Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
— Эрнепи, итле-ха, Эрнепи…
— Кай часрах, Ахтупай, Урасмет курсан иксĕмĕрĕнне те пуçа касать. Кай теççĕ сана.
— Эрнепи, кăшт çеç тăр ĕнтĕ манпа. Пĕр-ик сăмах калама ирĕк пар…
— Кай, кай, эс ухмаха ернĕ, Ахтупай! — пĕтĕм чун хавалĕпе каларĕ Эрнепи. — Мĕн çинчен калаçмалли пултăр манăн санпа? Эс… эс… ман пиччене вĕлертĕн, ман çакăнта санпа тăма та юрамасть. Тасал, тасал… Эс ман тăшман, Ахтупай… — Эрнепи кĕçĕн алăка пĕр сассăр хупрĕ те шал енчен тĕкĕлесе хучĕ. Ун ура сассисем картиш варринелле кайса çухалчĕç.
6. Читлĕхри кăсăя
Авланнă хыççăнах Патирек чăнах та хăй сываласса шаннă курăнать. Малтанхи эрнесенче вăл унчченхи пекех вырăнпа выртрĕ пулин те ялан вăй илсе ура çине тăрасси çинчен, Урасметран уйрăлса тухса таçта ял вĕçне мунча пек çурт лартасси, хăйне сыватнăшăн унта ĕмĕр пӳлĕхçе кĕл туса пурăнасси çинчен калаçатчĕ. Ку шанчăка унăн амăшĕпе Сахвине карчăк та сӳнме памарĕç, вĕсем ăна ялан эс сăнран самайланса пыма пуçларăн тесе ĕнентерме пăхрĕç, ун ячĕпе киремет картине темĕн чухлĕ кучченеç йăтрĕç.
Патирек сывалас тесе кунсерен пăсташ шывĕ ĕçрĕ, çулла вăйĕ çук пулсан та паттăрланса урама туха-туха ларчĕ. Эрнепи те кунти пурнăçа хăнăхса çитнĕччĕ ĕнтĕ, чирлĕ çынна кăшт та пулин йăпатас тесе упăшкине картиш тăрăх çавăтса çӳретчĕ. Кĕркунне енне кайсан Патирек каллех вырăнпа выртма тапратрĕ те тек ура çине тăраймарĕ. Вăл кунсерен хăрса пычĕ. Часах апат çиейми тата Сахвине юмăç туса таракан пăсташ шывне пачах ĕçейми пулчĕ.
— Каçар эс мана, Эрнепи, манăн нимле хаман та çук, сывалаймастăп эп, вилетĕп, — терĕ вăл пĕррехинче Эрнепие куççуль витĕр. — Пĕтĕм чунпа сиссе тăратăп — элчел çывхарать. Темле йывăр пулсан та эс мана тирпейлесе пытар, унччен килне ан кай, унтан вара хăвăн ирĕкӳ…
— Тен, иртсе кайĕ, Патирек, эс ун пекех хуçăлса ан ӳк-ха, — терĕ Эрнепи.
— Çук, çук, сываласси пулмасть. Аллăма çĕклеме те вăй юлмарĕ…
— Эс апла калатăн ав, Патирек, эп вилсен ху ирĕкӳ тетĕн, — упăшкине хĕрхеннипе хăйĕн те пичĕ тăрăх куççулĕ шăпăртатса юхса анчĕ Эрнепин, — анчах Урасмет ирĕк парас çук-çке мана, аннӳ кăларса ярас çук.
— Эп калăп вĕсене, Эрнепи. Вĕсем ман ирĕкрен тухма кирлĕ мар.
— Ырă чунлă эсĕ, Патирек, — терĕ Эрнепи. — Пĕрре те Урасмет пек мар. Мĕншĕн сана пӳлĕхçĕ çакăн пек асаплă кун-çул панă-ши?
Вилессе те Патирек шăппăн, ним йынăшмасăр вилчĕ. Килтисенчен уншăн никамах та выртса макăрмарĕ. Элентейпе Мăрсук малтанах хатĕрлесе хунă хăмасенчен тупăк турĕç. Нетӳç инке вилнĕ çынна асăнса çиме пĕлĕм пĕçерчĕ, тăванĕсем Патирике масар çине илсе кайрĕç.
