Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
— Тепĕр ханĕ вăрçă вăрçманни пулĕ тетне?
— Турă мĕнлине ярса парать вĕт, çавăнтан килет.
— Çĕнĕ хан килнĕ ĕнтĕ, — терĕ Туканаш вĕсем шавлама чарăннă хыççăн. — Сахиб-Гирей хăй каяс умĕн Крымран тăван пиччĕш ывăлне — Сафа-Гирее — чĕнсе илнĕ пулнă. Ыран ăна патшана лартаççĕ.
— Патшана лартаççĕ? Пире çавăнпа чĕнтернĕ-и?
— Çавăнпа, паллах.
— Апла мĕн хăрамалли пур! — хăй савăннине пĕлтерсе ывăç тупанĕсене çăт-çат! тутарчĕ Болдуш. — Булат Ширин пире ахалех хăратрĕ, ку маншăн пĕрре те усал хыпар мар. Çапах та çĕнĕ хан мĕнлескер, аçу пек сакалвай килмен-и Крымран?
— Вун виççĕри ача кăна, — терĕ Туканаш.
— Ан тĕлĕнтер!
— Ун пек мар пуль!
— Чăнах ара. Хам курнă тăрăх калатăп. Ĕнер эмирсен ушкăнĕпе крепоçе пăхса çӳрерĕ. Эпир Булат Ширин ывăлĕпе çав минарет çинчен пăхса тăтăмăр.
— Ячĕ мĕнле терĕн-ха?
— Сафа. Сафа-Гирей.
— Апла пуйтарчĕ пире Крым! — терĕ Болдуш. — Вун виç çулхи ача тустарма тытăнсан сасартăк ăс хушăнать санăн, Тукай.
— Ан та кала, тусăм. Ку ханпа ĕçсем чаплăланса каяççĕ ĕнтĕ пирĕн. Акăш-макăш!
— Сахий парнелесе хăварнă тет-çке-ха ăна пире, илтмерĕн-и?
— Илтрĕм. Çав тăрăшать ĕнтĕ пирĕншĕн, Болдуш. Урăх кам пултăр?
Вĕсем сăмах вĕçне тухаймарĕç. Хан палати патĕнче тахăшĕ: «Шăпланăр!» — тесе кăшкăрса ячĕ те, таврари мĕн пур çынсем çĕлĕкĕсене хывса пĕр вырăнта хытса тăчĕç.
Ту енчи çĕр-шывран килнĕ мăрсасен ушкăнĕнчен инçе мар йĕнерленĕ утсем курăнса кайрĕç. Малтан сеид, унтан хан, унтан карачисемпе эмирсем учĕсене утланчĕç те, хан свити ик айккипе тăрса тухнă халăх хушшипеле хула хапхи еннелле иртрĕ.
Çамрăк хана палласа илме йывăр пулмарĕ — вăл ут çинче ытла та ачалла ларса пырать, хăйĕн урисем ĕсенкĕне те аран çитеççĕ. Çĕлĕкне вĕçкĕнле тăхăннăран вăл пушшех те кулăшла туйăнать. Хăй, ĕçлĕ çын пек кăтартас тесе пулас, лаша таканĕсем çул çинчи чула хыттăн шакканине пăхмасăрах юнашар пыракан пысăк карачипе калаçнă пек тăвать.
— Ăçта кайрĕ ĕнтĕ вăл? — терĕ Болдуш Тукая тĕксе.
— Хула курма, — тавăрчĕ Туканаш ашшĕшĕн.
— Эпир каймастпăр-и ун хыççăн?
— Вĕçтер ара.
— Чăнах, чăнах. Миçе хутчен хӳтĕленĕ эпĕ çак Хусана, анчах çамрăк хан пек ăна пĕрре те пăхса çаврăнайман. Темле хула вăл, нимĕн те пĕлместĕп. Туканаш, санăн та пулин каласа парасчĕ пăртак, эс тем тесен те хан мĕдресинче вĕреннĕ çын…
— Эпĕ халĕ те унта вĕренетĕп, — терĕ Туканаш.
— Апла пулсан тата лайăхрах. Мĕнле хула вăл, Хусан? Ăçтан муртан пулса кайнă? — çине тăчĕ Болдуш.
