Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять


— Эпир Сарри хăтапа иксĕмĕр Çавал вăрринчи вăрманта тем пысăкăш упа куртăмăр. Кĕркунне йĕннине кĕрсе выртман янккамас упа пулас вăл — терĕ мăрса. — Çавна кайса тытмалла пуль, Ахтупай.

— Тытмалла пулсан тытăпăр, — терĕ Ахтупай турхан чеелĕхне çийĕнчех сиссе. — Упа-и унта, кашкăр-и, ялсене кĕрсе кайса ĕне выльăха çура-çура пăрахма пуçличчен йĕрлесе тытмалла ăна, персе ӳкермелле.

— Эппин, хăвăн тусусемпе калаçса пăх. Эп сана шанатăп. Сирĕнпе каймасан кампа каяс ĕнтĕ манăн вăл янкамаса тытма?

Пăлхавçăсен пуçлăхĕ Сĕнтĕр ялне ик çĕр юлан утпа пырса çитрĕ. Ахматека, хăйĕн паттăрне, шанчăклă тусне, илмен вăл, Кăкшамарта асли туса хăварнă, Усеин-Сеита инкек-мĕн пулсан ăна ăс пама, вĕрентме, кирлĕ пулсан Атăл леш енне пĕр ушкăн çар яма хушнă.

Мамич-Бердей юлан учĕсем ял пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне юртăпа чуптарса тухрĕç те ниçта нимле хăрушлăх çуккине кура, калаçса татăлнă пек, староста çурчĕ умне пуçтарăнчĕç. Анчах ик çĕр юлан ута урамра юр çинче тытма май çуках ĕнтĕ, кĕтсе илме тухнă мăрсасем сĕннипе юлан утсене кӳршĕсем патне вуншарăн-вуншарăн е хăш-пĕр çĕре пилĕкшер-ултшарăн вырнаçтарса тухрĕç. «Хаклă хăнасем» килнĕ ятпа тĕп килте те, кӳршĕре те ĕçкĕ-çикĕ пуçланчĕ. Турхансемпе çĕрпӳсем ку ĕçкĕшĕн нӳхрепсенчи тулли пичкисене шеллемерĕç. Шыв пек юхрĕ сим пыл, эрех-сăра. Пыл пек тутлă сăмахсемпе калаçрĕç «туслă» тĕл пулнă пĕлĕшсем сĕтел хушшинче.

Ял çине каç ĕнтрĕкĕ ӳксен, тутасем самаях çулланса çитсен Мамич-Бердейпа Ту енчи мăрсасем хĕрсе ĕç пирки калаçнă хушăра староста килне Тукайпа Алттыш пырса кĕчĕç. Вĕсене курсан пăлхавçăсен пуçлăхĕ ура çине сиксе тăчĕ, хĕçне йĕннинчен туртса кăларчĕ.

— Ку мĕне пĕлтерет, Сарри? Эс мана çакăншăн илсе килтĕн-и? Сутрăн пулать апла? — пĕрре хĕрелчĕ, тепре кăвакарчĕ Мамич-Бердей.

— Саррие ан тĕкĕн. Эпир Тукай мăрсапа иккĕн айăплă, — хĕççине алăра тытса сĕтел умне пырса тăчĕ Алттыш. — Çапăçас килет пулсан тух кунта. Тен, ман хăрах пӳрнене касса татма ĕлкĕрĕн. Эпир санăнне мăйна касса татăпăр, эсир Кăкшамарта Али-Акрамăнне касса татнă пек...

— Пулăшу ан кĕт, Мамич-Бердей, — сăмах хушрĕ Тукай. — Çыннусем пурте ӳсер. Çитменнине вĕсене çыхса пăрахнă. Çапăçма хăтланаканнисене касса вакланă.

— Суятăн! — тилĕрсе кайса кăшкăрчĕ çармăс мăрси. — Картиш тулли йĕкĕт унта манăн. — Эй, Янгул, Алмантай! Ярса илĕр-ха çак сутăнчăксене! Пӳрте кĕрĕр часрах! Çапăçма пуçлăр!

Тукайпа Алттыш хыттăн кулса кăна илчĕç.

— Кĕт хăвăн Янгулупа Алмантайна! — терĕ Тукай. — Вĕсем тахçанах юр çинче юн юхтарса выртаççĕ.

