Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Сан шутпа, Гариф мĕнле çын вара? — тет лешĕ.
— Сăна. Вара хăвах курăн.
— Çапах та эс кала.
— Çук, ху сăнаса пĕлсен, вăл саншăн хаклăрах пулать. Ахаль те эсĕ кунта пурăнатăн, ăна час-час тĕл пулатăн...
— Ав мĕнле çын эсĕ, — кӳренет Липа. — Ху пĕлетĕн, çынна каламастăн. Хаяр Ятман...
— Мĕншĕн ун пек калатăн? — тет Ятман.
— Эпĕ мар, çынсем çапла калаççĕ, Ятман вăрçăран хаярланса таврăннă, теççĕ. Мĕншĕн вăл, Ятман?
— Пĕлместĕп, çынсем ун пек шутлаççĕ-тĕк, хаярланнă та пулĕ. Эпĕ вăрçăран килнĕ çын-çке-ха.
— Вара, — малалла калама хистет ăна Липа.
— Ĕлĕк эпĕ мĕнле те пулин çитменлĕх курсан, тен, тепĕр чухне чĕнмесĕр те ирттерсĕ янă пулĕ, халĕ апла тума юрамасть. Вăрçăра пирĕн кашни йăнăшшăн юнпа тӳлемеллеччĕ, кунта та йăнăшсем тума юрать-и вара? Халĕ, çынсем начар ĕçленине курсан, манăн чун тулашать: çакăн пек хăрушă вăхăтра начар ĕçлеме кам ирĕк панă пире?
— Начар ĕçлеместпĕр-çке, — тӳрлетме пăхать ăна Липа.
— Лайăх та ĕçлейместпĕр-ха. Ав икĕ колхоз кăçал вăрман хатĕрлемелли плана та аран-аран тултарчĕç, çуракине те пит кансĕррĕн ирттерчĕç.
Кăна Липа хăй те пĕлет, анчах унăн колхозсене хурлаттарас та килмест. Ĕçлеççĕ вĕт-ха çынсем, пĕтĕм вăйран тăрăшаççĕ. Леш хăй те ку колхозсене кăшт та пулин пулăшас тесе кунĕн-çĕрĕн чупать. Вăл Ятмана хирĕçлемелли сăлтав шырать.
— Ара, пĕчĕк колхозсем вĕт.
— Пĕчĕк колхозăн вăйĕ те пĕчĕк тесшĕн ĕнтĕ эсĕ? Çапла-и?
— Çапла пулмасăр.
— Кăна ĕненсех калатна? — ун енне çаврăнса ыйтать Ятман.
Липа тавăрса калас вырăнне кулса ярать.
— Тăхта-ха, — тет вăл. — Тырă тухăçлăхĕпе акă вĕсем Атăлкассинче те иртсе каяççĕ!
Вĕсем чылайччен калаçса лараççĕ. Ирхине ирех ĕçе каяс çук пулсан, çутăличченех лармалла та, анчах пуриншĕн те кăткăс вăхăт çывхарса çитнĕ — хĕвелпе пĕрле хире тухмалла. Сывлăш нӳрелнинченех сисĕнет, çĕр чылая кайнă. Ĕнтĕ курăк çинче ирхи сывлăм шăрçаланнă, каçхи шăрăха хĕрпе каччă паçăрах туймаççĕ. Кӳлĕ енчен çил вĕрнипе çанçурăма ытлашши уçă пек, пĕр-пĕрне пăчăртаса тытнă алăсем çеç çав-çавах тарлă.
— Укахви паян килмерĕ, — тет Липа чылайччен шăппăн ларнă хыççăн.
— Вăл тĕлĕкре хăйĕн Галимджанне курать, — хĕр çумнерех хĕсĕнет Ятман.
— Ай, каччă, эсĕ кун пек мана пăчăртаса вĕлеретĕн! Ун пек юрамасть. Эс ытлашши хăюлланса кайнă...
Ятман, такам илтесрен асăрханнă пек, ăна шăппăн хăлхаран калать:
— Пĕрисем хаярланнă, теççĕ, теприсем хăюлланнă, теççĕ. Кам пĕлет, тен, чăн чăнах та хаярланнă та, хăюлланнă та пулĕ. Пулма пултарать...
