Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
Анчах — тĕлĕнмелле! — Сахвинепе Исампай пурнăçне, вĕсен пурлăхне ялта пĕр çын та ăмсанмасть. Кӳршĕсен камăн та пулсан тăвар пĕтнĕ-и, кама та пулин такана е ала кирлĕ-и, вăл ял леш вĕçне чупать, çитмен кил хăвармасть, çапах та вĕлерсен те юмăç патне кĕмест.
Ятламаса турă темле çылăхшăн юмăçпа тĕлме-тĕл пурăнмалла тунă вара, кăна ял çыннисенчен никам та пĕлмест. Хăшĕ йăнăшнă-ши вĕсенчен чи малтан — Сахвинепе Исампай кӳршĕре кам пурăннине шута илмесĕр пӳрт лартнă-ши е Ятламас маншăн кӳршĕре кам пурăнни пурпĕрех тесе килсе вырнаçнă-ши кунта, — ăна калама питĕ хĕн. Çакă çеç паллă: Сахвине урам урлă ларакан, ялан куçа курăнса тăракан чалăш пӳртри Ятламаспа амăшне кунĕн-çĕрĕн ылханать, Ятламасĕ вара хăйне хирĕç чалăш пӳртри катăк шăллă карчăкпа унăн чĕмсĕр упăшкине кашни утăмра тĕнчери чи усал та киревсĕр сăмахсемпе асăнать.
Урамра тĕл пулсан вĕсем пĕр-пĕрне асăрхаман пек шарламасăр, пĕр-пĕрин çине пăхмасăр иртсе каяççĕ, унтан, малтанах калаçса татăлнă пек, иккĕшĕ те пĕр вăхăтра каялла çаврăнаççĕ те хыттăн лач! сураççĕ.
Чăнах та, тупăннă вĕт Сахвинешĕн кӳршĕ: çимелĕх çăкăрĕ çук хăйĕн — вĕçĕмсĕр сĕрме купăс калать, кĕсле янраттарать, вĕçĕмсĕр халап ярать. Кунĕн-çĕрĕн çын татăлма пĕлмест вăл килтен, кунĕн-çĕрĕн ха-ха! та хи-хи-хи! Ашшĕ ун пек марччĕ, амăшĕ те ытлашши шăл йĕрен хĕрарăм мар, ывăлĕ вара ăçтан кăна пулма пĕлнĕ! Ун пек усал чĕлхеллĕ этем таврара та çук пулĕ. Ват çынпа кулса калаçать, çамрăккипе кулса калаçать, мăрсапа е алманчăпа тесен, вĕсемпе те ахăрса çеç пуплет.
Темиçе çул каялла Тукая ним мар улталанă пулать вара çав ярханах. Юри хыççăн кайса-и е ăнсăртран, пĕррехннче вăл пасарта мăрсана курса ун патне пырса тăнă имĕш. Мăрса вăл вăхăтра лашине утă панă пулнă. — Ку утта мана сутмасна, ырă хуçа? — сăмах пуçларĕ тет Ятламас. — Пĕр çĕклем утăпа мĕн тăван? — ыйтрĕ тет Тукай. — Хырăм выçрĕ, утă çиес килет, — тесе каларĕ тет чее йĕкĕт. — Çи ара, кам чарать сана! — терĕ тет Тукай. — Анчах маншăн ку сахал, эс ытларах пар, — пĕр кулмасăр тавăрчĕ тет Ятламас. — Атя тупăшар, Тукай мăрса, эпĕ пĕр кĕренке пылпа хутăштарса сан урапу çинчи утта йăлтах çисе яратăп, эсĕ уншăн мана виçĕ алтын укçа паратăн, — терĕ тет. — Çиеймесен вара? — Çиеймесен эпĕ сана виçĕ алтын паратăп, — тесе каларĕ тет. Пĕри-тавра пăхса тăракан çынсем умĕнче Тукай ăна урапа патне илсе пычĕ тет. — Çи! — тесе каларĕ тет. — Çу-ук, эс мана пыл илсе пар, вара çиетĕп, — тавлашрĕ тет Ятламас. Тукай панă укçапа пĕри наччасах пыл илсе килчĕ тет. Ятламас сарлака хуп шыраса тупрĕ тет те пĕр çĕклем утта ун çине йăтса хучĕ тет, ăна тивретсе ячĕ тет. Хуп çине пĕр ывăç кĕл юлсан ăна ывăçласа пыл çине сапрĕ тет те пурне те тĕлĕнтерсе ним мар чăмласа ячĕ тет. — Эс улталарăн, йĕкĕт, — чĕрре кĕресшĕн пулчĕ тет мăрса. — Çук, улталаман, ак çынсем пăхса тăраççĕ, эпир санпа утта мĕнле çиесси пирки калаçман, — тесе каларĕ тет Ятламас. — Ну, юрĕ, эсĕ çĕнтернĕ пултăр, — килĕшрĕ тет Тукай, унтан вара виçĕ алтын укçа кăларса пачĕ тет. — Хăш ялтан пултăн-ха, мана улталакан мыскараçă? — ыйтрĕ тет юлашкинчен. — Пĕлместĕн пулĕ эс, мăрса, эп аякри çын, Юмансар ялĕсем, — тавăрчĕ тет Ятламас. Тукай вара хăйне никам та мар, çак ял çынниех улталанине курсан ун еннелле тепĕр алтын укçа ывăтрĕ тет.