Эрнепи масар çинчен пуринчен те кая юлса таврăнчĕ. Ялти çынсенчен нумайăшĕ курчĕç — вăл Патирексен пӳрчĕ умне çитсен унталла пăрăнмарĕ, аслă урампа тӳрех хăйсен килĕ еннелле утрĕ.
Ăна хирĕç Неспикепе Северпи чупса тухрĕç, вĕсем хăйсен юратнă йăмăкне пӳрте çавăтнă пекех илсе кĕчĕç.
— Эрнепи килнĕ, Эрнепи килнĕ, ай, мĕн тери савăнăç! — чĕвĕлтетрĕç аппăшĕсем. Телее, ама çури амăшĕ килте çукчĕ, виçĕ пĕртăван вара пĕрре макăрса, тепре пĕр-пĕрне савăнăçлăн ыталаса темĕн çинчен те калаçма ĕлкĕрчĕç. Эрнепи аппăшĕсене çулталăк хушшинче пурăнса ирттернĕ тамăк пек пурнăçĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.
— Хыв, хыв сурпанна, апла эс тек арăм мар, — ун çийĕнчи сурпана тăпăлтарма тытăнчĕ Северпи. — Пăрах таçта, мур тĕпне, куçа та ан курăнтăр…
— Халь ĕнтĕ сана никама та памастпăр, Урасмет мар, такам килтĕр.
Альтук инке кӳршĕре халап çапнă хыççăн киле таврăннă тĕле Эрнепи, ывăнса халтан кайнăскер, путмар çинче тутлă ыйхăпа çывăратчĕ. Ама çури амăшĕ ăна курчĕ те хыттăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Ку мĕне пĕлтерет? Мĕнле майпа киле таврăннă пирĕн Эрнепи? — терĕ.
— Тăван киле килмесĕр, ăçта кайтăр ĕнтĕ вăл? — терĕ Неспике. — Упăшкине пытарнă ав паян…
— Астăвăр, тарса килмен-и вăл хĕр ача, астăвăр! — Эрнепие вăратма чупса пычĕ Альтук инке. Анчах аллине тăснă çĕртен тытăнса тăчĕ, тутăрне тӳрлетсе çыхрĕ те васкаса пӳртрен тухса кайрĕ. Ăнланчĕç Неспикепе Северпи — ама çури амăшĕ Нетӳç инке патне кайрĕ. Чунĕ чăтмарĕ ĕнтĕ унăн кайса пĕлмесĕр.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, пӳрт умне Урасметăн хура сăрпа сăрланă, ларкăч ик айккипе темле мăйракасем туса илемлетсе пĕтернĕ çатан урапийĕ çитсе чарăнчĕ. Аппăшĕсем Эрнепие ниçта пытарма та ĕлкĕреймерĕç, алăкра алманчăн хаяр сăн-пичĕ курăнса кайрĕ.
— Эрнепи, эпĕ сана илме килтĕм, атя, анне аптраса ӳкнĕ унта пирĕн, — терĕ Урасмет пӳрте кĕнĕ хыççăн никама сывлăх сунмасăр.
— Эрнепи мар ĕнтĕ вăл саншăн, инкӳ пуль, Урасмет, — ваттисен йăлипе вĕрентсе каларĕ Альтук инке, кунта алманчă хыççăн килсе кĕнĕскер.
— Ара, эп ăна апла та чĕнсе пăхнă. Ун пек каласан эп сан инкӳ мар тет.
— Мĕнле инке мар пултăр? Чăн-чăн инке ĕнтĕ, вăл сан пиччӳне качча тухнă-çке-ха.
— Эп никама та качча тухман, эсĕ ман пуçа çиме качча патăн Патиреке! — куççуль витĕр хыттăн каларĕ Эрнепи. — Халь каллех илсе каяс тетĕр-и? Ниçта та пымастăп эпĕ хамăн тăван аппасен килĕнчен. Ан та чĕн мана, Урасмет, мăйран кассан та ниçта тухмастăп.
— Сурпанна сӳсе пăрахрăн та каллех хĕр пултăн апла? — терĕ Урасмет. — Темĕн-çке, ун пек май килет-и? Пымаллах пулать пуль, мĕншĕн тесен эс пирĕн кил-йыш çынни. Эп нумай кĕтместĕп, каланине итлемесен тарçăсене çыхма хушатăп.
