Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ


— Тăн парса хăвараттăмăр! — йĕкĕлтерĕ Бурнаш. — Лере ман хута кĕрсе пĕр сăмах хушмарăн. Пикпулат мана хĕнеме хатĕр, эс ун умĕнче йăпăлтатса калаçса тăратăн! Начар çынсем эсир, чăваш мăрсисем! Тĕлĕнетĕп, мĕншĕн ярлăк парать Булат Ширин чăвашсене мăрса пулма? Хам пулсан Ту енчи çĕр-шывра пĕр чăваш мăрсине те хăвармастăп, пурне те Атăла путарса пĕтеретĕп. Вĕсен вырăнне пур çĕре те тутар мăрсисене лартатăп. Унтан вара…

— Кĕскерех калаç, — пӳлчĕ ăна Урасмет. — Ку юмаха эпĕ пин хут илтнĕ. Эс мана Пикпулат хĕр çураçни çинчен каласа кăтарт.

— Çураçнă — ĕçĕ те пĕтнĕ. Часах туй пулать. Мĕн, сан туя каяс килет-им? Çук пуль, чĕнмеççĕ пуль вĕсем пире. Хăвах каларăн-çке, Тукайпа килĕштерместĕп терĕн. Эп Сарыевпа мĕнле пурăннине хăвăн куçупа куртăн. Çавăн хыççăн Пикпулат туя чĕнет-и?

— Пулмасть вĕсен туйĕ! — шăл витĕр хыттăн каласа хучĕ Урасмет. — Пире чĕнсен те, чĕнмесен те — пулмасть! Нухрата илме пытăр çеç Пикпулат! Вăл унтан каялла пырши-пакартине сĕтĕрсе таврăнать!

— Чим, сан çине лайăхрах пăхса илем-ха, — терĕ Бурнаш куçне-пуçне вылятса. — Манпа çав Урасметах ларса пырать-и? Çук, вăл мар. Паçăр ман пуç тăрринче çерçи вĕçетчĕ. Халь пăхатăп та — хурчка. Тупата, хурчка! Маттур, Урасмет! Çапла кирлĕ. Çав Сарыевпа Тукайсен айне пулмалла-и пирĕн? Ним хĕрхенмесĕр тăпăлтармалла вĕсен тĕк-çăмне! Ну, пултаратăн, Урасмет! Санран кăна кĕтменччĕ. Эп сана чăнах та çерçи кăна тесе…

— Ытла нумай палкатăн, — терĕ Урасмет лашисене хытăрах хăвалама пуçласа.

— Вăл çылăх пур манăн. Калаçма юрататăп. Уйрăммăнах кăшт сыпсан. Халь эп сыпман. Çук, пĕр тумлам ĕçмен, хăвах пĕлетĕн. Мана халь урăххи савăнтарать. Эп пĕррехинче сана Карамыш патĕнче куртăм та тĕлĕнсе кайрăм. Мĕн тума тăрăшать çак йĕксĕк чăвашшăн Карамыш князь тетĕп. Чăвашсене мăрсана кăларма юрать-и, вĕсене суха пуç çеç тыттармалла тетĕп. Кайран курап — сана князь хаким туса лартнă. Пăртак пайта пулĕ-ши ку хакимран Карамыша тетĕп. Эс хăвна кура маттур иккен, Урасмет. Çук, Карамыш эсĕ мĕнле çын иккенне çийĕнчех чухласа илме пултарнă. Витĕр курса тăнă вăл сана. Э-э, вăл пултаруллă çынсене суйласа илме пĕлет. — Урасмет старике каллех чарма хатĕрленнĕччĕ, анчах лешĕ ун хусканăвне вăхăтра сисрĕ те асăрхаттарса хучĕ. — Çук, ан пӳл мана, каласа пĕтерме пар. Малалла чи кирли пуçланать, итле. Карамыш вăл сана çеç мар, мана та этем турĕ. Çав ырă çын пулмасан эпĕ халь Хусанта хам лавккара шăршлă пулă çеç сутса лармалла. Вăл ĕç акă мĕнле пулса иртрĕ, Урасмет…

— Çук, тек сан халапна итлесе пырса пулмасть, — терĕ Урасмет. — Кĕрер пулĕ çак яла, э?