Чăнах та, Мамич-Бердей кăшкăрашнине илтсе картишĕнчен никам та чупса кĕмерĕ. Алăк патне хурала тăратнă тĕкĕрçесем те сас-хура тумарĕç.

— Улталарăр апла, йытăсем, — сĕтел хушшинчен тухасшăн пулчĕ Мамич-Бердей. — Эп, ухмах, ĕнентĕм сире. Анчах ытлашши ан савăнăр. Маншăн тусăмсем тавăраççĕ кайран.

— Куç курать унта тенĕ пĕр суккăр çын, — йĕкĕлтерĕ Ковяж.

— Хĕççӳне каялла чик! — терĕ хыттăн Алттыш. — Е кунта тух. Эп çапăçма хатĕр. Хамăн чи хаяр тăшманпа-и? Юлашки юн тумламĕ юличчен çапăçатăп. Тух теççĕ сана, чун илли!

Мамич-Бердей ун çине сиввĕн пăхса хĕçне майĕпен-майĕпен каялла чикрĕ. Ăна çавăнтах иккĕн ик енчен алăран ярса тытрĕç, сĕтел хушшинчен сĕтĕрсе кăларчĕç. Алттыш ун хĕççине хăй ярса илчĕ те пĕтĕм мăрсасен куçĕ умĕнче патака хуçнă пек чĕркуççи тĕлне тытса шăтăрт! хуçрĕ.

— Тархасшăн, вырăссен аллине ан парăр, хăвăр суд тăвăр, мĕн пур сăмахăм та çавă кăна, — терĕ Мамич-Бердей хăйне çыхнă чух пĕрре те турткалашмасăр.

— Эс пире хирĕç çеç кĕрешмен çав, нимрен ытла вырăссене хирĕç кĕрешнĕ, çавăнпа эпир сана Мускав аллине паратпăр, — пурин ячĕпе те хуравларĕ Тукай.

— Сутăнчăк! — шăл витĕр каларĕ пăлхавçăсен пуçлăхĕ. — Кăна пĕлнĕ пулсан тахçанах касса вакламалла пулнă сана, Тукай, сана та, Алттыш.

— Пирĕн санпа кĕлешсе тăма вăхăт çук, вăрă-хурах этем. — Алттыш ăна хыттăнах çурăмĕнчен тĕкрĕ. — Çуна кӳлсе тăратнă унта, халех çула тухатпăр. Нумай ашкăнтăн, çитет. Тинех шăпу тулчĕ. Чăвашсем ав шалчу тулчĕ теççĕ. Апла та, капла та тĕрĕс. Нумай макăртрăн хура халăха. Явап тытма та вăхăт. — Вăл пăтаран Мамич-Бердей тумтирне вĕçертсе илчĕ, йĕрĕннĕ пек тыткаласа ăна урайне пăрахрĕ. — Ак сан чаплă çĕлĕкӳ, ак сан ăшă кĕрĕкӳ. Кĕрӳ тесе хамăн тăхăнтартмаллаччĕ пулĕ те, пултараймастăп. Кам та пулин урăххи тăхăнтартăр. Эпĕ хамăн ытарайми кĕрĕвĕме Мускава леçме çеç пултаратăп.

Алттыш сăмахĕсем Мамич-Бердейшăн хăйне енчен енне çупнă пекех илтĕнчĕç. Вăл чĕнмерĕ. Мăрсасене хĕрхенĕр мана тесе те тархасламарĕ. Хăй те пĕлчĕ — тархаслани усăсăр. Мамич-Бердей, каялла туртса çыхнă алăсемпе пуçне пĕксе çĕрелле пăхса тăраканскер, хăйне кам та пулин кĕрĕкĕпе çĕлĕкне илсе тăхăнтарасса кĕтрĕ.

