Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
— Шигалей Хусанта ĕнтĕ, вăл унта анатри çулпа кайнă, — терĕ Сарри.
— Ан тĕлĕнтер! Хусана çитнĕ те-и?
— Ку таранччен çитмесĕр! Эпир те Кăрмăшра вырăссемпе кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр, Шигалей Касимовран Кăрмăша тухать пулĕ тенĕччĕ. Дмитрий Бельский ăна тӳрĕ çулпа илсе кайнă иккен. Васканă курăнать вĕсем.
— Паллах, васканă. Хусан миçе уйăх хансăр пурăнать, — терĕ Тукай. — Мĕнле чăтса тăнă-ха Хусан мăрсисем, ку таранччен мĕнле хăйсен хушшинчен çын суйласа лартман? Мана çав тĕлĕнтерет.
— Мана урăххи тĕлĕнтерет, — сĕтел çине икĕ аллипе те чавсаланчĕ Карамыш. — Сан тусу Булат Ширин çав йĕпе сăмса Шигалее ыйтса илессишĕн Мускава темиçе хутчен те кайса килчĕ. Чаплă князь, пысăк карачи, Мускав кремĕлĕнчи кавирсен тусанне çуллать. Намăс! Ăçта кайса кĕчĕ Хусан мăрсисемпе уланĕсен, бекĕсемпе сеичĕсен чапĕпе мухтавĕ? Хăçанччен пирĕн Хусан валли хансене Мускавпа Касимовран илсе килĕç? Калăр эсир мана çакна, ну, калăр! — Карамыш ик аллине сулса ячĕ те, сĕтел çинчи савăт-сапа урайне чăнкăртатса ӳкрĕ. Мăрса ура çине тăрса ку савăт-сапана тапа-тапа çĕмĕрчĕ, вара ун çине куларах пăхса тăракан Тукайпа Сарри патне çывхарса вĕсемпе харкашма пуçларĕ.
— Кайăр эппин часрах Хусана. Çав Шигалейрен тархасласа ярлăк илĕр. Эп пĕлеп, эсир гяурсемпе пĕрех. Эсир пирĕн тĕне ячĕшĕн çеç йышăннă, çапла мар-им? Анчах астуса тăрăр, Хусан тутарĕсем çав Шигалее нумай тӳссе тăрас çук. Часах ун пуç вĕçĕнче хатем вуламалли кун персе çитĕ, хатем çеç мар, ясын та вулама тивĕ.
— Çамрăк хан Чалăма килнĕ пулсан кунашкал калаçмастăнччĕ-ха та эсĕ, Карамыш абзы, — вăл хĕрсе кайнинчен пĕрре те тĕлĕнмерĕ Тукай. — Халь шавлама юрать ĕнтĕ, хана кунта кĕтсе илес хуйхă иртсе кайрĕ.
— Çук, кунта килнĕ пулсан та çавнах калаттăм эп ăна. Кай хăвăн Касимовна, мулкачпа пакша тытма вĕрен, ула кураксене перкелесе ухă тытма вĕрен теттĕм. Çав малайран хăраса тăраттăм-и?
Вăл сĕтел айĕнче ларакан пĕчĕк пичкене çĕклесе илсе пукан çине вырнаçтарчĕ те виçĕ алтăр сим пыл тултарчĕ, сим пылне тăка-тăка алтăрĕсене Тукайпа Сарри мăрсасене тыттарчĕ.
— Эппин, ку вăл çул курки пултăр, — терĕ Тукай. — Анчах мĕншĕн ĕçĕпĕр-ха эпир ăна? Манăн çĕнĕ ханшăн ĕçес кăмăл пурччĕ. Юрать пуль, Карамыш абзы? Мĕнле шутлатăн?
— Шигалейшĕн ĕçетпĕр! — хыттăн каларĕ Карамыш. — Ик çĕр çул пурăнтăр вăл çут тĕнчере! Ĕçĕсем ăнса пыччăр, Хусан патшалăхĕн чапĕпе мухтавĕ те ӳснĕçем ӳссе пытăр. — Çавăнтах мăрсасене куçран пăхса хушса хучĕ. — Эсир темскер ан шутлăр, паçăрхи сăмахсене эпĕ йăлтах шӳт туса каларăм, — терĕ.