— Кĕрер ара, — хирĕçлеме шутламарĕ Бурнаш. — Карамыш хама мĕнле майпа хаким туса хуни çинчен кайран каласа парăп, юрать-и?

— Юрать, кайран каласа кăтартăн. Ун чух тутă хырăмпа мĕнле те пулин тӳссе ирттерĕп эс янкăртатнине.

— Сан тӳсмелли нумай-ха, ырă тусăм. Чухлатăп, эс хăш-пĕр мухтанчăк мăрсасемпе чăнласах çапăçма тытăнасшăн.

— Çавăн пек туйăнать-и?

— Çавăн пек туйăнать. Мана, ват çерçие, улталаймăн. Эс вĕсен умĕнче хăраса тăманни мана савăнтарать. Маттур, тĕрĕс тăватăн, Урасмет!

— Эс ман маттурлăха курман, ăçтан ун пек калама пултаратăн?

— Курман, анчах курасса шанатăп. Анăçу сунатăп сана ку кĕрешӳре.

— Эс халап çапма çеç мар, ĕçлĕн калаçма та пĕлен иккен, — шӳт тăвасшăн пулчĕ Урасмет.

— Э-э, ман ура çине тахçанах ĕне пуснă. Çĕр çинче Бурнаш чухлĕ çăкăр çисен эс те нумай япалана лайăхрах ăнланакан пулатăн. Эп хам пурнăçра Сарыев пеккисемпе нумай çапăçса курнă.

— Юрĕ, ун çинчен кайран пуплĕпĕр, — терĕ Урасмет. — Халь ман кăмăлăм çук.

Тек вĕсем нимĕн çинчен те калаçмарĕç. Çул кукăрне çитсен утсем, çуна çинче ларса пыракансен кăмăлне пĕлнĕ пекех, хăйсем тĕллĕнех ялалла пăрăнчĕç. Çӳллĕ пĕкĕ айĕнчен кивĕ укăлча хапхине çара йăмра тăррисем курăнса кайрĕç. Ял вĕçĕнче кĕрт хӳсе тултарнă вырăнта ярăнакан ачасем шăнкăрав сассине илтсе чăл-пар саланчĕç те часрах килĕсене кĕрсе çухалчĕç.

8. Çурхи кунсем

Картиш варринче хăмăр тĕслĕ ĕне пуçне сĕнксе тăрать. Вăл ыраш улăмĕ кавлесе йăлăхнă пулас та халь ырхан шăм-шакне ăшăтма хĕвел ăшшине тухнă. Унăн çурăмĕ çинче хĕрлĕ киккириклĕ ват автанпа икĕ чăх лараççĕ. Ĕни вĕсене хăваламасть, мăшкăллăр ĕнтĕ мана, вăйсăрскерне, тенĕ пек тĕлĕрсе кăна тăрать. Мĕскĕн чун йăвашлăхне пĕлнĕ автанпа чăхсем ун çурăмне вараласа пĕтерме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Пусма вĕçне тухнă Северьян çакна курчĕ те малтан хăй тĕллĕн кулса илчĕ, çавăнтах кунта кулмалли нимех те çуккине ăнланса каялла пӳрте кĕчĕ. Вăл пӳрт умне хăйĕн кил хуçине — Пайпике инкене чĕнсе тухрĕ, пĕр сăмах каламасăр ăна картиш варринчи ĕне çине тĕллесе кăтартрĕ.

— Кшша, мур тĕпне кайманскерсем! — аякранах кăшкăрчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Кур-ха, тупнă вĕсем лармалли майлă вырăн! Кшша тетĕп! Утă пĕтрĕ те, йăлтах начарланса çитрĕ ман ĕне. Илме хăватăм çук…

Кăна илтнĕ хыççăн Северьян карчăка кĕсйинчен пĕр алтын укçа кăларса тыттарчĕ.

— Мĕн укçи паратăн эс мана? — илме аптрарĕ Пайпике инке.

— Пĕр лав утă туян, — терĕ тимĕрçĕ.

— Мĕнпе тӳлесе татăп вара эп сана?

