăй мĕн çинчен калассине пĕрер сăмахăн тĕрлеме пикенчĕ. Ятман калани уншăн халĕ пĕтĕмпех паллă, вăл ун чунне витнĕ ĕнтĕ, пуç мимине çитнĕ. Çапла, пысăк колхозпа чаплă ĕçсем тума пулать. Анчах, Левентей ăсĕпе, Ятман кăна пĕр енчен çеç илсе ăнлантарать, пысăк колхоза хуçалăх хăвачĕ тĕлĕшĕнчен кăна илет. Ку сахал, тет Левентей, пысăк колхозăн тата тепĕр лайăх енĕ пур: вăл ĕçе организацилеме çăмăллăхсем кӳрет. Виçĕ колхоза пĕрлештерсен, Тутаркаспа Турикасри звено пысăкăш бригадăсем пĕтеççĕ, вĕсен вырăнне тем пысăкăш лаптăк çинче тĕрлĕ культура акса тăвакан вăйлă бригадăсем организацилеме пулать. Левентей малашне колхозра мĕнле бригадăсем пулмаллине çырать: пилĕк-ултă бригада тырпул акса тăваканнисем, пĕр бригада пахча çимĕç лартса тăвать, икĕ бригада выльăх-чĕрлĕх пăхмалла (пĕри — лашасене, тепри — ытти выльăх-чĕрлĕхе), пĕр бригада строительство енĕпе ĕçлемелле, пĕр бригада кок-сагыз ӳстермелле.
Левентей пурне те çырса ĕлкĕреймерĕ. Ятман докладне пĕтерчĕ те пуху председателĕпе юнашар пырса ларчĕ. Левентей ыйтусем пама сĕнчĕ. Çынсем нумай кĕттермерĕç, пĕри сĕтел патĕнченех ыйту пачĕ:
— Турикассен çĕр лайăхрах. Вĕсем пĕрлешме килĕшеççĕ-и-ха пирĕнпе?
Унтан ыттисем те хускалчĕç.
— Лашасем пĕр пек мар-çке пирĕн! Пĕрин нумай, теприн сахал. Ăна мĕнле шута илетĕр?
— Кăçал тепĕр автомашина пулать-и?
Ятман ăнлантарса панă хыççăн çынсем шапăртах пулчĕç, малтанласа нихăшĕ те сăмах илме хăюллăх çитереймерĕ. Вара ирĕксĕрех Левентейĕн хăйĕн тапратса памалла пулчĕ. Вăл нумай каламарĕ, анчах ун сăмахĕ ĕнентерӳллĕ тухрĕ. Левентей хăй сăнанă тăрăх, ăна Камышин та питĕ тăнласа итлерĕ. Левентей хыççăн сĕтел патне Сахрун пичче пырса тăчĕ.
— Ман хамăн шухăшăм та пур, эп ун çинчен калăп-ха, анчах чи малтан манăн кунта ларакан райком секретарĕн сăмахне илтес килет. — — Вăл майĕпен Камышин еннелле çаврăнчĕ. — Парти мĕнле хушать: пĕрлешмелле-и, пĕрлешмелле мар-и?
— Пĕрлешмелле!— илтĕнчĕ Камышинăн çирĕп сасси.
— Хаклă сăмах, — терĕ Сахрун пичче. — Апла эпир парти шутланă пекех шутлатпăр. Ман шутпа та пĕрлешмелле. Мĕншĕн тесен ĕнтĕ вăрçа пĕтертĕмĕр, ывăлсем таврăнчĕç, хуçалăха юсама пуçлатпăр. Хуçалăха пирĕн мĕшĕлтетсе мар, пĕтĕм халăхпа кар тăрса юсамалла. Эп чухланă тăрăх, тĕнчере пире юнакан этемсем пĕтмен-ха, çавăнпа колхозсене ĕлĕкхинчен тĕреклĕрех туса çитермелле. Тата — мĕн пытармалли пур — ватăлăхра вăрçăчченхинчен лайăхрах та пурăнса курас килет...
Хĕрарăмсем хушшинчен Марине çĕкленсен, пуху раснах чĕрĕлчĕ — пурте унран хĕрӳллĕ сăмах каласса кĕтрĕç.