10. Тахçанхи туссем патĕнче

Тукайпа Сарри тата Ковяж Алттышпа ун çыннисене Шупашкар çулĕ çине тухиччен леçсе хăварчĕç. Вĕсем малтанах çапла калаçса татăлнăччĕ: Мамич-Бердее леçме Мускава Алттыш çĕрпӳ каять, ыттисем ăна хăйсен юлан учĕсене çеç уйăрса параççĕ. Тукай хурала хăйĕн чи шанчăклă çыннисене пачĕ. Вĕсен шутне, паллах, Ахтупайпа Ятламас та çакланчĕç. Иливан ун хуçи тарçине ашшĕпе пĕрле ямасть пуль, хăйĕнпе пĕрле илсе каять пуль тесе шутланăччĕ, çук, чармарĕ, кун пек теветкел ĕçшĕн эп хам та пыма хатĕр тесе çамрăк тĕкĕрçĕсене пурне те Василь-Новгорода çитсе килме ирĕк пачĕ.

— Шупашкар воеводи мĕн тумаллине пĕлет унта, — Алттыша хăй шухăшне пĕлтерме тăрăшрĕ Тукай. — Сана хуларан казаксемсĕр кăларса ямасть. Тен, пĕр-пĕр стрелецкий голова та пырĕ-ха санпа Василе çитиччен. Васильте воеводăсем вăйлă хурал пама тивĕç. Эс вара пирĕн çынсене киле яр, Мускава сĕтĕрсе ан кай. Вĕсем, явăлсем, Мускава та çитсе курас тейĕç.

— Çапла тăвăп, çапла тăвăп, — унпа йăлтах килĕшрĕ Алттыш. — Мускава эп хам тĕкĕрçĕсене çеç илетĕп, ыттисене Васильтен киле яратăп.

— Эпир ĕнтĕ пурсăмăр та ыран ирех Хусана тухса каятпăр. Хусанта та, Сĕве хулинче те Мамич-Бердее тытни çинчен пĕлсе тăччăр. Сан пирки калăпăр унта. Эс те май килнĕ чух пирĕн çинчен сăмах хушма ан ман.

Сарри те, Ковяж та Мускава каякан мăрсана кашни хăй пĕлнĕ пек ăс пачĕ.

— Сана Шупашкартан е Васильтен киле яма тăрсан эс воеводăсене ан итле. Хам тытнă, хам леçетĕп те.

— Леçесси вăл тытасси мар-çке. Илсе кайма хăйсем те пултарĕç те-ха, анчах ун пек туни пирĕншĕн пайталлă мар çав.

— Мускавах çит, Мускавах, — татах хистерĕ Тукай. — Ку вăл алăран алла памалли çын мар.

— Адашевне, Воротынскипе Шереметевне курма тăрăш. Вĕсем сана тем тесен те патша патне ертсе каяççĕ.

— Паллакан боярсене салам калама та ан именсе тăр.

— Хăюллăрах пул вĕсен умĕнче, хăюллăрах пул!

— Килсен каласа кăтартăн унта.

— Чипер кайса кил.

— Çул çинче инкек-мĕн пулсан, ушкуйниксем тапăнсан Мамич-Бердейне мĕн тумаллине чухла унта.

Ку вăл пĕтĕмпех ытлашши сăмах пулчĕ те-ха, Алттыш юлташĕсене уншăн çилленмерĕ. Чунĕсене пусармалла кăшт вĕрентчĕр ĕнтĕ. Пăлхавçăсен пуçлăхне леçет мар-и çĕрпӳ Мускава. Ан вĕçерĕнтĕр теççĕ пулĕ çав. Асту, Алттыш вĕçертет ăна. Çичĕ хутчен хăваласа çитсе çичĕ хутчен шăлпа кăшлать вăл çав калпая, анчах тарма памасть.