Çакăн хыççăн Ятламас мăрса патĕнче килĕнче те пĕрре çеç мар пулса курнă ĕнтĕ. Йĕкĕт сĕрме купăс калама ăста пулнăран, мăрса ăна хăйĕн ĕçкисене чĕнтерет, ĕçкĕ хыççăн ăна ӳсĕррипе ӳсĕр маррине пăхмасăр яланах лавпа леçтерет. Кун пек чухне купăсçă киле хăйне кура мăнаçлăн таврăнать, килĕ тĕлне çитсессĕн Сахвинепе упăшкине тарăхтарас тесе юриех сĕрме купăсне хыттăн янратма пуçлать. Юмăç карчăк чăтаймасăр хапха умне чупса тухать, аллисемпе хăлаçланса, сурчăкне сирпĕтсе кăшкăрашма, хăйĕн тăрлавсăр кĕввипе пӳлĕхçе кӳрентерекен çынна ылханма тытăнать.
— У-у, сурханах, çĕр çăтманскер, аçа çапманскер. ийе чăмласа кайманскер! — вăрçать вăл. — Ырра мар-ха та ку ярханах алхасни, хăйне валли ĕмĕрлĕхе асап тупать те-ха вăл, пилсĕр этем! Эп ылханни ахаль юлни пур-и? Çук, эп ылханни вăл яланах тĕле килет. Курăр акă, сĕркĕч тытакан алли вăрманти усал йывăç хăрнă пек типсе ларать…
Çапла пурăнаççĕ ял варринче, пĕтĕм таврана чапа тухнă икĕ çын — шăлсăр юмăç карчăкĕпе авланма манса кайнă купăс ăсти.
…Ахтупай ялта Ятламас çинчен ыррине те, усаллине те нумай илтнĕ. Ярханах хăйсен пахчинчи мунчана хĕл кунĕнче те çара уран каять имĕш, çăл хĕррине шыв ăсма кĕпе вĕççĕн анать, пĕррехинче каскăн ĕнине хăваласа хире те кĕпе вĕççĕнех ут утланса кайнă тетчĕç. Ку тĕрĕс те пулма пултарать, ахаль мар ăна пурте Ярханах тесе чĕнеççĕ.
Вăл вăтăр патне çывхарса та авланманни пирки ялта тĕрлĕ сăмах çӳрет. Пĕрисем каланă тăрăх, вăл мăрса арăмĕ пулнă Ухтепие кăмăллать, каçсерен ун патне улаха чупкалать, теприсем тата ун савнине, кӳршĕ ял хĕрне, пĕр тутар иçникĕ пусмăрласа ача тутарнă та, хĕр ачи çакăнса вилнĕ теççĕ.
