Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
— Эп хурламастăп, анне, — амăшне мăйĕнчен çупăрларĕ Нухрат. — Анчах хам телейĕме шансах та пĕтерейместĕп. Килччĕр ара хăнана, ун чухне курăпăр.
— Паçăрах çавна каламалла, айван, — терĕ Чураппа. — Темле йăла вăл санăн аннӳпе хирĕçесси. Темиçе çул каялла эсĕ ун пек марччĕ.
Çав кунах Тукай мăрса килне тепĕр хăна кĕрсе тухрĕ. Ку вăл Криушран таврăнакан тутар мăрси Бурнаш пулчĕ. Алăка уçнă-уçман Бурнаш темшĕн Сарри мăрса пирки ыйтрĕ, вăл нумай пулмасть тухса кайнине пĕлсенех пĕр-ик кашăк яшка сыпкаланă хыççăн каялла чупса тухрĕ, лашине Кăрмăш çулĕпе хăвалама хушрĕ.
Чураппа ăна Сарри мĕншĕн кирлĕ пулнине ыйтса пĕлме те ĕлкĕреймерĕ.
— Ку ырра мар, — терĕ мăрса арăмĕ. — Сарри хыççăн йĕрлесе каять, тем тесен те тытса хупасшăн ăна, ав мĕн пăхкаларĕ вăл, хурчка куç…
Бурнаш Сарри мăрсана Çĕрпӳ ку енче хăваласа çитрĕ, вара çул тăршшĕпе унпа юнашар ларса пычĕ.
— Ну, ĕç тупса патăн эс ман валли, Сарри, — терĕ вăл. — Хĕл кунĕнче çапла сĕтĕрĕнсе çӳреме тивет. Хĕрхенесчĕ пăртак ман ватă шăм-шака…
— Мĕнле ĕç хăвалать-ха сана пирĕн еннелле? — юри йĕкĕлтесе ыйтрĕ Сарри. — Питĕ васкавлă ĕç хушса ячĕç-и шĕкĕр хуларан? Çуркуннеччен кĕтсен тĕнче пĕтсе ларать пек-и?
— Калама çук васкавлă ĕç хушса ячĕç, сан чарусăр çыннусенчен ыйтса тĕпчеме хушрĕç. Систермерĕ-и вара Булат Ширин сана Хусанта? Йăлт аптраса ӳкнĕ вĕсем унта. Тăшман пулĕ вăл Сарри, ун пек хăтланать пулсан вырăссене сутăннă пулĕ теççĕ. Юрать-ха Карамышпа иксĕмĕр хӳтĕлерĕмĕр.
— Халь мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ? Ман çынсене Хусана илсе каяс тетни? — хăй тĕллĕн кулчĕ Сарри.
— Халлĕхе илсе каймастпăр пулĕ. Ыйтса пĕлетпĕр те хăрататпăр лайăх кăна. Йăваш тытатăн эсĕ вĕсене. Кăштах ман саламата тутанса пăхчăр.
— Хăрамастăн-и? Асту, Сарри, питĕ куштан вĕсем, ман çынсем…
— Эс мĕн кулса пыратăн?! — тарăхса кăшкăрчĕ Бурнаш. — Ху пăтăрмах турăн та, халь йĕкĕлтеме пăхатăн-и? Вăл енне кайсан эп сан килӳнте хăяккăн кăна выртатăп, чĕнтер хăвăн çыннусене, тĕпче ман умра. Мана Хусана пĕлтерсе пултăр…
Киле çитсен Сарри хăйĕн ывăлне Нухрат пирки каласа кăтартма та ĕлкĕреймерĕ, хаким тӳрех ĕçе тытăнчĕ.
— Чи малтан пӳрте пĕр çыхă хулă илсе кĕрсе парăр, — терĕ вăл мăрса тарçисене. — Унтан Василь-Новгородра пулнă çынсене чĕнтерме пуçлăр. Кама чĕнмеллине Сарри мăрса лайăх пĕлет. Çапла-и, мăрса? Пĕлетĕн пуль эс вĕсене? Ячĕсене манăн каламалла мар пуль?
— Юрĕ, — шăл витĕр тавăрчĕ Сарри. — Йăлтах хам тăвăп, эс итлесе кăна лар. Ытла хĕнессӳ килсен хĕне вĕсене…
Чи малтан Сăрьелне Урапакасси çыннисене — Эхмеметпе унăн тусĕсене — чĕнтерчĕç.