XXVI
Колхоз председателĕпе унăн заместителĕ çĕрулми йăранĕсем хушшипе ыраш пуссинелле утаççĕ. Хунавланса кайнă вăрăм улма аврисене сиенлес мар тесе, вĕсем асăрханса пусаççĕ, пĕр-пĕр авăр таврашĕнчи тăпрана ишсе антарсан, чарăнса, ăна купаласа хăвараççĕ.
— Çĕрулми иртнĕ çулхинчен лайăх, — çырма патнех тăсăлса анакан йăрансем çине алă сĕлтрĕ Левентей.
— Начар мар, — терĕ Кăтра Михала. — Анчах тепĕр чухне улма авăра каякан. Çавăн пек ан пултăр.
— Ку вăхăтлă пек-ха, — чарăнсах пăхрĕ председатель. Хыçалтан вĕсене пахча çимĕç бригадин бригадирĕ Анна Ивановна Петренко хăваласа çитрĕ.
— Эсир мĕн ман пата кĕмесĕрех иртсе каятăр? —
— Сан унта Украина арбузĕ пиçмен пулĕ вĕт? — терĕ Кăтра Михала.
— Тен, пиçнĕ, кĕрсе курăр! — Анна Ивановна аллипе Левентей çинелле кăтартрĕ. — Ак çак актармарĕ вĕт, эпĕ арбуз та акасшăнччĕ.
— Ан суй, — пӳрнипе юнарĕ лешĕ. —Эпĕ куртăм, эсĕ арбуз акнă-ха унта.
— Пилĕк тĕп акнă, хам валли. Кĕркунне пĕрер чĕлĕ тутантарса пăхтарăп, — терĕ Петренко, çавăнтах, сассине çемçетсе: —Айтăр манăн сахăр кăшманне курма, нимпе мухтанмасан та, унпа мухтанма пултаратăп — терĕ.
— Мĕн курмалли пур ăна, вăл халех сахăр памасть вĕт! — тăрăхлам пек турĕ Михала. — Çав, выльăха çитерме туса парăн ĕнтĕ.
— Выльăха çитерме тата! Ху та аван çийĕн-ха кĕркунне.
— Мĕнле çиен ăна? Пирĕн сахăр савăчĕ çук вĕт. Малтан сахăр тума вĕренес пулать, — терĕ Левентей.
— Вĕрентетĕп. Пур япалана ăна çиме пĕлĕпĕр. Петренко, сахăр кăшманĕ ани патне çитсе, вĕсене Украинăра сахăр кăшманĕ мĕнле пăхса çитĕнтерни çинчен тĕплĕн каласа пама тапратрĕ. Хăй калас пеккине çавăрса калаймасть иккен те, ăнлантарас тесе, аллисемпе çил арманĕ пек хăлаçланать.
— Сирĕн патăрта та пулать вăл. Пулмасть тетре? Курăр ак. Епле хĕртет хĕвел, Украинăри пек! Ку çанталăкпа сахăр кăшманĕ пулмасть-и? Куратăр ак. Шап-шур кăшман пулать, çакăн пек...
Вăл аллисемпе кăшман мĕнле шултăра пулассине кăтартать. Левентейпе Михала пĕрре Петренко çине, тепре кăшман ани çине пăхаççĕ. Хăй те тем пекех интереслă вăл, ани те илемлĕ. Ани çинче пĕр çумкурăк та тупаймастăн, петĕм ана шыв пек таса.
— Апла эс Украинăна каялла кайиччен пире сахăр тума вĕрентсе хăваратăн-ха? — терĕ Кăтра Михала.
— Вĕрентетĕп, вĕрентетĕп. Хам та сиртен нумай япала вĕренсе каятăп.
— Пирĕнтен хуть ытлашши нимех те вĕренеймĕн.
— Эй, вĕренмесĕр, — терĕ Петренко. — Кунта халăх ĕçчен, вĕренме пулать. Нумай япалана вĕренме пулать.
