Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять


Çапла пĕр-пĕринпе урлă пулса тапранса кайрĕç Али-Акрампа ун çывăх çыннисем Ар-Сĕнтĕртен. Пĕртен-пĕр тупă картишĕнчех ларса юлчĕ, хан тем пек кăшкăрашсан та ăна çыран хĕррине сĕтĕрекен пулмарĕ. Хальхинче, кӳренмелле сăмахсем илтнĕ хыççăн, хан нуратдинĕ те тăрăшмарĕ çар пурлăхне йăлтах илессишĕн.

— Юлтăр, пурĕ пĕр ун валли йĕтре сахал, — терĕ те тупă енне урăх çаврăнса та пăхмарĕ.

Çул çинче хан хăйне пуринчен те ютшăннă çын пек тытрĕ. Çармăс мăрсисемпе вăл пачах сăмахламарĕ. Кĕркке вара ăнланчĕ: çулталăка яхăн пĕр çăвартан сурнă туссем пĕр-пĕринчен сивĕнмеллипех сивĕнчĕç. Халь ĕнтĕ Кăкшамарта вĕсем тепре çапăçса каясса çеç кĕт. «Çав кирлĕ, çав кирлĕ! — савăнчĕ ăшра Кĕркке. — Маларах пуçланмалла пулнă ку ĕрлешӳ, маларах тӳпелешсе каймалла пулнă эс-релсен. Тен, ку мана тамăкран çăлăнса тухма пулăшнă пулĕччĕ. Эх, хăйсен мăйĕсене хăйсемех касчăрах çав. Çул çинчех пĕр-пĕрне Атăла тыта-тыта ывăтчăр».

Шашкар тĕлĕнчен, ашшĕ ялĕсем çумĕпе иртнĕ чухне Кĕркке куççульпе макăрчĕ. Хан вăл чатăр хушăкĕнчен пăхса ĕсĕкленине илтсе ăна вăйпах шалалла сĕтĕрсе кĕчĕ, тек çыраналла пăхса пыма та ирĕк памарĕ.

— Каллех вĕчĕрхентеретĕн чунна. Мана та тарăхтаратăн, — ятлаçрĕ вăл. — Тем куратăн пуль унта тĕттĕмре.

— Куратăп, пĕтĕмпех куратăп, — пăхăнасшăн пулмарĕ савнийĕ. — Тăван кĕтес тĕттĕмре те хитре. Ăна çĕрле те куç курать.

— Ак ухăпа пеме пуçлаççĕ те, вара пĕлетĕн...

— Хамăрăннисем ухăна персе тивертсен эп савăннă пулăттăм. Эх, ма пемеççĕ-ши?

— Ан ухмахлан, Кĕркке. Кил вырăн çине. Кил, савни.

Кĕркке ун патне пыма пултараймарĕ. Юратма мар, йĕрĕнмеллипех йĕрĕнет çак мăнтăр çынтан çĕрпӳ хĕрĕ. Вăл ăна пăвса пăрахма хатĕр. Шухăшпа кунне миçе хутчен пăвмасть-ши Кĕркке Али-Акрама? Анчах хăй те пĕлмест, тем кансĕрлет ăна çак ĕçе тума. Кашнинчех паян тумалли ĕçе ырана хăварать. Паян мар, ыран. Кăна мар, теприне пăвмалла ун чи малтан. Теприне, хитре те яштака йĕкĕте, пуринчен те чеереххине, хăйĕн çураçнă хĕрне ют çынна пăрахса панă аçтахана чиксе пăрахмалла малтан. Ку, ĕревĕç этем, тен, унпа танлаштарсан питех айăплах та мар пуль. Ар-Сĕнтĕртен тухса килнĕ кун Кĕркке айван хана ăшра хĕрхенсе те илчĕ. Ав мĕнле тапăнаççĕ ăна çармăс мăрсисем. Леш Ахматекĕ Али-Акрама халь тесен халь касса ваклама хатĕр. Мамич-Бердейĕ, йытă, чарам пекки тăвать. Хăй тем пек кураймасть-ха нухай мăрсине. Кăкшамарта тепĕр тытăçу пулатех вĕсен, ку усалсем пĕр-пĕрне каçармаççех.

