Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Ятман киле таврăннă хыççăн пулса иртнĕ парти пухăвĕ пуринчен малтан эртел ĕçĕсем çинчен ыйту лартса сӳтсе яврĕ. Парти членĕсем эртеле малашне те фронта кирлĕ япаласем ытларах туса кăларма сĕнсе хăварчĕç. Левентей эртел госпиталь валли креслосем, артиллери полкĕ валли çунасемпе урапасем туса панине илтсен тĕлĕнсех кайрĕ.
— Чăнах-и? — ĕненмен пек ыйтрĕ вăл.
— Эс пĕлмен те ĕнтĕ ăна? — те кулса, те йĕкĕлтесе каларĕ Ятман.
— Ара, эп эртел ĕçĕпе интересленсех те кайман та... Кун пек пулсан, эртеле пулăшас пулать, чăнах та усăллă ĕç тăваççĕ. Апла ĕçлесен, лаша пама та шел мар. Кирек хăш вăхăтра пырса ыйтăр, чармастпăр.
— Тавах ыр сăмахшăн, — татса хучĕ Куçма Иванч. — Халь ĕнтĕ ытах кирлĕ чухне хамăртан лав ыйтма пултаратăн. Эпир нихçан та чарса тăрас çук, çăкăр-тăвар хире-хирĕç...
XXII
Кок-сагыз ĕçне пĕлекен агроном Ашмарина участокĕнче икĕ эрне пурăнчĕ те, аллинчи пур пек кĕнекисене хăварса тата çураки хыççăн тепре килме пулса, куçран çухалчĕ. Ку Олимпиада Осиповнăна çырлахтармарĕ, çапах та килни килменниех мар, тем тесен те, хĕрарăмсем кок-сагыз мĕнне хăйсен куçĕпе курчĕç. Тата, вăл килмен пулсан, Ашмаринăна кун чухлĕ тĕрлĕрен кĕнеке тупма та йывăр пулатчĕ.
Халĕ Липа пӳлĕмĕнче хăлха çакки евĕрлĕ курăк стена çумĕнчех çакăнса тăрать, килен-каяна Липа ăна тĕлĕнмелле мыскарана кăтартнă пекех кăтартать. «Ку сан мĕнле курăк?» тесе ыйтнине хирĕç кашнинех:
— Калуш тумалли курăк, кок-сагыз, — тесе тавăрать.
— Ăçтан тупса килнĕ эсĕ ăна?— тĕпчеççĕ колхозниксем.
— Э, ку аякран илсе килнĕ ӳсентăран, — тет Липа. — Ăна Тянь-Шань тăвĕсем çинче тупнă. Ун тымарĕнче каучук нумай.
Ытти колхозниксемшĕн вăл тĕлĕнтермĕш курăк çеç, анчах Липашăн тата виçĕ колхозри кок-сагыз бригадисенчи çынсемшĕн çак илемсĕр курăк çĕрĕн-кунĕн шухăшлаттаракан япала: тепĕр эрнерен вĕсен ун вăрлăхне темиçе гектар акса хăвармалла, çу каçиччен ăна лавĕпе туса илмелле. Халиччен вĕсем ăна акса курман, вĕсен çĕрĕ çинче ӳсет-и, ӳсмест-и — ăна никам та пĕлместь.
Хĕвел ытларах хĕртнĕçемĕн, уй-хир юртан тасалса, хуралса пынăçемĕн Липа агроном сăмахĕсене аса илет. «Олимпиада Осиповна, эсĕ пуринчен ытла çавна асту: вăрлăха стратафикацилесе мĕн май пур таран иртерех акмалла. Тăпра нӳрĕ пултăр, унсăрăн сирĕн вăрлăх шăтса та тухмасть», — терĕ вăл. Агроном каланă тăрăх, кок-сагыз вăрлăхне уйри ĕçсем пуçланиччен пĕр эрне малтан акса пĕтермелле.