— Ан ухмахлан, Эрнепи, сыр часрах сурпанна, кăштах намăса пĕл! — ун çывăхне пыма шикленнĕрен аякран, алăк патĕнчен ура тапса вăрçрĕ Альтук инке. — Кĕвелнĕ турăх тек сĕт пулас çук, инке-арăм тек хĕр пулас çук. Каях килне, çынсене вăрçтарса ан тăр.
— Эп тек пуç çапса та тăмастăп, халех тытнă та илсе тухса кайнă, — алăка яриех уçса пăрахрĕ Урасмет. — Элентей, Мăрсук! Килĕр-ха.
Алманчă тарçисем кĕрсен пӳртре асар-писер кĕрешӳ пуçланчĕ. Урасмет Эрнепи тухса ан тарайтăр тесе алăка шалтан питĕрсе лартрĕ, Элентейпе Мăрсук пĕтĕм вăйпа хирĕç тăракан Неспикепе Северпие тĕрте-тĕрте ярса Эрнепие çыхма тытăнчĕç. Эрнепи вĕсене аллисенчен çыртрĕ, тапрĕ, тем тусан та хăйне çыхма памарĕ. Çапла кĕрешсе вĕсем алăк патне пырса çапăнчĕç. Кунта вара тĕрткелешĕве Урасмет хутшăнчĕ те, Эрнепие пĕççĕн-каççăн тытса урама илсе тухрĕç.
— Эп сана этемле илсе каясшăнччĕ, Эрнепи, — терĕ Урасмет. — Халь туртаран кăкарса кĕтӳрен киле таврăнман путсĕр пăрăва илсе таврăннă пек илсе таврăнатăп! А ну, çыхăр аллисене каялла, вара туртаран кăкарăр!
— Ун пек ан хăтлан, Урасмет, — халь тин хĕрĕн хутне кĕрем пекки турĕ Альтук инке. — Аван мар, çынсем тем калĕç тата.
— Нимĕн те каламаççĕ! — терĕ алманчă. — Ку вăл ваттисен йăли. Тарса килекен арăма яланах çапла илсе таврăнаççĕ. Хăвала, Элентей! — хуçа хăйĕн эрешлĕ çатан урапи çине улăхса ларчĕ.
— Ылханатăп сана, Урасмет! — лашана вырăнтан тапратас умĕн каялла çаврăнчĕ Эрнепи. — Ак кур, эп макăрмастăп, ман куççуль типнĕ ĕнтĕ. Сана вара эпĕ ку тĕнчере те, леш тĕнчере те чунтан-чĕререн ылханатăп. Илсе кай, мана выльăха илсе кайнă пек илсе кай, анчах сирĕн килте эп пур пĕр пурăнмастăп. Вилетĕп, паянах çакăнса вилетĕп е Атăла сикетĕп! Асту çакна, Урасмет!
— Салт эс ăна, чăнах та, аван мар-çке, — йăпăлтатнă пек калаçрĕ Альтук инке. — Ахалех пырать вăл.
— Салтмастăп! — терĕ алманчă. — Куртăр, Урасмет пăхăнман çынсене пăхăнтарма пĕлет!
Вăл тилхепине хыттăн туртрĕ те, çатан урапа вырăнтан хускалса кайрĕ.
Вĕсем çитнĕ чухне Урасмет амăшĕ картишĕнче тин пуснă хур тĕкне тататчĕ, çавăнпа алманчă тапкăпа та çупкăпа илсе килнĕ Эрнепирен пӳртре татах та нумай мăшкăлласа кулчĕ.
— Апла упăшкасăр пурăнас килмест санăн кунта, Эрнепи? — аллисене салтма тăхтаса хăйĕнпе юнашар лартрĕ ăна Урасмет. — Ăçта ун пек ирĕке вĕреннĕ вара эс, йăмăкăм? Хăвăн туйна ытла час мантăн-çке? Аса ил-ха, çулталăк каялла туй турăмăр, сана сурпан сыртартăмăр. Чăваш йăлисене маннă-тăр эс: хĕрарăм качча кайсан упăшки вилсен те çав килтех юлать. Е Хусан ханĕн сан пирки уйрăм саккун кăлармалла-и?