— Ун çинчен ан калаç. Сахал чăрмантаратăп-и эп сана? Паянах ил пĕр лав утă камран та пулсан. Çук, камран та пулин мар, Иштерек пичче патне кай. Эп курнă, вĕсен пахчара пуçламан утă капанĕ ларать унта.

Пайпике инке ырă вырăса тав турĕ те часрах Иштерек патне чупрĕ. Северьян вăл хăварнă апата çикелесе тата пĕр чĕл çăкăр чиксе тимĕрçĕ лаççине васкарĕ.

Яланхи пекех, Ахтупай унтан малтан çитнĕ, вăл ĕнтĕ вучаха чĕртсе туптамалли тимĕрсене хĕртме тытăннă.

— Хуçа килсе каймарĕ-и? — терĕ Северьян юлташне сывлăх сунса.

— Кĕрсе тухрĕ. Пăта ытларах тума каласа хăварчĕ.

— Мĕн тума кирлĕ ăна пăта?

— Пахча хыçне тепĕр кĕлет лартмалла тет.

— Мĕн, ясак тултарма вырăн çитмест-им унăн?

— Çавăн пек пуль.

— Тимĕр турттарса килсе паратăп терĕ-и? Эпĕ унтан тимĕр ыйтнăччĕ.

— Ăна шарламарĕ.

— Апла тимĕрсĕр мĕнле пăта тутарасшăн-ха вăл? Хăйĕнчен ыйтнине пит час манса каять мăрса. Пирĕн ав мĕн пур запас виçĕ куна та çитмест.

— Ăçта каясшăн вара эс тимĕр илме? — пысăк ещĕкри вак-тĕвеке тустарма тытăнчĕ Ахтупай.

— Ăçта? Хусана мар, паллах. Вăл пире Хусана шанса ярать-и? Кам та пулин Спаскава е Ватраса кайса килтĕр, вырăссен тимĕр — лавĕ-лавĕпе…

Çавăнтах вăл Ахтупайран урăххи пирки те пĕлесшĕн пулчĕ.

— Санпа мĕнле калаçрĕ ĕнтĕ мăрса? Чиперех-и?

— Чиперех, — терĕ юлташĕ. — «Сывалса çитрĕн апла?» тесе çеç ыйтрĕ.

— Ыйтрĕ çапах та? Эх, усал! Хăй хĕнесе эрне хушши выçă усрать те юлашкинчен йĕкĕлтет тата! Санăн ăна пĕр-пĕр çавра сăмах каласа хумаллаччĕ.

— Çук, манăн халĕ чĕнме юрамасть, Северьян. Ку пăтăрмахлă вăхăт иртсе кайтăр. Мантăр вăл иртнĕ çул пулса иртнĕ ĕçсене.

Тимĕрçĕсем çапла калаçкаласа сунтал патĕнчен вĕркĕч патне, вĕркĕч патĕнчен сунтал патне чупкаласа çӳренĕ хушăра алăк умне пĕр сассăр Нухрат çитсе тăчĕ.

— Килме юрать-и сирĕн пата? — майĕпен çеç сăмах хушрĕ хĕр ача. — Вăй патăр сире çапла тăрăшма…

Ахтупай, мăрса хĕрне нумайранпа курманскер, ун именчĕклĕхĕнчен тĕлĕнсе кайрĕ. Мĕскер пулнă халиччен никам умĕнче те вăтанса тăман Нухрата? Сăнран та кăшт шуранкарах вăл темле, чирлемен пуль-çке?

— Килсем, килсем, Нухрат! — хаваслăн каларĕ Северьян. — Ма пачах çӳреми пултăн эсĕ хăвăрăн тимĕрçĕ лаççине? Эп тахçанах ылтăн çĕрĕ тума хушасса кĕтетĕп. Эс; ав, килсе те курмастăн…

Ахтупай Северьян сăмахĕсенче шӳт тунисĕр пуçне темле вылянчăк туйăм пуррине сиссе илчĕ те хĕрпе каччă калаçăвне пушшех тăнласа итлерĕ.