Тем тесен те Ахтупай хăйне пуклак чĕлхеллĕ этем тесе шутлать, вăл çивĕч чĕлхеллĕ çынсемпе калаçма, шӳт тума, тавлашма е пĕр-пĕр япала çинчен сӳтсе явма пачах пĕлмест, урамра-мĕнте хăй калаçнинчен ытларах çынсене итлеме юратать; Ятламас патне вăл çывăха пыма та шикленет, мĕншĕн тесен купăс ăсти чĕлхерен çав тери талпас, тем çинчен каласа кăтартма та пултарать, кулă çук çĕртен кулă тупать, ăçтан кăна чĕлхи çаврăнать-тăр унăн! Вăл халиччен пĕр çăвартан сурса пурăнакан çынсене ним мар вăрçтарса яма е ĕмĕр харкашса пурăннă çынсене çураçтарма пултарать теççĕ. Чăвашла калаçни юрать-ха, Ятламас тутарла та, вырăсла та пит ăста çаптарать-çке-ха. Пĕррехинче ăна Тукай Чалăма тăлмач вырăнне те илсе кайнă теççĕ.
Ахтупайăн Ятламас тĕлĕшĕнчен яланах икĕ тĕрлĕ туйăм пулнă. Пĕр енчен, вăл унран вăтаннă, ку çеç те мар, ун йĕплĕ чĕлхинчен, ун хăюлăхĕпе чăрсăрлăхĕнчен хăранă (лайăх астăвать-ха вăл, çак талпас йĕкĕт пĕррехинче ăна уявра упа çури тесе йĕкĕлтесе те илнĕччĕ, унсăр пуçне, ăна айван-ха эсĕ тенĕ пек, çӳçрен те лăсканăччĕ), тепĕр енчен, Ятламас купăс ăсти пулнă май, темле вăй ун еннелле туртнă ăна, çулсем иртнĕçемĕн ытларах илĕртнĕ.
Пĕвĕпе Ятламас çӳллĕ те тĕреклĕ çын. Куçĕсем вутла çунса тăраççĕ, вĕсенче яланах кулă, савăнăç, йĕкĕлтӳ тата шухăлăх палăрса тăрать. Вăтăра çитеймен пулсан та каччă ват çын пек сухал ӳстерсе янă, ку сухал вара, ун çӳçĕ пекех, сăмала евĕр хуп-хура. Пĕрремĕш хут курнă чухне ку сăн-пит чăнах та çынна шиклентерет, анчах хăнăхса çитсен малтан ютшăннă çынсем Ятламасран хăпма та пĕлмеççĕ, ун килĕнче кунĕн-çĕрĕн кӳршĕсем — ваттисем те, çамрăккисем те — хĕвĕшеççĕ.
Ĕнер Ахтупай урампа иртсе пынă чух Ятламас картишĕнче сĕрме купăс нăйлатнине илтрĕ те ку сасса ытараймасăр часрах карта çумне йăпшăнчĕ. Нумайччен пĕтĕм чунтан киленсе итлерĕ вăл çурхи шыв юххи пек пĕрре лăпкăн та хурлăхлăн, тепре çĕр çĕмĕрттерсе янăракан кĕвве. Вăл хăй кунта тăнине никам та асăрхамасть пуль тесе шутланăччĕ, анчах Ятламас амăшĕ тахăш вăхăтра курма ĕлкĕрнĕ те ăна ун çинчен ывăлне систернĕ. Кăшт тăхтасан кĕвĕ чарăнчĕ, хăй ăçта кайма тухнине аса илсе малалла утма тăнă Ахтупай патне аллине сĕрме купăс тытнă Ятламас пырса тăчĕ.
— Эп вăрттăн çӳрекен çынсене юратмастăп, — терĕ вăл хура мăйăх айĕнчен шап-шур шăлĕсене кăтартса. — Хăнана килтĕн пулсан пӳрте кĕр, пӳрте кĕтĕн пулсан сĕтел хушшине лар теççĕ-и-ха ваттисем?
— Эп çула май чарăннăччĕ, кĕрсе тăрас мар пуль, — вăтаннипе хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ Ахтупай.
— Çук ĕнтĕ, итлеме юрататăн пулсан кĕрсех тухатăн. Унсăрăн тем шутлама та пултаратăп.
Ахтупайăн вара халиччен кĕрсе курман çынсем патне пӳртех кĕме тиврĕ.