Ыраш пуçсин, леш енче паçăрхи пекех тыр выракан машина кĕрлет. Ун сасси çухалнă пек пулать, пăртак çеç ӳлесе тăрать, унтан каллех пĕтĕм вăйпа шатăртатма тытăнать, Пĕр çухрăмра, сăртлă вырăнта, çурлапа выракансен пуçĕçем мĕкĕлтетни курăнать. Ятман паян иртенпе чылай пысăк лаптăка вырса пăрахрĕ ĕнтĕ, Лашисене кантарать те татах ĕçлеме тытăнать. Ун хыççăн темиçе хĕрарăм васкаса кĕлте çыхса пыраççĕ. Вĕсем хушшинче — çурри ытла вăйпитти хĕрачасем, çавăнпа ĕç кал-кал каять.
— Людмила, мĕнле, пилĕк ыратакан пулмарĕ-и-ха сан? — терĕ Укахви, тĕмĕ патне кĕлте хума пырса.
— Çук-ха, сан мĕнле? — хăйĕн пек тирпейлĕ кĕлтине çĕклесе каларĕ Людмила. Унтан вăл пĕр пилĕк утăмра шатăртаттарса иртсе каякан Ятмана темскер кăшкăрчĕ. Те вăл кăшкăрнине илтсе, те илтмесĕрех Ятман вĕсен тĕлне çитсен лашине тăпах чарчĕ те хĕрсем патне пычĕ.
— Шыв ĕçтерĕр-ха, хĕрсем, ăш пиçсе çитрĕ, — хыпăнса каларĕ вăл.
— Ман шыв ăшăнса кайнă, сан пур-и чĕресĕнте, Людмила? — терĕ Укахви. Людмила, кĕлте çыххине пăрахса, пĕчĕк ача пек çăмăллăн каялла чупса кайрĕ те чĕресне йăтса та килчĕ. Ятман, ун аллинчен чĕресе илсе, Людмила çине пăха-пăха васкамасăр ĕçрĕ.
— Мĕн кулатăн, Ятман? — куçне-пуçне вылятрĕ лешĕ, ун патĕнчен пăрăнса каймасăр.
— Санран кулатăп. Ху питĕ лайăх хĕр, анчах сăра вырăнне шыв ĕçтеретĕн. Эсĕ мана сăрапа хăналама пулнăччĕ-çке?
— Кĕркунне хăналăп. Халĕ саншăн шыв та сăраран тутлă пулчĕ пулас.
— Ну, уншăн тав, эппин. Çапах та сăра ĕçес шанчăка çухатмалла мар-и ха манăн?
— Укахвипе иксĕре те чĕнĕп, — терĕ Людмила.
— Илтетĕн-и? — терĕ Ятман кĕлте çыххи туса тăракан Укахвие. —Манса ан кай. — Вăл, салтак картусне пусарса лартса, машина патнелле пăрăнчĕ. — Ну, эп каллех вырма пуçларăм. Вăйлăрах çыхăр, ĕлкĕрсе пырăр!
Ятман каçхи апат вăхăчĕ çитиччен пĕр канмасăр ĕçлерĕ, çынсем кăнтăрлахи апат турĕç, пăртак ларса канчĕç, çамрăкраххисем уçăлмалла шыва кайса кĕчĕç. Ятман çав-çавах лашисене хӳме пек çӳлĕ ларакан ыраш хĕррипе хăваларĕ. Каçхи апат вăхăчĕ çитсен вара, вăл васкамасăр машина çинчен анчĕ те пĕр ачана лашасене апатлантарма хушрĕ, хăй, хăмăл тăрăх утса, вырса пăрахнă хирĕн тепĕр хĕрринелле кайрĕ. Малтан ун куçĕсем ним çинче те чарăнса тăмарĕç, ыраш пуссин илемĕпе çеç киленсе пычĕç, кайран вăл çывăхрах çĕмелсем йышлăн ӳссе ларнине асăрхарĕ, юлашкинчен ун куçĕсем ура айĕнчи сап-сар хăмăл çине ӳкрĕç. «Ытлашши çӳлтен мар-и? — шухăшласа илчĕ вăл. — Çук, çӳлтен мар. Ӳпкелешме сăлтав çук, машина тикĕс вырать». Сасартăк вăл пĕр вырăнтах пилĕк-ултă пучах выртнине курах кайрĕ. «Ку мĕн тата? Пучаха мĕншĕн пухмаççĕ вĕсем?» Утнă çемĕн ăна пухман пучахсем тата та йышлăн курăнакан пулчĕç, Ятман вара кĕлте çыхакансене вăрçмаллипех вăрçса илчĕ.