— Эп çын патне ĕçпе çеç çӳретĕп, — терĕ Нухрат. — Халь те килместĕмччĕ, ак сунара кайма тимĕр вĕçлĕ ухă йĕппи кирлĕ пулчĕ. Çавăнпа килтĕм…

— Сунара çӳретĕн-и вара эс, Нухрат? Пĕрремĕш хут илтетĕп кун пирки.

— Çӳремесĕр! Мана мĕн пулнă? Ман ал-ура çук-и?

— Хăрушă ара. Упа тытса çурма пултарать. Эп илтнĕ, юратмасть тет вăл хĕрарăмсене…

Нухрат вăтаннă пек пулса пуçне пĕкрĕ.

— Мана упа кирлĕ мар, тилĕ е мулкач тытсан та çитет. Пĕр-пĕр карăка персе антарсан та çырлахмалла эпĕ.

— Кӳр-ха ăна кунта, — хĕр ача хăйĕн аллинче чăнах та ухă йĕппп тытса тăнине асăрхаса каларĕ Северьян. — Асту, çынна пемелли мар-и ку? Вара илсе юлмастпăр.

— Каларăм-çке, сунара кайма кирлĕ терĕм! — качча хитре ухă йĕппи тыттарчĕ Нухрат.

— Мĕнле, Ахтупай, туса паратпăр-и ăна темиçе ухă йĕппи? — юлташĕ еннелле çаврăнчĕ Северьян. — Вăхăт тупăнать-и санăн? Асту, ухăсем тăвас тĕлĕшпе пĕтĕм ĕç сан çинче тăрать. Эп сунарçă мар, кун пек япалапа çыхланмастăп. Тата хĕр ача валли ухă йĕппи тума та пĕлес çук…

— Туса паратпăр. Эп хам валли те темиçе йывăр ухă йĕппи хатĕрлесшĕн-ха. Хăвар, Нухрат. Ахаль вăрçтарать вăл сана, паянах туптаса хурать ухă йĕппи вĕçĕсене.

— Эсир нумай ан тытăр вара, часрах тăвăр, — терĕ хĕр ача тухса кайма хатĕрленсе. — Эс, Ахтупай, Северьяна ан пăх, ху ĕçле. Ăна шансан ухă тепĕр уйăхран та пулмасть.

— Ма ун пекех юраймарăм вара эпĕ сана, Нухрат? — кулчĕ тимĕрçĕ. — Хăçан улталарăм сана?

— Улталаман та, çавах эс манпа, темĕн, ялан шӳт туса çеç калаçатăн… Килĕшмест ку мана.

— Ну, юрать, тек пĕрре те шӳт тумастăп, вĕçĕмсĕр ĕçлĕн çеç сăмахлатăп. Каларĕ тесе калăн…

— Ĕçлĕн сăмахламалла çав, хĕр ача тесе мĕн шăл йĕрмелли пур? Эпир пурсăмăр та мăн çынсем пулас ĕнтĕ?

Ахтупай каллех Нухрат çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Кур-ха, мĕнле улшăнса кайнă мăрса хĕрĕ! Чăнах мăн çын пулса тăнă вăл, тупата! Ахтупай астăвасса-ха урамра качака пек сиккелесе çӳретчĕ, кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пырса сăмах хушатчĕ, такампа та çатăлтатса çеç калаçатчĕ. Халь, кур-ха, Нухрат мар, пачах урăх хĕр ача килсе кĕчĕ тейĕн çав. Ăçта кайса кĕнĕ унăн халичченхи хăюлăхĕ? Мĕнле ют çын «вĕр тăрать хĕр алăк патĕнче! Куçа кĕмест, ăшталанмасть, кашни сăмаха асăрханса та виçсе каласа хурать. Утти те урăх унăн — хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлсе тăракан мăн çын утти. Питĕ килĕшет иккен Нухрата çакăн пек сăпай пулни, хăйне хĕрарăмла именчĕклĕн тыткалани! Анчах ун пек чаплă пике вырăс тимĕрçинчен ма вăтанать-ха, ма вăл ун çине куç айĕн çеç пăхать? Паллашман-шим-ха вĕсем пĕр-пĕринпе е паллашса туслашма та ĕлкĕрнĕ? Чунтан юратса пăрахман-и мăрса хĕрĕ таркăн вырăса?