Ятламас амăшĕ качча паллать иккен, вăл ăна ятранах чĕнчĕ, унтан Пинеç сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлчĕ.
— Эпир унпа пĕр пусăмри çынсем-çке-ха, çамрăк чух вăйăсене пĕрле çӳренĕ, — терĕ вăл. Хăй çав-çавах Ахтупая тинкерсе пăхрĕ. — Сăнатăп та, çак çулталăк — икĕ çул хушшинче эсĕ çав тери ӳссе кайрăн, Ахтупай. Тин çеç лутра кăна ачаччĕ, пĕлтĕрччĕ пулас, вăрмантан темĕн чул кайăк йăтса таврăннине куртăм. Пултарать Пинеç ачи, мĕн чухлĕ кайăк тытнă терĕм…
Ятламас ăна амăшĕпе нумай калаçма памарĕ, атя ман ĕç вырăнне çитсе курар тесе хуп витнĕ лупас айне илсе кайрĕ.
Кунта вара Ахтупайшăн тĕлĕнмелли сахал мар тупăнчĕ. Ятламас лупас айне йăлтах пичке-катка тумалли янкарлă йывăçпа тата кĕсле, сĕрме купăс, тренчĕл тумалли яка чăрăш вуллисемпе тултарнă. Алăк ик айккинчи сентресем çинче тата каскаламалли сĕтел айĕнче пур çĕрте те пуллепе чавса тунă савăт-сапа: тем пысăкăш янтавсем, ленкессем, йывăç тирĕксемпе чаплашкасем, алтăрсемпе çăпаласем.
— Эсĕ питĕ ӳнер çын-çке, Ятламас, темĕн тума та пĕлетĕн! — пĕр япала хыççăн тепĕрне тыта-тыта пăхрĕ Ахтупай.
— Мулкача ури тăрантарать ара, мана хамăн аллăмсем тăрантараççĕ! — терĕ ăста. — Эсĕ ав манăн урăхларах япаласене кур-ха, тен, кăмăла килсен пĕрне туянса ярăн.
Ахтупай вăл кăтартнă еннелле пăхрĕ те тата ытларах тĕлĕнчĕ — кĕтесре тĕттĕмре сĕрме купăссемпе кĕслесем тата тренчĕлсем çакăнса тăраççĕ.
— У-у, эс пуян! — савăннипе хыттăн каларĕ Ахтупай. — Кусене те хăвах турăн-и?
— Хам пулмасăр, кам тутăр тата! — кулчĕ ăста. — Анчах çынна кăтартма хăратăп-ха, тен, вĕсем пĕри те этеме юрăхлă япаласем мар.
— Эс пасара илсе тух, Хусана илсе кай, тупата, ним те мар сутса пĕтеретĕн! — хăй сисмен çĕртенох хĕрсе калаçрĕ Ахтупай. Вăл Ятламаса: «Пĕр купăсне хамах илетĕп, тем хак парсан та пур пĕрех илетĕп!» — тесе хурасшăнччĕ, анчах калама хăюлăх çитереймерĕ.
— Сисетĕп, эсĕ купăс калама вĕренесшĕн, — терĕ Ятламас. — Шăпăр каласа тăрантăн пулать ĕнтĕ?
— Çук, шăпăр патне чун туртмасть. Ăна алла илменни те çулталăк ытла, — салхуллăн тавăрчĕ Ахтупай.
— Мĕнех вара, вĕрентме пулать. Анчах çын вĕрентнинчен ытла ху тăрăшни кирлĕ. Унсăрăн нимĕн те тухмасть. Куратăн, эп Сахвине карчăкран та хăрамастăп, пӳрт умне тухсах нăйлаттаратăп. Сĕрме купăса ăна кашни кун тытмалла, кунсерен каламасан ал хытать, сĕркĕч итлеме пăрахать.
— Эп тăрăшăп, эс малтан çеç пулăш.
— Калаçса татăлтăмăр, — юлташне алă пачĕ Ятламас. — Эп сана купăс калама вĕрентетĕп, эс мана уншăн хăвăн Альпие качча паратăн. Юрать-и? Ĕриса-и?
— Ĕриса, — терĕ Ахтупай пĕр кулмасăр. Хăй пĕлмерĕ-ха, те шӳт туса каларĕ Ятламас çак сăмахсене, те чăнласах ыйтрĕ унран.
