Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
Алла хыçалалла тытать те çӳрет урам тăрăх, эпир аннепе ялан ĕçлетпĕр. Эпир çеç-и, халь пĕтĕм халăх ĕçлет. Вăл пур, кăçал минимум та тăвайман. Намăс, колхозран кăларса çапасси çеç юлать. Анне те вăрçмасть хуть ăна, наяна, пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхать...
— Эп калатăп та, итлемест вĕт-ха, — терĕ амăшĕ. — Ĕçе кĕреп тесе çӳрет.
— Кĕрет, асту, хатĕрлесех хунă ун валли ĕç. Пĕлетĕп эп вăл мĕнле ĕмĕтпе пурăннине. Çук, унран пуçлăха кĕресси пулмасть, ан та ĕмĕтлентĕр.
— Эс çăварна хупатăн-и е хупмастăн-и? — хăмсарчĕ ăна ашшĕ. — Хăçан вĕреннĕ эсĕ кун пек калаçма?
— Тахçанах, — терĕ Фатима, — хăй варт çеç çаврăнчĕ те пушă витресене йăтса шыв ăсма чупрĕ.
Ытла тӳрĕ каланăран-тăр, Гариф, шухăша кайнă пек пулса, пуçне пĕкрĕ, арăмне те нимĕн те чĕнеймерĕ. Вăл çемьере хайĕнпе çакăн евĕр юмахланине илтменччĕ-ха, çавăнпа Фатима чăрсăрлăхĕ ун кăмăлне йăлтах тепĕр майлă çавăрчĕ, вăл çиллине шăнараймасăр нумайччен хăй тĕллĕн çав тери тулашса ларчĕ. Ав мĕнле килсе тухаççĕ иккен Гариф тĕлĕшĕнчен ĕçсем! Миннигеле фермăна ĕçлеме илеççĕ — унпа калаçма кирлĕ тесе те шутламаççĕ, ашшĕ çынсен умĕнче хăйĕн хĕрĕпе мухтанса çӳрет, ватăлсан пăхмалăх хĕр ӳстертĕм тесе савăнать — Фатима ăна харампыр вырăнне çеç хурать. Тамаша! Ав епле ӳсеççĕ ачасем! Анчах Гариф кăмăлтан ытлашши хуçăлмасть: кăтартĕ-ха вăл хăйĕн пултарулăхне, тупĕ хăйне валли ĕç. Тĕнче уншăн та хĕсĕр мар.
Çак вăхăтра унăн пĕрре те хăй çинчен шухăшлас килмерĕ. Вăл паян тĕлĕнмелле сăмах илтнĕ-ха, çавна Ятманпа е Кабирпа калаçса тĕрĕслес терĕ.
Правленире вăл Кабира çеç тĕл пулчĕ, Кабир Ятмана кĕтет пулас — пĕрмай чӳречерен пăхать. Гарифăн çилли иртнĕ ĕнтĕ, вăл, кӳршине саламласа, лăпкăн çеç сăмах хушрĕ:
— Мĕн туса ларатăн, Гайнуллович? Сывлăх мĕнле? Кабир тюбетейкине аллине тытса пуç тайрĕ, чӳрече умĕнчен пăрăнса, вăрăм тенкел çине ларчĕ.
— Ятмана кĕтетĕп, Турикаса кайрĕ те çухалчĕ, — терĕ вăл.
Гариф ун малтанхи сăмахнех чĕрре кĕчĕ.
— Çавă ĕнтĕ вăл, пирĕн председатель. Пĕрре — Турикасра, тепре — Атăлкассинче, Тутаркас валли мĕскĕнĕн вăхăчĕ те çук пулĕ.
— Эс ан ӳпкеле-ха ăна, вăл ĕçпе кайнă, — каламасăр чăтаймарĕ Кабир.
— Ара, ĕçпе ĕнтĕ, ĕçсĕр кам çӳретĕр? Çапах та кĕтетĕн авă? Сана ун пек кĕтместчĕç-çке? Э-э, Кабир, председатель тени вăл ялан çакăнта лартăр, — Гариф аллипе— пӳлĕм алăкĕ çинелле кăтартрĕ.