Хыçлă çунасем, икĕ çуна, умлăн-хыçлăн шăваççĕ Шупашкар еннелле çурхи шăн çул тăрăх. Вăхăт чылая кайнă пулин те вĕсем çинче ларса пыракансем иккĕш те çывăрмаççĕ çак самантра, иккĕш те юлашки вăхăтра вĕсен хушшинче пулса иртнĕ акăш-макăш ĕçсене тепĕр хут аса илеççĕ. Халь каласан никам та ĕненес çук: вĕсем, Ту енчи чăваш мăрсипе анат çармăс мăрси, темиçе çул каялла тăванлашма шутласа хунăччĕ мар-и. Мамич-Бердей, хитре те маттур каччă, çĕр çирĕм çухрăма хĕр пăхма пыратчĕ. Кĕркке те тем пекех кĕтетчĕ ăна. Чипер те курăмлă, япшар чĕлхеллĕ те йăпăлти йĕкĕте чунтанах юратнă пулĕ çав. Ун чухнех усал шухăш тытнă-ши Мамич-Бердей е хăй те савнă вăл Кĕрккене? Пĕррехинче хĕр çураçнă пек туса пушă та пăрахса хăварнăччĕ Аллтыш килне. Кайран мĕн хăтланмарĕ мăйракаллă шуйттан! Ун аслă хĕрне, улталаса та илĕртсе илсе тухса кайса, Али-Акрама парнелерĕ. Алттышпа арăмĕн çӳçĕ пĕр уйăхрах кĕл сапнă пек кăвакарса ларчĕ. Ялан хуйхăрнипе арăмĕ хĕне кайрĕ, халĕ те пулин килте вырăнпах выртать. Çав тискер ĕçе каçарать-и Алттыш çĕрпӳ? Ак çакăнта çунасем çинчен анса хĕç тытса çапăçмалла пулсан урса кайса çапăçать çав кӳштекпе, анчах чĕррĕн парăнмасть. Мĕн чухлĕ çынна хур тумарĕ анат çармăс мăрси, Ту енче миçе яла çунтарса ямарĕ çĕр çăтманскер, çапах таппа лекрĕ-лекрех. Лайăх майласа, тĕплĕн хатĕрленсе турĕç çав ку ĕçе мăрсасем. Пит ĕненмелле пулса тухрĕ: Ту енчи мăрсасем Кăкшамара пĕчченшерĕн пырса çӳресшĕн мар, ушкăнпа, пĕрле пухăнса калаçасшăн. Ху кил пирĕн пата, эпир сана хăнана чĕнетпĕр. Шанмастăн пулсан Атăл урлă кăна каç, Сĕнтĕр ялĕ вăл Атăл леш енчен пăхсах курăнать. Хăратăн пулсан пĕр ушкăн çар илсе кил. Тĕрĕссипе каласан Алттыш малтан пит ĕненсех те кайман пăлхавçăсен пуçлăхĕ вĕсем патне килессине. Çывăхра, çавăнпа хăрамалла мар терĕ-ши? Ик çĕр çынпа каçсан тапăнма хăяймаççĕ тесе шутларĕ-ши? Тем тесен те çав тери айванла хăтланчĕ Мамич-Бердей. Хăйĕн тăшманĕсем патне хăй каçрĕ. Ак халь пуçна усса пыр çуна çинче. Шупашкарта, унтан Василь хулинче воеводăсем хăлха чикки параççĕ-ха пĕр-икĕ хутчен, темиçе талăк выçă лартаççĕ. Мускавра сана патша çыннисем тĕпчеççĕ. Вĕлериччен малтан чунна кăларса илет-ха санăнне Малюта Скуратов.

Мамич-Бердей Сĕнтер ялĕнчен тухнăранпа каялла пĕрре те çаврăнса пăхмарĕ, юнашар тата ларкăч çинче ларса пыракансене те пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Вăл пĕр япаларан çеç тĕлĕнчĕ: Ту енчи мăрсасем ăна пĕр хĕнемесĕр кăларса ячĕç. Сăлтавне пĕлчĕ-ха вăл — пăлхавçăсен пуçлăхне чĕп-чĕр юн туса е ун аяк пĕрчисене хуçса вырăссен умĕнче намăс курасшăн пулмарĕç. Çапах та мăрса хăйне хĕнессе кĕтнĕччĕ. Тукайăн çилли усал-çке унăн. Мамич-Бердей ăна курман мар. Сарьене вăрласа тухсан саламатпа мĕнле çунтарчĕç пĕлтĕр çул çинче Саррипе иккĕш. Е Ковяж хĕрхенсе тăратчĕ-и ăна? Алттыш пирки калама та кирлĕ мар. Вăл хăйĕн ăнман кĕрӳшне çавăнтах вĕлерме хатĕрччĕ, йышăнма йывăр йăнăша, анчах, чăн сăмахăн суйи çук тенĕ евĕр, тĕрĕс япалана йышăнасах пулать: Кĕрккене, хăйĕн пулас арăмне, çав Али-Акрама парнелени чăннипех те ухмахла ĕç пулчĕ вăл. Кĕрккепе ун ашшĕ-амăшне çапла мăшкăлламан пулсан халь Алттышпа вăл урăхла калаçатчĕ. Тен, тури чăваш мăрсипе анат çармăс мăрси пĕр чĕлхе те тупнă пулĕччĕç. Тем тесен те ăна халь Мускава çапла нумайччен юнаса пурăннă çын мар, урăххи ăсататчĕ. Çынни урăх пулнă пулсан, тен, ĕçĕ те урăхларах пулса тухатчĕ пуль.