Малтанхи калаçуран Ахтупай ытлашши нимех те сиссе юлаймарĕ-ха. Вăл Нухрат тухса кайсан юлташĕ пурин çинчен те хăй каласа парасса кĕтрĕ. Çук, Северьян нимĕн те шарламасть, ĕçлет те ĕçлет. Каччă хăйĕншĕн юри килнĕ хĕр ачана кунтан тухса кайнă-кайманах манчĕ тейĕн, халь вăл ун асĕнче те çук тейĕн. Нухрат тимĕрçĕ лаççине Северьяншăн килчĕ, ухă йĕппи тутарассишĕн мар, — кун пирки Ахтупай пĕрре те иккĕленмерĕ. Мĕн пулса иртет-ха, чăнах, хĕрпе каччă хушшинче? Ахтупай кăна юлташĕнчен ыйтса пĕлеймерĕ, ун пек куçа кĕнине вăл вырăнсăр япала тесе шутларĕ.

Северьянăн вара чĕлхе вĕçĕнче кун каçиччен пĕр сăмах пулчĕ: тимĕрçĕ лаççи валли тĕрлĕ хатĕрсем ытларах тупмалла, тимĕр турттарса килмелле, унсăрăн ĕçлеме питĕ кансĕр терĕ. Тĕттĕм пулас умĕн чăтаймарĕ вара каччă, те Нухрата курас тесе, те чăнах та тимĕршĕнех мăрса патне кĕрсе кайрĕ. Ахтупай тимĕрçĕ лаççине питĕрсе илсе ăна урамра кĕтме тытăнчĕ.

— Хуçана ӳкĕте кĕртрĕм! — терĕ картишĕнчен хаваслă пит-куçпа тухнă Северьян. — Ыран Патрик икĕ лавпа Сăр таврашне тухса каять. Эпир санпа ыран канатпăр, мăрса эрне кун ĕçлемесен те юрать терĕ.

— Тĕрĕс, ыран уяв, — юлташĕнчен кая мар хĕпĕртерĕ Ахтупай.

— Мĕнле уяв?

— Канмалли ара. Чăвашсем сирĕн пек вырсарни кун канмаççĕ, эрне кун канаççĕ. Эс ăна пĕлмен-и вара?

— Халь пĕлтĕм ĕнтĕ. Эппин, санпа эпир ыран пулла каятпăр, çапла-и?

— Кайма пулать, — терĕ Ахтупай. — Анчах сунара çитсе килмелле мар-и пĕрре? Эп вăрмантан тухнăранпа кайăк тытса курман-çке.

Северьян тавлашса тăмарĕ, вĕсем вара тепĕр кун ирех сунара каятпăр тесе сăмах татрĕç.

Каçхине, тĕттĕм пулса çитсен, Ахтупайсем патне пурне те тĕлĕнтерсе Нухрат пырса кĕчĕ.

— Паçăр çав чăртмах вырăс умĕнче ыйтаймарăм, — терĕ вăл, — ыран сунара каймастăн-и эсĕ, Ахтупай?

Тимĕрçĕ ăна мăрса ыран вĕсене канмалли пани çинчен, вĕсем Северьянпа вăрмана каятпăр тесе калаçса татăлни çинчен пĕлтерчĕ.

— Апла мана та илсе каятăр пуль?

— Пырсам ара. Урусем хăвăн. Эс пире кансĕрлеместĕн.

— Пыратăп! — хăпартланчĕ хĕр ача. — Ухă хатĕр ĕнтĕ манăн, эп унпа темиçе хутчен те персе пăхнă. Йĕлтĕре те шыв сапса хунă…

— Эс лаша утланса тух, Нухрат, — ăс пачĕ ăна Ахтупай. — Çуран сана пирĕнпе кансĕр пулать. Вăрманта пĕç тĕп таран юр унта.

— Эппин, хам Пăрăнтăка илетĕп, юрать-и?

— Юрать.

— Ирхине кĕтĕр вара эсир мана е кĕрсех чĕнĕр.

— Чĕнетпĕр, — терĕ Ахтупай Нухрата ăсатма çĕлĕк тăхăнса.