Вăрлăха виçĕ колхозра та стратификацилесе хунă ĕнтĕ, вăл, хуппинчен çемçелсе, кăшт сăмсаланма тытăннă. Халĕ агроном урăххинчен хăрать: вăрлăх ытлашши шăтса ан кайтăр, вара вăл пĕтме пултарагь.
Липа çĕнĕ ĕçшĕн мĕнле çуннине курса, Марине пĕрре унпа пĕрле хумханчĕ, тепре ăна лăплантарма пăхрĕ.
— Ан пăшăрхан, агроном, чиперех пăхса ӳстеретпĕр çав хăлха çаккине, — терĕ вăл. — Колхозра пĕрремĕш çул тулă акнă чухне тулăшăн та çавăн пекех сехĕрленеттĕмĕрччĕ. Халĕ акă чиперех акса тăватпăр. Гектартан çирĕм центнера яхăн пуçтаратпăр.
— Хăрамалла, — терĕ Липа. — Эс каларĕшле, хăлха çакки туса илĕпĕр, анчах кок-сагыз пулмĕ.
— Ĕçлесен, пулать. Эпир ĕçлеме ӳркенсе тăмăпăр.
— Çынсем маттур-ха, — килĕшрĕ агроном. — Кунта — эсĕ, «Алгара» — Назиб, «Çĕнĕ пурнăçра» — Кулине. Бригадирсем пĕринчен тепри хастар, хăшĕ çĕнтерĕ ĕнтĕ ăмăртура.
— Эпир ăмăртăва тухман-çке-ха? — асăрхаттарчĕ Марине.
— Эсĕ Назиба ăмăртăва чĕнетĕн пулĕ тетĕп эпĕ. Унсăрăн мĕнле пултăр?
— Çук, ăна ан кĕт. Пĕлмен ĕçпе епле ăмăртăва чĕнен? Пĕр çул ĕçлесе пăхар-ха, йĕркине вĕренсе çитер, вара ăмăртма та пулĕ.
— Ай, мĕнле хăравçă эсĕ, Марине! — терĕ Липа — Пĕрре калать: ан шиклен, кок-сагыз туса илетпĕр, тет тепре: пĕлмен ĕçпе епле ăмăртăва чĕнен, тет.
— Хăранăран мар, — хăйĕннех печĕ лешĕ. — Анчах кăçал эпĕ ăмăртма пултараймастăп. Кулинепе Назиб ăмăртчăр ĕнтĕ, вĕсем çамрăкрах...
Липăн колхозсем тăрăх кок-сагыз пирки çеç мар, çĕрулми пирки те нумай чупмалла пулчĕ: нихăш колхозра та çĕрулмине яровизацилеме хурасшăн мар. Малтанхи калаçу унăн каллех Левентейпе пулса иртрĕ. Левентей вăрлăхлăх çĕрулмине нӳхрепрен хăй кăларттарчĕ, ăна суйланă çĕрте çынсене бригадир пекех ертсе пычĕ, анчах яровизаци пирки сăмах хускатсан, тутине çеç пăрчĕ.
— Ытла кĕнеке тăрăх пурăнатăн-çке, Олимпиада Осиповна! — терĕ вăл. — Тен, халĕ яровизацилесе аппаланмасан та юрать? Вăрлăхлăх улма лайăх пирĕн, ăна эпĕ хам тĕрĕслерĕм...
— Уйăха яхăн çутăра яровизацилесен, тата лайăх пулать, — хирĕçлерĕ Липа.
— Ăна сарса хума пирĕн вырăн та çук.
— Председателĕн яровизацилеме кăмăл çук, кăмăл пулсан, вырăнне тупма пулать ăна.
Левентей калаçăва ыррăн вĕçлеме шутларĕ.
— Кăçаллăха юрĕ ĕнтĕ, тепĕр çул яровизацилĕпĕр, — ӳкĕтлерĕ вăл.
— Килес çул эпĕ «Атăл» колхозра яровизацилесе çеç касман çĕрулми лартса опыт тăвасшăнччĕ. Вот, вăйлă çĕрулми туса илнĕ пулăттăмăр!
— Ун пек касмасăр лартсан çĕрулми нумай кирлĕ.