Кăкшан тăрăхне çитсен Кĕркке темиçе кун вырăнпах выртрĕ, вăл икĕ талăк Атăлпа анса шăнса пăсăлнă пек пулчĕ. Хан ниçта кăлармарĕ ăна, паллакан çынсене те ун патне никама кĕртмерĕ.

Пĕр ирхине Кĕркке пӳлĕмне кĕтмен çĕртен Мамич-Бердей кĕрсе тăчĕ. Пит-куçран хаваслă хăй, анчах аллисем кăшт чĕтреççĕ пек. Вăл Кĕрккене пĕрремĕш хут курнă евĕр сăнаса пăхрĕ-пăхрĕ те тĕлĕнмелле сăмахсем калама пуçларĕ:

— Сан умăнта çав тери айăплă эп, Кĕркке. Пĕр çулталăк ман куç умĕнче пултăн эсĕ. Чĕре юнпа пĕвенет, эп тӳсетĕп. Ман савни — çын аллинче! Ман савни çав нухай сысни аллинче. Эс ху та чăтăмлă иккен. Малтан хăраттăмччĕ, ним мар чиксе пăрахать ку мана теттĕмччĕ. Темшĕн хĕрхенетĕн-çке мана. Чăнах, юратнă пулмалла эс Мамич-Бердее, Кĕркке. Ахаль пулсан ку таранччен вĕлермеллеччĕ. Эппин, каçар, савниçĕм. Анчах мĕнле каçарса пĕтерĕн-ши ман çылăхсене? Пит йышлă-çке вĕсем, пит йышлă...

— Каçарасса кĕтетĕн апла, чун илли? — тек итлеме пултараймарĕ Кĕркке. — Мĕнле чĕлхӳ çаврăнать санăн çав сăмахсене калама?

— Каçарма лекет, Кĕркке. Пирĕншĕн, иксĕмĕршĕн, урăхла пурнăç пуçланать халь. Пирĕншĕн çеç те мар, мĕн пур пăлхавçăсемшĕн.

— Мĕнле пурнăç-ха вăл, ирсĕр этем? Тата тепĕр хура ĕç тума шутласа хутăн пулĕ-ха.

— Шутласа хунă кăна мар, ĕçне те тунă. Ав, пăх чӳречерен.

Кĕрккен ку сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнланса илме ирĕксĕрех пуçне çĕклесе чӳречерен пăхмалла пулчĕ.

— Эй, турă, эй, пӳлĕхçĕ! — терĕ вăл куçне ик аллипе хупласа. Малтан унăн сăмах чĕнме те хăват çитмерĕ, чĕлхе вĕçне çак хура ĕçе хак пама, умра тăракан хăрушă çынна пĕтерсе хума кирлĕ пек сăмахсем те килмерĕç. Вăл хăй курнине ĕненмен пек пулса чӳречерен тепре пăхрĕ. Куç умĕнче çав япалах: хăйăр çине тăрăнтарнă шалча вĕçĕнче этем пуçĕ сулланкаласа тăрать. Ку кам пуçĕ пулни паллă, ун пирки Кĕркке пĕрре те иккĕленмерĕ.

— Халь куратăп ĕнтĕ, ху чапа тухас тесе эс ют çынна çеç мар, хăвăн тăван аçуна та чиксе пăрахма пултаратăн, — терĕ Кĕркке.

— Саншăн турăм ку ĕçе, — камитле пуç тайса пăшăлтатрĕ çармăс мăрси. — Пĕр саншăн, Кĕркке. Хам патăм сана ун аллине, хамах туртса илетĕп.

— Эй, йытă, эй, чун илли! Кам çуратнă сана, Мамич-Бердей? Хĕрарăмах çуратнă-и? — ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ Кĕркке. — Пĕр сăмахна та ĕненместĕп санăнне, çĕлен! Кай кунтан, аçтаха этем! Тасал ман куç умĕнчен! Кай тетĕп. Унсăрăн халех кăшкăрма пуçлатăп.