— Пучах нумай юлать, юлташсем! — кăшкăрчĕ вăл инçе те мар апатланса ларакан хĕрарăмсене.
— Ăçта? — пĕлмĕш пулчĕç лешсем.
— Эсир çыхнă çĕрте.
— Çук, эпир пĕр пучах та хăвармастпăр.
— Хăваратăр çав, нумай хăваратăр.
Ятман пĕшкĕнчĕ те çĕртен темиçе пучах илчĕ.
— Куратра?
— Пачах тăкăнмасăр мĕнле пултăр-ха? — терĕ пĕр хĕрарăмĕ. — Кашни пĕрчĕшĕн çĕре пĕшкĕнейместĕн ĕнтĕ, Ятман. Тăкăнас пекки тăкăнатех вăл.
— Кун чухлĕ тăккалани хăвăра сăтăр туни пулмасть-и вара? Мĕн, сире ӳкĕтлемелле-им? Эсир хăвăрах ăнланатăр, ӳкĕтлеме кирлĕ мар. Хăвăрах шутлăр-ха: вăрçă вăхăчĕ, упăшкăрсем фронтра... Вĕсене камăн тăрантармалла?
Ятман хĕрарăмсемпе калаçнăçемĕн шутла-шутла илчĕ: «Ах, юратмаççĕ вĕсем вĕрентнине! Вăрçаççĕ ĕнтĕ: пучах, пучах... Тупнă калаçмалли! Хăйсем тӳсме çук нумай тăккалаççĕ. Çук, юратмасан та, калас пулать. Пĕрре каласан, тепре каласан, çын хăйĕн ĕçне хăй тĕрĕслекен пулать, лайăхрах тума тăрăшать».
Хĕрарăмсен ку ушкăнĕнчен уйрăлса малалла утнă чухне те вăл çавăн çиченех шутласа пычĕ: «йывăр япала вăл, çынна тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме вĕрентесси, анчах вĕрентес пулать. Çын колхозри ĕç çине хăйĕн ĕçĕ çине пăхнă пек пăхтăр. Тăккалама юрамасть, начар ĕçлеме юрамасть».
* * *
Пĕр-икĕ кун çумăрлă тăнă хыççăн çанталăк каллех уяртса пăрахрĕ. Çынсем çак икĕ кун хушшинче хăмла çырлине çӳрерĕç, мунча хутса кĕчĕç, килти ĕçсене турĕç, паян вара, таврара нимĕнле çумăр пĕлĕчĕ те çуккине кура, бригадирсем пырса каласса кĕтмесĕрех хире тухрĕç, Кăтра Михала çумăрлă кунсенче икĕ старикпе итем çинче ĕçлерĕ, паянхи каç кӳлĕм çеç, мĕн пур ĕçсенчен пушанса, кĕлтесем йĕпенсе выртмаççĕ-и-ха тесе, хире кайрĕ. Вăл çĕмелсене тĕрĕслерĕ, чылай кĕлтесене, шăтса ан кайччăр тесе, çавăра-çавăра хучĕ, таврăннă чух çула май çуртырри пуссине кĕрсе тухрĕ.
Ыраш вырса пĕтмен-ха, ĕнтĕ ыранлă-тепĕркунлă пăрçа та çулма пулать, урпа та йăлтах хытса çитнĕ. Кăтра Михалана пуринчен ытла урпа шухăшлаттарать: вăхăтра выраймăн та хăмăлне кăна пуçтарса кĕрĕн.