— Вăрлăхĕ вăл кĕркунне ытлашшипех пухăнать, — терĕ Липа. — Ав малта пыракан колхозсенче кантăра тата ытти хăш-пĕр культурăсене те хĕреслесе акаççĕ. Вăрлăх ытларах каять, анчах ун вырăнне тырпул тухăçлăхĕ темĕн чухлĕ пысăкрах пулать.
Тавлашсан-тавлашсан, Левентей вăрлăхлăх çĕрулмине яровизацилеме килĕшрĕ, çапах та темиçе кун хушши ун пирки нимĕн те шарламарĕ, Липа тепре пырсан тин бригадирсене чĕнсе илчĕ.
— Çĕрулми лартасси çинчен шухăшлама вăхăт, — терĕ вăл. — Вăрлăхлăх çĕрулми пирки агроном мĕн хушать, çавна тăвас пулать. — Вăл Липăна бригадирсем çине ал сулса кăтартрĕ. — Командăлăр, Олимпиада Осиповиа.
Атăлкассинче ĕçе çапла йывăррăн пуçласа янă хыççăн Липа ытти колхоз председателĕсемпе калаçма тапратрĕ. Вĕсем яровизаци уссине те пĕлеççĕ ĕнтĕ, ăна пĕрремĕш хут çеç те мар туса ирттереççĕ, çапах та ку ĕçе хăйсемшĕн чăрмав тесе шутлаççĕ, вĕсене темшĕн яровизаци вăрçăчченхи ĕç пек туйăнать. Липа вĕсене ăнлантарать, ӳкĕтлет, вăрçать, намăслантарса та пăхать, лешсем çавах ку ĕçрен хăтăлма сăлтав шыраççĕ. Вĕсен чи витĕмлĕ сăлтавĕ — çĕрулмине çутта хума çурт çукки. Липа комсомолецсем урлă председательсене çурт тупса парать, вĕсене унта илсе кайса кăтартать, вара лешсем ним калама аптранипе ал сулаççĕ те Левентей пекех бригадирсене чĕнсе илеççĕ.
Кок-сагыз вăрлăхĕ акнă кунсенче Липа хиртен кĕме те пĕлмерĕ, ялтан яла, бригадăран бригадăна чупрĕ. Хĕр-ача хир урлă çуран çӳренине курса, Левентей ăна правленин çăмăл çула çӳрекен лашине хăех пырса пачĕ.
— Агроном, лаша ыйтас пулать, кун пек часах утайми пулатăн, — хăтăрчĕ вăл, ăна икĕ ял хушшинче хăваласа çитсе.
Липа Левентей пулăшнипе лаша çине утланса ларчĕ, председателе тав туса, Тутаркасалла вĕçтерчĕ.
Кунта кок-сагыз вăрлăхне кружокра вĕреннĕ пек лакăмсем туса ал вĕççĕн акаççĕ, кашни лакăма ик-виç грамм суперфосфат хурса, çиелтен çемçе çĕрĕк тăприпе витсе пыраççĕ. Агроном çынсем мĕнле ĕçленине пăхнă май хăй те сахал мар лакăм туса унта вăрлăх вырнаçтара-вырнаçтара тухрĕ. Мĕн каласси пур, йывăр ĕç ĕнтĕ, хăяр акнă пекех, анчах, хуларан килнĕ агроном каланă тăрăх, кун пек аксан, çулла çум çумлама, тăпрана кăпкалатма тата кок-сагыз тымарĕсене пуçтарма çăмăлтарах пулать.
— Паян пĕтеретĕн-и, Кулине? — терĕ Липа, Тутаркаса каяс умĕн звеньевой патне тепре пырса.
— Пĕтеретпĕр, — ĕçлеме пăрахмасăр тавăрчĕ лешĕ. — Çĕрлене юлатпăр, ырана хăвармастпăр.