— Ун пирки тĕрлĕ шутлаççĕ…
— Сăмахран, сана вĕрентекен мулла мĕнле шутлать?
— Халăх хушшинче çакăн пек халап çӳрет, — вăтанарах калаçрĕ Туканаш. — Кунта ĕлĕк-авал лапкăшпех сĕм вăрман пулнă. Çавăнта айккинче, — Туканаш аллипе хĕвел тухăç еннелле тăсса кăтартрĕ, — пĕр пуян çын пурăннă. Вăл халь Хусан хули ларакан вырăнта утар тытнă. Утар хуçи кунти вăрмана яланах хăйĕн хитре хĕрĕпе пĕрле çӳренĕ. Ку вырăн сăртлă, çырма-çатраллă пулнă, хĕр ачана вăл пĕрре те килĕшмен. Анчах качча тухсан унăн шăп та шай çак сăрт çинче пурăнма тивнĕ. Пĕррехинче çамрăк арăм Казанка шывĕ хĕрринчен икĕ чĕреспе шыв ăсса хăпарнă. Вăл шыв йăтма йывăр пулнишĕн никама та мар, çакăнта хула тума хушакан çынна вăрçнă. Ку хулана тăвакан Али-Бей хăйне хĕрарăм мĕнле сăмахсемпе ылханнине илтнĕ те ăна чĕнсе пыма хушнă. «Ма ун пекех ылханатăн эс мана?» — тенĕ вăл. — «Хула тума чипер вырăн тупайманшăн, — тенĕ çамрăк хĕрарăм. — Ман пек йывăр çынсене шыв ăсма кайма мĕнле кансĕр пуласси çинчен мĕншĕн шутласа пăхман-ха эсĕ? Акă юнашарах лайăх вырăн пур — Казанка Атăла юхса кĕнĕ çĕрте». — «Ара, унта кашни утăмра çĕлен йăшăлтатать», — хирĕçлеме пăхнă Али-Бей.
Хула вырăнĕ ăна хăйне те кăмăла кайман. Вăл хăйĕн аслă ывăлне тата икĕ визире çĕр аскерпа пĕрле Казанка вăррине пăхма янă. «Лайăх вырăн шыраса тупăр та виççĕн шăпа ярăр, кама шăпа тухать, çавна чĕрĕллех çĕр айне чикĕр», — тенĕ вăл. Шăпа ун ывăлне тухнă. Анчах лешсем ăна хĕрхеннĕ те хан ывăлĕ вырăнне çĕр айне пĕр йытта чавса чикнĕ.
Ĕç мĕнле пулса иртнине каярахпа хан хăй те пĕлнĕ, вăл ывăлĕ чĕрĕ юлнăшăн савăннă. Нумай çулсем иртсен мĕн пулассине сиссе хан çапла каланă: Хăçан та пулин пирĕн хулапа пирĕн ханлăха эпир йытă вырăнне хуракан çынсем тытса илĕç тенĕ.
Кунти мĕн пур çĕлене кĕркунне пĕр тухатмăш карчăк пуçтарнă, вăл çĕленсене çуркунне йăлтах вутта пăрахма хушнă.
Хальхи Кабан кӳллине ун чухне Сысна кӳлли тенĕ. Ун таврашĕнче сысна нумай пулнă. Вĕсене аяккалла тартас тесе кӳлĕ хĕрринчи вăрмана çунтарса янă. Вут алхаснă вăхăтра вăрмантан икĕ пуçлă çĕлен çунаттисемпе çатăлтаттарса вĕçсе тухнă та çав Джилантау текен Çĕлен сăрчĕ çине анса ларнă. Ку çĕлентен таврари пĕтĕм халăх хăраса тăнă. Каярахпа тухатмăш карчăк вăл çĕлене те тĕп тунă. Хан çав çĕлене ӳлĕмрен Хусан гербĕ вырăнне ӳкерме хушнă.
— Пĕтрĕ-и? — терĕ Болдуш мăрса ывăлĕ чарăннине курса.
— Пĕтрĕ.