— Эп хамăр ялсене пĕлетĕп, — пуçларĕ вăл. — Вĕсем нумай чухне мухтанма юратаççĕ. «Пирĕн, Атăлкассинче, пурте лайăх: йăмрасем çинче панулми ӳсет, тырă кĕлетсене вырнаçмасть, çыннисен пурин те пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх, теççĕ. Кӳршĕре вара çынсем ĕçлеме те пĕлмеççĕ пулать, выльăх та усраймаççĕ, тырă акса тума та пĕлмеççĕ, имĕш. Ĕлĕк вара пуянсем чухăнсене çапла хăртатчĕç: эсир кахал кунĕн-çĕрĕн çывăратăр, çавăнпа выçă пурăнатăр, тетчĕç. Мĕншĕн калатăп çакна, юлташсем? Мĕншĕн тесен çак кунсенче эпĕ çынсенчен ялан кӳршĕ ялсене хурланине илтетĕп. «Пĕрлешме юрамасть, ун пек вĕсем пирĕн çăкăра çиме тытăнаççĕ».
Марине тутăрне тӳрлетнĕ май президиум çине пăхса илчĕ, унти çынсем шарламасăрах итленине кура, сăмахне малалла тăсрĕ.
— Тĕрĕс-и вăл? Çук, тĕрĕс мар. Кӳршĕсен те выльăхĕ те, тырри те, ĕç хатĕрĕ те — тем те пур. Çынсем вара пирĕннинчен нумай маттуртарах пулĕ. Эсир Турикасри Кулине ĕçленине курнă-и? Вăл çурлапа тырă вырнă чух иккĕ касса ывăç тултарать. Сиртен кам Тутаркасри Зейнабпа ăмăртма пултарать? Вăл кăçал гектартан ватăр центнер ытла тулă туса илнĕ. Пирĕн хăш бригадăра тулă ун чухлĕ туни пур?Çынсене ан хурлăр, юлташсем. Ĕçлеттерме пĕлсен, çынсем пирĕн те, вĕсен те лайăхах. Çавăнпа «колхозсем пĕр пек мар, пĕрлешес пулсан, эпир нумай çухататпăр» тесе калаçнисене эпĕ вырăнсăр тесе шутлатăп.
Вăл, хĕрсе кайнăскер, чылайччен чарăнаймарĕ. Анчах çынсем Марине кĕпер çинчен те каламасăр хăвармасть тесе шанса тăнă иккен, Марине «Эп пĕтертĕм» тесе вырăнне ларма тăрсан, темиçе сасă ăна çийĕнчех тытса чарчĕ.
— Лав тӳннине мантăн та-и?
— Эсĕ кĕпер çинчен каласшăнччĕ-çке!
Вара Марине хăйĕн вырăнĕнчен тепĕр хут çĕкленчĕ… Халĕ ĕнтĕ унăн сасси вылянчăклăн тухрĕ.
— Ытла итлес килет пулсан, калам, — терĕ вăл. — Анчах кайран çав Маринен чĕлхи усал тесе ан вăрçăр. Астăватăн-и, Кирук пичче, эсĕ пĕррехинче Тутаркас лавкинчен таврăнаттăнччĕ? — Марине ыйту паракана сатуррăн куçран пăхрĕ. — Пылчăк тăрăх леш енчен анаталла купарчапа шуса антăн, çунашкапа ярăннă пек, хамăр ял енне хăпарма тытăнсан, çур сехет тăватуран упалентĕн. Эпир, хĕрарăмсем, сана питĕ хĕрхенсе пăхса тăтăмăр. Сана çеç мар, ытти арçынсене те хĕрхенмелле — час-часах темиçешер сехет тăвалла хăпараççĕ. Утă лавĕсем кĕлте лавĕсем чикелене-чикелене кайнине сиртен кашниех пĕлет. Çапах та ку таранччен никам та çавăнта пысăк кĕпер тăвас тесе сăмах хускатмасть, ĕлĕкхи пурнăçпа пурăнатпăр тейĕн. Ĕлĕк, тутарсемпе чăвашсем вăрçсан, пĕр-пĕрне хĕнеме ан каçайччăр тесе, аялти кĕпере юри ишнĕ, тет. Халь ун чухнехи мар вĕт-ха ĕнтĕ, кӳршĕсемпе пĕр ратне пек туслă пурăнатпăр. Туса парăр, арçынсем, çавăнта кĕпер, икĕ ял хушшипе тăрлаттарса кăнă каçса çӳремелле пултăр. Колхозсене пĕрлештерсен, вăл кĕпер пушшех кирлĕ пулать...