Эхмемет Бурнаша пачах палламасть пулас, пӳрте кĕрсен вăл ăна курмăш пулчĕ, Сарри мăрсана вара пилĕк таран пĕшкĕнсе пуç тайрĕ.
— Сывлăх сонатăп, мăрса, — терĕ кăмака ăсти хăйĕнпе килнĕ темиçе çын хушшинчен маларах тухса. — Тем тума кирлĕ полтăмăр ĕнтĕ эпир сана…
— Ыйтса тăратăн тата, эсрел чунĕ! — ун еннелле темиçе утăм турĕ Сарри. — Ăçта санăн вырăссем парса хăварнă шăрт хучĕ? Кала!
— Чим-ха, кăшт тăна кĕме пар, — çĕлĕкне чăмăртакаласа пĕр вырăнта тăпăртатрĕ Эхмемет. — Мĕнле хот пирки калаçатăн-çак эсĕ, мăрса? Эпир вулама-çырма пĕлекен çынсам мар, мĕнле хот паччăр пире вырăссам? Тĕлĕнтерсе пăрахрăн-ха эсĕ пире кон пек…
Çав вăхăтра Бурнаш сĕтел хушшинчен тухрĕ те хулă çыххи патне пырса пĕр яштака хуллине алла илчĕ, пиçĕ-и ку тенĕ пек, ăна авкаласа пăхрĕ, вара Эхмемет еннелле çаврăнчĕ.
— Ак çакна куратни, халăха пăтратакан сурханах? — терĕ вăл чĕрĕ хулла Эхмемет сăмси патне илсе пырса. — Кала, ăçта сан ылханлă хуту?
— Эс кам пултăн? Ма ун пекех кăшкăратăн? Ма хăрататăн эсĕ холăпа? — куçне-пуçне вылятрĕ Эхмемет. — Эс пире халиччен холă тотанса пăхман тетне? Онтан питĕ сехĕрленсе тăраççĕ тетне?
— Эс чипер калаç, — терĕ Сарри. — Ку вăл хаким, хакимпа ун пек калаçмаççĕ…
— Мĕншĕн тӳрех холăпа хăратать эппин вăл? Калатăр, мĕн кирлĕ ăна…
— Мĕн кирлине эс лайăх пĕлетĕн. Тавлашса ан тăр, пар вырăссем хăварнă усал хута.
— Полтараймастăп. Çоккă вăл ман çомра.
— Камра эппин?
— Пĕлместĕп.
— Çыхса пăрахăр ăна! — кĕтмен çĕртен хыттăн кăшкăрса тăкрĕ Сарри мăрса. — Хĕнĕр чĕп-чĕр юн пуличчен!
— Мĕншĕн ку? — лăпкăн çеç ыйтрĕ Эхмемет. — Мĕн айăпа кĕтĕм эпĕ?
— Вырăссем патне кам ертсе кайрĕ çынсене Василе? Халăха пăтратаканни кам пулчĕ?
— Э-э, куна ӳстерсе калатăн, Сарри мăрса. Пĕр çын çавăн чухлĕ халăха епле ертсе кайтăр? Мĕн, эп мăрса-и е вайпут-и?
— Юлашки хут ыйтатăп, вырăссем парса хăварнă шăрт ăçта? — тӳсĕмсĕррĕн пӳлчĕ ăна Сарри. — Нумай тулаштаратна эс мана?
— Ахалех толашатăн, мăрса, — мĕн пулнă ку Саррие тенĕ пек, ун çине тинкерсе пăхрĕ кăмака ăсти. — Вăл хот манра мар…
— Камра? Мĕнле кĕлмĕç тытса усрать вăл сарăплă хута?
— Калатни эс е каламасни? — хулăпа тепре хăмсарчĕ Бурнаш.
— Каламастăп, — пуçне сулкаларĕ Эхмемет. — Каламастăп, ан та ыйтăр.
— Калатăн! Ак çыхса пăрахса пурне те çак хулăсем пĕтиччен ăшалатпăр сире. Часах урăхла юрлама пуçлатăн эсĕ, ват супнă!
— Пире çыхса пăрахасси ним те мар, эпир ватă çынсем. Анчах та ан та ыйтăр, пирĕн çумра хот таврашĕ çук.