— Урасмет, Патирек вилес умĕн каларĕ-çке-ха сире, аннĕрпе иксĕре, Эрнепие ирĕксĕр ан тытăр терĕ.
— Эпир тĕнчере вилнĕ çынсен йăли-йĕркипе пурăнмастпăр, чĕррисем вĕрентнĕ пек пурăнатпăр, — пуçне ухса илчĕ Урасмет. — Эп — алманчă, кирек мĕнле ĕçе те хама кăмăла кайнă пек тăватăп. Ну, çитĕ сана харкашма, кӳр, салтса ярам.
Урасмет Эрнепи аллисене çыхнă кантрана салтрĕ те шăпăр шăтăкнелле ывăтрĕ, хăй каллех Эрнепи çумне пырса ларчĕ. Эрнепи ун çумĕнчен сиксе тăчĕ те путмар вĕçне пуçтарса хунă вырăн çине ӳксе сасăпах макăрма тытăнчĕ.
— Ухмах! — терĕ алманчă. — Мĕн çитмест сана пирĕн килте? Пурăн та пурăн. Ĕçĕ нумаях мар…
— Çапла ĕмĕр сан тарçу пулас-и? Ĕмĕр сан мăшкăлна тӳсес-и? — хул пуççисене чĕтретсе ĕсĕклерĕ Эрнепи.
— Эппин, тарçă мар тăк, арăм вырăнне пул, — вырăн патне пырса Эрнепие пилĕкрен ыталама тăчĕ Урасмет. — Маншăн çавах мар-и?
— Урасмет! — ура çине сиксе тăрса кăшкăрса ячĕ Эрнепи. — Ун пек шухăш тытас пулсан халех аннӳне каласа паратăп. Çакăнтах вилсе выртатăп, анчах сан мăшкăлу пулмастăп!
— Килĕшместĕн апла? Эп сана арăм вырăнне тытасшăнччĕ-ха…
— Хăçан та хăçан ак çак алапа Атăлтан шыв ăсса илетĕн, çавăн чухне эпĕ сан арăму вырăнне пулатăп! — сак çинче выртакан алана ун еннелле тăсрĕ Эрнепи.
— Юрĕ, анне кĕрет ав, ан вăрç! — урăх сасăпа каларĕ Урасмет. — Пурăн Патирек пӳлĕмĕнче. Кур, мĕнле парне хатĕрленĕ унта сан валли.
Эрнепи паян пулса иртнĕ акăш-макăш ĕçсем хыççăн пĕччен юлса кăшт та пулин канас тесе малти пӳлĕме кĕчĕ. Курчĕ вăл — хунямăш выртса тăракан вăрăм тенкелсене кунта илсе килсе лартнă, унăн турахупĕпе çӳпçине те кунта вырнаçтарнă; чӳрече умне кайăк усрамалли читлĕх çакса янă. Читлĕхре хăйне сапса панă кантăр вăрри пĕрчисене сăхкаласа пĕр кăсăя сиккелесе çӳрет.
Ку кăсăяна курсан Эрнепи чунĕ кăшт çемçелнĕ пек пулчĕ, ун тути çинче çак çулталăк хушшинче пĕрремĕш хут кулă пекки палăрчĕ.
— Ман хăраххăм, сана та тытрĕç-им ĕнтĕ, чĕппĕмçĕм? — терĕ вăл. — Ан кулян, эп сана выçă усрамăп. Кашни кун кантăр вăрри сапса парăп, шыв ĕçтерĕп. Эс манран ан хăра, ялан калаç, ялан чĕвĕлтет. — Çавăнтах вăл урайĕнче читлĕх çине чăр-р! пăхса ларакан çăмламас кушака асăрхарĕ те ăна пӳрнепе юнарĕ. — Эс хăвăн чалхăркка куçусемпе унталла ытлашши ан тинкер. Эп ăна кӳрентерме парас çук, ан та шутла, — терĕ.
