Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
Шыв çийĕ тепре майĕпен хумханса илчĕ — Кĕркке юлашки сывлăшне кăларчĕ пулас, вара каллех лăпланчĕ. Çырма варрипе çеç Кăкшан усал ĕçсене хăй айне туса хумлăн-хумлăн Атăлалла ыткăнчĕ.
...Ку эрнере Исменĕн пушă вăхăт чылай тупăнчĕ. Килте ĕç ытлашши нимех те пулмарĕ, вара вĕсем арăмĕпе иккĕш темиçе кун вăрмана çӳрерĕç.
Ĕççи хыççăнхи вăрман тулли кĕреке пекех-çке вăл. Унта тем те пур — кăмпи те, мăйăрĕ те, паланпа пилеше те, çĕр çăмартипе эмел курăкĕ те. Утма çеç ан ӳркен, киле нихçан та пушă пĕрнепе таврăнмастăн.
Тыр-пул тĕлĕшĕнчен Кăкшан тăрăхĕнче пурнăç кăçал та хĕсĕкрех пулчĕ. Хăйĕн саплăк пек анисене, вăрманти уçланкăсене темĕн те пĕр акрĕ Исмен, вырса-пуçтарса кĕме тăрсан алла сахал кĕчĕ. Ял çумĕнчи хирте ырашĕ начар пулчĕ, уçланкăри хура тулпа вире пăлхавçăсем утсемпе таптаса пĕтерчĕç. Çавсем кайма пĕлмеççĕ-çке ялтан, пăлхавçăсем çаратса пурăнаççĕ вырăнти халăха.
Таçтан тупса килчĕ вĕсене Мамич-Бердей. Халь те çичĕ юта йыхăрать та йыхăрать. Ханĕ те пулин, Али-Акрам тени, — хăяматран илсе килнĕскер. Мамич-Бердей ăна ашшĕне хисепленĕ пекех хисеплет тет. Аслă Али-Акрам хан, хĕвелпе, уйăхпа пĕр тăван çын, пирен шанчăкăмăр, пирĕн телейĕмĕр тесе çеç тăрать тет ун умĕнче. Ашшĕ ырă çынах марччĕ-ха Бердейĕн. Исмен ун патĕнче темиçе çул тарçă пулса курнă, пĕлет. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест çав. Ку та пит куштан теççĕ ял çыннисем. Вырăссемпе çав тери хирĕçсе пурăнакан этем, халăха пĕр вăрçăран тепĕр вăрçа хăвалакан, пахча картине кĕртнĕ утă капанĕсене хуçинчен ыйтмасăр тиеттерсе яракан мăрса ырă çын мар-тăр-ха вăл.
Исмен пăлхавçăсемпе хутшăнмасть, унăн вĕсемпе ĕç те çук. Çулла хирте, вăрманта ĕçлет вăл, тыр-пул акса тăвать, хĕлле касмăк ĕçĕпе айкашать. Мамич-Бердей патĕнче тарçăра пурăннă чăваш çынни, Ятламас, кĕслепе сĕрме купăс тума вĕрентсе хăварчĕ те ăна, унтанпа вăл ку ĕçе алăран пăрахман. Укçи-тенки нумай мар, чуна йăпатни хаклă. Мухтанма пултарать Исмен, арăмĕ пит ăста кĕслеçĕ ун. Калама тытăнсан итлесе тăранаймастăн. Хăй вăл ун чухлĕ пултараймасть. Хĕлĕхсене ĕнерме пĕлет, калама чаплă калаймасть.
Паян Исменпе арăмĕ Кăкшан хĕрринче урăх ĕçпе аппаланчĕç — вăрмантан хурăн хуппи сӳсе тухса пурак турĕç. Темиçе шап-шур пурак лартса тухрĕç вĕсем хăйсен тавра çерем çине. Çыран хĕрне анса шыв ăсса пăхрĕç — пĕрре те сăрхăнмасть. Кун пек япалана сутма та намăс мар.