Кĕркке юркавне пуç çинченех витĕнчĕ те тепĕр енне çаврăнса выртрĕ. Сисрĕ, ура сассинчен сисрĕ Мамич-Бердей, шăппăн çеç пӳлĕмрен тухса çухалчĕ.

Каярахпа Кĕркке çакна пĕлчĕ: Али-Акрама çармăс мăрсисем ĕнер тĕттĕм пулнă-пулманах касса пăрахнă иккен. Хăйсем хушшинче калаçса татăлса малтан лайăх кăна ĕçтернĕ ăна, унтан мухтама, астарма тытăннă. Кушак шăшипе вылянă пек вылянă мăрсасем Али-Акрам ханпа. Усеин-Сеит тӳссе тăрайман, мăрсасене чарăнма хушнă. Лешсем чарăнас вырăнне айван хана юри вăрçтарма тапратнă. Али-Акрам яланхи йăлипе хĕççине туртса кăларнă. Ахматека çавă кирлĕ пулнă та. «Атя-ха, çапăçса пăхар, — алăри хĕçе кам маларах çапса ӳкерет» тесе хан аллинчи хĕçе çат! та çат! тутарнă. Унтан хĕрсе кайнă вăхăтра хан хĕçне çапса ӳкернĕ те вăйлăн кăна мăйран туртса каснă. Усеин-Сеит вара çавăнтах Мамич-Бердей умне пырса тăнă пулать. «Халь ман пуçа касма хуш, нуратдин» тенĕ. Мамич-Бердей ăна çапла хуравланă имĕш: «Сана эп, визирь, пӳрнепе те тĕкĕнместĕп. Эс пире нумай ăс патăн. Вырăссем тапăнса килсен кашнинчех чăн-чăн паттăр пек çапăçрăн. Ху ирĕкӳ: юлас тесен юл пирĕн патăмăрта, каяс тесен Хусана е Крыма тухса кай» тенĕ. Али-Акрам çыннисене те тивмен çармăс мăрсисем, вĕсене Нухая тухса кайма ирĕк панă.

Чӳречерен йăлтах курчĕ Кĕркке: урамра хăйăр çинче халăх хĕвĕшрĕ. Кунĕпе тăчĕ Али-Акрам пуçне тăрăнтарнă шалча пӳрт умĕнче. Пăлхавçăсем йышлăн пуçтарăнсан тахăшĕ Мамич-Бердей вĕрентнипе сăмах та каларĕ.

— Эпир сана ырă кăмăлпах хан турăмăр, — çухăрашрĕ вăл. — Ку таранччен сана патша тесе хисепле пурăнтăмăр. Тек пăхăнма пултараймастпăр. Начар патша пултăн эсĕ пирĕншĕн, нимĕн чухлĕ те усă кӳмерĕн. Пирĕн вăкăрсене, тихасене пусса пĕтертĕн. Кай леш тĕнчене, тен, унта эс кирлĕрех пулăн...

Мамич-Бердейăн чăнах та намăс-симĕс пĕтнĕ иккен: кăнтăрла тĕлĕнче вăл Кĕркке патне тепре пычĕ. Кунта халь хăй хуçа пулнине систерсе сĕмсĕррĕн калаçрĕ.

— Кĕркке, паянтан эс ман арăм пулатăн. Япалусене ил те халех ман пата куç. Ку пӳлĕмре Усеин-Сеит пурăнма тытăнать, — терĕ.

— Сан арăму пулатăп-и? — ку сăмаха тахçанах кĕтнĕ пек, питрен-куçран çиçсе илчĕ хан савнийĕ. — Ма паçăрах каламарăн çав сăмаха? Эп иртенпе ниçта кайса кĕме пĕлместĕп. Ăçта хăваласа ярать-ши мана савни, тата мĕнле мăрсана парнелет-ши тетĕп.