— Лайăх каласа кăтартрăн! Халь ĕнтĕ аçу Хусан мĕнле пулса кайнине Сафа-Гирейрен кая мар пĕлет. Вăл Сафа вырăнне хан пулма та пултарать. Çапла-и, Тукай мăрса?
— Эпĕ хан пулсан сана йывăр килнĕ пулĕччĕ, — терĕ Тукай.
— Мĕншĕн вăл?
— Ытлашши пакăлтатнăшăн эп сан чĕлхӳне касма хушнă пулăттăм.
— Чăнах те? Апла сана хан тумастпăр. Патшана Гирейсен несĕлнех лартатпăр. Çапла-и, Сарыев?
Сăр тăрăхĕнчен килнĕ мăрса аллине çеç сулчĕ.
— Ăна Хусан мăрсисем пиртен ыйтмаççĕ-çке. Хан пулма хăйсем кама лартас теççĕ, çавна лартаççĕ…
Çывăхрах шăнкăрав сасси илтĕнсе кайнăран мăрсасем кремльтен тухса пасаралла утма тăнă çĕртен чарăнчĕç те хăйсем патне çывхаракан юлан утсен ушкăнне кĕтме пуçларĕç.
— Мĕскер ку, туй мар пулĕ те? Курăр, мĕнле тăхăнса тултарнă! — терĕ Тукай.
Юлан утсем хĕрлĕ, кăвак, симĕс казакин, çавăн пекех темиçе тĕслĕ çĕлĕк тăхăннă ачасем пулчĕç. Малтан вĕсем пĕр-пĕрне пӳлсе кăшкăрашнинчен нимĕн те уйăрса илме пулмарĕ, тĕплĕрех итлесен тин мăрсасем вĕсен арăш-пирĕш сăмахĕсенчен çакна ăнланса илчĕç: ыран шĕкĕр хулара халиччен пулман чаплă уяв пулать, хăй престола ларнă ятпа Сафа-Гирей пĕтĕм халăха кремле ĕçке чĕнет, çав ятпах кашни килте така пусса вăйлă апатлану ирттерме сĕнет.
— Çара янахлă çамрăксем, кĕреçе сухаллă стариксем! Çĕр çул каялла çуралнисем, ĕнер çеç çут тĕнче курнисем! — янăрарĕ йыхрав. — Утса çӳреме пултаракансем, упаленсе çӳреме пултаракансем! Арçынсем, хĕрарăмсем! Мĕн пур мусульмансем! Ыран килте çывăрса ан юлăр! Сафа-Гирее чыслама пурте кремле пырăр!
— Сафа-Гирей хăй çук-и çавăнта, кăшкăрса çӳрекенсем хушшинче? — кулчĕ Болдуш. — Лайăхрах пăхăр-ха эсир. Ку мыскарана вăл хăй шухăшласа кăларман-и?
— Чипер калаç! — терĕ Тукай. — Хана престола лартнă чухне яланах çавăн пек уяв ирттереççĕ. Пулса курман-и вара эсĕ?
— Пулман, — терĕ лешĕ. — Апла ыран вăйлă хăна тăвать пире Сафа-Гирей?
Тепĕр кун ирхине хан мечĕтне çапса хĕстернĕ пек халăх пырса тулчĕ. Тĕрĕссипе, кунта хула халăхĕнчен чавсапа вăйлă ĕçлеме пултаракан хастарлăрах каччăсемсĕр пуçне никамах та кĕреймерĕ темелле, пĕтĕм пушă вырăна мăрсасемпе эмирсем, карачисемпе улансем, мулласемпе даншимендсем, хафизсемпе юзбашисем йышăнса пĕтерчĕç.
Ту енчи çĕр-шывран килнĕ мăрсасем кунта маларах çитме ĕлкĕрнĕрен çеç майлăрах вырăн тупма пултарчĕç. Вĕсем хăйсене хăваласа кăларасран шикленнĕ пек асăрхануллăн пăхкаласа мечетре мĕн пулса иртессине кĕтрĕç.
Акă чаплă тумланнă аскерсем алăкран кĕççе евĕр ылтăн палас йăтса кĕчĕç, çынсене хĕстеркелесе ăна хан утса иртес çул çине сарса хучĕç.
