Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
— Чылайăшне пĕлетĕп. Девлизерĕпе калаçса та курнă. Питĕ чее князь.
— Ăна Булат Ширин Мускава элчĕ туса ярать текен хыпар пур, — сăмах хушрĕ Черемисинов.
— Вăл пултармалла, — терĕ аслă князь. — Вăл килсен сирĕн ĕç татах та йывăрланать, думнăй дворянин.
— Эпир хăнăхнă!
— Анчах ĕçе вăраха ярас марччĕ. Кăçал Хусана парăнтарса Сахиб-Гирее яланлăхах Сулейман патне хăваласа ярасчĕ.
— Тем пекчĕ, аслă князь, — терĕ Черемисинов.
— Андрей Пильменов князь мĕнле пурăнать? — ыйтрĕ Василий Иванович. — Поджогина вĕлернĕ пек вĕлересрен хăрамасть-и?
— Çук, хăрамасть. Вăл мана çарта хăш воеводăсем пулассине пĕлсе килме хушрĕ, аслă князь.
— Пĕлтерĕп. Пĕр-икĕ кун пурăн Мускавра. Тухса каяс умĕн элчĕ ячĕпе çыру илме кĕретĕн. — Çавăнтах патша кĕтмен çĕртен ыйту пачĕ. — Итле-ха, думнăй дворянин, ху пулсан эс аслă воевода пулма кама лартнă пулăттăн? — терĕ.
Черемисинов кăна илтсен хăлха çунатти таран хĕрелсе кайрĕ.
— Пĕлместĕп, мĕн эсĕ, аслă князь? — мăкăртатрĕ вăл. — Ку ĕнтĕ йăлтах сантан килет.
— А эс хăвăн шухăшна кала! Государь ыйтать пулсан чĕнмесĕр тăма юрамасть.
— Эп воевода пулма çар ĕçне лайăх пĕлекен пултаруллă çынсене лартнă пулăттăм, аслă князь.
— Хăюллăрах, хăюллăрах, — хистерĕ Василий Иванович.
— Боярсене килте ларма хушăттăм, вăрçăсене хутшăнтармăттăм.
— Мĕншĕн вара ку?
— Ара, вĕсенчен нумайăшĕ хăйсемшĕн çеç тăрăшаççĕ, пултарусăр çынсем вĕсем, хăйсен несĕл чапĕ çинчен шутланисĕр пуçне ним тума та пĕлмеççĕ.
— Хăюллă эсĕ, думнăй дворянин, — ăна тӳрех куçран пăхрĕ Василий Иванович.
— Каçар, аслă князь, тен, ытлашши каларăм пуль…
— Юрĕ-çке, сан сăмахусене мансăр пуçне никам та илтмерĕ, — кулчĕ патша. — Паллах, боярсем куншăн санăн пуçна касатчĕç. Эп хĕрхенĕп. Нумай чупрăн Хусана, нумай тăрăшрăн эс маншăн. Хамăр пуçланă чаплă ĕçшĕн ӳлĕмрен те вăйна ан шелле. Эп сана ахаль тумăп. Халь сывă пул. Хăçан килессине сана Бельский боярин пĕлтерĕ…
Аслă князь Черемисинов тухса кайсан та çав-çавах ун сăмахĕсене аса илсе шухăша кайса ларчĕ. Вăл хăй тĕллĕн кулса илчĕ: хăрамасăр калаçрĕ думнăй дворянин, ку çеç те мар, тĕрĕс сăмахсем каларĕ! Чăнах-çке ара: боярсенчен нумайăшĕ çав тери пултарусăр çынсем, хăйсен несĕл чапĕпе тата пурлăхĕпе мухтаннисĕр пуçне ним тума та пĕлмеççĕ.
Анчах кирек мĕнле пулсан та воеводăсене, вăл шутра аслă воеводăна та, боярсен хушшинченех суйласа илме тивет. Урăхла май çук. Вырăс патшалăхĕнче урăхла йĕрке пулман.