— Сана тек çынна пама эп ухмах мар. Эп сана юратнă, Кĕркке, халĕ те юрататăп. Мĕн пулса иртнине ман, ăна нихçан та аса ан ил. Иртни манăçа тухтăр. Тепĕр хут калатăп, таса чунпа калатăп: паянтан эс ман арăм пулатăн.

— Çынсенчен нимĕн чухлĕ те именместĕн-и, савниçĕм?

— Суратăп эп çынсем çине. Эп хамшăн пурăнатăп, çынсемшĕн мар.

Кĕрккен каллех хирĕçлемелли сăмах тупăнчĕ.

— Паянах сан арăму пулмастăп, çынсенчен аван мар, — терĕ вăл. — Виçĕ кун эпĕ упăшкана асăнатăп. Ан кил ман пата, ман çума ан çулăх. Тарçусене мунча хуттар. Çăвăнам, тасалам Али-Акрам хыççăн. Унсăрăн сан ытамна мĕнле кĕрем-ха эпĕ?

Мамич-Бердей Кĕрккене сăнаса пăхса илчĕ. Темскер, ытла япшар калаçать ун савнийĕ, хăрушă сăмахсемпе питленĕ хыççăн ытла час килĕшрĕ ун арăмĕ пулма, нуратдина мĕнле те пулин майпа улталасшăн мар-и вăл? Айван терĕ ăшра мăрса, мана улталама шутлакан çын çĕр çинче виçĕ кун та пурăнаймасть. Сан пек исленчĕксене эпир куркаланă.

Хăй çапах та Кĕрккепе килĕшрĕ.

— Юрĕ, эс каланă пек пултăр, савни. Виçĕ кун çын куçне ан курăн. Упăшкине асăнать теччĕр. Чăнах та, паянах ман пата куçсан аван та мар пуль. Виçĕ çул кĕтнине виçĕ кун кĕтеп.

— Кĕт, кĕт, савни. Турă çырни пиртен ниçта та тармĕ. Мана хам шăпа пирки шутлама ирĕк пар. Ху ăнланма тивĕç, кун пекки, чун савнине пĕрре çухатса тепре тупни, сайра пулать-çке вăл.

Тата виçĕ кунтан вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса тăранаймарĕç: ват хусах Мамич-Бердей вун çич çулхи каччă пек çамрăкланса кайнă, Кĕркке те хĕр пекех çиçсе, йăл-йăл кулса тăрать.

— Ну, мĕнле, нумай шутларăн-и шăпу çинчен? — ыталаса илесшĕн пулчĕ мăрса хăй савнине.

— Шутларăм, — терĕ Керкке ун аллисене сирсе. — Турă çырнинчен никам та иртеймен, эпĕ те иртеес çук. Анчах, тусăм, эпир çак пӳлĕмре пĕр-пĕрне ыталама пултараймастпăр. Упăшка пулас тетĕн пулсан итле мана: атя халь улăха, Кăкшан хĕррине. Эп кăштах ĕçмелли-çимелли илĕп. Манăн тепре хĕр пулса курас килет. Юрать-и, савниçĕм?

— Эс каланă пек пултăр, — хăнăхнă сăмахĕпех тавăрчĕ мăрса. — Чăнах та, çанталăк лайăх паян. Эпĕ сана кĕпер патĕнче кĕтетĕп...

Чунĕ тем пек хурланчĕ пулин те, Кĕркке хăйне хаваслă тытма тăрăшрĕ. Кĕпер патне вăл каччăпа тĕл пулма васкакан хĕр пек чупсах çитрĕ. Аллинчи пĕр çыххине Мамич-Бердее тыттарчĕ, тепĕрне хăй йăтрĕ.

— Ăçта сан чи юратнă вырăну, Мамич-Бердей, çавăнта илсе кай, — терĕ вăл именчĕклĕн.

— Кунта ман юратман вырăн çук, — хуравларĕ мăрса. — Санпала вара маншăн пур çĕрте те çăтмах.