Колхоз картишĕ патĕнче ун куçĕ умне йĕркипе ларакан урапасем тухса тăчĕç, вара вăл ĕнер Левентей хăйне хушнă ĕçе аса илчĕ — унăн урапасем юсаттармалла. Председатель ăна «юсаттар» терĕ, анчах тĕрĕссипе ĕнтĕ кунта Михалан хăйĕн те ĕçлеме тивет: ун пек ĕçе халĕ кама хушма пултарăн? «Юрĕ-çке, — терĕ Михала, — эпир Сахрунпа юсамасан, кам юсатăр ĕнтĕ? Ваттисем ытла ватăлчĕç, çамрăксем ун пек ĕçе пултараймаççĕ. Çавăнпа пурне те пирĕн тăвас пулать». Ак халь вăл хире тыр вырма та кайман, çапах та çурла илнĕ (тен, мĕн те пулин вырмалли пулать). Ферма çурчĕсем патне курма кăна, ĕç мĕнле пынине пĕлме кăна каять, çапах та ал-линче пуртă (тен, мĕн те пулин юсаса хăвармалла пу-лать). Чăнах та, ун валли кашни утăмрах ĕç. Пысăк хуçалăхра вăл çĕмĕрлет, ăна юсамалла, кăна юсамалла.
Правленине Кăтра Михала тĕттĕм пулас умĕн çеç çаврăнса çитрĕ. Вăл пырса кĕнĕ вăхăтра унта тин çеç хиртен таврăннă хĕрсем кĕпĕрленсе тăратчĕç. Вĕсене курсан, Кăтра Михала халь хăй асăрханă типсе кайма пуçланă урпана аса илчĕ.
— Аван-и, савнă туссем? — яланхи пекех шӳтлесе сăмах хушрĕ Михала хĕрсене.
— Аван-ха, каччă, — терĕ пĕри. Ыттисем, унпа килĕшнĕ пек, хихиклесе кулса ячĕç.
— Хĕрсем, сире тупмалли юмах парам-и?
— Кала-кала, Михала пичче! — кăшкăрчĕç хĕрсем. — Халех пĕлетпĕр.
— Акарин те макарин, ыран-паян килмесен, ӳкетĕп те илетĕп. Çав мĕн вăл, пĕлетре?
Хĕрсем, кам малтан тупса калассине кĕтнĕ пек, пĕр-пĕрин куçĕсенчен пăхкаласа илчĕç, анчах никам та ним те ченмерĕ.
— Пĕлеймерĕр, — терĕ Михала пичче. — Вăл — урпа. Пирĕн урпа типсе кайнă, тăкăнма пултарать. Кĕçĕр ушкăнпа каймастăр-и, хĕрсем?
— Чăнах та, кĕçĕр урпа кайса вырас пулать, хĕрсем, — сăмах хушрĕ председатель пӳлĕмĕнчен тухакан Марине те.
— Çук, каймастпăр, — терĕ паçăрхи сасах. — Михала пичче пырсан, каятпăр, вăл пымасан, тем тусан та каймастпăр!
— Кайăр ĕнтĕ, эпир сире пĕр-ик каччă парăпăр, — юптарса каларĕ Михала. — Каччăсем пырсан, каятăр вĕт, Людмила?
— Эп каятăп! — терĕ лешĕ.
— Ыттисем?
— Каймастпăр! Мĕн вăл пире пĕр-ик каччă! Кирлĕ мар вĕсем пире. Пире Михала пичче кирлĕ!
Тем пек турткалансан та, Кăтра Михала хĕрсенчен вĕçерĕнеймерĕ, юлашкинчен вара, аптăранă енне, пыратăп тесе сăмах пачĕ. Хăй, сухалне шăлкаласа, çемçен кулчĕ:
— Юрĕ-çке ĕнтĕ, хамах пырăп. Эсир никама та мар, мана юрататăр пулсан, епле пырас мар-ха?
Килне таврăнсан, каçхи апат тунă хушăра, Михала пичче кĕçĕр хăй хĕрсемпе тыр вырма каясси çинчен çемйине те пĕлтерчĕ.
Ан кӳлеш, карчăк, кĕçĕр хĕрсене вăйлă шуйăхтаратăп, — терĕ вăл хăйĕн арăмне.
— Укахви, эс пăхкала унта, вăл ытлашши ан алхастăр, — упăшкине пӳрнипе юнарĕ лешĕ.