Часах мăнтăр эмирсемпе кăрачисен ушкăнĕнче çамрăк ханăн çинçе кĕлетки курăнса кайрĕ. Сеид хана саламласа хотба текен турă кĕлли пуçларĕ. Ку кĕлĕ вăхăтĕнче Сафа-Гирей ылтăн палас варринче ним чĕнмесĕр тăчĕ.
Унтан тăватă çын паласăн тăватă кĕтессинчен ярса илчĕç те çамрăк хана мĕн алă çитнĕ таран çӳле çĕклерĕç. Мечĕтри çынсем пурте савăнăçлă сăмахсем кăшкăрса ячĕç. Аталык, унтан карачисемпе имильдашсем хан çине татти-сыпписĕр укçа тăкрĕç. Çывăхра тăракансем хана престола ларнă ятпа саламласа тата сывлăх сунса пĕчĕккĕнех алăкран тухма тытăнчĕç.
Хăйĕн ырă кăмăлне кăтартас тесе хан саламласа иртекенсене вĕçĕмсĕр укçа валеçрĕ, хĕрарăмсемпе çамрăк хĕрсене ывăçĕ-ывăçĕпе тĕрлĕ çимелли тыттарчĕ. Хутран-ситрен мечĕтре «хан кӳтĕрмек! хан кӳтĕрмек!» («хана çĕклемелле!») тесе кăшкăрчĕç, вара юнашар тăракан чаплă княçсемпе мăрсасем хана, пĕчĕк ачана ывăтнă пек, çӳлелле ывăтрĕç.
Чăвашпа çармăс мăрсисем иртнĕ чухне Булат Ширин çамрăк хана вĕсемпе кĕскен паллаштарма ĕлкĕрчĕ.
— Ту енчи çĕр-шыври куназ, — терĕ вăл Тукай çине кăтартса.
— Ăçта вăл, Ту енчи çĕр-шыв, улу карачи? — медресере вĕренекен ача пек ыйтрĕ Сафа-Гирей.
— Атăл леш енче, аслă хан, Хусантан кăшт çӳлерех, — терĕ Булат Ширин.
— Э-э, астăватăп, — хыттăн каларĕ Сафа-Гирей. — Мана Герай-хан ăнлантарса панăччĕ! Унта упасем нумай тет пулас…
— Упасем те пур, — куларах тавăрчĕ Булат Ширин. Тукай çамрăк ханпа пысăк карачи мĕн калаçнине тек итлесе тăраймарĕ, хыçалти çынсем çине-çине тĕртнĕрен çĕлĕкне тăхăнса картишнелле тухрĕ. Вăл çамрăк ханăн сăн-питне лайăххăн сăнаса юлма та пултараймарĕ.
Каç кӳлĕм Сафа-Гирей мĕн пур эмирсене, бексене, княçсемпе мăрсасене, улансемпе чаплăрах мулласене хăй патне хăнана пуçтарчĕ.
Мĕн уйăх пĕтиччен ĕçкĕ-çикĕпе савăнса пурăнчĕ çав çуркунне Хусан халăхĕ. Лаша пуррисем лашапа катаччи чупрĕç, кимĕ пуррисем Атăлпа Казанка çинче кимĕсемпе ярăнчĕç. Пуянсем кашни кун тенĕ пекех тихапа така пусрĕç, сĕтел çинчен хаклă йышши эрех татăлма пĕлмерĕ. Чухăнсем хăйсем ĕçсе çининчен ытларах çынсем савăннине курса çӳрерĕç.
Тукай ку уяв вĕçне кĕтсе илеймерĕ, хăй пекех ĕçкĕпе супнă мăрсасене киле васкатма пуçларĕ.
— Эп паян ярлăк илетĕп, пĕрле каятпăр, — терĕ ăна Болдуш.
— Халиччен мĕн туса пурăнтăн? Ма маларах кĕрсе илмерĕн вăл ярлăка? — терĕ Тукай.
— Ара, сана калама çăмăл. Памасăр тытса тăраççĕ-çке-ха! Икĕ хутчен кĕтĕм Булат Ширин патне. Вырăссем патĕнче пулнă эсĕ тет, сана çамрăк хан ярлăк парасшăн мар тет. Куç умĕнчех кулать вăл пиртен, Булат Ширин. Сафа-Гирей, çамрăкскер, мĕн пĕлтĕр-ха вăл? Юри пăтратать пысăк карачи, хăй иккĕленнине хан çине ярать.