Назиб та паян йăлтах акса пĕтеретĕп тесе ĕçлет, ăнчах ун бригадинче Липа айăпĕпе калама çук пысăк йăнăш ĕç пулса иртнĕ. Колхоз кок-сагыз валли иртнĕ çул пахча-çимĕç лартса тунă участока уйăрса панă. Ку вăл агротехника тĕлĕшĕнчен кок-сагыз акма юрăхлă çĕр шутланать. Пахча-çимĕç участокĕпе юнашар виç-тăватă метр сарлакăш çĕрулми йăранĕсем иртнĕ, Кабир ăна та кок-сагыз ани валли илме хушнă. Ку вырăна кок-сагыз акмалла пулман, мĕншĕн тесен çĕрулми лартнă участокра кок-сагыза проволочник текен сарă хурт ерет, вăл вара ăна сиенлеме тытăнать.
— Иртнĕ çул çĕрулми пулнине эпĕ хам та курнă, мĕнле-ха çавна манса кайнă? — терĕ Липа, хăйне-хăй вăрçса.
Назиб ăна лăплантарма пăхрĕ:
— Вăл вырăн пысăк мар, çĕрулмине ăна кишĕрпе хăяра сыхлама тесе çеç лартнăччĕ.
— Çапах та акмалла марччĕ. Халĕ ĕнтĕ хурт ерет те, пирĕн кок-сагыз пĕтсе ларать, — кулянчĕ агроном.
— Пĕтме памастпăр! — хыттăн каларĕ Назиб. — Пĕрерĕн-пĕрерĕн иртетпĕр, пĕр хурт та хăвармастпăр, ан хăра.
— Агроном патне çырса ярас пулать, канаш патăр— терĕ Липа.
Вăл вара хăйĕн çĕнĕ культурăна акса тăвас ĕçри пĕрремĕш йăнăшĕ çинчен çав кунах специалист-агроном патне çырса ячĕ.
Тĕттĕм пулас умĕн Липа, кок-сагыз ĕçĕсенчен хăтăлнă пек пулса, лашине леçмелле «Атăл» колхоза кайрĕ,витене çитнĕ май Кĕтерне инке патне кĕчĕ те унта тин çеç МТС-ран таврăннă Анушкана курчĕ.
— Халĕ эсĕ ĕнтĕ трактористка пулĕ, сана çапла чĕнмелле-и? — тантăшĕн вараланчăк ĕçре те хуралма пĕлмен аллисене тытса силлерĕ вăл.
— Трактористка! — мăнаçлăхне пытармасăр каларĕ Анушка.
— Çуракине пирĕн пата килетĕн пулĕ?
— Çук. Кунта Зоя Зубрилова бригади ĕçлет.
— Эсĕ ăçта каятăн вара?
— Виççĕмĕш бригадăна, кунтан пилĕк çухрăма.
— Шел, — терĕ Липа, унтан амăшĕ илтмелле мар хăлхаран пăшăлтатрĕ: — Карачăм миçемĕш бригадăра пулать?
— Зубрилова бригадинче, — терĕ лешĕ те шăппăн çеç.
XXIII
Пурнăçра час-часах çакăн пек пулать: пĕр-пĕр çĕрте ĕçлекен çын мĕншĕн те пулин хăйĕн руководителĕпе вăрçса каять те кун хыççăн вара ăна начар ĕçленипе, вăл хушнисене итлеменнипе пăхăнтарма тăрать. Çын хăйне руководитель тĕрĕс хăтăрса тăкнине те пĕлет, çапах та ăшĕнчи мăнкăмăллăхĕпе кутăнлăхĕ ăна çакна йышăнма кансĕрлеççĕ-кансĕрлеççех. Халь эпир кун пек çынсене сайра куратпăр ĕнтĕ, анчах юлнă-ха вĕсем, теплере пĕрре тĕлĕнтерсе илеççех хăйсен мыскарисемпе. Ак пирĕн Карачăмпа çуракинче шăп çавăн пек мыскара пулса иртрĕ.