Кабир сисрĕ ĕнтĕ, вĕсен калаçăвĕ куннинче те çыпçăнмасть, пĕтсен те вăл тавлашупа кăна пĕтет. Инкек çак Гарифпа тĕл пуласси — ялан пĕр юрă.
Гариф, телее, тек шалалла кĕрсе каймарĕ, сăмаха урăххи çине куçарчĕ.
— Гайнуллович, — терĕ вăл май пур таран çемçен, — ялта хыпар сарăлнă, виçĕ колхоза пĕрлештермелле, тет. Эсĕ çавна илтмен-и?
— Илтнĕ-çке, — тавăрчĕ Кабир, Гариф кун пирки мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулса. — Калаçкалаççĕ.
— Кама кирлĕ-ши вăл? Каллех Ятмана пулĕ?
— Мĕншĕн Ятмана? Сана мĕнрен начар? Вăйлă колхоз тăватпăр.
— Мана кун пек те лайăх, эпĕ колхоз председателĕ мар. Ятмана, паллах, килĕшмест ĕнтĕ, ун пысăкрах колхозра пуçлăх пулас килет.
— Çавăншăн пĕрлештерме тăрăшать пулĕ-и?
— Çавăншăн пулмасăр, — тутине чалăштарса сассăр кулчĕ Гариф. — Çынпа чап сахалрах — колхоз ытла пĕчĕк. Çамрăк председательсем вĕсем чапшăн çунаççĕ вĕт. Капла ĕнтĕ виçĕ ял ун аллинче пулать. Эх, Кабир, итлемерĕн эсĕ мана! Çартан таврăнсанах председателе хăвăн кĕмеллеччĕ те санăн....
— Юрĕ-çке, Гариф, ун çинчен калаçмăпăр, — кăшт асăрхаттарнă пек сăмах хушрĕ Кабир. — Манăн ĕç халь те начар мар.
— Пĕчĕк вăл сана ферма. Унта эсĕ хăвна кăтартаймастăн. Председательте эс питĕ вырăнлăччĕ. Çынсем те хисеплетчĕç.
Кабир ăна «Çитĕ, куç умĕнче ан ырла, куç хыçĕнче ан хурла» тесе каласа хурасшăнччĕ, анчах кăна ытлашши тесе шутларĕ. Пакăлтаттăр, чĕлхен шăмми çук.
Тата пăртак тăрсан, правление Ятман килсе кĕчĕ. Ун пичĕ çинче савăнăçлă хумхану палăрса тăрать, Тутаркасра темле ырă ĕç тунă пулмалла — кун пек сăн унăн пĕр-пĕр лайăх ĕç тунă хыççăн пулать.
— Эпĕ сана кĕтеттĕмччĕ, — терĕ ăна Кабир. — Ыран «Динамо» колхоза вăкăр пирки калаçса татăлма каясшăн.
— Кайса кил, — тӳрех сĕтел хушшине вырнаçрĕ Ятман. — Эпĕ председательне хут çырса парăп. — Вăл çавăнтах аллине ручка тытрĕ те васкаса çырма пуçларĕ. — Вите тăвас пирки кăшт тăхтама лекет, тен, ăна тума кирлĕ те мар. Çитес кунсенче çав пĕркунхи ыйтăва сӳтсе явма пуху пуçтаратпăр.
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп, манран ан пытар, — хутшăнчĕ Гариф.
— Пĕлетĕн пулсан, тата лайăх. Малтан «Атăл» колхозра ирттеретпĕр. Унта Камышин хăй килме пулчĕ. Атăлкассемпе калаçса татăлсан, ытти икĕ колхозĕнче ыйтăва лартма ансатрах пулма кирлĕччĕ.
— Колхозсене пĕрлештерес пулсан, фермăсене йăлтах Турикаса куçармалла, эх, вĕсен вырăн лайăх-çке! — терĕ Кабир.
— Çапла, вĕсен вырăн лайăх. Шывĕ те çывăхра, ял çумĕнчех те мар.
Ятман хутне çырса пĕтерсе Кабира тыттарчĕ те, васкавлăн ура çине тăрса, иккĕшне те хăйĕнпе пĕрле пыма чĕнчĕ.
— Халĕ кĕлете айтăр. Пирĕн пата тулă курма ученăй килнĕ. Питĕ интереслă, мĕн калĕ-ха ун пирки...
