Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ


— Пирĕн касра туй пулчĕ, Ярахвие авлантартăмăр, — хавассăн калаçрĕ вăл. — Хĕрне Кĕчкейрен илчĕ. Ялта тата тепĕр туй пулмалла текен хыпар та пур. Тукай хĕрне, Нухрата, Сăр таврашĕнчи пĕр мăрса ывăлĕ çураçать тет. Анчах Нухрачĕ ăна каясшăн мар теççĕ. Çак эрнерех тата Хыçалти касра икĕ кил çунса кайрĕ. Пирĕн çумри Енчĕпек ача çуратрĕ. Тата — мансах кайнă — Хусантан Урасмет таврăннă. Халь вăл тутар мăрсисем патĕнче вырăнта тăрать тет…

— Ак хайхи! — пĕççине шартах çапрĕ Ахтупай. — Вырăнта тăрать тетĕн?

— Çапла тет. Тутар тĕнне йышăннă тет. Арăмĕ те тутар имĕш унăн.

— Вăт тамаша! — пуçне сулкаларĕ Ятламас. — Апла мăрса пек çӳрет пуль ĕнтĕ?

— Эп курман, — терĕ Эрнепи. — Такам илтнĕ вара, Тукай мăрсана йăлтах тĕп тăватăп тесе калать тет.

— Ман пирки ним те шарламасть-и? — асăрхануллăн ыйтрĕ Ахтупай.

— Илтмен, — терĕ Эрнепи. — Аçу Урасмет таврăннине илтсенех Тукай мăрса патне кайса килчĕ. Тукай мăрса «Халь Эрнепин ача пур, Урасмет çын арăмне илсе кайма пултараймасть» тесе каларĕ тет.

— Ăхă, — терĕ Ятламас. — Тукай мăрса саншăн мĕнле тăрăшать, Ахтупай! Ывăлу ăçта тесе ыйтмарĕ тет-и вара?

— Ыйтрĕ тет. Пытанса пурăнаççĕ пулсан пур пĕрех тытатăп тесе каларĕ тет.

— Илтетне, Ахтупай?

— Тупса пăхтăр, — терĕ лешĕ. — Вăрман аслă — шыратăр.

Эрнепи вăрманта икĕ кун пурăнчĕ те килтисенчен аван мар тесе çула пуçтарăнма тытăнчĕ. Ахтупай ăна ял айккине, Атăл хĕррине илсе тухакан сукмак патне çитичченех ăсатса ячĕ.

Çĕнĕ вырăн пирки вĕсем çапла калаçса татăлчĕç: тепринче вăрмана Ахтупай ашшĕ Иштерек килет, ӳлĕмрен пурăнмалли вырăна арçынсем виççĕн суйласа илеççĕ.

Эрнепи яла таврăннă хыççăнах çумăрлă кунсем пуçланчĕç. Ахтупайпа Ятламас иртен пуçласа каçчен тенĕ пек çĕр пӳртре ларчĕç. Çав тери кичем пулнăран тата вăхăта ниçта чикме çукран вĕсем вĕçĕмсĕр çăпата хуçрĕç, çĕçĕпе тем те пĕр каскаларĕç, хăвăл йывăçсенчен тĕрлĕ савăт-сапа турĕç. Ку савăт-сапана, туса тултарнă мĕн пур çăпатана ăçта хурасси пирки вĕсем шухăшламарĕç те. Выртса юлтăр тепĕр тесен, мĕн тума кирлĕ вăл, çак ăпăр-тапăр япала!

Вăхăт майĕпен пулин те малалла шурĕ, анчах кичемлĕх иртмерĕ. Таркăнсем хăйсен пурнăçĕнче пулнă савăнăçлă вăхăтсене аса илме тăрăшрĕç, кам мĕн пĕлнĕ таран пĕр-пĕрне халап-юмах ярса кăтартрĕç, çапах та вăхăт çывăрмалăх та, шухăш вĕçтермелĕх те, тунсăхламалăх та юлса пычĕ.

— Каласа ярас пулать, тепрехинче сĕрме купăс илсе килччĕр, — пĕр хутчен кăна мар сăмах тĕртрĕ Ахтупай юлташне вăл унтан та ытларах тунсăхланине туйса.