Каç пуличчен тата темиçе пурак тăвасшăнччĕ — кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухрĕ. Арăмĕ çыран хĕрринчен хăпарчĕ те хăмăшлăх еннелле аллипе сулса кăтартса çапла систерчĕ:
— Атя, пуçтар часрах япалусене, — терĕ. — Хăмăшлăх леш енче Мамич-Бердейпе темле хĕрарăм лараççĕ. Турă ан хуштăрах вĕсен куçне курăнма.
Исмен мĕн пур ăпăр-тапăра пуçтарса çыран хĕрринчи тĕмĕсем хушшине пытарчĕ те, вĕсем пĕр сăмах чĕнмесĕр вăрманалла кĕрсе çухалчĕç. Таçтан аякран çаврăнса тухрĕç арăмĕпе упăшки яла. Вăл кун Кăкшан тăрăхне тепĕр хут кайма шикленчĕç.
Кӳрше пурак пама кайсан арăмĕ киле хăрушă хыпар илсе таврăнчĕ: Мамич-Бердейпе унăн тусĕсем хăйсен патшине вĕлернĕ те пуçне шалча çине тăрăнтарса хунă. Халĕ те пытарман тет вара патшине, çаплипех шăршланса выртать тет.
— Этем мар, вун ик пуçлă йĕлмевĕс вăл, Мамич-Бердей, — терĕ Исмен тарăхнипе аллинчи хуçнă çăпатине сарлака сак айне ывăтса. — Ма ун пек тискеррĕн вĕлермелле ĕнтĕ çынна? Килĕштермерĕн пулсан хăвала та яр. Вĕлертĕн пулсан этемле пытар ăна.
— Ун пекех хăтлансан хăйне те шаккаса пăрахаççĕ ак, — терĕ арăмĕ. — Кайса курмасни виллине? Шалчи халĕ те çын пуçĕпех сулланса тăрать тет.
— Мĕн курмалли пур ăна? Ырă япала пулсан кайса курăттăм. Шалча тăрринче — çын пуçĕ. Эй, йăлт урса кайрĕç ку пăлхавçăсем. Хăçан та пулин вĕçĕ пулать-ши, çук-ши вĕсен?
Тепĕр кунне Исмен Кăкшан хĕрринчи тĕмĕсем хушшине пытарса хăварнă япалисене шыраса тупрĕ те каллех ĕçе пикенчĕ. Арăмĕ шыва ярса хунă кăмпана çуса тасатма киле юлнăччĕ. Исмен ялта пулса иртекен тискер ĕçсем çинчен шутлас мар тесе пĕр купа хăва касрĕ, пурак тĕпе валли темиçе хăма чутларĕ, ĕçленĕ хушăра хăй пĕлекен юрăсене икшер-виçшер хут юрласа илчĕ. Вăл хăйĕн арăмĕ пек нумай юрă пĕлмест, анчах вĕсене умлăн-хыçлăн, кĕскетсе, вăрăмлатса, сăмахĕсене хăй евĕр улăштарса юрлама юратать. Халĕ те хăяхлăха вырнаçтарнă шакăсене тĕрĕсленĕ май юрă хыççăн юрă тăсрĕ ватă çармăс.
Мĕн-ши вăл шап-шуррăн курăнать?
Шур хур ами шап-шуррăн курăнать.
Мĕн-ши вăл хĕп-хĕрлĕн курăнать?
Улăх вăл хĕп-хĕрлĕн курăнать.
Мĕн-ши вăл пит тĕксĕм курăнать?
Тарăн шыв пит тĕксĕм курăнать.
Мĕн-ши вăл телей пек туйăнать?
Иртнĕ пурнăç телей пек туйăнать.
Ку юрра вăл амăшĕнченех вĕренсе юлнă. Çавă хăнана-мĕне кайсан çак юрра юрласа таврăнатчĕ. Ашшĕн хăйĕн юрри пурччĕ. Ăна та лайăх астăвать Исмен.
Атăл сăрчĕ çинче
Вăрăм хыр ялкăшать.
Эп шутлаттăм çапла:
Вăрăм хыр ялкăшать.