— Ăçта вăл?
— Тĕрĕссипе калас тăк, Сарри мăрса, вăл — çĕр айĕнче. Ăна эс топаймастăн. Хăвах пĕлен, ăна мана паман-çке-ха, халăха панă. Халăх хошнипе тотарсенчен шикленсе эпир ăна пĕр старикпа çĕр айне, никам топма полтарайман вырăна, чавса чикрĕмĕр.
— Ху чикнĕ, хăвах тупатăн!
— Çук, топаймастăп. Тӳрех калап: хĕне мана, вĕлер, вăл хота илейместĕн. Ку çынсене ан та тив, мăрса. Вăлсам нимĕн чухлĕ те айăплă мар. Хĕнес полсан мана хĕне. Эпĕ…
Ăна каласа пĕтерме памарĕç. Бурнаш старике пĕтĕм вăйпа хырăмран пырса тапрĕ те, лешĕ антăхса кайса урайне пĕтĕрĕнсе ӳкрĕ.
— Пурте салтăнăр! Хывса пăрахăр хăвăрăн пыйтлă йĕммĕрсене! — кăшкăрчĕ хаким. — Çатта-çарамас юличчен салтăнăр! Пурне те хам алăпа ислетме пуçлатăп. Вĕрентĕп эп сире вырăссем патне çӳреме!
Çав вăхăтра пӳрте кӳршĕри тепĕр ялтан килнĕ темиçе çынна илсе кĕчĕç, Бурнаш хăйĕн юратнă ĕçне тытăнма хатĕрленсе çийĕнчи камзолне хывса хучĕ.
— Хĕнĕр, вĕлериччен хĕнĕр, — хăй тĕллĕн йынăшнă пек калаçрĕ Эхмемет. — Анчах никам та хот тупса памасть сире. Ахалех асаплантаратăн, Сарри, халăха, çав тутар мăрсисем хыççăн каян. Çук, вăлсампа май килмест, Сарри мăрса. Каларĕ тесе калăн, май килмест. Эпир айванланса кайнă тетне вырăссем патне? Нумай шутланă эпир ун пирки, питĕ нумай шутланă… Юрĕ, хĕнĕр, вĕлерĕр мана, шăрт хутне пурпĕр памастăп… Çук, памастăп вăл хота сирĕн алла…
Икĕ кун иртен пуçласа каçчен алхасрĕ урса кайнă хаким Сарри мăрса килĕнче. Кил хуçи ăна ним каласа чарма та пултараймарĕ. Вăл çеç мар, Бурнаш Хусанта хăйĕн пирки элеклесе ан кăтарттăр тесе, Сарри хутран-ситрен хăй те аллине хулă тытрĕ. Ун картишĕнчи çĕр пӳрт аманнă çынсемпе тулса ларчĕ.
Юн сурса выртакан Эхмемете мăрсаран ирĕк ыйтса илсе килне леçсе хăварчĕç. Сарри хирĕçсе тăмарĕ — вăл старик ун патĕнче вилсе каясран шикленчĕ курăнать.
Ывăлĕ кӳлсе килнĕ çуна хапхаран тухас чух Эхмемет мăрсана чĕнсе килме хушрĕ. Вилес çын кăмăлне хуçас мар тесе ирĕксĕрех Саррие чĕнме тиврĕ.
— Эп, мăрса, сана чĕрне хури тăршшĕ те çилленместĕп, — терĕ старик аран-аран сывлăш çавăрса. — Пĕлеп-çке-ха, ху ирĕкӳпе тумарăн ку ĕçе… çав çĕр çăтман хаким хошнă тăрăх турăн… Юрĕ-çке, хĕне, анчах вырăссенчен ан сивĕт халăха… Çавна çеç каласшăнччĕ сана… каçар охмахсене…
Аптăраса ӳкнĕ Сарри ăна çийĕнчех ним тавăрса калама та пĕлмерĕ.
7. Икĕ элчĕ
Тăршшĕпе вăрман, вăрман. Тарăн юр. Çул икĕ енĕпе çăткăн кайăк йĕрĕсем. Хирĕç килекен лавсем пачах тĕл пулмаççĕ — сайра хутра тухса çӳреççĕ пулас кунти çынсем кӳршĕ ялсемпе пасарсене! Тата ялĕсем те пачах курăнмаççĕ. Çирĕм-вăтăр çухрăм каятăн та — пĕр ял, çирĕм-вăтăр çухрăм каятăн та — тепĕр ял. Çул айккинчи çырма-çатрасене пытанса юлаççĕ пулсан анчах кунти ялсем.