— Апла пулсан тыт, — йăрхахран пĕр сĕрме купăсне вĕçертсе пачĕ ăста. — Ку сана манран парне пулать.
— Çук, ун пек аван мар, — терĕ Ахтупай.
— Аваннипе аван марри çинчен калаçса тăма эсĕ сар хĕр мар, ме, ме, илсем. Паракантан ил, çапакантан тар тенĕ.
Ахтупай хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут сĕрме купăс тытса курчĕ. Купăсĕ, çӳхе хăмасене çилĕмпе çыпăçтарса тунăскер, питех те çăмăл иккен, хăй вара, кĕленче савăт пек, тĕкĕннĕ-тĕкĕнмен илемлĕн янраса тăрать. Каччă ăна çав тери асăрханса тыткаларĕ. Ахтупая çак хаклă парне ун тӳрккес аллисенчен вĕçерĕнсе çĕре ӳкессĕн, унтан вара каялла пуçтарайми саланса каяссăн туйăнчĕ.
— Çук, кăна эпĕ киле илсе каймастăп, калама вĕренме манăн пур пĕр сан патна çӳремелле пулать-çке, — купăсне пăтаран çакма тăчĕ Ахтупай.
— Э-э, тăванăм, ишме вĕренес текен çыннăн шыва кĕрес пулать! — чарчĕ ăна Ятламас. — Купăс калама вĕренме шут тытрăн пулсан купăсĕ те килтех çакăнса тăтăр сан.
Киле пĕчĕк ача пек хĕпĕртесе таврăнакан Ахтупай çул тăршшĕпе пĕр япала çинчен шутларĕ: мĕнле-ха вăл ку таранччен çавăн пек ăста та маттур çынпа паллашмасăр пурăннă, унран темрен хăранă пек хăраса тăнă? Ятламас калама çук ырă кăмăллă çын иккенне мĕнле маларах чухласа илеймен-ха вăл?
Алăра Ахтупай çăп-çăмăл сĕрме купăс тытса пычĕ, анчах чунĕпе сисрĕ: ун аллинче халь кĕвĕ калама юрăхлă хатĕр çеç мар, унтан темиçе хут кирлĕрех, Иливан вилнĕ хыççăн хăй нумайранпа шыранă хаклăран та хаклă япала. Вăл туйрĕ: ун пурнăçĕнче паян кĕтмен çĕртен темле пысăк та савăнăçлă улшăну пулса иртрĕ.
10. Чĕре суранĕ
Тукай Хусана кайма хатĕрленет тесессĕн ку хыпаршăн чи малтан ун тарçисемпе тĕкĕрçисем хĕпĕртесе ӳкеççĕ: тарçăсемшĕн вăл çук чух ĕç сахалтарах пулать, тĕкĕрçĕсем темиçе кун хушши хăйсен килĕсенче ĕçлесе ашшĕ-амăшĕсемпе тăванĕсене пулăшма пултараççĕ.
Ахтупай мăрса хапхаран тухса кайнине курчĕ те хăпăл-хапăл хатĕрленсе ниме пăхмасăр вăрмана тапса сикрĕ. Тăраниччен çӳрет ĕнтĕ вăл халь тĕпсĕр çырмасемпе упа варĕсем тăрăх, тилĕпе мулкача, пăсарапа хăнтăра ывăниччен йĕрлет!