Вĕсем Кăкшан сарăлса кайнă çĕрте, хăмăшлăх тĕлĕнче чарăнчĕç. Кĕркке хăй аллипе тĕрлесе тунă паласа сарчĕ, мĕн пур ĕçме-çимене кăларса хучĕ. Пĕр хушă шухăша кайнă пек чĕнмесĕр ларчĕ.

— Эппин, халиччен каламан сăмаха калам: тултар, упăшка, халиччен ӳсĕрĕлсе курманнине паян ӳсĕрĕлсе курам. Ма ун пек пăхатăн ман çине? Шанмастăн пулĕ-ха, хăратăн пулĕ-ха манран? — Вăл кăкшăма ун патнелле шутарчĕ.

— Çук ĕнтĕ, — терĕ Мамич-Бердей йăл кулса. — Ĕçмелли тултарасси вăл хĕрарăм ĕçĕ. Хăвах тултар. Мана хисеплетĕн пулсан (вăл юрататăн пулсан темерĕ, хисеплетĕн пулсан терĕ), шалтти ĕçсе пар.

— Юрĕ, эс каланă пек пултăр, — хăйĕн сăмахĕсемпех йĕкĕлтерĕ Кĕркке, эрехне тултарчĕ те пĕчĕккĕн сыпа-сыпа йăлт ĕçсе ячĕ. — Куратăн, нимле наркăмăш та çук. Тепĕр тесен ма наркăмăш парса вĕлерес халь сана. Тирпейлес пулсан маларах тирпейлеттĕмччĕ. Сахал ĕçсе çирĕн-и эс хан патĕнче? Вăл ĕçме-çиме пĕтĕмпех ман алă витĕр тухнă...

— Ун çинчен калаçса çăвар тутине пĕтерер мар, Кĕркке. Пĕр-пĕрне шанса, юратса пурăнмалла пултăр. — Мăрса тутанса-туса тăмасăр куркана пушатрĕ те, нимĕн чухлĕ те хăрамастăп эп санран тенĕ пек, Кĕркке çумнерех куçса ларчĕ, ăна хул пуççинчен ыталаса илчĕ.

Тата пăртак тăрсан улăх тăрăх хаваслă юрă юхрĕ.

 

Çӳрес пулсан каччипе

Çӳрес чи маттурипе.

Хĕрӳ пултăр юрату,

Пултăр пурнăçра тату.

 

Тупас пулсан мăшăрна

Туп эс чăн-чăн упăшка.

Ĕмĕр ирттĕр савăнса,

Тăшман ирттĕр пăрăнса.

 

Пĕрре вăйланчĕ, тепре вăйсăрланчĕ Кĕркке сасси. Пĕрре, тăри тӳпенелле явăнса хăпарнă пек, чуна çĕклентермелле уççăн илтĕнчĕ вăл, тепре, хĕр хӳхлесе макăрнă пек, хурлăхлăн янăрарĕ. Арçын сасси чăрмантармарĕ ăна, çавăнпа юрă уçлăхра, пĕччен кайăк хăй юррипе киленнĕ евĕр, вĕçрĕ те вĕçрĕ.

 

Улăх тăрăх утнă чух,

Çыранпала пынă чух

Икĕ çăпата тулли

Шурă хăйăр пуçтартăм.

 

Силлĕттĕм çав хăйăра —

Çĕр питне йывăр килет.

Силлес мар вăл хăйăра —

Хама пит йывăр килет.

 

Çакă çутă тĕнчене

Çуралман пулсассăн эп

Манăн атте-аннене

Йывăр килĕччĕ пуль теп.

 

Çуралтăм çут тĕнчене

Телей пулать пуль тесе.

Нимле телей пулмарĕ,

Ĕмĕр сая каяйрĕ...

