Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ


— Юрать, илсе килĕп, — терĕ Нухрат. Унтан, ача чухнехи пек, амăшне хул пуççинчен ыталарĕ те кĕске кĕрĕк тăхăнса пусма çине чупса тухрĕ.

Амăшĕ вăл каç тарçăсене урăх апат пĕçерме те хушманччĕ, Нухрат килсен, чăнах та, пурин валли те упа какайĕ пĕçеретпĕр тесе шутланăччĕ.

Тĕттĕм пулчĕ, тарçăсем хапхасене тимĕр сăлăпсемпе питĕрчĕç. Тукай хăй кил-çуртне черетлĕн хураллакан тĕкĕрçĕсем килнипе килменнине тĕрĕслесе кĕрсе çывăрма выртрĕ — Нухрат çаплах таврăнмарĕ. Çур çĕр тĕлнелле пуль Чураппа упăшкине ыйхăран вăратса пăхрĕ, ăна хăй Нухратшăн пăшăрханни çинчен пĕлтерчĕ.

— Чупкăна ан вĕрент, — хăтăрма пăхрĕ упăшки. — Çĕрлене хирĕç мĕн тума кăларса ямалла пулнă-ха ăна?

Арăмĕ Тукая паян вĕсен хĕрĕ ăçта пулние, Ахтупайсем патне вăл мĕн сăлтавпа кайнине ăнлантарса пачĕ.

— Вăрмана çӳреме те чармалла! — терĕ мăрса. — Кур-ха, тупăннă сунарçă! Çав çара çерçисемпе вăрмана кайма ирĕк пама юрать-и? Асту, пĕр-пĕр тутара сутса яраççĕ сан хĕрне! Хытарас пулать ăна. Лартăр килте, упăшки валли кĕпе-йĕм хатĕрлетĕр…

Ирхине мăрса çыннисем ялта çитмен вырăн та хăвармарĕç — Нухрат тупăнмарĕ. Ахтупайпа Альпие, Пайпике инкепе Северьяна, вĕсемсĕр пуçне тата темиçе çынна мăрса килне чĕнтерчĕç. Ыйтрĕç, тĕпчерĕç вĕсенчен Тукайпа арăмĕ, хăратса пăхрĕç — çынсем хăйсем пĕлнинчен ытла калама пултараймарĕç. Тукай хăйĕн хĕрĕ çухалнăшăн никама айăплама пĕлмерĕ.

Чи малтан Нухрат Иштерек килĕнче пулнă иккен, Ахтупая кĕтсе пĕр вăхăт Альпипе калаçса ларнă. Ун хыççăн вĕсем Ахтупайпа иккĕш какай леçме Пайпике инке патне кайнă. Пайпике инке ăна пăлтăрта тĕл пулсан хĕр ача карчăка какай илме каятăп тесе хăварнă. Иштерек килне вăл тек пыман, Нухрат валли касса хунă какай кĕлетре халь те çаплипех тăрать имĕш. Урамра ăна пĕр чун та тĕл пулман, ăçта кайса кĕме пултарнă хĕр ача — никам та нимĕн те пĕлмест.

Ку усал хыпар яла сарăлсан çынсем никам хушмасăрах хăйсен пуссисене, арпалăхĕсемпе мунчисене тĕрĕслерĕç, ниçта та ун пек-кун пек япала тупăнмарĕ.

Мăрса вара хĕр ачине ниçта шырама, ун пирки ним шутлама аптраса тăчĕ. Чураппа вĕçĕмсĕр куççуль тăкрĕ, ним тăвайман енне хутран-ситрен упăшкине вăрçа-вăрçа илчĕ.

— Лашусене вăрлаççĕ санăнне, — терĕ вăл, — хĕрне вăрлаççĕ, часах ак хăвна та катемпие лартнă пек лартса кайĕç! Мĕнле мăрса эс? Ăçта сан ĕлĕкхи вăю? Ют çĕрте çухалнă пулсан урăх сăмахчĕ, хамăр ялтанах вăрласа кайрĕç-çке хĕрне!

— Вăрласа кайнине ăçтан пĕлен? — хаяррăн ыйтрĕ Тукай. — Мĕн çыпçăнатăн эс ман çума? Мана мар, сана вăрçмалла. Ма тарçăсăр кăларса ятăн ăна какай илме?