— Пиртен ан хăра, эпир кайнă-кайманах элеклесе кăтартас çук, — ал сулчĕ Тукай. — Чăнах та, темле хан пулать-ха вăл пирĕншĕн — те çăкăр çитерекенни, те йĕмсĕр хăвараканни. Ăна турă пĕлет…
Тукайпа Сарри тем пек турткалансан та Карамыш вĕсене крепость картишĕнчи пĕр кĕлете илсе кайрĕ те унти темиçе купа тиртен чи лайăххисене суйласа илчĕ.
— Çаксене ман ятран Шигалее паратăр, — терĕ вăл. — Калăр, Чалăм хулинче санăн шанчăклă çынну Карамыш мăрса пурăнать, малтанлăха, хăй киличчен вăл сана парне парса ячĕ тейĕр. Атăл тапрансанах кимĕ тулли парне илсе килме пулчĕ тейĕр.
Кунсăр пуçне, Карамыш килтисем валли те темиçе чĕрес пыл тата пĕр тĕрке сăсар тирĕ йăтса тухрĕ. Мăрсана ӳкĕте кĕртесси пулмарĕ, çавăнпа та ку япаласене ирĕксĕрех Сарри çуни çине тиеме лекрĕ.
Тукай хăйĕн тĕкĕрçисене ертсе анаталла çул тытрĕ, ун хыççăн каçа хирĕç вăрманта пĕччен юлас марччĕ тесе Сарри те пар лашине пĕтĕм вăйран хăваларĕ.
Хусана вĕсем Чалăмран тухсан иккĕмĕш кунне çитрĕç. Илсе килнĕ япаласене памалла пулнăран çĕр выртма Карамыш тăванĕсем патне кĕчĕç. Кунта вĕсем лайăх кăна хăна пулчĕç тата шĕкĕр хулари хыпарсене киленсех итлерĕç. Карамыш ашшĕ, Магмет-Эминь вăхăтĕнче Хусанта чаплă мăрса шутланнăскер тата ывăлĕ Чалăмран ярса тăракан япаласене сутса пуйса кайнăскер, Шигалей хана ĕнтĕ темиçе хутчен те курма ĕлкĕрнĕ, хăй те ун патĕнче йышăнура пулнă.
— Çамрăк-ха вăл питĕ. Ханлăх ĕçне хăй туса пыма пултараяс çук. Каллех пур çĕрте те вырăссем хуçа пулĕç çав, вара каллех халăх пăлханма тытăнĕ, — аякран килнĕ хăнасене ялан куçран пăхса калаçрĕ старик. — Унпа килнĕ вырăссем вара хаяр, ай-яй хаяр! Вĕсемпе пĕр тирĕкрен салма çиме йывăр пулать ĕнтĕ.
Старик Шигалее престола лартнă чух туса ирттернĕ чаплă церемони çинчен тата çак эрнере кăна пулса иртнĕ туй çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
— Туйĕнче те вырăссем нумай пулнă тет, — ӳпкелешрĕ вăл. — Шигалее пĕчĕк ачана сыхланă пек сыхласа кăна тăраççĕ тет. Арăмĕ питĕ çамрăк имĕш, хăй пекех питĕ çамрăк. Мĕн ятлăччĕ-ха вăл? — пысăк арча çинче ларакан ывăлĕнчен ыйтрĕ старик.
— Фатьма, — терĕ лешĕ. — Фатьма-Салтан.
— Алай, Фатьма-Салтан. Эпĕ хам курман, пĕлместĕп. Тата çавăн пек сăмах çӳрет: тепре авланасшăн тет. Иджим хан арăмне илесшĕн тет. Иджим хан арăмне эп хам та нумай курнă вара. Çырла пек çав, аллах каçартăр та, пулать те çут тĕнчере чипер хĕрарăм! Шигалей ăна курчĕ тет те тĕлĕннипе çăварне карса пăрахрĕ тет.
Тепĕр кунне старик Тукайпа Саррине кремле хай леçсе хăварчĕ, мăрсасем хан патĕнчен тухиччен пĕр эмирпа калаçса кунтах кĕтсе тăчĕ.