Ку хыр мар-мĕн çӳнать —
Вăл аттеçĕм чĕри.
Илет шыв хĕрринче
Мăн çăка ялкăшать.
Эп шутлаттăм çапла:
Мăн çăка ялкăшать.
Çăка мар-мĕн çунать —
Вăл аннеçĕм чĕри.
Анлă хир варринче
Ват юман ялкăшать.
Эп шутлаттăм çапла:
Ват юман ялкăшать.
Юман мар-мĕн çунать —
Ку вăл халăх чĕри.
Таçта аякка илтĕнмелле юрламасть Исмен, майĕпен çеç тăсать юррине. Çыншăн мар, хăйĕншĕн юрлать. Сассипе тĕлĕнтерес тесе мар, чунне килентерессишĕн. Шакăсене тĕрĕслеме хăяхлăха тепре кĕрсе кайсан çеç чарăнчĕ те чылай шултра пулăсене çыраналла ывăтма пикенчĕ. Питĕ пулăллă шыв Кăкшан, кирек мĕнле хатĕрпе тыт — пулă нумай кĕрет.
Исмен шывран тухса шултрарах пуллисене пĕрнене тултарчĕ, вĕтĕреххисене шӳрпе тума хуранпа вучаха çакса ячĕ. Анчах арăмĕ килмест-çке темшĕн. Пĕччен çинĕ чух шӳрпен тути çук унăн, техĕмĕ çук. Арăмĕ чупнă пекех васкаса утнине курсан савăнчĕ. Халь ĕнтĕ вучах айне сӳнтерме те пулать. Шӳрпи пиçнĕ, лар та çи. Темскер, ялан усал хыпарпа çӳрекен пулчĕ ун арăмĕ тупата. Куннинче те пĕтĕм кăмăла хуçса пăрахрĕ вăл.
— Эй, Исмен, куратăп, эс маншăн тăрăшатăн, шӳрпе пĕçернĕ ав, — тӳрех хуран патне пычĕ Çеçтук.
— Пĕçермелле марччĕ-и вара? Шыв хĕрринче выçă лармаллаччĕ-и? — ăнланса пĕтереймерĕ арăмне Исмен.
— Уншăн мар, урăххи пирки каларăм-ха сана, ашшĕ. Ялта каллех Мамич-Бердей çинчен усал сăмах çӳрет унта. Ĕнер санпа иксĕмĕр тартăмăр-çке вĕсенчен. Пĕлетни мĕн, Исмен? Унпа юнашар хăмăшлăх хыçĕнче нухай патшин арăмĕ Кĕркке ларнă.
— Алттыш хĕрĕ-и? Леш хан арăмĕ пулнă юхха хĕрарăм-и? Ара, унăн мăрсасемпе улăх тăрăх çӳремесен мĕн тумалла тет? — пĕли-пĕлми тиркешрĕ упăшки.
Çеçтук упăшкине калас пеккине каласа пĕтерме тăрăшрĕ.
— Кĕркке киле таврăнман çав ĕнер. Çынсем Мамич-Бердей ăна вĕлерсе шыва ывăтнă пуль теççĕ.
— Ав мĕнле. Халь сан сăмахна ăнлантăм, — терĕ Исмен. — Апла шӳрпе çиесси пулмасть пиртен. Хурантине тăкатăп пĕтĕмпех.
— Тăк çав. Тен, Кĕрккене вăл шăп çакăнта путарса хăварнă-ха.
«Тен» мар, чăнах та çапла тунă. Ав хăмăшлăхра выртать вăл патша арăмĕ.
— Эс пĕлнĕ пекех калатăн, Исмен.
— Ним те пĕлмелли çук унта. Киле таврăнман пулсан ăна вăл вĕлерсе хăварнă. Виллине вăрмана чавса чикмен ĕнтĕ, шыва пăрахнă.
— Атя часрах кунтан, Исмен. Килнĕ чухнех чун сӳ-ӳ те сӳ-ӳ турĕ манăн. Çавăнпа васкарăм та сан патна.