Марине хыççăн пĕрин хыçсăн тепри тата çич-сакăр колхозник тухса каларĕ. Ятман нихăшĕнчен те колхозсене пĕрлештермелле мар тенине илтмерĕ-ха. Йывăрлăхсем çинчен калаçаççĕ, ытти икĕ колхозĕ чухăнраххи çине кăтартма пăхаççĕ, анчах тĕп шухăшĕ пĕрре: пĕрлешмелле. Хирĕç пĕри те каламасть.
Акă Камышин та хăй кунта вăйлă тавлашу пулассине кĕтни çинчен пĕлтерчĕ: — Лайăх калаçса татăлтăр, лартнă ыйтăвăн пĕлтерĕшне çынсем тĕрĕс ăнланаççĕ, — терĕ. Вăл Атăлкассине малашне те малта пыма чĕнчĕ, халăх вара ăна шавлăн алă çупнипе тавăрчĕ.
...Тата виçĕ кун иртрĕ. Ытти икĕ ял колхозникесем, атăлкассем пекех, виçĕ колхоза пĕрлештерме йышăнчĕç… Тăваттăмĕш кунĕнче виçĕ колхозăн пĕрлешӳллĕ пухăвĕ пулчĕ. Ку пухура çĕнĕ правлени суйларĕç. Левентейшĕн ку пуху раснах асра юлчĕ: унта ăна правлени членне суйлама никам та мар, Ятман сĕнчĕ. Пуху правлени составне Левентейсĕр пуçне Ятмана, Кăтра Михалана, Кабира, Назиба, Кулинене тата темиçе çынна суйларĕ.
XXXI
Липăпа Зейнаб куç умĕнчех таçта кайса çухалчĕç. Левентей ним шутлама пĕлмерĕ, ăçта çĕтрĕç вĕсем — вĕтлĕхе кечĕç-им, е урăх сукмакпа ялалла хăпарчĕç? Вăл хĕрарăмсене кăшкăрса чĕнме те хатĕрленнĕччĕ, хайне çăвар уçнă çĕртен тытса чарчĕ: аван мар, тен, юри пытаннă. Çапах та чĕре лăпкă мар, Левентейĕн Зейнабпа тата кăшт калаçасси килетчĕ. Тем тесен те, кун пек тĕлпулу вăл час-час пулмасть. Юрать-ха Липа ăна улăх курма тесе сĕтĕрсе килчĕ, — агроном кăçал кĕркунне улăха тикĕслетсе, тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатса хăварасшăн.
Левентей çырма хĕрринчи йӳпленсе ӳсекен çĕмĕрт йывăççи умне пырса чарăнчĕ. Ун тăррине ачасем сахал мар хăпарса аннă курăнать, аялта унта та кунта шаннă çулçăллă туратсем выртаççĕ, çапах та çӳлте хуп-хура: çĕмĕрт çупкăмĕсем йышлăн усăнса тăраççĕ. Левентей чăтаймарĕ, ăшра темле çăмăллăх туйса илсе, кăпăр-капăр йывăç çине хăпарса кайрĕ. Вăл малтан ку ача вăййи мĕнпе пĕтесси пирки шутламарĕ те, кĕсйине çупкăм хыççăн çупкăм çĕмĕрт хучĕ. Анчах унăн паян телейлĕ кун иккен, йывăç тăрринчи каччăна курса пулас, ун тĕлне аяла Липăпа Зейнаб пырса тăчĕç.
— Пире валли юлнă-и унта? — илтĕнчĕ Липа сасси. Левентей тавăрса калас вырăнне вĕсем çине кĕсйинчи çĕмĕртне ывăç-ывăçăн пăрахма тытăнчĕ. Хĕрарăмсем ăна ӳкнĕ çĕртенех тытса е çĕртен илсе пуçтарса тăчĕç.