— Купăс çăлать тетĕн-и пире?

— Çапах та унпа кăшт йăпанма пулать.

— Çук, Ахтупай. Мана халь купăс та йăпатаймасть. Чунăм ялаллах туртать. Пурăнаймастăп эпĕ кунашкал.

— Мĕскер, мăрса патне хăнана каяс килет-им?

— Тупата, ун патне кайма та хатĕр. Атя, хĕнетĕр мана, вутпа çунтартăр, анчах ялта пурăнма патăр.

— Çав пĕтерет те — вăл пире ялта пурăнма памасть. Ялан вăрçа хăвалать, ялан нӳхрепе хупать.

— Пĕлесчĕ хăть, мĕн тăвĕ-ши вăл хальхинче? Вара кайма та юратчĕ.

— Кăмăлу пулсан эс кайса кил, — тăрăхларĕ Ахтупай. — Ман çурăм тирĕ юсанса çитмен-ха, эп кунтах пурăнатăп.

— Йывăр-çке кун пек?

— Кăшт тӳс. Тен, Северьян килсе çитĕ, вара малалла мĕнле пурăнасси пирки шутласа пăхăпăр. Кам пĕлет, тен, чăнах та мăрса патне хăнана каймалла?

— Чĕнмест-çке-ха, аçа çапманскер! Тем тесен те чĕнмесĕр кайма аван мар хăнана.

— Тăхта, чĕнет. Сан валли саламатне хатĕрлесех хунă. Мана, Тукайсăр пуçне, Урасмет та пит кĕтет пулас.

— Урасметран ан хăра-ха эс, — терĕ Ятламас. — Вăл такамах мар. Ăна тытса çырмана ывăтма та пулать.

— Ывăтăн эс ăна! Ав Тукая хирĕç тăма та вăй пухнă. Вăл халь Хусан мăрсисемпе кăна ĕçсе çиет! Çук, тусăм, пирĕн яла тухма юрамасть. Ытла тунсăхласа çитрĕн пулсан яла пĕччен кайса кил. Хăвăн савнийӳ патне кĕрсе тух. Сисетĕп, сан ăна курас килет.

— Курас килет, Ахтупай, çав тери курас килет! Çунат пулсан çакăнтах вĕçсе кайăттăм. Тата ялан анне пирки шутлатăп. Мĕнле асапланса пурăнать-ши вăл пĕччен?

— Кайса кил, Ятламас, чармастăп. Анчах, тархасшăн, асăрханарах çӳре. Сана тытса хупас пулсан вара эпĕ кунта пĕччен йăлт ухмаха тухатăп.

Ятламас яла тухса кайма ĕлкĕреймерĕ, пĕр çумăрлă кун вĕсем патне тем пысăкăш михĕпе каллех Северьян пырса кĕчĕ.

— Эсир мана кĕтмен паллах, — терĕ вăл юлташĕсене хĕрӳллĕн ыталаса.

— Кĕтнĕ, Северьян, — терĕ Ахтупай. — Çавăнпа урăх çĕре куçма та кăшт тăхтаса тăтăмăр.

— Час килеймерĕм. Пысăк хуйхă манăн килте. Анне вилсе кайрĕ. Ăна пытартăмăр. Халь ĕнтĕ сирĕн енне пурăнмаллипех килтĕм. Ак ман мĕн пур пурлăхăм: сунтал, мăлатук, хĕскĕч, тимĕр шăтармалли хатĕрсем…

Северьян миххине салтрĕ те унти ăпăр-тапăра Ахтупайпа Ятламаса кăтартма пуçларĕ:

— Эс тимĕрçĕ апла?

— Кăшт ĕçлекеленĕ. Тĕрĕссипе каласан ку япаласем пĕтĕмпех аттерен юлнăскерсем. Манăн атте ăста тимĕрçĕччĕ.

— Сан Фрося мĕнле ĕнтĕ? — сăмах майăн ыйтрĕ Ятламас.

— Фрося намăса тӳсеймесĕр çакăнса вилнĕ. Ăна эпĕ çитичченех пытарнă.

— Халь мĕнле пурăнма шутлан?