— Мана та кӳрентерчĕ хальхинче. Тыткăнра пулнипе тĕртсе илчĕ.
— Çапла тав тăваççĕ вĕсем пире хăйсемшĕн çапăçнăшăн.
— Ан та кала, Болдуш. Пирĕн пата хаким вырăнне ман алманчă пулнă Урасмета ярасшăн. Шутла-ха, мăшкăл мар-и ĕнтĕ ку? Кирек мĕн тăвăр та, эп вăл йĕпе сăмсана нихçан та пăхăнмастăп терĕм.
— Вăл мĕн терĕ?
— Пăхăнмасан ярлăкна туртса илетпĕр терĕ. Хаким вăл хан представителĕ, ăна пăхăнманни хамăр хана пăхăнманнипе пĕрех тесе хăратма пуçларĕ.
— Вара мĕнле калаçса татăлтăр? — терĕ Болдуш.
— Нимле те калаçса татăлмарăмăр. Урăх çын çук пулсан Урасметах ямалла пулать тесе асăрхаттарчĕ. Çавă çеç.
— Ну, апла пулсан Урасмет патне така ытларах хăваласа пыр, Тукай мăрса! — кулчĕ Болдуш.
— Мĕншĕн така? Мĕншĕн урăх выльăх мар? — ăнланмарĕ Тукай.
— Ара, курмарăн-им, çак уйăхра Хусанта мĕн чухлĕ така çисе ячĕç? Эс пуçтармасан кам пуçтартăр ăна?
— Вăл темскер мар-çке. Ту енчи çĕр-шыв пуян, Хусана тăрантмалăх ясăк пуçтарса паратпăр. Эс ярлăкна кайса ил-ха часрах.
— Каятăп, каятăп, çамрăк хан мухмăрне чĕрттĕр-ха, — терĕ Болдуш. — Унсăрăн пуç ыратнă вăхăтра пырса кĕрсен вăл мана хăваласа кăларма пултарать.
Çармăс мăрси ярлăк илессине кĕтсе Тукай Хусанта тата тепĕр талăк пурăнчĕ. Тек вăл никам патне те хăнана кайма шутламарĕ.
Болдуш ярлăк илсе килсе ун хăна килне савăнăçлăн пырса кĕрсен вĕсем Туканашпа сывпуллашса васкавлăн çула тухрĕç.
11. Çуната вĕçме сараççĕ
Юлашки эрнере Урасмет Карамыш мăрса патне кун сиктерсе тенĕ пек кĕре-кĕре тухрĕ, анчах ăна килте пĕрре те тĕл пулаймарĕ.
— Вăл кремльте, — хуравларĕç йăлăхтарнă хăнана мăрса хĕрĕсемпе ывăлĕсем кашнинчех.
Урасмет çак кунсенче кремль таврашĕнче нумай çаврăнкаласа çӳрерĕ ĕнтĕ. Çук, кĕртмеççĕ ăна кремль картишне. Ярлăк ыйтаççĕ. Урасметăн ярлăк çук. Сахиб-Гирей кунтан тухса кайичченех тупса пама пулнăччĕ ăна Карамыш çав ылтăнран та хаклăрах шутланакан пергамент таткине, тупса памарĕ.
Урасметăн тӳсĕмĕ кĕскелсе çитрĕ ĕнтĕ. Хăçанччен кĕтмелле унăн хăйне çамрăк хан патне илсе каяссине? Хăçанччен суту-илӳ ĕçĕпе çеç аппаланса пурăнмалла Хусанта? Çакăншăн килсе кĕнĕ-и вăл шĕкер хулана хăйĕн мĕн пур пуянлăхне пăрахса? Кун пек кĕлмĕçле пурнăç ăна тахçанах йăлăхтарнă. Урасмета чăн-чăн ĕç кирлĕ. Халĕ чи лайăх вăхăт пулмалла ĕнтĕ Хусанта мăрса е хаким ятне илме. Вун виç çулхи ача тем тесен те ыттисене шанмасăр пĕтĕм ĕçе хăй тăвакан Сахиб-Гирей хан мар, унтан ярлăк ыйтса илесси Карамышшăн йывăр пулас çук.