— Чăнах-и? — тĕлĕнчĕç Кабирпа Гариф. — Айтăр пырса курăр.
Ученăя вĕсем Гариф пӳрчĕ çывăхĕнче тĕл пулчĕç. Куçлăхлă лутра старик тем шыранă пек унталла-кунталла пăхкаласа тăрать. Хăрах аллинче кукăр патак, тепĕр аллинче тĕксĕм кăвак шлепке. Ватă пулин те, пас тытнă евĕр шуралнă куçхарши айĕн чĕрĕ те ăслă куçсем йăлкăшаççĕ.
— Килĕр-ха, килĕр-ха, — тахçантанпах паллакан çынсене йыхăрнă пек кăчăк туртрĕ старик, Тогаев çынсемпе килнине курсан, — калăр-ха, çак çуртра ĕлĕк кам пурăннă? — Вăл патаккине Гариф çурчĕ еннелле çĕклерĕ.
— Ман атте, — терĕ Гариф именчĕклĕн.
— Санăн аçу хăлхаран витĕрех марччĕ-и?
— Çук, хăлха ун чиперехчĕ.
— Апла эпĕ манса кайнă, — вăтаннă пек каласа хучĕ ученăй. — Эпĕ çак çурт тесе. Пĕлетĕр-и мĕн, эпĕ сирĕн ялта революциччен пулнăччĕ, пĕр вăтăр çул каялла. Çакăнта таçта хваттере кĕрсе выртрăм. Килĕнче пĕр илтсех кайман старик пурччĕ, ывăл ачи, суккăртарах карчăкĕ...
— Эсир вăл киле кĕмен-тĕр, ак çак киле кĕнĕ-тĕр, — хăйĕн пӳрчĕ çине тĕллесе кăтартрĕ Кабир. — Манăн атте илтместчĕ.
— Пулĕ те, — иккĕленчĕ старик. — Унтанпа пӳртне урăх лартнă ĕнтĕ, паллах, ăçтан пĕлен. Вырăнне лайăх астăватăп. Ял вĕçĕнчеччĕ, çак енче. Эпир ун чухне иккĕнччĕ. Хваттере кĕтĕмĕр те апат пĕçерсе пама тата чей вĕретме хушрăмăр. Апат вырăнне пире çăмарта пĕçерсе лартрĕç. Чей те вĕретрĕç. Пĕлетĕр-и мĕнпе? Чукăнпа. Сĕтел çине лартрĕç. Арăмĕ суккăртарах, куçĕ юхса тăрать. Куртăмăр ĕнтĕ, чукăнне çурĕ. Анчах чей тултарма тăтăмăр та тĕлĕнсех кайрăмăр — чукăн çав тери таса мар, ун хĕррине тем те пĕр хытса ларнă. Кăмăл лĕкленсе килчĕ, тем пек ĕçес тесен те, ĕçеймерĕмĕр. Тав турăмăр та сĕтел хушшинчен тухрăмăр. Вырăн пире урайне сарса пачĕç. Карчăкĕ «Сак çинче кансĕр пулать, кăшт хăнкăла пур», — терĕ. Ăçта кăшт унта: урайне выртсанах сырса илчĕç те, çĕр каçиччен йĕркеллĕ çывăрса та каяймарăмăр. Вара сирĕн патăрта çывăрнă пулать-ши? — Ученăй, ача пек кулса, Кабир çине йăвашшăн пăхрĕ. — Старик пурăнать-и?
— Вилнĕ, — терĕ Кабир. — Анне те вилнĕ.
— Шел, — пуçне сулкаларĕ ученăй. — Кĕрсе курасшăнччĕ.
— Тархасшăн, кĕрĕр, кĕрсе курăр.
— Чăрмантарасси.
— Мĕн чăрмантарасси? Айтăр. — Кабир старик килĕшессе кĕтмесĕрех хăйĕн хапхи еннелле утрĕ. Ун хыççăн ыттисем те çулран пăрăнчĕç.