— Хам та пĕлместĕп. Ăс парăр. Вырнаçтарăр мана пĕр-пĕр яла. Тимĕрçĕ лаççи уçатăп та ĕçлеме пуçлатăп. Мĕнле те пулин тăранкаласа пурăнăп.

— Тĕрĕс калатăн, Северьян, — терĕ Ятламас. — Санăн пирĕнпе пĕрле вăрманта упа йĕннинче ларма йӳтĕм çук. Сана ку таврара никам та пĕлмест. Тата эс тыткăна лекнĕ этем те мар, сана ярса илсе Хусана ăсатма та пултараймаççĕ.

— Ну, вăл ĕнтĕ сирĕн мăрсаран килет. Кирек мĕн тутăр. Маншăн каялла çул хупăннă.

Тепĕр ирхине виçĕ арçын тимĕрçĕ хатĕрĕсене йăтса вăрман хĕррине çитсе чарăнчĕç. Вĕтлĕхре вĕсем мĕн пур япаласене пĕр миххе пуçтарчĕç, вара Северьян юлташĕсенчен уйрăлса майĕпен Юмансар еннелле утрĕ.

3. Урасмет хаярлăхĕ

Темиçе çул курнăçмасăр пурăннă хыççăн Тукайпа Урасмет хăйсен ялĕ çывăхĕнче вăрманта тĕл пулчĕç. Тукай Кивĕ хуларан киле таврăнатчĕ, Урасмет ялтан таçта кайма тухнă пулас.

— Куртăн-и, кам килет пире хирĕç? — асăрхаттарчĕ мăрса ывăлне.

— Куратăп, — терĕ лешĕ. — Пулас хаким, вĕçкĕн Урасмет…

— Э-эй! Çул пар! Унсăрăн таптаса каятпăр! — илтĕнчĕ умран ямшăк сасси.

— Хытăрах хăвала, çултан ан пăрăн! — çурăмран тĕртрĕ мăрса хăйĕн лавçине.

Нихăшĕ те айккинелле пăрăнманнине пула лавсем турта пуçĕсемпе пĕр-пĕрне пырса тăрăнчĕç. Тарăхса кайнă Тукай чаппанне хывса пăрахрĕ те урапа çинчен сиксе анчĕ.

— Мăрсана çул паман çын кам пулатăн эс? — кăшкăрчĕ вăл.

— Эпĕ хаким! Санăн мана хăвăн çул памалла! — терĕ Урасмет.

— Ах, йĕксĕк! Кил-ха, Туканаш. Тыт урапине!

Туканаш ашшĕ мĕн тума шутланине çийĕнчех ăнланса Урасмет çатан урапи хыçне чупса пычĕ, ашшĕ турта айне кукленсе кĕрсе хăйĕн çурăмĕпе Урасмет лашине çĕклесе илнĕ хушăра вăл урапана çăмăллăнах çул айккине куçарса лартрĕ. Мăрса çурăмпа хакимăн тимĕр кăвак лашине çул хĕррине йăтса тухрĕ.

— Атя, хăвала! — терĕ Тукай ывăлĕпе пĕрле каялла хăй урапи çине кĕрсе ларса. Пăртак кайсан вăл хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Урасметăн çул айккине çĕклесе лартнă лавĕ çав-çавах пĕр вырăнта тăрать. Пулса иртнĕ ĕçрен шалт тĕлĕнсе кайнă хаким ниепле те тăна кĕрсе çитеймест курăнать-ха.

Тукай мăрсашăн ну вăл кулăшла япала çеç пулчĕ, ăна вăл часах манса та кайрĕ. Урасмет вара ку мăшкăла шăла çыртса аран чăтса ирттерчĕ. Мăрса куçран çухалсан вăл лавĕ çинчен анчĕ те хĕçне йĕннинчен кăларчĕ, ăна тути патне илсе пычĕ.

— Çав Тукая тĕп тумасан эп Урасмет та пулам мар! — терĕ вăл сивĕ хурçа чуп туса. Урăх вăл нимĕн те каламарĕ, ямшăк вырăнне ларса тухнă Элентее хăвăртрах вырăнтан тапранма хушрĕ.