— Кирлĕ мара ан калаç, — парăнмарĕ Чураппа. — Пирĕн Нухрат, Хусан пикисем пек, нихçан та тарçăсемпе çӳремен. Халиччен никам та хур туманччĕ-ха ăна. Халь çав çуламан пăру пирĕн çул çине тăчĕ те, юлашкинчен ун пек мăшкăллас тесе шутларĕ ĕнтĕ…

— Эс çавăн ĕçĕ пулĕ тетне?

— Пасса! Камăн ĕçĕ тата! Çав каçăхнă этем пуçне çеç килсе кĕме пултарать унашкал шухăш!

Тукай мăрса тек арăмне итлесе те тăмарĕ, виçĕ çын илчĕ те юланутпа Криуша вĕçтерчĕ.

Урасмет вăл мĕншĕн килнине пĕлсен куçне-пуçне чарса пăрахрĕ.

— Ан тĕлĕнтер, мăрса! — терĕ вăл кăшт куларах. — Мĕнле пĕлем-ха эп сан хĕрӳ ăçта иккенне? Пит хитреччĕ те, каччăсем вăрласа кайрĕç пуль ара!

— Ăçта ăсатрăн? — шăтарас пек пăхрĕ ун çине Тукай.

— Çынсенчен ыйтма пултаратăн, эп темиçе кун килтен те тухман. Çылăха ан кĕрт мана, Тукай мăрса. Пĕркун лашасем пирки тапăнтăн, халь ав хĕр ачу пирки. Эп — хаким, кунти тӳре-шара, манăн вăрă ĕçĕпе аппаланма вăхăт çук. Сан хĕр ачуна эп вăрлас пулсан темиçе çул каялла вăрлаттăмччĕ. Халь вăл мана кирлĕ мар…

Те ĕненчĕ, те ĕненмерĕ ун сăмахĕсене Тукай, тек ним çинчен те ыйтмарĕ. Вăл хуйха ӳксе нимсĕрех килне таврăнчĕ.

Çав кунах ун тарçисем йăлăма, кӳршĕ ялсене кайса килчĕç — Нухрат пирки нимле сас-хура та пулмарĕ.

Тата эрне иртрĕ. Çанталăк сасартăк ăшăтса пăрахрĕ. Унчченех хуралнă çуна çулĕсем йăшса кайрĕç. Ĕнтĕ çынсем аякка тухса çӳреме те пăрахрĕç. Чураппа хĕр ачипе тупас шанчăка çухатса чирлесе ӳкрĕ.

Шăп çак çурхи кунсенчен пĕринче Тукай мăрсан кĕçĕн алăкне çап-çамрăк хĕр ача пырса шаккарĕ. Хирĕç тухнă хĕрарăм тарçа вăл хăйне Чураппа кирлĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ.

— Нухрат пирки килмен пуль те эс? — хыпăнса ӳксе ыйтрĕ тарçă.

— Çавăн пирки.

— Апла кĕр часрах. Пуйтарать сана мăрса арăмĕ! Ыйткалакан евĕр тумланнă хĕр ача Чураппана пĕр сăмах чĕнмесĕр ылтăн çĕрĕ тыттарчĕ.

— Нухрат çĕрри! — сехĕрленсе кăшкăрса ячĕ Чураппа. — Чĕрĕ-и ман пепкеçĕм?

— Чĕрĕ.

— Ăçта вăл халь?

— Кармăшкассинче. Инçе вăл кунтан. Эп аран-аран çитрĕм. Нухрат мана юриех çапла карчăкла тумланма хушрĕ. Хăруш унсăрăн çул çӳреме…

— Мĕнле, ăна хупса усраççĕ-и?

— Хупса усраççĕ, инке. Вăрлаттарнă çынни ăна Хусана ăсататăп тесе калать тет.

— Кам вăл? Мĕнле эсрел вăрласа кайнă ман хĕре?

— Нимĕн те пĕлместĕп, инке. Нухратпа ун çинчен калаçма вăхăт пулмарĕ. Мана вăл çĕррине тыттарчĕ те ял ятне калама ĕлкĕрчĕ. Мĕн тумаллине вĕсем хăйсемех пĕлеççĕ терĕ. Çăлас пулать ăна сирĕн часрах!