Тукая Булат Ширин хан палатине никамран малтан кĕртрĕ, паллаштарасса та унпа хăех паллаштарчĕ:
— Тау ягы куназĕ, питех те маттур мăрса, пирĕн ханлăхăн шанчăклă çыннисенчен пĕри Тукай, — терĕ вăл. — Е тĕне кĕнĕ чух панă ятпа каласан Ахкубек Тугаев. Пĕр ӳстермесĕрех калама пулать, пирĕн ханлăха çаксем тăрантараççĕ — Тукай, Сарыев, Магмет Беззубов, çармăс куназĕ Акпарс…
Пысăк карачи çапла юмахланă хушăра Тукай çамрăк хан çине темиçе хутчен пăхса илме ĕлкĕрчĕ. Шигалей вун пиллĕке тин çеç кайнă пулсассăн та самаях тулли питлĕ, тăпчам кĕлеткеллĕ çын. Хăйне вăл, хăнăхманран пулас, майсăррăн тыткалать, вăрăм та çăмламас аллисене ниçта хума пĕлмест. Кӳпшек пит-куçĕпе шап-шур ӳчĕ ăна кăштах хĕрарăм сăнĕ параççĕ. Ăна илемсĕр çын тесе калама та май çук, анчах хăлха çунаттисем ытла сарлака пулни тата вĕсем малалла тухса усăнса тăни ун сăнне пăсмаллипех пăсать.
— Сирĕн Иджим хан панă ярлăк пур-и, Тукай мăрса? — терĕ йăваш сасăпа Шигалей.
— Пур, пур, — кĕсйине хыпашларĕ Тукай. — Тархасшăн.
— Лӳчĕркемен, — чăкăртатса тăракан пергамента алла илчĕ хан. — Тирпейлĕ çын пулма тивĕç.
— Калама çук тирпейлĕ куназ, — сăмах хушрĕ Булат Ширин. — Эпĕ ун валли ярлăк çырса хатĕрлеттертĕм ĕнтĕ.
Пĕр эмирĕ çемçе минтерсем çинче чаплăн ларакан Шигалее тăрăхларах касса кăларнă пергамент листи пырса пачĕ, хан ăна вулам пекки турĕ те нишан хурса çирĕплетме Булат Ширина тыттарчĕ.
Çав вăхăтра Тукай тепĕр пӳлĕмрен хăйĕн парнисене илсе кĕчĕ. Сисрĕ вăл: хаклă йышши тирсен шучĕ чылай чакнă, анчах халь ун пирки шухăшласа тăма вăхăт пулмарĕ, вăл парнесене часрах хан ури вĕçне сарса хучĕ.
— Темех мар та, çапах ман парнесене йышăнсам, — терĕ вăл.
— Рахмат, рахмат, — пуçне сулчĕ çамрăк хан. — Шутласа çырса хурăр та илсе кайăр, — терĕ вăл хăйĕн çыннисене.
Тукайăн ханпа сыв пуллашмалли çеç юлчĕ. Вăл ун патне çывхарчĕ те пуç тайрĕ.
— Тукай мăрса, эппин хамăр ханлăхшăн ĕлĕкхи пекех тăрăшмалла пултăр. Пысăк карачи сăмахĕсем хыççăн эп сан пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. Бехмет сунатăп сана, пурнăç çу пек юхса пытăр.
Тукай Шигалейĕн тăснă аллине чăмăртарĕ те тĕлĕнсе кайрĕ — вăл ĕçсĕр пурăнакан ачаш хĕр ача алли пек çеп-çемçе. «Ай-ай, ку вăйсăр та кăпăшка алăпа ханлăха тытса тăма пулать-ши вара?» — шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче.