Колхозсене тухса кайиччен темиçе кун малтан Карачăма трактор бригадин бригадирĕ тăвасси çинчен калаçу пулнăччĕ. Карачăм паянхи пек астăвать, ку сăмаха МТС директорĕ хăй каларĕ. Кĕракинче Иванов та начар мар ĕçлерĕ, çамрăк пулсан та, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, çураки вăхăтĕнче эпир ăна бригадир тăвасшăн, терĕ. Ун заместителĕпе вăрçса кайнă хыççăн ĕçсем пачах урăхла килсе тухрĕç иккен. Пĕрре ĕçе кая юлса тухни тата директор заместителĕ чирлĕ механикшĕн ĕçлеме хушнине итлеменни ăна яла каллех ахаль тракторист çеç туса ямалли сăлтав пулса тăчĕ иккен. Çитменнине иккĕмĕш бригадăна! Çуркунне хăйĕн тракторне те аран-аран юсанă ватă хĕр патне, Зоя патне!
Çав тери тарăхнă Карачăм директор пӳлĕмне кĕчĕ тĕ, ун патĕнче механик ларнине пăхмасăрах, хыттăн-хыттăн каласа хучĕ:
— Кирек те мĕн тăвăр, эп Зойăпа ĕçлеместĕп, мана урăх бригадăна куçарăр, — терĕ.
— Мĕншĕн ĕçлеместĕн? — ыйтрĕ унтан директор.
— Ĕçлеместĕп, каланă сире. Эсир мана унпа пĕрле мăшкăласа çеç яратăр...
— Иванов, ан кутăнлан. Зоя — лайăх бригадир, кай та яла тракторна тирпейле. Ан кансĕрлесе çӳре.
— Çук, ĕçлеместĕп, кирек мĕн тума та пултаратăр.
— Ĕçлетĕн, — терĕ директор. — Ытах ĕçе пăсма тытăнсан, суда та паратпăр.
— Мĕншĕн мана суда памалла? Эпĕ хама урăх бригадăна куçарма ыйтнăшăн-и?
— Ну, çитĕ, çитĕ, — кăмăлне çемçетрĕ директор. — Манăн санпа тавлашса тăма вăхăт çук.
— Апла мана урăх бригадăна куçармастăр-и? — çине тăчĕ Карачăм.
— Халь ун пирки сăмах та пулма пултараймасть. Çынсем пурте хăйсене çирĕплетсе панă колхозсене кайса пĕтнĕ иккен те, мĕн бригадăсене пăсмалли пур.
— Ну, кайран ан вăрçăр...
Карачăм директор патĕнчен пӳлĕм алăкне юрийех хыттăн хупса тухса кайрĕ. Ун каралăхне пĕрре çеç мар курнă директор ку сценăран нимех те тĕлĕнмерĕ, çапах та ăна куннинче Карачăм чăнласах кутăнланассăн туйăнчĕ. Колхоза çитĕ те трактора ĕçсĕр лартĕ, вара уншăн пĕтĕм коллективăн намăс курмалла пулĕ. Вăл тепĕр икĕ сехетрен Карачăм патне хваттерне кайса унпа чĕререн калаçас тесе шутларĕ. Ачи çамрăк-ха, айван, вăл хăй мĕншĕн кӳреннине те тĕплĕ пĕлмест, тен, каласа ăнлантарсан, çилли иртĕ.
— Юнĕ вĕри вара унăн, — терĕ калаçăва хутшăнмасăр ларнă механик юлашкинчен.
— Мĕн каласси пур.
— Хирĕç тăман чухне ĕçре маттур хăй, трактора лайăх пĕлет. Ун пек ăста юсаканни сахал-ха пирĕн.
— Эпĕ те сăнакаларăм та, начар ĕçлемест пекчĕ. Бригадира лартас тесе те шутланăччĕ-ха. Нумай пулмасть тем инкекĕ сиксе тухрĕ. Михаил Никанорчпа вăрçса кайнă та кăмăлне те йывăра илнĕ.
— Иртĕнме памалла мар. Унăн хăйĕнчен асли хушнине итлемесĕр тăрас йăла пур. Çавна пĕтермесен, кайран унпа пушшех асап пулать.