Вĕсем япалисене пуçтарчĕç те хăмăшлăхалла шиклĕн пăха-пăха илсе пуш пĕрнесемпе (тытнă пек пуллине упăшки çыран хĕррине силлесе хăварчĕ) ялалла утрĕç.
9. Юлашки тытăçу
Али-Акрама вĕлерни, ун хыççăн Кĕркке çухални нумайăшне тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Ку тискер ĕç пирки пăлхавçăсем нумай калаçрĕç, анчах вăл Кăкшамарти пурнăçа нимĕн чухлĕ те улăштармарĕ. Çар çыннисем, уйрăммăнах кунта Мĕшăпа Ар тата Сĕве тăрăхĕнчен килнисем, апат-çимĕç çитменнипе аптрарĕç. Çавăнпа çар вĕçĕмсĕр улшăнса тăчĕ — пĕрисем килчĕç, теприсем кайрĕç. Ар-Сĕнтĕрти çапăçу хыççăн утсен йышĕ сисĕнмеллех чакрĕ.
Мамич-Бердей мăрсасене пĕлтерсе хучĕ: мана ӳлĕмрен нуратдин тесе ан чĕнĕр терĕ. Хан панă çав ылханлă ята вăл йышăнмасть имĕш. Мамич-Бердей çĕрпӳ пулнă, мăрса, урăх никам та мар. Усеин-Сеит пирки вăл нимĕн те шарламарĕ, хăй вара ăна ялан князь тесе чĕнме тытăнчĕ. Ку ĕнтĕ хан çук пулсан пирĕн визирь та пулма пултараймасть тенине пĕлтерчĕ курăнать. Чăннипе, хăй вырăнне вăл хăй йышăнчĕ, ун чи çывăх çынни Ахматек çĕрпӳ пулса тăчĕ.
Али-Акрама пытарнă кунсенче, вăрăм та йĕплĕ чĕлхесем лăпланиччен, Мамич-Бердей шăппăн çеç çӳрерĕ; мăрсасемпе тавлашăва кĕмерĕ, халь кунта эп хуçа тесе никама та нимĕнле ĕç те хушмарĕ. Çапах та пурне те курса тăракан мăрса сисрĕ: кунашкал кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнма тытăнсан пăлхавçăсем хушшинче нимле йĕрке те пулмасть. Ахматек пĕлтерчĕ ăна: темиçе мăрса тӳпелешсе илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ, пĕр-пĕрин пит-куçне чĕп-чĕр юн туса пĕтернĕ. Ĕçсĕр аптранă вĕсем, çавăнпа ашкăнаççĕ. Эппин, темиçе мăрсана илемсене ясак пуçтарма кăларса ямалла. Выльăх апачĕ хатĕрлесси çинчен те шутлама вăхăт.
Мăрса, яланхи пекех, ăс ыйтма Усеин-Сеит патне кĕчĕ.
Лешĕ ясак çинчен çеç мар, урăххи çинчен те шутлать иккен.
— Ту енчи мăрсасене Ар-Сĕнтĕршĕн тавăрмалла пĕрре. Пысăк çарпах Атăлăн сылтăм енне каçмалла. Халь хирсем пушă, утлă çарпа таçта та çитме пулать, — терĕ Хусан княçĕ.
Ыттине Мамич-Бердей хăех чухласа илчĕ. Ахматек урлă вăл мăрсасене Усеин-Сеит пӳлĕмне пуçтарăнма хушрĕ. Мăрсасем итлеççĕ иккен-ха хан нуратдинне, пурте тенĕ пекех пуçтарăнчĕç. Мамич-Бердей хальхинче те чее хăтланчĕ, Кăкшамарта пулса иртнĕ пӳкле ĕçсем çинчен Усеин-Сеита калаçтарчĕ. Хăй юлашкинчен çеç сăмах илчĕ.