Вăхăт часрах ирттĕр тесе Черемисинов ялан куçне хупать, ăшă тăлăп хӳттинче çывăрса кайма тăрăшать. Тепĕр чух чăнах та ăна пăртак кăтăш пулма май килет, анчах çуна сулăнкăна кайса çул хĕррине хыттăн пырса çапать те, элчĕ вăранса тăлăп çухине сирет. Каллех вăрман. Юр айне пулнă вĕтлĕх, уçланкă, вара каллех ĕмĕрхи хырсем, юмансем.
— Инçе юлмарĕ ĕнтĕ, Иван Семенович! Тĕттĕм пулса лариччен киле çитетпĕр! — кăшкăрать малта пыракан лав çинчен Тукай элчĕ ун еннелле кармашса пăхнине асăрхаса.
— Иртсе кайрăн пулĕ эсĕ, Тукай? — кулать Черемисинов пуçне сулкаласа. — Ытла вăрах килетпĕр-çке Шупашкартан! Эс аташса урăх çулпа кĕрсе кайрăн пуль?
— Çук, иртмен, — тет мăрса. — Аташма та пултарайман. Эп кунта кашни кукăра пĕлетĕп. Сахал хутланă-и Юмансартан Чалăма? Çур ĕмĕр çак çул çинче иртнĕ темелле! Эс кунтан пĕрремĕш хут килетĕн-им?
— Пĕрремĕш хут мар та, ăçтан астуса пĕтерĕн? Мускавпа Хусан хушшинчи çул вăрăм! — тет элчĕ.
Çакăнпа калаçу чарăнать. Утсем малалла анаталла анассине сиссе ямшăксем хистемесĕрех хытăрах кайма тытăнаççĕ. Çуна çине вĕçĕмсĕр юр сирпĕнет. Ку юр пит-куçа хуплать, çăвара кĕрет. Черемисинов каллех тăлăп айне пытанать.
Çуна тупанĕсем темле кĕвĕ кĕвĕлеççĕ, хутран-ситрен хăлхара ямшăк сасси кăмăллăн янăрать. Çут тĕнчере урăх нимĕн те çук.
Унтан куçсем хупăнаççĕ. Çын тутлăн тĕлĕрме пуçлать.
Сасартăк çул икĕ айккинче те йытăсем харкашни илтĕнсе каять. Ку сасă çывхарнăçемĕн çывхарса пырать. Йыттисем çав тери йышлăн пулас, вĕсем пĕр тăруках икĕ лавне те сырса илеççĕ.
Черемисинов мĕн пулнине ăнланма тăрăшса малти лав еннелле пăхать. Унта Тукай йытăсемпе çапăçать иккен. Тĕрĕссипе, вăл йытăсене хăмсарать çеç, çапмасть, лешсем те ăна çыртма шутламаççĕ, хӳрисене пăлтăртаттарса ун тавра сиккелесе çеç çӳреççĕ.
— Э-э, палларăр-и хуçана? Ăна кĕтсе илме сиксе тухрăр-и? — калаçать мăрса вĕсемпе. — Ну, вĕçтерĕр, вĕçтерĕр килелле! Унсăрăн эпĕ сире ак пушăпа!
Тукай таврăннине тарçăсем те сиснĕ ĕнтĕ, картишĕнче унăн-кунăн чупкаласа тирпейлеме ĕлкĕреймен япаласене тирпейлеççĕ. Хĕрарăм-тарçăсем нимрен малтан Чураппапа Нухрата систерме васканă, лешсем çăм тутăр пĕркенсе сăхмансăрах тухнă та çухалнă хуçана хапха умĕнче кĕтсе тăраççĕ.
Лавсем çывăхарах çитсен хĕрарăмсем çухăрашса малти çуна патне чупса пычĕç те иккĕн икĕ енчен тӳрех мăрса çине ыткăнчĕç.
— Таврăнтăн! Таврăнтăн! Таврăнтăн! — ялан пĕр сăмах каласа макăрчĕç вĕсем.
Тукай арăмĕпе хĕрĕн ытамĕнчен аран-аран хăтăлса çуна çинчен анчĕ.