Темиçе эрне пуçа çĕмĕрет ĕнтĕ аслă князь çитес вăрçăра кама-кама воевода туса хурасси пирки. Ку ыйтупа вăл боярсемпе нумай калаçнă, килтисемпе тавлашнă, çапах та хăйĕн татăклă сăмахне каламан-ха. йышлăн-çке вĕсем, боярсемпе воеводăсем! Пĕринчен тепри чаплă. Хăшне суйласа илĕн? Хăшне кӳрентерĕн? Кашниех хăйне çара ертсе кайма тивĕçлĕ пĕрремĕш çын тесе шутлать. Сисет-çке-ха аслă князь, ку ыйтупа боярсем хушшинче вĕçĕмсĕр тавлашу пырать. Юнаççĕ пĕр-пĕрне боярсем, укçашăн тăшмана сутăннă тесе айăплаççĕ, çарпа тепре кайсан сутăнчăкла ĕçсемшĕн патша аллине тытса парассипе хăратаççĕ. Хăшне юрамалла вĕсенчен? Шуйскисене-и е Бельскисене? Палецкисене-и е Курбскисене? Тен, Воротынскисене пуль е Оболенскисене? Пĕлет аслă князь, кирек хăшне лартсан та тепĕр ушкăнри боярсем кăмăлсăр пулаççĕ. Кирек хăшне лартсан та вăрçă вăхăтĕнче вĕсем çапăçса каяççĕ. Яланах çапла: çар Мускавран çĕр çухрăм кайма ĕлкĕреймест — кремле элекçĕсем юлан утпа çӳреме те тытăнаççĕ: «Çавă хăйĕн кĕсйине çавăн чухлĕ укçа чикрĕ». «Çавна çартан чĕнсе илес пулать, мĕншĕн тесен вăл тăшмана сутăннă». «Çавă мана чăтма çук сăмах каларĕ, айăпла эсĕ ăна уншăн, аслă князь», тата ытти те, тата ытти те.
Ĕç пĕтĕмпе хăйĕнчен кăна килнĕ пулсан III Василий аслă воевода пулма, паллах, е Поджогин ывăлне, е Лупин-Горбатый княçа лартнă пулĕччĕ. Хастар воеводăсем вĕсем, вăрçă ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Çамрăк, ăслă. Анчах çăвар уçса кала-ха çавсене çар пуçлăхĕсем тăватăп тесе! Тем тесен те Мускавра боярсен вăрçи пуçланать! Горбатыйпа Поджогина çеç мар, аслă княçа та çимеллипех çисе яраççĕ.
Пилĕк-ултă хутчен пуçтарăнса канашланă, вăрçнă, тавлашнă хыççăн çапах та кăçалхи вăрçа хутшăнакан çар пуçлăхĕсен хушамачĕсем паллă пулчĕç. Тĕп воевода вьшăнне Бельскисем никама та памарĕç. 1521 çулхи вăрçăра хисепрен тухнă Дмитрий Бельскине хăварма май çуккине пĕлсе вĕсем хальхинче тĕп воевода пулма Иван Бельскине сĕнчĕç, Василий Ивановичăн вара кунпа ирĕксĕрех килĕшмелле пулчĕ. Ытти воеводăсенчен похода Семен Курбский, Захарьин, Горбатый, Симский, Дороговужский, Палецкий княçсене тата Хусан ханĕ пулнă Шигалее яма палăртрĕç.
Василий Ивановича калама çук пысăк ĕç тунă пекех туйăнчĕ. Чи тавлă ыйтăва татса панă. Ытти пирки вăл воеводăсемпе калаçса татăлма пултарĕ.