Кабир арăмĕ, çак вăхăтра хăнасене мар, упăшкине те кĕтменскер, пӳрте çакăн чухлĕ çын кĕнине курсан, вăтаннă пек пулчĕ. Вал вучах умĕнчи ĕçрен те пушанайманччĕ-ха, апат çакса ярса ал çума çеç хатĕрленнĕччĕ» Старик, Кабир хыççăн тĕпелелле иртсе, тӳрех ун арамĕ патне пычĕ, ăна алă тытрĕ.
— Ай, ман алă та таса мар-ха, — аллисене часрах тыттарма тĕчĕ Кабир арăмĕ.
— Юрать-çке, куратăп ĕçлетĕр, — йăпатрĕ ăна ученăй, хăй çавăнтах пурт ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ. — Çакăнта пурăнатăр эппин? Тĕлĕнместĕп, эп кунта тĕлĕнме кĕмен. Ав епле таса сирĕн. Радио, электричество, сехет. — Старик чӳрече патĕнчи диван çине ларчĕ. — Миçен пурăнатăр?
— Виççĕн, — терĕ Кабир. — Ывăл ачам ӳсет. — Хĕр пурччĕ, аслăраххи, усраймарăмăр.
Вăл арăмĕ патне пычĕ те ăна пăшăлтатса тем каларĕ, ун хыççăн арамĕ сăмаварне шыв тултарчĕ.
— Эсир маншăн сăмавар лартасшăн мар пулĕ те? — тавçăрса илчĕ старик.
— Кăшт тăхтăр, вăл пирĕн çав тери час вĕрет.
Ун пек каласан старик диван çинчен ялтах сиксе тăчĕ те Ятманпа Гариф патне утрĕ.
— Çук, çук, чей кирлĕ мар. Эп ĕлĕкхине аса илнĕрен кăна кĕтĕм. Тавах, тавах...
— Апла, ученăй юлташ, пирĕн пата кайран килетĕр. Чим, Ятман, — вăл Ятман енне çаврăнчĕ, — эс ăна хваттере ман пата вырнаçтар. Тĕрĕс, тĕрĕс, никам патне те мар, ман пата.
— Хваттерне тупăпăр-çке, хам пата та хаваслансах илсе каятăп терĕ Ятман.
Кабир ăна çавăнтах пӳлсе лартрĕ.
— Çук, Ятман. Ученăй юлташ каçпа кунта килет. Унсăрăн эпĕ иксĕре те питĕ çиленетĕп.
— Юрать, хваттере сирĕн пата кĕрĕп, — Кабир патне çывхарса, ăна чавса тĕлĕнчен тытрĕ ученăй. — Анчах ытлашши ан чăрманăр. Çимелли таврашĕ манăн хамăн.
— Ун пирки ан калаçăр, — кӳренчĕ Кабир. — Çимелли те, ĕçмелли те тупатпăр. — Эсир пире ун пекех чухăн тесе ан шутлăр. Вăрçă вăхăтĕнче те çăкăрсăр ларман. Кашни çулах валеçнĕ.
— Кайрăмăр, кайрăмăр,— васкатрĕ ăна ученăй. — Эп тулă курма килнĕ вĕт-ха. Ав, тĕттĕм пулса кайрĕ.
Чăнах та, тулта самаях каç пулнă ĕнтĕ, итем патне çĕре тата ытларах тĕттĕмленме тивĕçлĕ. Ятманăн ученая: « Юл кунта тулла ыран та кайса курăпăр», — тес килет, анчах кăна калама хăяймасть. Каласан та усси пулас çук, старик кĕçĕр тулла курмасăр чăтаймастех ĕнтĕ.
XXVII
Ученăй тулла мĕн кăна тумарĕ пулĕ: малтан, пĕр пучаха шĕкĕлтесе, пĕрчĕсене ывăç тупанĕ çинче чылайччен сиктеркелерĕ, — йывăрăшне пĕлесшĕн пулчĕ курăнать, унтан çурмаран çурчĕ, куçлăхĕ патне илсе пырса тинкерчĕ, вара. кĕсйинчен пĕчĕк микроскоп кăларса, ун витĕр пăхрĕ, юлашкинчен çăварне хыпса чăмларĕ те çăтса ячĕ. Кăна вăл пĕтĕмпех ним чĕнмесĕр, хăйĕн çывăхĕнче çынсем йышлăн тăнине асăрхамасăр турĕ. Мĕнпур ĕçне пĕтерсен çеç, тепĕр тулли пучах татса илсе:
— Лайăх тулă, — тесе хучĕ. Çынсем çăмăллăн сывласа ячĕç.