5. Тăшман
Пикпав мучи паян кунĕпех картишĕнче çил çине типме сарса çакнă сĕрекесемпе неретсене, вачасемпе тетелсене юсарĕ. Хăй вара ĕçленĕ хушăра вĕçĕмсĕр мăнукне вăрçрĕ: ĕлĕк çак япаласене яланах иккĕн тирпейлекенччĕ, халĕ ав Ахтупай куçа та курăнмасть. Тукай ăçта та пулин каяс пулсан — вăл ялан унпа пĕрле, мăрса килте чухне — вĕçĕмсĕр вăрманта. Килтен пачах сивĕнчĕ йĕкĕт. Тул çутăличчен тухса каять те çывăрма килсе кĕрет. Каçсерен вара Пикпавпа Пинеç пăшăрханса кĕтсе ывăнаççĕ: те таврăнать каччă, те таврăнмасть. Çитменнине, Иливан пӳкле вилĕмпе вилнĕ хыççăн Ахтупай сунара ялан пĕччен çӳрет. Миçе хутчен каланă ăна старик пĕр-пĕр юлташ туп, унсăрăн сана упа е кашкăр çурса пăрахать тесе, çук, йĕкĕт хăлхана та чикмест. Ват çын пек, ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса илет те кулам пекки тăвать, вара уххипе айпăлтине илсе вăрманалла утать. Ĕнер ак вăл сунартан çĕмĕрĕлнĕ пит-куçпа таврăнчĕ, хăй çапах пĕр çĕклем пакша тытса тултарнă. «Мĕн пулчĕ?» — тесе ыйтсан «Нимĕн те пулман-çке», — тесе çеç хуравларĕ. Кӳршĕ çыннисем каланă тăрăх, вăл Тукай мăрсапа пĕрле упа тытнă иккен.
Анчах аслашшĕ Ахтупая ăшра сунарта çӳренĕ чух хăюллă пулнăшăн мар, урăххишĕн вăрçать — мăнукĕ унпа пулă тытма кайма пăрахрĕ. Пĕлет вĕт-ха вăл, Пикпав ялта чи ăста пулăçă шутланать, старик çу каçиччен тытса сулхăнта типĕтнĕ пулă ав кĕлет тулли çакăнса тăрать. Ахтупайшăн ку ним те мар. Ĕлĕкрех вĕсем мăнукĕпе кимĕ çине ларса Атăл тăрăх вуншар çухрăма каятчĕç, йăлăмри темле кӳлĕсене çитсе куратчĕç, пулă тытас тесен Ахтупай виç кун çăкăр çимесĕр пурăнма хатĕрччĕ. Халь вăл аслашшĕ пулла чĕнсен аллине çеç сулать; пулă тытассине ача вăййи вырăнне çеç хурать.
Ак килмерĕ, паян та пулă тытмалли хатĕрсене юсама пулăшмарĕ ăна. Старик вара ним тăвайман енне хăйĕн çиллине урăхла пусарчĕ.
— Альпи! — терĕ вăл. — Мĕн ĕçсĕр ларатăн эсĕ унта! Халех йĕп тытма килнĕ пултăр.
Альпи хăйĕн ятне илтсе çавăнтах картишне сиксе тухрĕ, аслашшĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ, анчах хирĕç калама хăяймарĕ — вĕсен килĕнче ваттисемпе тавлашас йăла нихçан та пулман. Вăл вара старик патне «йĕп тытма» васкарĕ.
— Ăçта пирĕн хăлăхсăр ача? — терĕ аслашшĕ. — Ирхине каласа хутăм эп ăна, вăл пур пĕр тухса тарчĕ килтен.
— Вăрманта пуль, — терĕ Альпи. — Эп ăна куçпа курманни шăп виçĕ кун. Кунĕн-çĕрĕн мăйăрта вăл.
— Мĕнле мăйăрта? — ăнланмарĕ аслашшĕ.
— Çаплах, — кулчĕ мăнукĕ. — Кил, кăтартам сана, асатте, пирĕн Ахтупай мĕн чухлĕ татса тултарнă!
Альпи кăчăк туртса аслашшĕне кĕлет хыçне илсе кайрĕ, унта ăна пĕр туратран çакса янă тĕлĕнмелле япала çине тĕллесе кăтартрĕ.
— Мăй çыххи? Йĕкĕр мăйăртан тунă мар-и ăна?
— Куратăн пуль — мăй çыххи. Мăйăр кăна мар унта, шăрçа та пур.
Вара аслашшĕ пĕр çыхă йĕкĕр мăйăра алла илсе пăхмасăр та чăтаймарĕ.