Малаллахи ĕçсен планне Бельский боярин пĕччен тенĕ пекех хатĕрлерĕ. Çапла калаçса татăлчĕç: шыв чакнă тĕле çарсем Ока тăрăх Атăла тухаççĕ, вара виçĕ ушкăна пайланса Атăл тăрăх анаталла анаççĕ. Пĕр ушкăнĕнче çуран çар пулать, ăна Иван Федорович Бельский хăй илсе каять, утлă çара Хабар Симский ертсе пырать. Ку плана хирĕç тавлашакансем пулмарĕç, пĕр Иван Федорович Палецкий князь çеç çара темиçе ушкăна пайласа ярассине хирĕç пулчĕ. Ун пек ансан çарсем Хусан патне тĕрлĕ вăхăтра çитсе тухаççĕ тата çул çинче вĕсен тăшманпа уйрăммăн-уйрăммăн çапăçма тивет терĕ вăл. Çарсене ниепле те пĕрле антарма май çук тесе Бельский унпа килĕшмерĕ. Патша вĕсен тавлашăвне хутшăнасшăн пулмарĕ курăнать. Çĕртме уйăхĕнче Чулхула çывăхне калама çук пысăк çар пуçтарăнчĕ. Таврари ялсем, вăрмансемпе улăхсем утлă çарпа, ратниксен отрячĕсемпе, обозсемпе тата нарядпа тулса ларчĕç.
— Кунашкал хăватлă çара вырăс çĕрĕ нумайранпа курман, — терĕ митрополит воеводăсемпе пĕрле пур çĕре те çитсе курнă хыççăн.
— Çĕр аллă пин çын! — пĕлтерчĕ ăна Бельский.
— Çĕр аллă пин çын?
— Çапла.
— Турă пулăштăрах сире ку тери вăйпа çав çĕлен йăвине аркатма!
— Эс каланă пек пултăр, митрополит. Эпир хамăр пурнăçа хĕрхенмесĕр çапăçăпăр, шанса тăр пире.
— Турă судья пултăр сирĕншĕн, эсир мĕнле çапăçнине турă курса тăтăр, — терĕ вырăс чиркĕвĕн пуçлăхĕ.
Митрополит Чулхулара нумай пурăнмарĕ, кимĕсемпе анакан пĕрремĕш çара ăсатнă хыççăн хăйĕн тем пысăкăш кӳме урапийĕ çине ларса Мускавалла çул тытрĕ.
Вăл тухса кайсанах аслă воевода хăйĕн патне Палецкий княçа чĕнтерчĕ.
— Хаклă Иван Федорович, — терĕ вăл. — Пирĕн малтан хамăр çирĕплетнĕ йĕркене кăшт пăсма лекет. Юлашкинчен анакан çар киммисен ушкăнĕ чи пысăкки пулнăран эпĕ унти воеводăна улăштарма шут тытрăм. Ку çара никамăн та мар, санăн илсе анмалла. Эсĕ çапăçусенче пулса курнă, Атăл тăрăх та нумай çӳренĕ…
— Ăнланмастăп сана, аслă воевода, — терĕ Палецкий князь. — Чи малтан анса кайма палăртнă çыннăн мĕншĕн пуринчен кая юлмалла-ха? Ытти воеводăсем мĕнрен начар? Ма шанса памалла мар вĕсене юлашкинчен анакан ушкăна? Тата манăн пĕлес килет: кам шухăшĕ ку — аслă княçăн-и е хăвăн-и?
Ăна, çав тери тарăхнă çынна, хăйне тытса чарма питех те йывăр пулчĕ, çапах та вăл аслă воеводăна тивĕçсĕр сăмах каламарĕ.
— Хамăн, — терĕ кăшт тăхтаса тăнă хыççăн боярин. — Анчах эс ăна аслă князь ирĕкĕпе тунă япала тесе шутла, мĕншĕн тесен эп ун пирки Василий Ивановича пĕлтерсе хуратăп.
— Сан ирĕкӳ, боярин, эс кунта аслă воевода, — шăл витĕр каларĕ Палецкий князь.
Çакăнпа вĕсен калаçăвĕ пĕтрĕ.