— Лайăх тулă, — тепĕр хут каларĕ ученăй. — Питĕ лайăх.
— Темле-ха, кулачне çисе курман, — сăмах тĕртрĕ Назиб.
— Иртнĕ çул авăртман-и?
— Çук. Пĕтĕмпех вăрлăха хунă.
— Кăçал та авăртма тӳр килмест, — татса каларĕ ученăй. — Акас пулать, ытларах акас пулать.
— Эпир кăçал кулачне тутанса пăхасшăнччĕ.
— Пулмасть. Тепĕр çул, юлташсем, тепĕр çул. — Çавăнтах вăл Ятман енне çаврăнса унран кăна ыйтрĕ:
— Мана парса яратăн пулĕ кăшт, кучченеç вырăнне, э?
— Нумай-и? — терĕ Ятман.
— Темиçе килограмм. Ну, пĕрре кулач пĕçермелĕх, — кулкаларĕ ученăй.
— Парас. Ыран хатĕрлесе хурăпăр.
Ученăй куçлăхне сăмса тутрипе шăлса тасатрĕ, ăна çĕнĕрен сăмси çине лартса ячĕ, унтан, тулă капанĕ çине кăтартса, хавхаланса калаçма пуçларĕ.
— Ытарма çук тулă тунă эсир, юлташсем! Колхозсене шăп çавăн пек вăрлăх кирлĕ те. Сирĕн туллăн кăлтăкĕсем те пулĕ-ха, ăна лайăх сăнаса пĕлес пулать, анчах пăхсах паллă, вăл сире пуйтаракан япала. Эсир, ĕмĕр çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсем, ăнланмалла ĕнтĕ: вăрлăх вăл — чи хакли, чи кирли, тырпул тухăçне татса параканни. Эпир, ученăйсем, сире валли юрăхлă вăрлăх туса парас тесе вуншар çул хушши тăрăшса ĕçлетпĕр, асапланатпăр, йăнăшатпăр, çĕнĕрен çĕнĕ сортсем шыратпăр, пĕр пучахран туратланса ӳсекен темиçе пучах тăватпăр, кĕркунне-акмалли тырра çуркунне акса пăхатпăр, тата тем те пĕр. Тепĕр чухне колхозсем хăйсемех чипер вăрлăх тупаççĕ, кайса пăхатăн та тĕлĕнсе тăратăн — акă вăл эпир шыракан вăрлăх, тетĕн. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: çĕр вĕт вăл сĕтел çинчи турилкке пекех: мĕн хуратăн, çавна илсе çиетĕн, лайăх вăрлăх акрăн, лайăх тырă пулать, начар вăрлăхăн тырри те начар. Çак çулсенче пирĕн халиччен-нихçан пулман тырпул туса илме вĕренсе çитмелле. Гектартан вăтăршар, хĕрĕхшер, аллăшар центнер, пурăна киле унтан та ытларах! Çавăнпа вăрлăх вăл пирĕншĕн ылтăнпа пĕрех...
Нумай ăнлантарчĕ ученăй колхозниксене, вăрлăх çинчен лекци вуларĕ, тейĕн. Каярах кăна хашкаса чупса çитнĕ Липа вăл каланине пурне те илтеймерĕ, çапах та калаçу вĕçне пĕтĕм чунтан хĕпĕртесе итлесе тăчĕ. «Ах, çав профессорсен чĕлхи, — терĕ вăл, — ытла япшар калаçаççĕ-çке, итленĕçемĕн итлес килет. Эпир йĕркеллĕ ĕçлеме те, халăхпа калаçма та пĕлместпĕр. Тӳрментерех çав пирĕн чĕлхе».