Пĕр кун кунĕпе хăваларĕç Тукайпа ун тарçисем хăйсен учĕсене Кармăшкассине çитиччен. Темиçе юлан ут лашисем кăпăк кăна пулнипе кая тăрса юлчĕç, мăрса çавах ниçта та чарăнмарĕ.

— Чăтăр, тăвансем, чăтăр, — йăпатрĕ вăл тарçисене. — Хĕр ачана тупсан ахаль тумăп сире. Анчах халь пирĕн васкамалла…

Мăрса çыннисем чăтрĕç, хулăпа çаптарса та пулин лашисене малалла хăваларĕç.

Кармăшкассине вĕсем сĕм çĕрле пулсан çитрĕç. Тукай чи хĕрринчи киле кĕрсе Юнус çурчĕ ăçтарах иккенне ыйтса пĕлчĕ (хĕр ача каланă тăрăх, Нухрата ниçта та мар, унта шырамалла иккен). Çын хăраса ăна Юнус çурчĕ патне çитиччен ăсатма килĕшмерĕ, анчах сăмахпа лайăхах ăнлантарса ячĕ. Кун хыççăн хăйсене кирлĕ çурта тупасси йывăр ĕç пулмарĕ.

Тукай çурт йĕри-тавра хурал тăратса хапхана хыттăн пырса шаккарĕ. Картишĕнче пĕр тăруках темиçе йытă вĕрсе ячĕ. Пӳртрен хуçа чупса тухрĕ.

— Çук, çĕрле никама та кĕртместĕп. Мĕн эсир хурах туса çӳретĕр? — терĕ вăл хапха умĕнче камсем тăнине ыйтмасăрах.

— Апла çĕмĕретпĕр! — терĕ Тукай.

— Карамыш княçран хăрамастăр пулсан çĕмĕрĕр! — илтĕнчĕ сасă.

— Халь эп Карамышран мар, шуйттанран та хăрамастăп. Уç теççĕ сана! Ман кунта вун пилĕк çын тăрать. Халех пĕтĕм кил-çуртна аркатса тăкатпăр, хăвна… леш тĕнчене ăсататпăр.

Хапха йăрлатса уçăлсан Тукай хăйĕн çулне пӳлнĕ старике айккинелле тĕртсе ячĕ те йытăсем тапăннине пăхмасăр, вĕсене патакпа хăваласа пӳртелле чупса кĕчĕ. Малтан вăл Юнус пӳртĕнче никама та курмарĕ, пăртак тăрсан тин ăна хирĕç тĕпелти чаршав хыçĕнчен аялти кĕпе вĕççĕн Урасмет тухса тăчĕ. Хăйĕн умĕнче Тукай тăнине курсан Урасмет юпа пек хытса кайса çăварне карса пăрахрĕ.

— Ăçта ман Нухрат? — ăна кăкăртан ярса илсе хăйĕн çинелле карт! туртрĕ мăрса. — Ăçта ман Нухрат?

— Сан хĕр ачуна эп хураллап-им? Эп Карамыш мăрса патне килнĕ… Нухрат пирки нимĕн те пĕлместĕп, — пĕтĕм шăм-шакĕпе чĕтресе каларĕ Урасмет.

Тукай çăмăллăн эхлетсе илсе ăна хăлха чикки тыттарчĕ те, Урасмет сĕтел патне çитсе çапăнса урайне тăсăлса ӳкрĕ.

— Ăçта Нухрат? Ăçта Нухрат? — урса кайса хăй мĕн тунине пĕлмесĕр Урасмета саламатпа çунтарма пикенчĕ мăрса.

— Ан вĕлер, Тукай. Этем пул маншăн. Ан вĕлер… — урайĕнче çĕлен пек авкаланчĕ Урасмет. — Халех тупса паратăп хĕр ачуна… Тархасшăн, ан вĕлер…

Чĕп-чĕр юн пулнă Урасмет ура çине тăраймарĕ ĕнтĕ, вăл: «Вилетĕп, вилетĕп!» — тесе йынăшса çеç выртрĕ, Нухрата мунчаран Юнуспа мăрса тарçисем çавăтса килчĕç.