Аран-аран пуçтарăнакан çар киммисене хăварса Бельский темиçе воеводăпа тата Шигалейпе пĕрле çуран çар хыççăн анаталла анса кайрĕ. Çул çинче вăл çакна аса илчĕ: тавлашнă хушăра Палецкий княçа Чалăм патĕнчи хăрушлăх çинчен асăрхаттарма та маннă. Систермелле терĕ боярин, унсăрăн ăна йăлтах пĕтерсе тăкма пултараççĕ, кама та пулин антарса хăвармалла та систермелле. Анчах шалти усал туйăм, хăйĕнпе хирĕçнĕшĕн тавăрас туйăм, ăна çакна тума памарĕ. Аркатчăр çав терĕ вара боярин, унăн аслă князь умĕнче явап тытмалла пултăр! Хусан патĕнче эпир унсăр та çапăçма пултаратпăр, çар пĕчĕк мар.
Хăй вăл Чалăм патне çитес умĕн пĕтĕм çара чарăнма хушрĕ. Аслă князь асăрхаттарни çинчен пĕлтерсе Бельский Чалăм çывăхне лайăх хĕç-пăшалланнă юлан утсен ушкăнне ячĕ, ку ушкăна каç пулас умĕн кĕтмен çĕртен Чалăма пырса тапăнма хушрĕ.
— Эсир тĕттĕм пуличчен çеç тытăнса тăрăр, кимĕсем иртнĕ хушăра çармăссене çыран хĕррине пыма ан парăр, — терĕ вăл. — Ун хыççăн аслă çул çине тухса пире хăваласа çитетĕр.
Аслă воевода кăтартса панă вăхăтра Чалăм тĕлĕнче кĕске çапăçу пулса иртрĕ. Ку çапăçăва Атăлпа иртекен çар киммисем хутшăнмарĕç.
Çарсем ниçта чарăнса тăмасăр Хусан патнелле васкарĕç.
Йăртăхçăсем темиçе çĕрте те çармăссемпе чăвашсен утлă çарĕсем çӳрени çинчен пĕлтерчĕç, анчах вĕсем вырăссен пысăк çарне ниçта та пырса тапăнаймарĕç.
— Ай-ай телейлĕ çын эсĕ, боярин! — терĕ Шигалей Бельские Хусан хули курăнса кайсан. — Миçе çĕрте çапăçмаллаччĕ пирĕн — çапăçмарăмăр. Пĕр çухатусăр çитрĕмĕр шĕкĕр хулана! Ĕçсем кун пек ăнса пырсан ним мар илетпĕр Хусан крепоçне. Çапла-и, боярин?
— Илетпĕр, сана каллех хан тăватпăр! — савăнăçлăн каларĕ воевода.
Ку вăл кăштах мухтаннă пек тухрĕ, ăна ытти воеводăсем çеç мар, Бельский хăй те сисрĕ. Анчах чи хăрушши кунта урăххи пулчĕ: аслă князь хыттăн асăрхаттарнă çĕртенех мĕнле персе ячĕ-ха вăл Шигалее хан тăвасси çинчен? Шигалей вырăс çарĕ Хусана илсен те хан пулмасть. Шанмасть ăна хальхинче Василий Иванович. Çарпа пĕрле те ăна хăй тархасласа ыйтнипе кăна кăларса ячĕ. Бельские вара унăн кашни утăмне сăнаса тăма хушрĕ. Уйрăммăнах Хусанта ним тума та ирĕк ан пар ăна, унсăрăн вăл хăйĕн чăрсăрлăхĕпе Хусан халăхĕ умĕнче пирĕн пĕтĕм ĕçе пăсса пăрахма пултарать терĕ.
«Йăпăлтатса мĕнле сăмах калаттарчĕ вăл мана! — терĕ аслă воевода. — Тупрăм хам валли инкек! Кун хыççăн сана хан тума хушман тесе мĕнле пĕлтерес-ха ăна?»
Çурла уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче вырăс çарĕ хула çумне, Гостиный утрав текен вырăна, çитсе вырнаçрĕ.
Кая юлнă çарпа артиллери пирки темиçе кун хушши нимле хыпар та пулмарĕ.