— Ăçтан тупса пĕтернĕ вăл ăна?
— Шыракан тупать! — кулма пăрахмарĕ Альпи.
— Сана валли парне хатĕрлет.
— Кĕтсех тăр — мана валли!
— Кама валли тата?
— Пĕлместĕп. Атя, атя, ан тив, çакăнса тăтăр. — Мăнукĕ аслашшĕне карта патне каялла сĕтĕрчĕ. Вăл сисрĕ: ку йăнăш япала пулчĕ, мăй çыххине старике кăтартмалла марччĕ.
Ахтупай киле хальхинче те тĕттĕм пулсан тин таврăнчĕ. Аслашшĕ çывăрма выртнăччĕ ĕнтĕ, сĕтел хушшинче амăшĕ пĕр-пĕччен хăйă çунтарса ларатчĕ.
— Атте килте çук-им? — ыйтрĕ Ахтупай амăшĕ сĕлкĕш пулнине асăрхаса. (Альпи ăçтине вăл ыйтмасăрах пĕлчĕ, кĕркунне хĕр ача улахра пулмасăр ăçта пултăр ĕнтĕ!)
— Урасмет патне кайрĕ, — ывăлĕ валли апат хатĕрлеме пикенчĕ Пинеç. — Пирĕн каллех ясак ӳснĕ тет-и? Пĕтерет çав Урасмет. Пурлăхĕ чакса пырать хамăрăн, ясакне ӳстернĕ ав. Май килсен мăрсана сăмах хушса пăхасчĕ сан, Ахтупай…
Ахтупай çак вăхăтра амăшне мĕнле те пулин ăшă сăмах каласшăн, ăна йăпатасшăн пулчĕ, анчах кăна тума пĕлмерĕ, унăн çаврăнăçусăр чĕлхи нимле ăшă сăмах та тупса калаймарĕ. Ун вырăнне вăл пӳрт умне тухрĕ те унтан амăшне эмел тума кирлĕ курăксене пĕр çĕклем илсе кĕчĕ.
— Паян пуçтартăм, — терĕ вăл именчĕклен.
— Ай-ай, нумай кунта сан! — савăнчĕ амăшĕ. — Ĕнтĕ мана кирлĕ курăксене пĕлсе çитрĕн-и?
— Мĕн пĕлмелли пур унта! Вăрманта сахал-им вĕсем!
— Çапах та вĕсене шырама пĕлес пулать. Кур-ха, хаяр курăкĕ те пур, ĕмпĕр тымарĕ те пур, чĕмере курăкĕ те. Тавах сана, ывăлăм. Хĕлле вĕсемсĕр май килмест. Хамăра та кирлĕ, çынсене сыватма та… Юрĕ ĕнтĕ, халех çывăрма выртас çук, кайса çӳре кăштах.
Ахтупай турткаланса тăмарĕ, вăл кăçал кĕркунне пулнăранпа улаха пĕрре те çитсе курман-ха. Ĕлĕк пулсан вăл улаха кайнă чухне, паллах, шăпăрне илетчĕ, анчах халь хăйĕн тем пек шăпăр калас килсен те ăна илме пултараймарĕ: ун кĕввипе хĕрсем ташă ташлама пăрахрĕç. Иливан вилнĕ хыççăн тахăшĕ ялта Ахтупай шăпăрĕ вăл асамлă япала тесе сăмах кăларнă, çавăнпа та ун сассине илтсенех çынсем пурте айккинелле пăрăнма тăрăшаççĕ. Ахтупай çамрăксене пĕр-икĕ хутчен шăпăр каласа хăратса пăхрĕ, анчах амăшĕ вăрçса тăкнă хыççăн хăйĕн чун уççине мачча çине печĕ те тек ăна пĕрре те алла илмерĕ.
Урама тухсанах Ахтупай тĕттĕмре çĕлĕк тăхăннă пĕр хĕр ачана курчĕ, ун хыççăн васкаса утрĕ — çак хĕрача ăна Эрнепи пекех туйăнчĕ. Çĕлĕклĕ çын хăй хыççăн такам пынине сиссе тата хытăрах утма пуçларĕ, юлашкинчен Сахвине юмăç патне кĕрсе çухалчĕ. Çук, ку Эрнепи пулмарĕ. Эрнепи халь çĕр хута юмăç патне çӳрет-и? Ун упăшки пур, хунямăшĕпе ун тепĕр ывăлĕ пур. Мĕн тутăр вăл халь юмăç патĕнче?