Çул çинче вăл тăршшĕпе Тукай çинчен, ăна мĕнле тавăрасси çинчен шухăшларĕ. Тĕрĕссипе, çак çулсенче ун пуçĕнче Тукай мăрсана тавăрас ĕмĕт пĕр самантлăха та сӳнменччĕ, халĕ вара ку туйăм çĕнĕрен амаланса кайрĕ те пĕтĕм чун-чĕрине ярса илчĕ. Урасмет хăйне тепре мăшкăл кăтартнă мăрсапа кĕрешме мĕнрен пуçлассине пĕлмерĕ-ха, анчах шухăшĕпе вăл ăна этем хисепĕнчен кăларса тĕнчери чи мĕскĕн çын, хаким патне тарçа кĕме те тивĕçлĕ мар кĕлмĕç чун туса хучĕ.

Çук, халь ĕнтĕ тек мăшкăллаттармасть Урасмет Тукая! Ăна тĕп тумалли вăхăт çитрĕ. Киле пырса турра тархасланнă пек тархаслатăр, пур пĕр каçармасть вăл мăрсана!

Хăйĕн патне çула май Карамыш князь кĕрсен Урасмет унпа çĕр каçиччен Тукай пирки калаçрĕ.

— Вăл саншăн та, маншăн та тăшман, — терĕ çĕнĕ хаким. — Кала, мĕн тăвас ăна ман? Кил-çуртне çунтарса ярас-и? Тĕттĕм кĕтесре чукмарпа çапса пăрахас-и? Е хĕрне вăрласа каяс? Кала, тархасшăн, Карамыш князь!

Карамыш Урасмет хаярлăхĕнчен тĕлĕнсе хăй тĕллĕн кулса çеç ларчĕ.

— Тукай мăрса лашисем пит селĕм. Вăрласа пар мана пĕр-иккĕшне! — терĕ вăл.

— Кирлĕ пулсан вунă лаша вăрласа паратăп, Карамыш князь! Саншăн эп тем тума хатĕр. Ху пĕлетĕн, эсĕ манăн атте вырăнĕнче. Анчах лаша вăрланипе кăна ăша кантарас çук эпĕ. Манăн ăна ытларах хур тăвас килет. Ĕмĕр асăнтăр мана Тукай!

— Темиçе кунран Хусана пыр, калаçăпăр, — куç хĕсрĕ Карамыш. — Кирек мĕнле ĕçе те пĕлсе тăвас пулать, Уразмат. Унсăрăн хамăрăнне пуçа касаççĕ. Хăвах чухлатăн, Тукайпа çапăçма тытăнсан ĕç Хусана çитет. Унта ун Булат Ширин пур, ыттисем пур. Халлĕхе эс лашине вăрла, çавăн пек вак япаласемпе тарăхтарма тăрăш. Кайран канашласа пăхăпăр, тен, мĕн те пулин урăххи шутласа кăларăпăр.

— Килне кайса мăшкăллас мар-и ăна кĕçĕр? — терĕ Урасмет. — Хăнана пынă пек пырса кĕрес те каласа хурас: сан лашусем питĕ чипер, Тукай, лайăхрах сыхла вĕсене тес.

— Ма ун пек мăшкăлламалла, Уразмат? Ку вăл сана ним те памасть. Каларăм-çке-ха, ĕçе пĕлсе тумалла тесе. Пире иксĕмĕре мĕн кирлĕ? Унăн пурлăхĕ кирлĕ — ун лашисем, ун ялĕсем… Илтетĕн-и, ун ялĕсем! Вĕсене тытса илес тесен Тукай ятне варалас пулать. Çав ĕçе ту, вара, тӳрех калатăп, Тукай мăрса ялĕсенчен çурри санăн пулать. Ăнлантăн-и?

— Ăнлантăм, князь. Тăрăшăп. Пĕтĕм чунтан тăрăшăп.

Çав каçах Тукай кĕтĕвĕнчен пилĕк лаша çухалчĕ. Кĕтӳçсем хăйсем патне вăрăсем пырса тухнине те сисрĕç, анчах вĕсем йышлăн пулнине кура хирĕç тăмарĕç. Урасмет çыннисем вăрланă пилĕк лашана тул çутăличчен Криуша çитерчĕç. Карамыш çĕнĕ хакима ырă утсемшĕн тав турĕ те ăна хăнана чĕнсе хăварса аслă çулпа Хусаналла анса кайрĕ.