Шигалей çитнĕ-çитменех Хусан халăхĕ патне хăй ячĕпе çырусем çырма пикенчĕ. Бельский вăл Сафа-Гирее пама çырнă пĕр çырăва вуларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ, ним тăвайманнипе хăйне икĕ аллипе те çӳçрен ярса илчĕ: мĕнле кăна мăшкăлламасть Шигалей çамрăк хана, мĕнле кăна вăрçмасть! Ăна чĕчĕ ачи тесе ятлать, хăйĕн çыннисене пуçтарса часрах хуларан тухса кайма сĕнет.
— Юрамасть кун пек çырма, Шигалей Шейх Аулиярович, — терĕ тарăхнипе кăвакарса кайнă Бельский.
— Мĕншĕн юрамасть, воевода?
— Хушман пире.
— Кам хушасса кĕтмелле манăн? Эп кунта хан. Хăвах каларăн-çке, Хусана илетпĕр те сана каллех хан туса хуратпăр терĕн.
— Илмен-çке-ха хулана! — ним калама аптрарĕ воевода. — Унччен аслă княçран темле кăтарту та килме пул тарать…
— Хусана илсен çырма та кирлĕ мар! — терĕ Шигалей. — Халех тухса кайтăр Сафа-Гирей хуларан, Хусана пирĕн алла пĕр çапăçусăр патăр. Кам хушнине кĕтмелле ун пек çыру çырма? Тата, кала-ха, камшăн тăрăшатăп эпĕ кунта аслă княçшăн пулмасан?
— Ун пек çырусене йĕркеллĕ çырмалла, Шигалей Шейх Аулиярович, мăшкăлласа мар, — ӳкĕте кĕртесшĕн пулчĕ ăна Бельский. — Эсĕ ав ханпа пĕчĕк ачапа калаçнă пек калаçатăн. Юрать-и вара унашкал йĕкĕлтеме?
— Э-э, аслă воевода! — терĕ Шигалей. — Лаши май пушши, çӳпçи май хупăлчи тенĕ. Эп хушса хурам: çынни май сăмахĕ. Урăхла мĕнле пуплем-ха эпĕ çав йĕпе сăмсапа?
— Эпир вăйсăр çынсем мар, — лăпкăн хуравларĕ Бельский, — тăшманпа хамăр тивĕçе çухатмасăр калаçма пултаратпăр. Сафа-Гирее йĕкĕлтени пире ним те памасть. Тата çакна ан ман: ун ячĕпе янă çырусене вăл пĕччен вуламасть-çке-ха, ытти княçсемпе, карачисемпе, сеидпа пĕрле вулать, эппин усал сăмахсемпе эсĕ вĕсене те кӳрентеретĕн.
Бельский сисрĕ ĕнтĕ, вăрçă хыççăн унăн Шигалейшăн аслă князь умĕнче явап тытмалла пулать. Малалла та кун пек хăтлансан аслă князь вĕсене иккĕшне те Белоозера ссылкăна ярать.
Аслă воевода Шигалей тĕлĕшĕнчен çирĕпрех пулма шут тытрĕ, хăйĕн айăпне кăшт та пулин сирес тесе вăл Мускава Василий Иванович патне пысăк çыру ăсатрĕ.
Çитсе вырнаçнă хыççăн иккĕмĕш кунĕнче ăна Сафа-Гирей янă хурава пырса пачĕç. Çамрăк хан Шигалее: çапăçмалла пулсан — çапăçатпăр, пиртен хăшĕ çĕнтерет, çав хан пулать тесе çырать.
Бельские ку хурав савăнтармарĕ, анчах аслă воевода çамрăк хан хăюлăхне ырларĕ. Хусан çывăхĕнче çĕр пин çынлă çар тăрать, апла пулсан та Сафа-Гирейпе ун княçĕсем хăраса ӳкмен. Вĕсем çапăçăва хатĕрленеççĕ. Тен, çĕнтерме ĕмĕтленеççĕ-ха.
Шанчăклă çынсем пĕлтернĕ тăрăх, Хусан самаях пысăк çар пуçтарнă. Булат Ширин çармăссемпе чăвашсен отрячĕсене нумайăшне крепоçе илсе пынă, хула тулашне йышлă утлă çар кăларса янă.