Анчах чи пысăк йăнăш Кĕрккене кӳрентерни мар çав, урăххи. Ту енчи мăрсасем паян мар тăк — ыран, ыран мар тăк — тепĕр кун пăлхавçăсем енне куçасса шанса пурăнчĕç вĕсем Кăкшамарпа Ар-Сĕнтĕрте. Ара, çав сутăнчăк Сарри хăйĕн ывăлĕпе Мĕша тăрăхне пырса тухнине тĕрĕс мар хак пачĕç вĕсем Усеин-Сеитпа иккĕшĕ. Пĕри Сĕве хулинчи воеводăсемпе çапăçса кайрĕ пулсан ытти мăрсасем те çапăçса каяççех, пĕри килчĕ пулсан ыттисем те килеççех тесе шутларĕç. Усеин-Сеит Ту енчи мăрсасене пит начар пĕлетчĕ çав, вĕсемпе пĕринпе те туслă марччĕ. Анчах вăл, Мамич-Бердей, пĕлнĕ-çке Тукайпа Сарри, Акпарспа Ковяж, Алттышпа Магмет Беззувов Мускава кайса çӳренине, вырăссене темиçе хутчен тупа тунине! Пĕлнĕ те — çав япалана виçсе шайлаштарма ăс çитереймен. Пĕлнĕ те — ку вăл ячĕшĕн тунă япала кăна тенĕ. Парне кирлĕ — йăлтăр-йăлтăр йĕнерсем, кĕрĕксем кирлĕ, çавăнпа аллăн та утмăлăн çӳреççĕ Мускава тесе шăл йĕрнĕ. Вĕсем парнешĕн кăна çул тытман иккен вырăссен шĕкĕр хулине, шухăшра, ĕмĕтре урăххи пулнă. Ту енчи мăрсасем вырăссемпе яланлăхах пĕрлешме шутласа хунă. Çакна тĕрĕслеме вăхăт пулман мар, пулнă Мамич-Бердейĕн. Ту енчи мăрсасемпе вĕсен çыннисем Новоград Свияжский хулине тунă чухне вырăссене пулăшрĕç, вырăссем Хусана илме капланса килсен вĕсене Сăр урлă каçнă çĕртех çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хусаншăн утлă çарпа та, çуран та вырăссемпе тан çапăçрĕç. Мамич-Бердей Япанча утлă çарĕнчеччĕ, Тукайпа Акпарс, Саррипе Алттыш — Гороатый-Шуйский утлă çарĕнче. Çук, ку пĕрре те ăнсăртран пулман иккен.

Аса илет те... Ĕмĕт пысăкчĕ Мамич-Бердейĕн. Икĕ çул каялла кăна-ха вăл Сююнбикепе, ун шăллĕпе пĕрле Хусана чаплăн пырса кĕресси çинчен шутлатчĕ. Усеин-Сеита, ăна пĕчĕк ача пек астаракан тутар княçне, Мускав тулашне хăваласа ячĕ, «шурăмпуç çăлтăрĕпе» чылайччен çыру çӳретрĕ. Çĕр çывăрмастчĕ, ялан Сююнбике сăнĕччĕ куç умĕнче. Халь ăçта-ши вăл? Касимов мечĕтĕнче. Шигалейпе юнашар аллаха кĕл туса тăрать пуль. Усеин-Сеичĕ, чее хаджи, Мамич-Бердее тытса Мускава ăсатнине пĕлсен Хусана е Крыма тухса вĕçтерет ĕнтĕ. Саланчĕ Кăкшамарти çĕнĕ ханлăх, чăл-пар саланчĕç Мамич-Бердейĕн ырă ĕмĕчĕсем. Мĕн, ун вырăнне юлнă Ахматек ертсе каять-и вăл пуçтарнă çара Хусан патне? Вăл ытти мăрсасемпе çапăçма пуçлать те хăйĕн илемне тухса тарать, Мамич-Бердей икĕ çул пуçтарнă çара ик эрне хушшинче салатса пĕтерет. «Эп тăрăшни сая кайрĕ, — тет мăрса ăшра, — çак Ту енчи мăрсасене пулах пĕтĕм ĕçĕм пăчланчĕ. Хам та ухмах. Хамăн та ăс та, чеелĕх те çитеймерĕ. Ахматека, паттăртан та паттăр çынна, Атăл леш енне хăвартăм. Ик çĕр тĕкĕрçĕпе каçрăм та вĕсене килсерен салатса яма ирĕк патăм, тăвансем патне хăнана пынă пек, пĕр-пĕччен сĕтел хушшине кĕрсе лартăм. Пӳрт тулли çар йĕкĕчĕ илсе пымаллаччĕ манăн староста килне, хĕçсене, хăртсене хатĕр тытса тăччăр пулатчĕ йĕри-тавра. Никам та тапăнаймастчĕ мана çавăн пек тунă пулсан. Эх, Мамич-Бердей, Мамич-Бердей. Пурăнан пурнăçра нумай йăнăшрăн пуль, анчах санăн кунашкал йăнăш тума юрамастчĕ...»