4. Тимĕрçĕ

Вăрман хĕрринче, Ахтупайсен килĕнчен инçе мар, кивĕ хуралтă ларать. Ун тăррине çапăпа витнĕ, чӳрече таврашĕ пачах та çук. Алăкĕ вĕр çĕнĕ — ăна тин çеç туса çакнă пулас-ха. Çĕнĕ алăк кивĕ хуралтă çинче çĕтĕк кĕпе çинчи лайăх саплăк пек курăнса тăрать.

Ку хуралтăна халиччен аташса кайнă выльăх та кĕрсе çӳремен-тĕр. Северьян вара ăна тимĕрçĕ лаççи туса хунă.

Тимĕрçĕ лаççинче виççĕмĕш кун ĕнтĕ туптав сасси чанклатать. Хĕл кунĕнче те уçă выртакан алăкран вучах çунни курăнать. Урайĕнче шыв валашки ларать, унпа юнашар таçтан йăтса килсе тултарнă тимĕр таткисем выртаççĕ.

— Ну, Иштерек пичче, мĕн туса парас ĕнтĕ ман сана? — тет Северьян хĕртнĕ тимĕре сунтал çине хурса.

— Кирек мĕн ту, хăвăн кăмăлу.

— Хуçалăхра нимрен ытла çĕçĕ кирлĕ. Çĕçĕ туса парам.

— Вăл та юрать.

Ват çын, халиччен тимĕрçĕ лаççинче пулманскер, çурла хуçăкĕнчен çĕçĕ тума май пуррине ĕненсех те каймасть. Хурçăна йĕри-тавра туптанине вăл, пĕчĕк ача пек, сунтал çинчен куç илмесĕр сăнаса тăрать. Шĕл-кăвар евĕр пулса кайнă хурçă татки туптав айĕнче пĕрре сарăлать, тепре пĕрĕнет, пĕрре кукăрăлать, тепре тӳрленет — тимĕрçĕ ăна чуста унанă пек унать. Юлашкинчен çĕçĕ илемĕ кĕртсе Северьян хурçă таткине шыва чăмтарать.

— Халь ăна лайăх кăна хăйрас пулать, — çĕççе хĕскĕчпе хĕстерсе каялла илет вăл. — Анчах пирĕн хăйра çук, Иштерек пичче. Хăйрасăр тимĕрçĕ лаççи тимĕрçĕ лаççи те мар. Пирĕн ăçтан та пулсан кивĕ арман чулĕ тупмаллах.

— Шыраса пăхма лекет, — çĕççе çавăркаласа пăхать Иштерек. — Хă, кур-ха, пулчĕ вĕт çĕçĕ! Ай, ăста çын эсĕ, Северьян! Ылтăн сан аллусем! Мĕнле вĕренсе юлнă эсĕ ку ытарма çук ĕçе?

— Атте ăста тимĕрçĕччĕ манăн, — тет Северьян. — Вăл ĕçленине курнă пулсан тĕлĕнсех каяттăнччĕ. Эп вăл вилнĕ чух çамрăк пулнă çав, нумаях вĕренсе юлайман.

— Кун пек те лайăх. Ахтупая хăнăхтарасчĕ ку ĕçе.

— Ним те мар хăнăхать. Килте пулнă пулсан унпа ĕçлеттĕмĕр ĕнтĕ эпир. — Северьян вучаха кăмрăк пăрахса каллех сунтал патне пырать. — Ну, халь санпа иксĕмĕр капкăн тума тытăнатпăр. Курнă-и эсĕ халиччен тимĕр капкăн?

— Курман, — тет Иштерек пичче, хăй Северьян каласса кĕтмесĕрех вĕркĕчпе ĕçлеме утать.

Тĕттĕм пулас умĕн Северьянпа Иштерек пичче лайăхах сивĕнсе çитмен капкăна вăрмана йăтса каяççĕ. Тимĕрçĕ ăна пĕр йывăç айне вырнаçтарать, çăткăн кайăксене илĕртме капкăн çине кипке татăкĕпе çыхса чĕр какай хурать.