— Çитĕ! — терĕ вăл çав-çавах куççуль шăпăртаттарса ун патне сĕкĕнекен Чураппапа Нухрата. — Халь мĕн макăратăр ĕнтĕ? Халь эп килте! Çитет сире ӳлеме! Мунча хуттарăр часрах, мунча! — Арăмне вăл кайри лав çине тĕллесе кăтартрĕ. — Куратни, кам килнĕ пирĕн пата?
— Ах, Иван Семенч! — куççульне шăлмасăрах хăна патне чупса пычĕ Чураппа. — Курманни миçе çул пулать! Хăвăртрах пӳрте кĕрĕр, пӳрте! — хăй каллех упăшки патне ыткăнчĕ. Ун çийĕнчи тăлăпа сӳсе илчĕ те ăна тарçăна тыттарчĕ. Хĕрĕпе иккĕш ик хул хушшинчен тытса хуçана пӳрте илсе кĕчĕç.
— Мунча, мунча хутса яма хуш, Чураппа! — тепĕр хут каларĕ Тукай. Çавăнтах вăл килтисене пăрахса Черемисинова хирĕç тухрĕ. — Кĕрсем, хаклă хăна, кĕтетпĕр сана эпир!
Вăл хăех ăна салтăнма пулăшрĕ, тепĕр самантран вара элчĕпе мăрса тӳрех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç.
— Йăлтах кăлар сĕтел çине! — терĕ арăмне мăрса. — Тутли тата йӳççи мĕскер пур, пĕтĕмпех ларт пире валли. Йăлăхрăм çын аллинчи апатпа пурăнса. Пĕр эрне ниçта тухмасăр ĕçетпĕр Иван Семеновичпа!
— Çук, çук, — терĕ Черемисинов. — Манăн ĕçкĕпе ашкăнма юрамасть, ыран тухса каяс пулать.
— Ниçта та каймастăн! Халь сана кăларса яратăп-и? Чураппа! — чĕнчĕ Тукай тĕпелте çимĕç хатĕрлекен арăмне. — Итле, каласа парам сана. Çак çын çăлчĕ ĕнтĕ мана тыткăнран Мускавра! Вăл пулман пулсан эпĕ халĕ те Яуза хĕрринчи тĕрмерех лармалла…
— Турă телей патăр сана, Иван Семенч! — ун умне пырса пуç тайрĕ Чураппа. — Пурăн-ха эппин пирĕн патăрта йăлăхтариччен. Хĕл кунĕнче таçтах васкамалли çук пулĕ.
— Васкамалла, — терĕ элчĕ. — Эпĕ кунта çула май кăна кĕнĕ. Патша ĕçĕпе Хусана каятăп.
— Тукай патне çитрĕн пулсан, каймастăн ăсначчăт, — вырăссем патĕнче пурăннăран калаçăва хутран-ситрен вырăс сăмахĕсем хушкаларĕ кил хуçи. — Мур тĕпне кайтăр вăл, Хусан! Çуркуннесĕр те пырса кĕместĕп эп унта!
— Манăн ĕçĕ çавăн пек — тăхтама юрамасть. Ман алăра, — Черемисинов сылтăм аллине кăкăр тĕлĕнчи шалти кĕсйи çине хучĕ, — III Василий çырăвĕ. Ăна часрах Сахиб-Гирей патне çитермелле.
— Эй, вăл темех мар! — терĕ Тукай мăрса. — Ав кăмакана ывăт III Василий çырăвне. Мĕне кирлĕ вăл хут татăкки халь?
— Мĕнле вăл «мĕне кирлĕ»? — тĕлĕнчĕ Иван Семенович.
— Çаплах ара. Сахиб-Гирее çырупа ӳкĕте кĕртме май пур тетне? Хусанпа Мускав хушшинчи ĕçсем шала кайнă ĕнтĕ, унта çыру нимĕн чухлĕ те пулăшаймасть. Василий Иванч мĕн çырассине эпĕ ахалех пĕлетĕп. Тухса кай эс Хусантан, Сахиб-Гирей, эпĕ унта хамăн тивĕçлĕ хана Шигалее лартма шутлатăп, — тет. Анчах мĕнле ухмах тухса кайтăр-ха Хусантан хăй ирĕкĕпе. Сахиб-Гирей кайма шутламасть, паллах. Тĕрĕс мар-и, Иван Семенович? Çапла çырать вĕт сан Василий Иванчу?