Анчах пĕр пуçа килсе кĕнĕ шухăш качча тек канăç памарĕ ĕнтĕ. Ахтупай, çак çулталăк хушшинче Эрнепипе пĕрре те тĕл пулса калаçманскер, урăх ним çинчен те шутлама пултараймарĕ. «Манăн сӳннĕ çăлтăрăм Эрнепи! — терĕ вăл. — Ĕнтĕ эпир иксĕмĕр пĕр-пĕрне ĕмĕрлĕхе çухатрăмăр-ши? Ĕнтĕ пирĕн çулсем яланлăха уйрăлса кайрĕç-ши? Эсĕ маншăн — каснă çăкăр чĕлли, анчах манма пултараймастăп-çке эпĕ сана, чĕререн кăларса пăрахма пултараймастăп».
Ахтупай çак çулталăк хушшинче Эрнепие урамра ăнсăртран икĕ хутчен курчĕ, ăна та пулин пĕччен мар — çынпа. Пĕррехинче вăл хунямăшĕпе вăрмантан хăмла йăтса таврăнатчĕ, тепрехинче кӳршĕ хĕрарăмĕпе иккĕш хире тыр вырма каятчĕç. Ахтупая асăрхасан Эрнепи икĕ хутĕнче те пуçне пĕкрĕ те курмăш пулса иртсе кайрĕ. Ав мĕнле япала иккен вăл юрату — пĕр вăхăтра мăкăнь çеçки пек сарăлса вутла çиçсе илет те çавăнтах сӳнсе ларать. Эсĕ пур — ун çинчен шухăшласа çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмастăн, кашни утăмра унпа тĕл пулу шыратăн, хăвăн телейсĕр шăпуна ылханса шыва сиксе вилме хатĕр, вăл, ăшçунтармăш, ним пулман пек лăпкăн, пĕр сăмах чĕнмесĕр иртсе каять, куç хӳрипе те пăхса илмест сан çине.
Çапах та чĕре чул мар-çке-ха, ăна лăплантарма кансĕр. Ахтупай Эрнепипе хăйĕнпе калаçса пăхасшăн, хăйĕнчен пĕр сăмах та пулин илтесшĕн. Усал сăмах-и, ырă сăмах-и — пур пĕр мар-и ара?
Ахтупай астăвасса Урасметăн нимле тĕкме те çукчĕ, кур-ха, алманчă пуйса пынăçем картине те тĕреклетсе пырать. Ахаль тĕкме те мар, юманран тунă, хушшине ал чикес тесен ал кĕмест. Анчах мĕн вăл вун çичĕ çулхи каччăшăн тĕкме! Ахтупай малтан ун çине хăрах айăккăн утланса ларчĕ, унтан таврана тĕплĕн сăнаса пăхса шалалла сикрĕ. Хыçалти хапхине пырса туртса пăхрĕ — питĕрнĕ, кĕçĕн алăкне тĕрĕслерĕ — ăна та шалтан çаклатнă. Вăл кĕçĕн алăка çĕклесе тăпсинчен вĕçертесшĕн пулчĕ — май килмерĕ.
— Кам унта? — терĕ çав вăхăтра картиш енчен хĕрарăм сасси. Ахтупайăн кăна илтсен сывлăшĕ те питĕрĕнсе ларнă пек пулчĕ. — Кам унта?
— Эпĕ, — пăшăлтатрĕ каччă Эрнепие сасăран палласа. — Эрнепи, эпĕ ку…
Эрнепи кĕçĕн алăка шăлтăр-шалтăр уçса пахчана сиксе тухрĕ.
— Мĕн кирлĕ сана, Ахтупай? — сехĕрленсе ыйтрĕ вăл качча алăран çатăрласа тытса. Çавăнтах тăна кĕрсе каялла чакрĕ, каччăран виç-тăватă утăма аякка кайса тăчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...