— Ĕнтĕ килсе тĕрĕслесе тăр, мĕн те пулин çакланатех.

— Çакланĕ-ши вара?

— Ак куратăн.

— Çăткăн кайăк тени питĕ чее-çке вăл. Килсе кĕрĕ-ши капкăн çине?

— Эпĕ сана кайăкран та чее япала туса патăм.

Тепĕр кунне Иштерек пичче Северьян пурăнакан киле тул çутăличчен чупса çитет.

— Атя, Северьян, часрах, пирĕн капкăна тем пысăкăш кашкăр лекнĕ.

— Чăнах-и? Эс лекессе пит шансах каймастăнччĕ-çке? — кулать тимĕрçĕ. — Юрать, халех кайса пăхăпăр.

Кашкăр вĕсене курсан капкăна çĕклесе ура çине тăма хăтланать, асав шăлĕсене кăтартса йытă пек хăрлатса илет, анчах ури ыратнипе каялла тĕшĕрĕлет.

Северьян çывăха пырса ăна çурăмĕнчен тĕкет.

— Ну, мĕн, çаклантăн-им, сурăх мурĕ?

— Асту, туласа ан тăктăр, — асăрхаттарать ăна Иштерек пичче. — Кашкăр вăл хăрушă çыртать.

— Çăварне пăх-ха, — кашкăр пуçне Иштерек пичче патнелле тытса пăрать Северьян. — Унăн ĕнтĕ пĕр шăл та юлман. Капкăна кăшласа вăл мĕн пур шăлне пĕтернĕ.

— Чăнах-и? — тĕлĕнет Иштерек пичче. — Ав мĕнтен лайăх иккен вăл, тимĕр капкăн! Кунпа вĕсене чылаях хăратма пулать. Питĕ пусмăрлаççĕ пирĕн яла кашкăрсем. Кашни çул темиçе сурăх кашкăр çăварне лекет. Тепĕр чух сурăхсене картаранах сĕтĕрсе тухса каяççĕ.

— Эсĕ карта умне çакна ларт, — тет Северьян. — Вара вĕсем хăйсемех сивĕнеççĕ.

— Ма, ку начар япала мар, — килĕшет Иштерек. — Кунпа вĕсене аванах хăратма пулать.

Тимĕрçĕ лаççи уçăлнă-уçăлман унта ял çыннисем пыма тытăнаççĕ. Малтан вĕсем алăкран кăна пăхса тăраççĕ, унтан çамрăк тимĕрçĕ Иштерекпе шӳт туса çеç калаçнине илтсе пĕчĕккĕн шала кĕреççĕ, Северьян тунă япаласене хăйсен аллине илсе тĕрĕслеме пикенеççĕ.

— Ку вырăс нумайлăха килнĕ-и вара? — хăюсăррăн ыйтать Пикментей. Иштерек ун сăмахĕсене Северьяна куçарса парать.

— Эп сирĕн ялта мĕн чухлĕ пурăнасси сантан килет, — хуравлать Пикментее Северьян. — Хĕрне качча паратăн та, эп ĕмĕрлĕхех сирĕн пата юлап. Килĕшетĕн-и?

— Ун пек те килĕшме пулать.

— Çурла шăллатăп, урапуна шынлатăп, çĕçĕ, хачă, шĕшлĕ тата тем те туса паратăп.

— Ыйт-ха, Иштерек, лаша таканлама пĕлет-и? — кăсăкланать Пикментей.

— Пĕлмесĕр! Лаша таканласси вăл тимĕрçĕшĕн чи çăмăл ĕç! Такану пулсан халех çавăтса кил лашуна.

— Лайăх ку, хамăр ялтах тимĕрçĕ лаççи пурри, — ял çыннисем еннелле çаврăнса калать Пикментей. — Ĕлĕкхи пек, çирĕм çухрăма çӳресси мар. — Çавăнтах вăл Иштереке чавсаран кăлт! тĕртет. — Татах ыйт-ха, Иштерек, мĕн те пулин туса парсан укçине кама тӳлемелле вара — мăрсана-и е хăйне-и?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 12