— Йăнăшатăн, — терĕ лăпкăн Черемисинов. — III Василий Хусан ханне ӳкĕтлемест. Сахиб-Гирей пирĕн аслă князь патне хăй çыру янă. Унпа вăл килĕшӳ тăвасшăн.
— Сирĕн аслă князь мĕн тет?
— Килĕшмест.
— Мĕншĕн килĕшмест, калас-и? Мĕншĕн тесен III Василий Сахиб-Гирее унта лартма тивĕçлĕ хан вырăнне хумасть. Çапла-и?
— Вăл çеç мар. Унта урăх сăлтавсем те пур.
— Урăх сăлтавсем тетĕн. Калас-и?
— Кала-ха эппин.
— Василий Иванч малалла çапла çырать: килĕшӳ тума май çук, эс ман элче Поджогина вĕлерттертĕн, ман купсасене тытса хупрăн, таварĕсене çаратрăн тет. Мĕн, тĕрĕс мар-им?
— Çавăн евĕрлĕ шухăш пур, — терĕ Черемисинов. — Эс элчĕ пулма пултаратăн, Тукай мăрса.
— Кирлĕ пулсан пулма пултаратăп! — мухтанмасăр чăтаймарĕ Тукай. — Ара, пурнăç вĕрентет-çке, Иван Семенович. Сахал тӳссе ирттертĕм-и хурапа шурра? Эпĕ мĕн-çке, çав Поджогинпа пĕр нӳхрепре те ларса курнă.
— Ан тĕлĕнтер, — терĕ Черемисинов.
— Чăнах, ара. Айăпа кĕтĕм пĕрре. Сахиб-Гирей Хусана çитсенех мана кремль нӳхрепне хупса лартрĕ. Манпа пĕрле унта Шигалейпе Поджогин та ларнăччĕ.
— Пĕрлех-и?
— Пĕрлех. Ку йăнăшпа пулнă та-ха… Юрĕ ĕнтĕ, — алă сулчĕ Тукай. — Тепĕр куннех хан манран каçару ыйтрĕ, çĕнĕ ярлăк парса ячĕ. Мухтав турра, халĕ те çав ярлăкпах пурăнатăп.
— Каллех Хусана каятни, мăрса? Каллех Сахиб-Гирее пуç çапатни? — хĕрарăмсем илтмелле мар шăппăн ыйтрĕ Черемисинов. — Эп кун пирки санран çул çинчех ыйтса пĕлес тенĕччĕ…
— Хусана каймасăр ăçта каяс-ха манăн? — тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине Тукай. — Ăнланмастăп, мĕн пирки ыйтатăн кăна эсĕ, Иван Семенович?
— Хусан йăлăхтармарĕ-и сана?
— Йăлăхтарсан мĕн тăвас-ха? Пĕр кăвакал ав аптранипе кутăн чăмнă тет. Мĕн, апла пулсан манăн Атăла кайса сикес-и?
— Мускав енне куç, — пĕр кулмасăр тавăрчĕ хăна.
— Кăна эс чăнласах калатни?
— Чăнласах.
— Санран çакна кĕтменччĕ, — Тукай тути патне илсе пынă алтăрне сĕтел çине лартрĕ те каялла уртăнса Черемисинов çине тинкерсе пăхрĕ. — Акă мĕн калам эп сана, Иван Семенович. Кунашкал сăмах-юмах мана кӳрентерет. Мана ыттисем ӳкĕтлеме пултараççĕ, анчах эсĕ кун пирки ан чĕн. Ан чĕн! — лешĕ тем калама тăнă çĕртен чарчĕ мăрса. — Эпир санпа авалхи туссем-çке, пĕр-пĕрне ăнланма тивĕç. Тархасшăн, ан ман: эсĕ — Мускав çынни, виличченех Мускав çынни пулатăн, эпĕ — Хусан мăрси, виличченех Хусан мăрси пулатăп. Эп ăнланатăп: пире, чăвашпа çармăс мăрсисене, йывăр, мĕншĕн тесен эпир икĕ вут хушшинче. Анчах ниçта кайса кĕме те çук. Ама çури анне пулсан та Хусан пирĕншĕн анне пулса тăрать, пирĕн кăвапа унпа çыхăннă…
Шухăшсем
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...