— Пĕлетĕр-и, пире юратман турхансемпе çĕрпӳсем ăçта пурăнаççĕ? — шахвăртрĕ вăл. — Атăл леш енче. Пĕлетĕр-и, пирĕн Ар-Сĕнтĕр вăрманĕнче юлнă кĕтӳсем ăçта çӳреççĕ? Атăл леш енче! Пĕлетĕр-и, утлă çар валли лаша кĕтĕвĕсем шырама ăçта каймалла пирĕн? Атăл леш енне. Кимĕсем сахал мар халь пăлхавçăсен, эпир Атăл леш енне пысăк çарпах çитсе тухма пултаратпăр. Хан вăл пирĕн (тăпри çăмăл пултăр та-ха) çар çынниех марччĕ, ытларах килте ларма юрататчĕ. Анчах эпир пурте çар çыннисем-çке. Мĕн тума пуçтарăннă эпир Кăкшамара? Вăрçă вăрçма, хамăр тăшмансене аркатма. Çавăнпа эпир Усеин-Сеитпа иксĕмĕр сире Ту енне вăрçăпа кайма чĕнетпĕр.
— Ертсе кайăр! Мĕн туса лармалла халь çул-йĕр уçă чухне Кăкшамарта?
— Хĕлле унта пырса кĕрейместĕн. Халь, юр лариччен, тустармалла унти ялсене. Вĕсем хăваласа кайнă выльăха кунта илсе килмелле!
— Каятпăр-и апла Атăл леш енне? — хавхалантарма тăрăшрĕ Мамич-Бердей мăрсасене.
— Каятпăр!
— Шанатăр-и пире Усеин-Сеитпа иксĕмĕре?
— Шанатпăр!
— Ертсе кайăр пире Ту енне!
— Чăрмав пирĕншĕн Ту енĕ! Парăнтармалла ăна часрах!
Хавхалантарма çăмăл та çав, ĕçне тума йывăртарах. Атăл леш енĕпе унталла та кунталла вырăс çарĕсем çӳреççĕ-çке ялан. Турханĕсемпе çĕрпĕвĕсем те алла усса лармаççĕ-тĕр. Вĕсен те тĕкĕрçисем сахал мар. Йăртăхĕсем те çывăрмаççĕ — систерсех тăраççĕ. Ту енчи çĕрпӳсене Мамич-Бердейпе Усеин-Сеит мĕн туни, мĕн тума шутласа хуни çинчен. Пĕр тĕтреллĕ кун каçмах тăнăччĕ пăлхавçăсене ертсе çармăс мăрси. Атăлăн сылтăм енче тупă сасси кĕрлесе кайнине илтрĕ те киммисене Кăкшан еннелле пăрăнма хушрĕ. Тĕрĕс тунă иккен, каçнă пулсан пăлхавçăсем тӳрех Петр Морозов боярин çарĕпе тĕл пулатчĕç.
Ту енчи турхансемпе çĕрпӳсем Кăкшамарта мĕн пулса иртнине сăнасах тăчĕç. Мамич-Бердей пысăк çарпа ку енне каçма ĕмĕт тытни вĕсене шухăшлаттармаллипех шухăшлаттарчĕ. Кун пек вăрçă кирлĕ мар, ăна пуçлама пама юрамасть терĕç вĕсем. Пĕр енчен, унашкал вăрçă тапрансан чăвашсене хирĕç чăвашсем, çармăссене хирĕç çармăссем çапăçнă, пĕр-пĕрне пĕтернĕ пулĕччĕç, тепĕр енчен, Хусан вăрçи хыççăн пĕтĕмпех вăй илсе çитереймен Ту енĕ тата нумай вăхăтлăха юхăнса юлнă пулĕччĕ.
Хăйсен ялĕсем Кăкшамарпа тĕлме-тĕл тенĕ пекех ларнине туйса тăракан Тукайпа Алттыш уйрăммăнах сыхă пулма тăрăшрĕç. Кăкшамартан хыпар илсен вĕсем юлан утлă йыхравçисене пĕр-пĕрин патне хăваларĕç. Ту енчи паллăрах çĕрпӳсем Шупашкара воеводăран пулăшу ыйтма та темиçе хутчен кайса килчĕç. Çавăн патĕнче канашласа ларнă хушăра çуралчĕ те пурне те килĕшнĕ ырă шухăш. Вĕсем Мамич-Бердее ытлашши юн тăкмасăр, сахал вăйпа, чеелĕхпе çĕнтерес терĕç.