Ывăлĕ алăкран килсе кĕрсенех Иштерек пичче ăна хăтăрма тытăнчĕ.

— Ан çыхланăр çавăнпа, — терĕ вăл. — Кайтăр вăрмана хăйĕн тарçи-тĕрçипе!

— Пирĕнпе пырсан мĕн пулать вара? Çӳретĕр ывăнса…

— Çӳретĕр мар çав, ывăлăм. Инкек-мĕн пулсан мăрса кама айăплать тетĕн? Сире айăплать!

— Аçу сăмахне итле, ывăлăм, — тĕпелтен сăмах хушрĕ Пинеç инке. — Хăвна валлп инкек ан шыра. Мĕн пайти сана çав хĕр ачапа сунара кайсан? Чăрмав çеç…

Ахтупай килтисене мăрса хĕрĕ сунара камшăн пырасшăн пулнине пĕлтересшĕнччĕ, анчах шарламарĕ. Аван мар пĕлнĕ-пĕлмен япала çинчен персе яма. Çапах та вăл ăнланмасăр тăма пултараймарĕ: ашшĕпе амăшĕ ăна тĕрĕс калаççĕ. Нухрата сунара сĕтĕрсе кайнин усси пулас çук. Инкек тесен упа-кашкăр е пăши тытнă çĕрте ăна кĕтсех тăр.

Ирхине Ахтупай юлташне чĕнме калаçса татăлнă вăхăтран нумай маларах çитрĕ. Апат çимесĕр-тумасăр вĕсем хăйсен йĕлтĕрĕсем çине тăчĕç. Тул çутăлнă тĕле сунарçăсем вăрмана темиçе çухрăм шала кĕрсе тарăн çырма лаппине тухрĕç. Северьян сисрĕ, Ахтупай паян ăна упа тытма илсе каять.

— Тупайăпăр-и? — терĕ вăл юлташĕ хыççăн ĕлкĕрсе пыма тăрăшса.

— Мулкач-и? Тупмасăр! Ак вĕсен йĕрĕсем. Тӳрех хăваласа кай!

— Апла эс мулкачшăн çакăнта çити килтĕн пулĕ-çке?

— Мĕншĕн тата? — кулчĕ Ахтупай. — Пĕр-пĕр пысăк карсакне тытсан кансĕрлеместчĕ те…

— Атя, ут, ут! — терĕ Северьян. — Шыра хăвăн карсакна.

Ĕнтĕ вĕсем хăйсен йĕлтĕрĕсене майпентерех шутарчĕç. Умра ӳкнĕ йывăç е пĕр-пĕр пысăк шăтăк курăнсан кашнинчех чарăна-чарăна тăчĕç. Ахтупайăн вăрăм ураллă тăсланкă йытти сунарçăсенчен нумай малта шăршласа пычĕ. Вăл хуçа паян хăйне мĕнле ĕç хушнине чухласах çитереймерĕ пулас-ха: пакша е мулкач кăлармалла-и унăн сунарçăсем валли е çырма тăрăх упа шыраса каймалла? Йытă çырмапа юр ашса пыма юратмарĕ, часрах мĕн те пулин кăларса парас тесе ытларах вак çăткăн кайăксен йĕрĕсем тăрăх чупрĕ. Хутран-ситрен вĕрсе те илчĕ вăл, сунарçăсене хăй патне пыма чĕнчĕ, анчах Ахтупай ăна кашнинчех каялла йыхăрчĕ.

— Сăрта ан хăпар, унта сан валли ĕç çук, — вĕрентрĕ вăл йыттине. — Тӳрĕ кай, упа шыра эсĕ, айван.

Çапла пĕрре мала кайса, тепре кая юлса çаврăнкаласа çӳренĕ хушăра йытă çывăхрах раснах хыттăн вĕрсе ячĕ те хăйне такам çыртнă пек нăйкăшса хуçа патне таврăнчĕ, хӳтлĕх шыранă пек, часрах ун çумне йăпшăнчĕ.

— Ан ĕрлеш, шăп пул! — терĕ ăна Ахтупай ачашласа.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 ... 12