Нухрат ашшĕне курчĕ те çынсен аллинчен вĕçерĕнсе тӳрех ашшĕ кăкăрĕ çине пырса тăрăнчĕ, пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтресе, ĕсĕклесе макăрма тапратрĕ. Тукай унăн арпашăнса пĕтнĕ çӳçне тирпейлерĕ, ăна пуçран шăлчĕ, юлашкинчен, хĕр ачи макăрса тăрансан ăна хăйĕнчен сирсе пит-куçĕнчен пăхрĕ.

— Хĕнерĕ-им сана? — терĕ вăл хĕр ачи йăлтах шыçăнса кайнине асăрхаса. — Кала, хĕнерĕ-и вăл сана, вĕре çĕлен? Халех пырши-пакартине кăларатăп унăнне!..

— Мĕнле кăна асаплантармарĕ мана Урасмет! — пĕтĕм чун хавалĕпе калаçрĕ Нухрат. — Выçă та усраса пăхрĕ, хĕнерĕ… Пĕр эрне çутă кун курман эпĕ кунта. Этем мар вăл Урасмет, вĕре çĕлен, кĕççе пит! Ĕмĕр телей ан куртăр мана çапла асаплантарнăшăн!

— Явăл! — чăтаймасăр тепре урипе тапрĕ Урасмета Тукай. Унтан вăл Юнуса Урасмет лашисене парласа кӳлме хушрĕ. Лешĕ пĕр сăмах чĕнмесĕр картишне тухса шăвăнчĕ. Анчах тепĕр самантран каялла кĕчĕ.

— Мĕн кӳлес, Тукай мăрса, çуна-и е урапа? — терĕ вăл. — Хăвах пĕлен, халь çуна вăхăчĕ тесен çуна вăхăчĕ мар, урапа вăхăчĕ тесен…

— Эс манран ыйтса тăратăн-и-ха тата? — май пур таран тӳрккес тавăрасшăн пулчĕ ăна Тукай. — Чирлĕ çынна урапапа мĕнле илсе каяс пирĕн? Хăвăн хыçлă çунуна кӳл, ыйтса ан тăр. Унсăрăн ак сана та лекет!

Юнус халь кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкекрен хăтăлассишĕн хăйĕн хыçлă çунине çеç мар, чи лайăх урхамахне пама та хатĕр пулчĕ. Часрах тасаласчĕ ку хăрушă этемрен, ун тарçисене часрах картишĕнчен кăларса ярасчĕ. Урасмет учĕсене вăл пĕрре те хĕрхенсе тăмарĕ. Çав кирлĕ-ха вĕçкĕн хакима старик сехрине хăпартнăшăн!

Анчах Юнус мăрсаран хыçлă çуна панипех хăтăлаймарĕ, Тукай хушнă тăрăх, ун çыннисем пӳртрен вĕр-çĕнĕ тăлăппа темиçе минтер те йăтса тухрĕç. Старик хирĕçлеме хатĕрччĕ ĕнтĕ, вăл мăрсана ӳкĕтлеме ун умне чупса пынăччĕ, анчах кунта хытса тăма юраманнине вăхăтра ăнланса илсе хăвăртрах хапха уçма тăнкăлтатрĕ.

Хыçлă çуна çине тăлăп пĕркенсе ларнă Нухрат икĕ тарçăпа çĕр хута çула тухрĕ. Ытти тарçисем лашисене кантарма кӳршĕ ялта çĕр каçрĕç. Унтах вĕсем килнĕ чух хăйсенчен кая тăрса юлнă юлташĕсене те шыраса тупрĕç.

Тукай кил хуçине эпĕ кĕçĕр сан килӳнтен ниçта та каймастăп тесе пĕлтерсе хучĕ, çак сăмахсемпе вара ватă тутара йăлтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Вăл хăйĕнпе юлнă çыннисене Юнуспа Урасмета çыхса пăрахма хушрĕ, хăй кирлĕ çĕре хурал тăратса тĕпелти çемçе вырăн çине çывăрма кĕрсе выртрĕ.

Ирхине Кармăшкасси урамĕ тăрăх Хусан еннелле тăватă юланут уттарса иртрĕç. Пылчăкпа çăрăлса тăракан çул тăрăх вĕсем хыççăн ӳречеллĕ çуна кӳлнĕ лав йывăррăн шурĕ.