Çапла шутларĕ Урасмет. Ахаль алманчăран мăрса пуласси мĕн тери чăрмавлă ĕç пулнине, Карамыш уншăн тăрăшса Булат Ширинпа темиçе хутчен сăмах хускатса калаçнине вăл пĕлмерĕ.
Кирлĕ вăхăтра Карамыш ăна хăех чĕнтерчĕ — пĕр каçхине вĕсем юлан утпа хан палати умне çитсе чарăнчĕç.
— Эс вĕрент, мĕнле калаçмалла манăн унпа? — терĕ Урасмет Карамыш хыççăн тĕттĕм палатăна кĕрсе.
— Кампа? — терĕ мăрса.
— Ара, Сафа-Гирейпе.
Карамыш хыттăн кулса ячĕ.
— Эсĕ хăвна хан йышăнать тесе шутлатăн-и? Кунта халь пĕтĕм ĕçе пысăк карачи тăвать, хан ун умĕнче пуканелле вылякан пĕчĕк ача çеç…
Пысăк карачине Урасмет Юмансарта та темиçе хутчен курнă, унпа калаçассинчен вăл ытлашши хăрасах каймарĕ.
— Çакă-и-ха вăл Тукай мăрса баскакĕ? — вĕсене хирĕç йывăррăн утса пычĕ Булат Ширин. — Малтан курам эп ăна, мĕнле çын вăл. Э-э, куçран-пуçран хăюллă пек. Сан шутпа мĕнле, Карамыш куназ?
— Маттур çын, — терĕ мăрса. — Ĕçре вут пек çунать, хавшак чунлă.
— Хавшак ут час ывăнать, — хирĕçлерĕ ăна пысăк карачи.
— Ку ывăнаканскер мар. Хусанта виçĕ çул пурăнчĕ. Ислам тĕнне йышăнчĕ…
— Мулла ĕнентерӳ хучĕ панă-и?
— Панă. Кăтартсам, Уразмат.
Урасмет кĕсйинчен ĕнентерӳ хучĕ кăларса пачĕ.
«Ту енчи çĕр-шыв çынни Урасмет, — вуларĕ Булат Ширин, — хăй ирĕкĕпе мăхамет тĕнне йышăннă, çĕнĕ тĕнпе ăна Уразмат тесе ят панă Ибрагим мулла, аллах чури, çакна ĕнентерсе…» Питĕ лайăх. Вырăссем патĕнче нихçан та пулман-и?
— Пулман, — терĕ Урасмет.
— Хусанта виçĕ çул пурăнтăн апла? Кунти йĕркесене хăнăхса çитрĕн? Эппин, сана тек кунта тытма кирлĕ мар, пĕр-пĕр даругăна ĕçе вырнаçтарас пулать. Хан панă аслă ирĕкпеле паянтан эп сана, ислам тĕнĕн шанчăклă çынни Уразмат, юзбаши туса хуратăп. Ырантан эсĕ çав чаплă ятпа Ар чăвашĕсем хушшинче ĕçлеме тытăнатăн. Мĕн Карамыш çине пăхатăн? — куларах каларĕ пысăк карачи. — Сана вăл тӳрех хаким пулатăн тесе шантарнă пулĕ-ха? Çапла-и? Хаким пулма ĕлкĕрĕн, вăл ят санран ниçта та тармĕ. Пĕр çулталăк ĕçлесе пăх, хăвна кăтартса пар. Ун чухне сана начар ĕçлесен ички тăватпăр, лайăх ĕçлесен хаким туса Тау ягы çĕр-шывне яратпăр. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм. Пĕтĕм чунтан тăрăшăп, — пуç тайрĕ Урасмет.
— Çуната ăна вĕçме сараççĕ, ан ман. Хастар юзбаши пул, пирĕн тăшмансемпе хаяррăн кĕреш. Паянлăха çакăнпа çитĕ, ытти пирки эп санпа ыран калаçăп. Кĕçĕрлĕхе сывă пулăр…
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...