— Çитĕ, Леонтий Петрович! — кăшкăрчĕ Липа. — Кайăксем валли хăвар тата!
— Вĕсем ахаль те нумай шĕкĕлченĕ кунта, çавăнпа çупкăмĕсем пĕчĕк, — терĕ Левентей, çĕрелле анса.
Вăл хăех сисрĕ, ун пичĕ халь вăтаннă хĕрача пичĕ евĕр çиçсе тăрать, кăна палăртас мар тесе каччă, çĕрелле пĕшкĕнсе, хĕрарăмсем тупайман çĕмĕрте пуçтарам пекки туса çаврăнкаласа çӳрерĕ. Тепĕр икĕ минутран вĕсем ывăннă çынсем пек майĕпен утса, ялалла çул тытрĕç.
Левентей чĕринче çак вăхатра ăшă-ăшă туйăм сарăлнăçемĕн сарăлчĕ, кăмăла çĕклентерсе, пуçра ытармалла— мар çепĕç шухăшсем вăранчĕç. Ку туйăма Левентей виççĕмĕш кун сиссе тăрать ĕнтĕ, вăл Зейнаб çумра çук чухне те çухалмасть. «Лайăх çапах та хăвна çын юратнине туйса тăма, — тет каччă, — пурнăç хитререх пек, шăм-шакра вăй ытларах пек, умри ĕмĕт çутăрах пек».
Левентей утнă майăн паллашу мĕнле пуçланса кайнине аса илет. Ун чухне Тутаркасра колхозниксен пухăвĕ пыратчĕ. Левентей, унта Ятман чĕннипе пынăскер, кĕтесре çамрăксен ушкăнĕнче ларать. Пуху пĕтес умĕн вăл, паллакан çынсене сăнаса, тепĕр кĕтесре ларакан хĕрсем çине пăхрĕ те кĕтмен çĕртен Зейнаб куçĕсемпе тĕл пулчĕ. Вăл çийĕнчех сисрĕ, хĕрĕн хура куçĕсем халичченхи пек мар, темле тĕмсĕлсе, раснах тинкерсе пăхаççĕ. Тепре çав еннелле пăхсан, каччă хĕр куçĕн ылтăн çутисене татах тытса юлма ĕлкĕрчĕ. Вара вăл Укахви тахçанах каланă сăмахсене аса илчĕ те хăй тĕллĕн кулса ячĕ. «Чăнах та, акă кам вăл чĕкеç çунаттисем пек куçхаршиллĕ, яштака кăна пӳ-силлĕ хĕрача! Анчах ĕненмелле-ши кăна? Мана çавăн пек лайăх хĕр савать-ши?» Каçхине вăл урамра Зейнабпа темиçе сехет уйрăла пĕлмесĕр калаçса тăчĕ. Вара Зейнаб хăйне мĕнле хаваслăн тытнинчен, вăл мĕнле хавхаланса юмахланинчен Левентей хĕр ку тĕлпулăва тахçанах кĕтнине туйса илчĕ.
Липа ĕнтĕ иккĕмĕш эрне Атăлкассинче пурăнать. Халĕ унăн яла Левентейпе пĕрле хăпарма лекет, анчах вăл Атăлкасси çулне асăрхаман пек пулать, ниçта пăрăнмасăр Тутаркас еннелле утать.
— Эсир мана ăсатасшăн мар пулĕ те? — кăна сиссе ыйтрĕ Зейнаб.
— Эп пымасан, Леонтий Петрович хăюллăх çитерес çук, виççĕнех утар ĕнтĕ. — Левентейпе Зейнаб хушшинчи тин çеç амаланма тытăннă туслăха туйса илнĕ пек, иккĕшĕн çине те куç хыврĕ Липа.
Левентей чĕнмест, вăл çав-çавах хăйне каччă евĕр ирĕклĕн тытаймасть-ха. Чĕрере тем ирĕлет, сĕтеклĕн, тутлăн ирĕлет, анчах чĕлхе нимех те çавăрса калаймасть. Ĕнер шухăшлани тĕрĕс иккен: Зейнаб унран хăюллăрах.
Çав вăхăтра вĕсен хыçĕнче паллакан сасă илтĕнсе кайрĕ:
— Чипер утатăр, ярмăрккаран таврăнакансем пекех!