Ку ĕçе тума вăхăт нумай кирлĕ пулчĕ. Хĕл ларчĕ, çулсене кĕрт хӳсе кайрĕ, вырăссем ку таврана пысăк йышпа килсе çӳреймерĕç (малтан шутласа хунă тăрăх, ĕç шанчăклă пултăр тесе наместник çур пин çар йĕкĕчĕ пама пулнăччĕ). Вара çуркунне çывхарса килнине кура турхансемпе çĕрпӳсем урăхла шут тытрĕç — Мамич-Бердейпе çапăçма хамăрăнах вăй çитет терĕç. Малтан Кăкшамара Мамич-Бердейпе калаçма Акпарс тăванĕ Ковяж кайса килчĕ. Ку вăл йăртăх ĕçĕ пулчĕ: тытса хупать-и пăлхавçăсен пуçлăхĕ Ту енчи мăрсана, тытса хупмасть-и. Ковяж эрнерен чиперех таврăнчĕ. Мăрсана хăйне те, ун çыннисене те тивмен Мамич-Бердей. Ун хыççăн Атăл леш енне Мĕша тăрăхĕнче пăлхавçăсемпе пĕрле çапăçнă Сарри кайрĕ.
— Никама та ĕненмесен те сана ĕненет, — терĕç ăна. — Чĕн Мамич-Бердее кунта. Ыттисем те килесшĕн те. Пире пĕчченшерĕн ан çӳреттĕр вăл, хăй килсе кайтăр. Çуркунне эпир пурте сан енне куçатпăр, анчах малтан тĕплĕн калаçса татăлмалла те.
— Ман пирки тата Тукай мăрса пирки ан шарла, — асăрхаттарчĕ Алттыш. — Эпир те пăлхавçăсем енне куçасшăн тенине нимпе те ĕненмест вăл. Ĕненме мар, хăраса ӳкет, килмест те кунта. Усеин-Сеитне те ямасть.
— Ăнлантăм, ăнлантăм, — терĕ Сарри. — Мана та темле йышăнать-ха Мамич-Бердей. Тукай мăнукне вăрласа кайма тăрсан лайăхах патăмăр çав ăна саламатпа.
— Вăл Тукай пирки пулнă. Сана каçарать вăл уншăн. Кун пек ĕçшĕн, Ту енне çавăрса илессишĕн, теме те каçарать. Унăн ĕмĕтĕнче чи малта çавă, Атăлăн сылтăм енĕ.
Сарри те пăлхавçăсен пуçлăхĕпе аванах калаçса татăлнă иккен. Иккĕленме пăрахман-ха Мамич-Бердей, çапах та пымастăп, шанмастăп сире тесе те каламан. Ту енчи мăрсасемпе калаçса татăлсан хăй вăй илессине пĕлмест-и ара. У-у, вара ĕç ăннă пулĕччĕ унăн.
Мамич-Бердее, Ту енне темĕн чухлĕ сăтăр тунă этеме, çакăнтах, Атăл ку енчех ярса илме май пур тенине турхансемпе çĕрпӳсем чăнах та ĕненчĕç пулмалла, çĕр çывăрмасăр ялсем тăрăх çӳреме тапратрĕç. Хăйсен чи шанчăклă çыннисене илсе пычĕç çĕрпӳсем Атăл хĕрринчи Сĕнтĕр ялне. Тукайăн каллех Ахтупая тархасламалла пулчĕ. Вăл çакна лайăх пĕлчĕ: ватăрах тĕкĕрçĕсем — Ятламас, Северьян, Теней тата ыттисем пырассипе пымасси чи малтан Ахтупайран килет. Вăл ӳкĕтлесен пыраççĕ лешсем, вăл килĕшмесен лешсем те кутăна переççĕ. Çавăнпа Ахтупая астарма вăл витĕмлĕ сăлтав шыраса тупрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...