 

Тата пăртак тăрсан... Тата пăртак тăрсан хĕвел çинче çутă çĕçĕ çиçсе илчĕ. Кĕркке пĕтĕм вăйне пуçтарчĕ те вăл юрланине юри куçне хупнă пек туса итлесе ларакан мăрсана хыттăн тĕртсе ячĕ, хăй ун çине сикрĕ. Чанк! турĕ кăкăр тĕлĕнче çĕçĕ, çавăнтах алăран вĕçерĕнсе айккинелле сирпĕнчĕ. Вĕсем иккĕш те пĕр харăс ура çине сиксе тăчĕç, кĕрешме пуçларĕç. Хулĕнчен тытнă-тытманах ăнланчĕ хĕр ача, Мамич-Бердей тумтир айĕнчен тимĕр кĕпе — юшман тăхăннă, çавăнпа витмерĕ ун çĕççи.

Кĕрешӳ нумая пымарĕ. Çамрăк та вăйлă мăрса хăй çĕççи патне кармашакан Кĕрккене пĕрре тапсах чикелентерсе ячĕ, чупса пырса ун аллисене каялла хутлатса лартрĕ, пĕр-икĕ хутчен ăна çĕр çумне çĕкле-çĕкле çапрĕ.

— Кала, ирсĕр хĕрарăм, çын хушнипе турăн-и çакна е хăвах тавăрма шутларăн? — терĕ вăл.

— Ухмах, ху ирсĕр эсĕ, ху йытă, çăхан, хура çĕлен, чун илли! — хăй пĕлекен мĕн пур усал сăмаха пĕр тăрук каласа тăкасшăн пулчĕ Кĕркке. — Кам хуштăр мана çын вĕлерме? Пурте хăвăн пек юнĕçен тетĕн-им? Хам кураймастăп сана, хам илсе килтĕм çакăнта. Анчах эсĕ хальхинче те манран чеерех пултăн. Вăй çитмерĕ. Сиснĕ эпĕ сан ун пек кĕпе пуррине. Тăхăнман пуль терĕм. Халь вĕлер мана, нумай ан асаплантар...

— Ĕлкĕретĕн. Кăшт киленсе юлам-ха сан çине пăхса.

— Апла асаплантарса, мăшкăлласа вĕлерме шутлатăн? — питĕнчен лач! сурчĕ хĕр ача. — Çук, халех вĕлеретĕн, эп сана мăшкăллама памастăп. — Кĕркке хыттăн туртăнса илчĕ, аллисене вĕçертесшĕн пулчĕ, мăрсана чĕркуççипе темиçе хутчен чышрĕ.

Мамич-Бердейĕн тӳсĕмĕ пĕтрĕ пулас, вăл Кĕрккене тăнлавран нăчлаттарчĕ (мăрса çынна уйрăмах хĕрсене, тăнлавран çапса тăнсăр тума вĕреннĕ мар-и), лешĕ тӳрех тăнне çухатрĕ. Мăрса çерем çинче выртакан çĕççе хăмăшлăха ывăтрĕ, хăй мĕн тăвас-ши ку апăрша савнипе тенĕ пек, ун умне пырса тăчĕ.

— Мухтатăп, маттур эсĕ, Кĕркке, — хăй тĕллĕн калаçрĕ вăл. — Тепĕрне, Али-Акрам пеккине, тирпейлесе те хураттăнччĕ пулĕ те, мана улталама йывăр çав. Мампч-Бердей ват тилĕ-çке вăл, пурне те витĕр курса тăрать. Мĕн айкашмалли санпала, атя Кăкшанта ишсе пăх, хăвăн ханна хăваласа çит...

Мăрса хĕр ачана ик алăпа йăтса илчĕ те çыран хĕрнелле утрĕ. Кăкшан çырантан темиçе утăмра шăмпăрр! турĕ. Çын ӳкнĕ тĕлте ункăсем сарăла-сарăла кайрĕç. Часах шыв çийĕ тикĕсленчĕ.

— Тем тесен те ман валлиех çуралнă пулнă эсĕ çут тĕнчене, — татах мăкăртатрĕ мăрса. — Кун пек хастар хĕрарăмпа пурнăç тума пулатчĕ пуль. Питĕ хитреччĕ эс, ай хитреччĕ. Анчах мана пӳрмен-çке. Тен, сана хам хаклама пĕлмерĕм. Каçар, Кĕркке...

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12