— Карачăм! — терĕ Левентей, темшĕн хавасланса. — Эс мĕн кутамккапах?
— Çул çӳрекен çын, — вĕсемпе танлашрĕ Карачăм. — Аякка каятăп.
— Ăçта? — терĕç Липăпа Зейнаб пĕр харăссăн.
— Сталинград облăçне. Комсомол райкомĕ ярать. — Карачăм кутамккине çурăм çинчен илчĕ те ал вĕççĕн тытрĕ, унтан, юлташĕсемшĕн халь калани çителĕксĕррине туйса, малалла ăнлантарчĕ: — Сталинград облăçĕнче вăрман лартмалли станци — ЛЗС — тăваççĕ. Мана комсомольски трасса тунă çĕре командировка пачĕç. Унта питомникре ĕçлеме специалистсем кирлĕ.
— Сисетре, мĕнле ĕç пуçланать, юлташсем? — терĕ Липа, шухăша кайнă пек пулса. — Шăрăх çанталăкран сыхланма вăрман лартма пикенеççĕ. Чăнах та, ай, мĕнле интереслă ĕç пулать унта!
— Çавăнпа каятăп та! — мухтаннă евĕр сăмах хушрĕ Карачăм.
— Райком командировка панă-ха, — кулчĕ Левентей. — Анчах сана хĕрсем ирĕк параççĕ-и? Çавсем тытса чармĕç-и?
— Çук, чармаççĕ.
— Темскер, ĕненес килмест.
— Ара, эпĕ ыранах каятăп ĕнтĕ, Леонтий Петрович! — витĕмлĕ пултăр тесе, хыттăн тавăрчĕ Карачăм.
XXXII
Арифулла куçне уçсанах сисрĕ, вăл çывăрса юлнă, ашшĕ ăна вăратман. Уншăн ашшĕ кун пек хăтланни кулăшла туйăнчĕ, пĕчĕк чухне вара, пĕр-пĕр çĕре каймалла чух, ывăлĕ ытла тархасланăран каçхине: «юрĕ-çке, илсе кайăп», тесе шантаратчĕ те ирхине систермесĕр тухса каятчĕ. Халь ĕнтĕ Арифулла пĕчĕк мар, ăна ун пек улталамасан та юрать.
Кĕпер тăвассинчен вăл çывăрса юлма пултараймасть, унта вăл каятех, çартан ĕнер çеç таврăннă пулсан та, халăх ĕçленĕ çĕре тухатех.
Арифулла, кун уяр тăнине кура, чӳречине яриех уçса ячĕ те, урамра мĕн курăнать тесе, пĕр хут кĕпе вĕççĕнех уçă кантăкран тулалла кармашса пăхрĕ. Урамра никам та çук, каламасăрах паллă, пĕтĕм халăх халь çырма хĕрринче. Арифулла çывăхĕнчех пĕр чĕкеç хӳрипе çапса хăварас пек вĕçсе иртрĕ, çăвăннă хушăра уçă кантăк патне çерçи ларса каччăран йĕкĕлтенĕ евĕр нумайччен чевĕлтетрĕ, анчах, пӳртре кушак пуррине туйсан, вăл та пăр-р çеç вĕçсе кайрĕ.
Хĕвел, Йăлăм урлă каçса, Атăлкасси хирĕ тĕлне çитнĕ ĕнтĕ, вăл, кĕркунне пулнине систерсе, çĕр çине кăшт сивĕнме пуçланă шупка çутă сапать. Таврара пур çĕрте те кĕрхи сăн сисĕнсе тăрать. Çывăхри ветлĕх хăйне евĕр капăр сарă тумтир тăхăннă. Пахчара хытхураран хытхурана пурçăн çип евĕр эрешмен карти тăсăлать. Улмуççи çинчи хĕп-хĕрлĕ панулмисем халь-халь татăлса ӳкес пек çакăнса тăраççĕ. Арифулла, пахчине тухсан, вĕсенчен пĕр-иккĕшне аллине тытнă тимĕр кĕреçепе тĕкĕнсе татса антарчĕ те, карта урлă çăмăллăн сиксе каçса, çул çине тухрĕ.