Ялтан пĕр пилĕк çухрăмра, Атăл хĕрринчи сăртлă вырăнта, сунарçăсен çурчĕ текен пысăках мар пӳрт ларать. Таркăнсем тунă-и ăна, сунарçăсем-и — пĕлме хĕн, анчах унта кирек мĕнле усал çанталăкра пырса кĕрсен те — хĕлле-и, çулла-и — канма кĕнĕ темиçе сунарçă пикенсех халап янине е пăсланса тăракан тутлă какай шӳрпи çинине, е тата пĕр-пĕр аманнă çын хăйĕн суранĕсене çыхнине курма пулать. Сайра сунарçă пăрăнса иртет ку пӳрт тĕлĕнчен. Урăхла май та çук, мĕншĕн тесен кирек мĕнле сунарçă та унта пĕрле çӳренĕ чух ăнсăртран çухатнă юлташĕсене тупма, шăнса ĕнтĕркенĕ пулсан — вучах умĕнче ăшăнма, тискер кайăк хыççăн вуншар çухрăм чупни ахалех пулсан — хăйĕн пекех «телейсĕр» сунарçăпа шӳт туса кăмăлне çемçетме пултарать. Енчен никама та тĕл пулмасассăн та çын унта хăйне кирлине тупатех: çӳлĕк çинче типĕ ăвăпа чакма (çулу) пур, кăмакара типĕ вутă, сĕтел сунтăхĕнче — мăка çĕçĕпе пăшатан, урай айĕнче — пĕçермен какай татăкĕ. Сунарçă ку çурта мĕнле сăлтавпа кĕрет-тĕр — нушапа-и е нушасăр — вăл хăйĕн тивĕçне те манмасть, хăй те мĕн те пулин пăрахса хăварать. Сĕм вăрманти çынсен саккунĕ çирĕп: юлташусенне мĕн те пулин илтĕн тĕк, вĕсем валли те пайта хăвар, вăрманта инкек куракансем сан хыççăн та нумай пулаççĕ.
Шăп çак çурта çитрĕ ĕнтĕ Ахтупай хăйĕн усăк хăлхаллă та вăрăм ураллă хаяр йыттипе. Кунта вăл пĕрле çӳреме юлташ тупасса шаннăччĕ, анчах сунарçăсен çуртĕнче кӳршĕ ял çыннисем кăна пулчĕç, юмансарсем, паллах, ушкăнланса паçăрах йĕр тăрăх кайма ĕлкĕрнĕ. Çыннисене кăшт паллать пулсан та, Ахтупай ют ялсемпе кайма шутламарĕ, йыттине ертрĕ те йĕлтĕрне Турханкасси еннелле шутарчĕ. Хырлăхри тепĕр çĕр пӳртре вăл хăйсен ялĕнчен килнĕ сунарçăсене шыраса тупрĕ, вĕсем вара ăна упа тытакансен эртелне хаваслансах йышăнчĕç.
Виçĕ кун киле таврăнмарĕ Ахтупай сунара тухса кайнăранпа. Виçĕ кун сехĕрленсе кĕтрĕ ăна амăшĕ яланхи пекех вучахри вутта сӳнтермесĕр тата хуранран вĕри шыв татмасăр. Тăваттăмĕш кунне ирхине вăрмантан таврăннă пĕр старик хыпар кĕрсе пĕлтерчĕ: Ахтупайпа ун юлташĕсем Астакасси çырми патне пырса тухнă, килтисене вĕсем часрах лавпа пыма хушса янă.
— Иштерек пичче! Пирĕн Ярахвипе Ахтупай унта тем пысăкăш упа тытнă, хăвăртрах кӳл те лашуна тиеме каятпăр! Мана анне сана чĕнме каларĕ, — терĕ пӳрте хашкаса чупса кĕнĕ Пихтула, темиçе çул каялла вилнĕ Самукăн вунвиççĕри ывăлĕ.
— Ĕлкĕрĕн! — вăл кăшкăрашнипе кăмăлсăр пулчĕ Иштерек. — Тытнă упа пиртен каялла вăрмана тарас çук. Сан луччĕ хăвăр мучирен пиччӳсем пирки ыйтмаллаччĕ!
— Ара, вĕсем сывах! — Иштерек пичче мĕн каласшăн пулнине ăнланчĕ Пихтула. — Ахтупай çеç кăшт урине ыраттарнă тет.
— Э-э, мур старикки, мана шарламарĕ! — пуçне сулкаларĕ Ахтупай ашшĕ. Ку кĕтмен хыпар ăна самаях шухăша ячĕ. Лайăх пĕлет Иштерек пичче сунарçăсем урана мĕнле ыраттарнине, вăл хăй те пĕтĕм пурнăçне сунара çӳресе ирттернĕ. Упа тытма çӳресе миçе çын чăлах юлчĕ Юмансарта, миçе çын урасăр пулчĕ тата миçе çын масар çине ăсанчĕ!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...