— Алла илетпĕр, — терĕ директор. — Лăплансан ак унтан лайăх тракторист та пулмасть.
Каçхине вăл Карачăма тĕл пулаймарĕ. Лешĕ тĕттĕм пуличченех хăйĕн тракторĕ ларакан яла тухса кайнă иккен. Тепĕр кун ирхине телефонпа Тутаркассине шăнкăравласан, ăна Карачăм тракторне унта илсе çитерни çинчен пĕлтерчĕç.
Çамрăк каччăн бригадăна çитсен тулашса илмелли тепĕр сăлтав тупăнчĕ. Бригадир ăна ĕçлеме нихăш яла та мар, шăп Атăлкассине ярасшăн.Чылайччен тавлашрĕ: вăл унпа, анчах Зоя хăйĕннех перет: «Хăвăр ялăра юл, кунта эс кашни тĕмескене пĕлетĕн, ĕçлеме çăмăлтарах пулать». Карачăмшăн пулсан, урăх ял лайăхрахчĕ, унта вăл пуçлăхсене куçран пăхтарма, унпа вăрçма ытла çăмăлах маррине кăтартса пама пултаратчĕ. Хăйсен ялĕнче ĕçлемесĕр ларас çук, ашшĕ пĕлсен, темскер курса тăмалла пулĕ.
Бригада ĕçе тытăннă кун Карачăм тракторĕ хирти пĕччен çăка айĕнче пĕр хускалмасăр ларчĕ. Ирхине тракторне мотора чĕртме те тытăнса пăхрĕ, моторĕ пĕр-икĕ хутчен шаккакаласа та илчĕ, анчах темле пайĕ пăсăлнă пек пулчĕ те, Карачăм ăна тĕрĕслемесĕрех курăк çине тăсăлса выртрĕ. «Килсе юсаччăр, вара ĕçлетĕп», — терĕ вăл. Çак вăхăтра ăна хĕлле хăй юсанă трактор кăшт пăсăлнишĕн никам та мар, Михаил Никанорчпа Зоя айăплă пек туйăнчĕ, вăл, тем пек кутăнлансан та, хăйне никам та ним те тума пултараймасть тесе шутларĕ.
Плуг тытса пыма тата шыв йăтма колхозран ятарласа уйăрса панă çамрăк ача хăй çине тĕлĕнсе пăхса тăнине асăрхасан, вăл ăна та, трактор пăсăлнă тесе яла хăваласа ячĕ.
Кăнтăр тĕлĕнче вăл мĕнле ĕçленине курма икĕ çухрăмлă хир урлă Зоя пычĕ. Бригадир çитнĕ çĕре Карачăм харлаттарсах çыврать иккен. Вăл вăратсан та час вăранмарĕ.
— Эс, каччă, мĕн туса выртатăн? — çӳçĕнченех лăскарĕ ăна Зоя.
— Манăн трактор ĕçлемест.
— Мĕн пулчĕ тата?
— Коллектор пăсăлнă пулас.
— Эс тĕрĕслерĕн-и вара?
Бригадир трактор йĕри-тавра çаврăнкаласа унта кунта пăхкаларĕ, пĕр çĕрте контакт çуккине тӳрлетрĕ, урăх пăсавлă мар вырăн ниçта та çук. Ĕçе янă мотор часах лăпкăн та пĕр тикĕссĕн шаккама тапратрĕ.
— Эс тĕрĕслесе те пăхман, трактору чиперех ĕçлет. Капла эсĕ ман бригадăна чи юлашки вырăна хăваран, асту. Каçхине манăн директора сводка парас пулать...
— Пар, ара.
— Кун пек сводкă пама та намăс. Мĕн тейĕ вăл?
— Трактор пăсăлнă, те.
— Ан суй. Трактору лайăхах. Эс çав Михаил Никанорчшăн кутăнланатăн пулĕ-ха. Эп сана акă мĕн калатăп: эс ун çине виçĕ çул çиленсе пурăнма пултаратăн, анчах ĕçе ан пăс, хăвăр колхозникĕрсем умĕнче ятна ан яр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...