Вырăссен станĕнче пурте штурм пуçланасса кĕтеççĕ. Анчах воеводăсем васкамаççĕ-ха: утлă çарпа наряд тиенĕ кимĕсем пирки ку таранччен те нимле хыпар та çук.
— Ăçта çухалчĕ Хабар Симский? Мĕн туса тăрать вăл Сĕве леш енче? — тулашрĕ ялан воевода. — Çĕр çăтман Палецкий ма мĕшĕлтетет тата? Тутарсен утлă çарĕ тапăнма тытăнсан ăçта кайса кĕретпĕр ĕнтĕ эпир? Пĕлет-çке-ха, хулана тапăнма пире наряд кирлĕ.
Утлă çарпа наряда кĕтсе тата темиçе кун иртрĕ.
Юлашкинчен, тӳсĕмлĕхне çухатнă Бельский воеводăсене çапăçăва хатĕрленме хушрĕ. Телее, ку вăхăт тĕлне утлă çар та килсе çитрĕ.
Çăмăл тупăсене крепость хӳмисен çумнерех илсе пырса лартрĕç. Ирхине вĕсем вырăс çарĕ килнĕренпе пĕрремĕш хут хула çине темиçе етре кăларса ячĕç. Мушкетпа тата пишальпе хĕçпăшалланнă воинсем крепость хӳмисем çинелле пеме тытăнчĕç. Тутарсен малтанхи етри Казанка хĕррине ӳксе çурăлса кайрĕ. Ку вăл тем пысăкăш чул етре пулчĕ. Иккĕмĕш етре пишальниксен ушкăнне ӳкрĕ, чылай воина çĕрпе хутăштарса татăкăн-кĕсĕкĕн аяккалла сапаларĕ.
Кăнтăрла тĕлне вырăссем тутарсен пĕр пушкарьне вĕлерчĕç, вунă-вун пилĕк çынна, крепость хӳми çинчен ӳкнĕскерсене, воеводăсем патне илсе пычĕç.
Ялан персе тăнипе хулара темиçе çĕрте вут тухрĕ, анчах Хусан çыннисем вĕсене çийĕнчех сӳнтерчĕç.
Тепĕр кунне вырăссем крепость хӳмин пĕр сыпăкне ишсе антарчĕç. Анчах етресем пĕтнĕрен крепоçа штурмлама каймарĕç. Тутарсен тупписем хутран-ситрен перкелесе вырăссене çывăха пыма хăратса тăчĕç. Тăшман тӳрех тапăнма хăйманнине кура тутарсем ишĕлнĕ хӳмене куç умĕн-чех юсама пикенчĕç.
Çапла çапăçи-çапăçми тата темиçе кун иртрĕ. Мускав çарĕшĕн тепĕр хăрушлăх тухса тăчĕ: илсе килнĕ апат-çимĕç йăлтах пĕтсе çитрĕ. Хăш-пĕр воеводăсем Бельскине крепоçа часрах тапăнма хистерĕç, анчах тулашса кăна тăракан Бельский вĕсемпе калаçасшăн та пулмарĕ.
— Мĕнле штурм пулма пултарать хальхи вăхăтра? — терĕ вăл. — Çара алăпа, нарядсăр мĕнле илетĕн çак лайăх тĕреклетнĕ хулана? Ак Палецкий килсе çитет те, вара куç курать унта. Вăл киличчен çапăçăва кĕпи хамăр çара пĕтерсе тăкни кăна пулать. Тӳсĕр, воеводăсем, пăртак кăна тӳсĕр…
— Воинсем хушшинче чирлисем пит йышлă. Кун пек эпир нумай тытăнса тăраймастпăр, — терĕ Лупин-Горбатый.
— Пĕлетĕп, воевода, пĕлетĕп.
— Çынсем курăк яшкипе çеç пурăнаççĕ. Хăçан кĕтсе илетпĕр эпир обоза?
— Ăçта мур тĕпĕнче çав Палецкий?
— Эп шутланă тăрăх кошпа (обозпа) наряд кĕçĕр çĕрле е ыран çитмелле, — терĕ Бельский.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...