Ял вĕçне çитсен, Арифуллан куçĕ-пуçĕ алчăраса кайрĕ: ăçтан пуçтарăннă çакăн чухлĕ халăх, миçе ял тухнă ку кĕпере тума? Тем тесен те, кунта виçĕ ял çынни çеç пулас çук, çырма ик айккипе кăткă пек халăх кускалать. Чул турттаракан автомашина кăна çиччĕ-саккăртан кая мар, леш айккинче тата гусеничнăй трактор кĕрлени илтĕнет.
Арифулла ашшĕне шыракаларĕ, анчах çакăнта ăна мĕнле тупан? Ăна Миннигел чĕнсе илчĕ.
— Э-э, салтак, çывăрса юлнă пулас эсĕ! Кил, хамăрпа пĕрле ĕçле, ав эпир Фатимапа мĕн пысăкăш чулсене йăвантаратпăр.
Уншăн Миннигел сăмахĕсем вырăнлă пулчĕç, вăл ĕнерех Фатимана курасси çинчен шухăшланăччĕ-ха. Анчах ĕненмелле мар: Арифулла умĕнче ĕлĕкхи ӳссе çитмен çинçешке хĕр вырăнне тулли питлĕ, кĕрнеклĕ ӳт-пӳллĕ çитĕннĕ хĕр тăрать. Ак мĕн тăвать вăхăт çынсемпе: ваттисене ватăлтарать, çамрăккисене вăйпитти çын туса хурать.
Фатима та хăвăрт-хăвăрт, амăшĕ сисиччен, каччă çине пăхать.
«Ытла паттăр çав эс, ытла чаплă, тивĕçлĕ мар-тăр эпĕ сана, — теççĕ хĕрĕн иккĕленерех пăхакан куçĕсем. — Пĕтĕм Тутаркас хĕрĕ саншăн çунать, ĕнер эс таврăннине илтнĕ те пурте Арифулла та Арифулла тесе çеç тăраççĕ. Ав, кур-ха сана, умăнти орденусемпе медалюсене те шутласа кăлараймăн».
Каччă куçĕсенче иккĕленӳ те, шиклĕх те çук, вĕсем Арифулла тĕлĕннине çеç кăтартаççĕ, анчах тĕлĕнни çеç мар вара ку хăмăр куçсенче, савăнăç çук-и? «Ăçта çуралса ӳснĕ эсĕ, кун пек чечен хĕрача? — теççĕ вĕсем. — Епле пуçтарса пĕтернĕ эсĕ çут тĕнчери мĕнпур илемлĕхе ху валли? Пăхма сăпай та вăтанчăк, хитрелĕхӳпе вара эсĕ ирхи сывлăм тумламĕ пек, çумăр шывĕпе çăвăннă— пиçнĕ чие пек».
Арифулла Фатима çине пĕр самант хушши ытларах пăхрĕ курăнать çав, мĕншĕн тесен Миннигел куларах тĕртсе хума та ĕлкĕрчĕ:
— Э-э, салтак, ун пек эсĕ ман хĕре куçăхтарма та пултаратăн, айда-ха луччĕ ĕçлеме тытăнар, — терĕ.
Арифулла кĕреçине хыттăн çерем çине лартрĕ те хĕрарăмсемпе пĕрле чул муклашкисене йăтма пуçларĕ. Çапла вăл пĕр-икĕ сехете яхăн ĕçлерĕ. Машинасем таçтан шап-шур чул турттараççĕ, хĕрарăмсем ку чула вут шаршанĕ пек купасене вырнаçтараççĕ. Арифулла малтан кун чухлĕ чул кĕпер тунă çĕрте мĕн тума кирлине ăнланма та пултараймарĕ, кăна хăйĕн патне пынă Кабиртан çеç пĕлчĕ. Кĕпер тăвиччен малтан çырма икĕ айккипе çыран таранах çĕр купаланаççĕ иккен, вара, шыв юхмалăх вырăн хăварса, тем вăрăмăш дамба туса каяççĕ. Кĕпер аялта мар, çыранпа тан, дамба çӳллĕш пулать. Капла тума çырма тĕпне темиçе пин кубла метр çĕр купалама тивет.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...