Вăл çынсем хушшипе профессор патне çывхарма тăрăшрĕ. Темле пулсан та, çаплах кăларса яма çук ĕнте ăна, паллашас пулать. Липа кунта çак ĕмĕтпе килнĕ те... Анчах профессор хăй çывăхĕнчи хĕрачана асăрхамасть, вĕçĕмсĕр сăмахлать. Акă ĕнтĕ çынсем те саланчĕç, профессор Кабирпа та Ятманпа çеç тăрса юлчĕ. Ятман айккинелле пăрăннăран старик Кабирпа калаçса майĕпен урамалла утрĕ. Мĕнле паллашмалла ĕнтĕ унпа? Липа хыççăн утма та аптрарĕ.
— Эпĕ сана паллаштараймарăм, — терĕ ун патне пынă Ятман, Липа мĕншĕн кичемĕн тăнине ăнланса.
— Паллашмаллаччĕ çав, — терĕ агроном. — Эп унпа калаçса юласшăнччĕ, ыйтмаллисем нумайччĕ манăн.
— Ыран калаçатăн ак, — ăна хул хушшинчен тытса утма сĕнчĕ Ятман.
— Ара, эп ăна хваттере хам пата илсе каясшăнччĕ-çке. Вара çĕрĕпе юмахланă пулăттăмăр.
— Ну, çук. Хваттере вăл ман пата пырать, эпĕ çавăн пек ырă çынна сана памастăп.
Липа вĕриленерех каласа хучĕ:
— Мĕн калаçан, Ятман? Мана вăл çав тери кирлĕ, çав тери! Мĕншĕн сан патăнта вырттармалла ăна? Ăнлан эс мана, ыйтса пĕлмелли калама çук нумай...
— Çапах та çывăрма вăл ман пата пырать, — юри вăрçтарчĕ ăна Ятман. — Ыйтса пĕлмелли манăн та пур.
— Эс мана тĕлĕнтеретĕн, — тăпах чарăнчĕ Липа. — Эпĕ чĕререн ыйтсан та килĕшме пултараймастăн-и вара? Ну, Ятман...
— Старике икке пайлаймастпăр ĕнтĕ. Шăпа ямалла пулать.
— Ан кул, Ятман, эпĕ çиленме тытăнатăп.
Ятман ăна икĕ аллинчен те тытрĕ, таврара никам та çуккине кура, хĕрача патне çывхарса, çапла каларĕ:
— Олимпиада Осиповна, Липа... Давай çавăн пек тăвар: вăл çывăрнă хваттер санăн та, манăн та пултăр. Кун пек калаçса татăлаймастпăр эпир...
Липа, ун шухăшне ăнланса, пуçне пĕкрĕ, пичĕ хăмач пек хĕрелсе кайрĕ пулас, анчах Ятман тĕттĕмре ăна курмарĕ.
— Юрать-и? — терĕ вăл.
— Пĕлместĕп, — аран-аран тавăрчĕ Липа.
— Манăн çавăн пек тăвас килет. Йывăр мана сансăр пурăнма...
Липа чĕнмерĕ. Вăл ку калаçăва юлашки уйăхсенче яланах кĕтнĕ, ăна чунĕпе васкатнă, шухăшласа та пайтах асапланнă, анчах калаçу паян пулассине аса та илмен. Профессор кĕçĕр иккĕмĕш хваттерĕнче çывăрать-ши вара? Вăл Кабир патне каймарĕ-ши? Кăна çак минутра Ятман кăна пĕлчĕ. Пĕлчĕ те Липăна пĕр сăмах та шарламарĕ.
XXVIII
Левентейсен пӳрчĕ çĕнĕ те пысăк. Унта утса çӳремелĕх те, пӳлĕмсене кĕрсе канмалăх та вырăн пур. Çапах та Левентее пӳртре тăвар, пулĕмсенче ăна сывлăш çитмест. Тăвăлнă чуна тем хĕсет, хĕсет. Чĕрере, шухăшра çакăн пек, канăçсăрлăх иртнĕ çуркунне пулнăччĕ, — ун чухне Ятманпа вăрçнă хыççăн Левентей темиçе кун хушши ниçта кайса кĕреймерĕ. Халĕ те ак ни ыйăх килмест, ни урама туртмасть, çав вăхăтрах пӳртре те тем çитмен пек. Мĕн çитмест — ăна Левентей хăй те ăнлантарайман пулĕччĕ. Вăл хăйне ыйту хыççăн ыйту парать, нумай ыйтăвĕсем вара ответсăрах тăрса юлаççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...