— Пĕр ухмахĕ Хусана çунапах кайрĕ! — кулса юлчĕç çакна асăрханă стариксем. Теприсем ку кам лаши пулнине те уйăрса илме пултарчĕç.

— Курăр-ха, Юнус çул хытасса та кĕтмерĕ, каллех Карамыш патне хăнана вĕçтерчĕ, — терĕç.

10. Пысăк карачи сăмахĕ

Тукай — хивре кăмăллă та тӳсĕмсĕр çын, вăл хăйне вăрахчен кĕттернине юратмасть. Хан керменĕнче вара пурте ун тӳсĕмлĕхне тĕрĕслесе пăхма каварлашнă тейĕн — мăрсана ниçта та кĕртмеççĕ. Çамрăк хан пушă мар иккен, вăл иккĕмĕш кун Крымран килнĕ хăнасемпе канашлать, Булат Ширин чире пенĕ те килĕнчен те тухмасть.

«Кăна пĕлнĕ пулсан сĕтĕрсе те килмелле марччĕ çав йĕксĕке, — терĕ мăрса. — Лере пуçне çапса çĕмĕрмеллеччĕ те, ĕçĕ те пĕтнĕччĕ. Хусанта ак ăна хĕрхенекенсем тупăнма пултараççĕ. Çитменнине, мана ĕненмесĕр, ĕç мĕнле пулнине яла кайса тĕрĕслеме тытăнĕç, вара манăн шĕкĕр хулара тата икĕ эрне пурăнмалла пулать».

Юлашкинчен, паллакан мăрсасем урлă Тукай пысăк карачи сывалса паян кремле пыни çинчен пĕлчĕ. Вăл часрах хан керменне çитрĕ те аскерсене шала кĕрсе хăйĕн çинчен систерме хушрĕ.

Тукай ятне илтсен лешсем пĕр-пĕрин хушшинче тем пăшăлтатса илчĕç (вĕсем, пурне те шăршласа пĕлекенскерсем, Тукай кунта мĕншĕн килнине сиснĕ те пулас ĕнтĕ), ун хыççăн тин аскерсенчен пĕри Булат Ширин палатине кĕрсе кайрĕ.

— Ырă мăрса, сана пысăк карачи кăнтăрлахи намаз хыççăн килме каларĕ, — кăвакал пек утса пырса пуç тайрĕ вăл каялла тухнă хыççăн.

Тукайăн вăхăт ирттерме каллех хăй пурăнакан çĕре таврăнмалла пулчĕ.

Питех хавассăн утмарĕ мăрса Хусан урамĕсем тăрăх. Çурхи илемлĕ çанталăк та савăнтармарĕ ăна. Тукай лайăх туйса тăчĕ: шĕкĕр хула чăваш мăрсине ĕлĕкхи пек тарават йышăнмасть. Кĕртме те пултараççĕ ăна хан керменне, кăнтăрлахи намаз хыççăн кил тесе хăваласа яма та пултараççĕ. Темиçе çул каялла кăна-ха Булат Ширин тĕл пулмассерен Тукая тăванне ыталанă пек ыталатчĕ, ĕçпе килсен ăна никамран малтан йышăнма тăрăшатчĕ. Халь ак вăл хисепрен тухрĕ иккен, ĕлĕкхи ятне-шывне çухатрĕ. Кирлĕ мар Булат Ширина тек Тукай. Унăн Çавалпа Энĕш тăрăхĕнче урăх мăрсасем пур, Криушра çĕнĕ хаким пур.

Тĕрĕссипе, Тукай ĕнтĕ халь пысăк карачи Урасмета айăплассине те шансах каймасть. Тен, ăна хупса хунă çĕртен те кăларнă пулĕ-ха. Кам пĕлет, тен, ăна хупса та лартман. Чее тилĕ пек хăтланакан Урасмет парне пара-пара кунта чылай мăрсана çавăрма ĕлкĕрнĕ пулас.

Булат Ширин Тукай мăрсана, хăй каланă пек, кăнтăрла иртсен мар, каç пулас умĕн çеç йышăнчĕ. Калаçасса та вăл унпа питĕ сиввĕн калаçрĕ. Малтан пысăк карачи вăкăр пек шăмарса чĕмсĕр ларчĕ, мăрсан вăрăм калавне итлесе пĕтерсен кĕтмен çĕртен ăна вăрçма пикенчĕ.