— Вăл мана чĕнмест-çке-ха.
— Çавăн çинчен шухăшлатăп-ха, — малалла шӳт турĕ Михала пичче, хăйĕн сарă çӳçне кăтăр-кăтăр хыçса. — Те илсе каяс сана, те илсе каяс мар?
— Ан илсе кай, канлĕ çывăрам, — терĕ Укахви.
— Çук, илсе каяс пулĕ, тетĕп. Унсăрăн урпа выраймасăр юлатăн, кĕçĕр урпа вырма каятпăр.
— Урпа вырмасăр юлни ярмăрккаран юлни мар-ха вăл!
— Вырмасан, паттине те çиейместен, — терĕ ашшĕ.
Укахви тем аса илнĕ пек пулчĕ, ун куçĕсем хавассăн çуталчĕç.
— Апла пулсан, пыратăп, пыратăп. Паттинчен ытла урпа кĕркунне сăра тума кирлĕ, — кулчĕ вăл.
* * *
Çырмара çепĕççĕн шăнкăртатса шыв юхать. Вăл тарăн мар, хăшпĕр çĕрте чĕркуççи тарăнăшĕ те çук пулĕ, анчах çăл шывĕ пек тăрă. Ятман икĕ вĕрлĕкрен тунă каçма çинчен пĕшкĕнет те аялта хăйĕн сăнне курать. Ун айккинче катмар йăмрасем пуçхĕрлĕн ларнă пек курăнаççĕ. Пăхма шывĕ сивĕ пек, алла чиксе пăхатăн та — пĕрре те сивĕ мар, килте пит çунă пулсан та, тепре çăвăнас килет. Каçмаран аяларах ачасем çырма ик айкипе пĕве тума тытăннă, варрине пĕвене вăй çитереймен те, унтан шыв валак çинчи пек сиксе юхать, вăл хытă шавламасть, таврара темле пăртак хурлăхлăрах юрă янăранă пек илтĕнсе тăрать, юррин сăмахĕсем те çук, кĕвви çеç пĕр чарăнмасăр янрать.
Сасартăк Ятман хăлхине тепĕр юрă, таçтан аякран килекен юрă кĕрсе кайрĕ. Кăна çынсем юрлаççĕ, ку юрă хиртен килет. «Хĕрсем халĕ те кĕмен-ши урпа вырса? — терĕ Ятман. — Çавсем юрлаççĕ. Эх, юрри!» Хĕрсем пĕр юрă хыççăн тепĕр юрă пуçлаççĕ. Вĕсенчен хăш-пĕрне Ятман вăрçа кайичченех илтнĕ, хăш-пĕрисем çĕнĕ юрăсем. Ятман вырăнтан хускалмасăр итлесе тăчĕ. Куçĕсем ун — тин тухнă хĕвел урисемпе кĕмĕл тĕслĕн çутăлакан шыв çинче, пĕтĕм тимлĕхĕ — хирте. Хутран-ситрен юрăпа пĕрле каллех шыв шăнкăртатса юхни илтĕнсе каять, вара юрăпа шыв юххи пĕр илемлĕ кĕвĕ пулса пĕрлешеççĕ.
Çырма хĕрринчи сăрта хăпарсан, Ятман юррăн сăмахĕсене те уйăракан пулчĕ. Вăл пĕлекен сăмахсемех, çывăх та ăнланмалла сăмахсем! Ак юрă чарăнчĕ, пĕр-ик минут хĕрсем нимле юрă пуçлама аптраса тăчĕç курăнать. Тен, çĕрĕпе юрласа юррисем те пĕтрĕç пулĕ ĕнтĕ? Çук, хĕрсен виçĕ кун юрласан та юрă пĕтес çук. Акă вĕсем паçăрхинчен хулăмрах саспа Шевченкăн «Реве та стогне Днепр широкий» юррине пуçларĕç. Кăна вĕсене Людмила вĕрентнĕ ĕнтĕ. Кунта Ятман чăтса тăраймарĕ, Днепр хĕрринче çапăçнă чухне ялан çак юрра юрланине аса илчĕ те хĕрсем хыççăн майĕпен хăй те тăсрĕ:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...