Ахтупайпа Ятламас тата Иливанпа ытти çамрăк тĕкĕрçĕсем те, çунасем хыçĕнче кайра пыраканскерсем, çак вăхăтра Сĕнтĕр ялĕнче, вĕсен куçĕ умĕнче пулса иртнĕ кĕтмен ĕç çинчен кăсăкланса шутларĕç. Кĕтессе кĕтнĕ-ха вĕсем ку ĕçе, таврари турхансемпе çĕрпӳсем пăлхавçăсен пуçлăхне йĕрленине тахçанах сиснĕ, çапах та Мамич-Бердее кĕçĕрех ярса илессине ĕмĕтленме пултарайман. Ытла та кĕске пулчĕ-çке тытăçу, ытла та айваннăн тытрĕç хăйсене Атăл хĕрринчи ялта çармăс мăрсипе ун çыннисем. Ахтупайпа Иливан алла сăнă тытсах çапăçрĕç-ха, ӳсĕр тĕкĕрçĕсене темиçе çынна кĕрт ăшне тыта-тыта печĕç. Ятламасĕ вара тăна кĕрсе те çитеймерĕ. Унта пырса тĕкĕнчĕ, кунта пырса çапăнчĕ — пур çĕрте те çыхса пăрахнă пăлхавçăсем. Каярахпа вăл староста картишĕнче (старости те çармăс çынниех-çке тата) Тукайпа Алттыш ăшталанса çӳренине асăрхарĕ. Тукайĕ хапхана те хăех пырса питĕрчĕ, унтан Алттышпа пĕрле пӳрте кĕрсе кайрĕ. Тĕкĕрçĕсенчен никама та чĕнмерĕç те хăйсем. Тепĕр самантран аллисене хыçалалла туса çыхнă Мамич-Бердее илсе те тухрĕç. Илсе тухрĕç те пуçхĕрлĕ тӳрех çуна çине ывăтрĕç. Мереккелле пулса тухрĕ, хĕр вăрланă чухнехи пекех. Çавăнпа калаçса тăранаймасть те пакăлтатма юратакан Ятламас.

— Ай пултаратăр эсир, Иливан, хуçупа иксĕр, ну, пултаратăр та! Пĕрре ура салтса сырнă хушăра Мамич-Бердее тытса та тухрăр.

— Ара, эпĕ-им ăна? — хирĕçлеме пăхрĕ Иливан. — Турхансем ярса илнĕ староста пӳртĕнче. Çавсем сĕтĕрсе тухрĕç.

— Çуна кӳлекенни кам? — терĕ Ятламас. — Тукай кĕрӳшĕ Иливан пуль вăл. Пăхатăп — пусма вĕçĕнче хыçлă çуна тăра парать. Иливан кӳлсе лартма та ĕлкĕрнĕ. Эй, хальхи çамрăксем! Пуянпа тăванлашас тесен тем те тăвĕ.

— Эп Тукайпа тăванлашма шутламан та, калаçатăн кирлĕ мара, Ятламас пичче, — кӳреннĕ пек пулать каччă.

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12