— Киревсĕр хăтланатăн, Тукай куназ! — терĕ вăл. — Эпир уйăрса лартнă хакимпа пĕр çăвартан пурăнас чухне ялан ăна хирĕç тăратăн, çапăçатăн унпа! Шĕкĕр хулана ханлăх ĕçĕсемпе мар, хăвăн ĕçӳпе çӳретĕн!

— Вара эп айăплă пултăм-и-ха, пысăк карачи? Манран килчĕ-и ку япала? — тĕлĕнчĕ Тукай. — Килмĕттĕм, чăрмантармăттăм ĕçлĕ çынсене, анчах йăлтах пусмăрласа çитерчĕ вăл мана. Чăтма çук…

— Кам хушрĕ сана хакима çыхса Хусана илсе килме? Мĕнле тивĕç пур санăн Уразмата çыхма?

— Ара, вăл ман хĕре вăрласа кайнă! Кунтан усал ĕç мĕн пулма пултартăр? Уншăн ăна питĕ хытă айăпламалла…

— Мăрсасемпе хакимсене ун пек ĕçшĕн айăплас пулсан эпир халиччен пĕр мăрсасăр, пĕр хакимсĕр тăрса юлăттăмăр, — кулчĕ Булат Ширин. — Çамрăк чухне ху сахал ашкăннă-и эсĕ, Тукай куназ?

— Ашкăннă пулĕ, анчах мăрсасене кӳрентермен, — терĕ Тукай. — Вăл мăрса хĕрне вăрлать. Тата, çитменнине, арăм тăвас шухăшпа та мар, аскăн шухăшпа. Кăна тӳсме çуках ĕнтĕ, пысăк карачи.

— Ну, уншăн эс ăна саламатпа çаптарнă, çитет. Ма Хусана илсе килмелле Уразмата? Вăл ĕçлĕ çын, тем тесен те — хаким. Халь вăл сана пула вырăнпах выртать. Ун пек юрать-и вара?

— Пысăк карачи, итле мана, — хăйĕн чи кирлĕ сăмахне калассине систерсе ура çине тăчĕ Тукай. — Куçарăр вăл хакима урăх çĕре. Пулмасть пиртен пĕр-пĕринпе килĕштересси. Хăвах куратăн-çке-ха, йытăпа кушак пек харкашатпăр. Вăл пынăранпа пĕтĕм пурнăç пăсăлса кайрĕ манăн. Ӳлĕмрен мĕн пулассине хам та пĕлместĕп. Çапса пăрахатăп эп ăна тепре çапла хăтлансан. Турă умĕнче ыйтнă пек ыйтатăп: куçарăр.

— Пирĕн ăна куçарма сăлтав çук. Вăл хаким ĕçĕсене лайăх туса пырать, — терĕ Булат Ширин.

Тукай тарăхнипе ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ. Вăл ăнланчĕ: ун сăмахĕсем пысăк карачине нимĕн чухлĕ те витмерĕç.

— Ну, эппин, мĕн те пулин сиксе тухас пулсан мана ан айăплăр. Эп систерсех хуратăп…

— Айăплатпăр, — лăпкăн çеç хуравларĕ Булат Ширин. — Тен, сана хупса та хуратпăр-ха.

— Мĕншĕн-ха ку?

— Мĕншĕнне ху пĕлетĕн, куназ.

— Нимĕн те ăнланмастăп, пысăк карачи. Ун пек хăратиччен тĕрĕссине калăр мана. Мĕнпе юраймарăм эпĕ Хусанти хисеплĕ çынсене? Мĕнпе юраймарăм эпĕ пысăк карачине?

— Калама пулать, — Булат Ширин хыçлă тенкел çинчен аран-аран тăрса ахлатса илчĕ, унтан йывăррăн Тукай умне çитсе тăчĕ. — Вырăс элчи Черемисинов мĕн тума кĕрет сан патна ялан? Мĕнле ĕç хуша-хуша хăварать вăл кашнинче? Ну, ма чĕнместĕн? Эс çак сăмахсене илтесшĕнччĕ-и?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12