7. Мăн кăмăллă хĕр ача
Тукайпа Урасмет ку таранччен нихçан та урлă пулса курман. Тукайăн хăна-вĕрле пуçтарма тĕл килсен вăл ял çыннисенчен чи малтан алманчăна чĕнтернĕ, алманчă ĕçкĕ ĕçнĕ чухне ун кĕрекинче чи хисеплĕ вырăнта мăрсапа ун арăмĕ сарăлса ларнă. Ĕçкĕ-çикĕ хыççăн, пĕр-пĕрин патĕнчен тухса каяс умĕн, алла çул курки тытса мăрсапа алманчă яланах пĕр юрă юрланă:
Ыр ут юртать, юртать, пуçне ухать
Ялан малтан мала та ай каясшăн;
Тăван юрлать, юрлать, куçран пăхать
Ĕмĕрех те пĕрле ай пурнасшăн.
Ку юрра юрланă чухне Урасметпа амăшĕ темле хăпартланса, çĕкленсе, çунатланса кайнă, вĕсем çак вăхăтра ăшра хăйсене чăнах та мăрса тăванĕсем пек туйнă. Мăрсапа арăмĕ ĕçке Нухрата илсе çӳремен, куншăн каччă, паллах, пăртак пăшăрханнă та пуль, анчах «тăван» сăмаха асăннă чух, пĕр-пĕрне хисеплесе куçран пăхса юрланă чух вăл хăй умĕнче Нухратăн илĕртӳллĕ сăн-питне курнă.
Урасмет ĕнтĕ ăшĕнче хăйне мăрса кĕрӳшĕ тесе шутлама пултарнă, мĕншĕн тесен пĕр уйăх каялла пулса иртнĕ калаçура Тукайпа Чураппа ăна хĕрне качча пама хирĕç марри çинчен систернĕ. Тукай пĕр япалапа çеç килĕшмен — вăл туя çурхи шыв-шур вăхăтĕнче мар, хура кĕркунне ирттересшĕн пулнă.
— Куратăн-и, Хусантан мĕнле хыпарсем килеççĕ, — тенĕ вăл. — Унта ĕçсем хальхи пекех пырсассăн ыррипе пĕтес çук ку. Çуркунне е çулла вăрçă пуçланассине кĕтсех тăр. Туй çинчен шухăшламалла-и халь?
Урасмета вăрçă хăрушлăхĕ те, çурхи шыв-шур та шиклентермен, вăл урăххи пирки иккĕленнĕ — юлашки вăхăтра ăна тĕл пулмассерен Нухрат ун çине кашкăрла пăхнă. Вăл çамрăкрах чухнехи пек унран тарса çӳремен, хирĕç пулсан именсе пуçне те пĕкмен, качча куçран хăюллăн, анчах сивлесе пăхнă, хĕр ача унпа хăй вăрçма сăлтав шыранă пек туйăннă.
— Урасмет, сан ĕçсем начар, — тенĕ ăна пĕррехинче Чураппа. — Тукайпа иксĕмĕр Нухрата сан пирки каларăмăр та, пирĕн хĕр ача тем те пĕр кăшкăрса тăкрĕ. Чăнах, чăнах, килтен тухса тарассипе хăратать. Тукай, пĕчĕк чухне çапманнине, хытах хĕнесе тăкрĕ ăна, пур пĕр яхăнне те ямасть. Калаçса пăх-ха, ху калаçса пăх-ха унпа, Урасмет, кăмăлне çавăр.
Ку вара Урасмета тарăхтармаллипех тарăхтарчĕ. Тупăннă ырă чунлă ашшĕпе амăшĕ — хĕрне качча тухма килĕшетĕн-и тесе тархасласа тăраççĕ! Чи малтан ун ирĕкĕ кирлĕ иккен! Хăçан пулнă вăл ку таврара ун пек йĕрке — кама качча каятăн тесе хĕр ачаран ыйтасси?
Урасмет шăртланма тытăннăччĕ ĕнтĕ, Чураппана хăвăр хĕрĕре итлеттерме пултараймастăр тесе намăслантарма хатĕрленнĕччĕ, Тукай килсе кĕчĕ те, чĕлхе-çăвар çыхланса ларчĕ, алманчă ытлашши сăмах персе ярса пĕтĕм ĕçе пăсса пăрахасран хăрарĕ.
Каçхине вăл кĕске сăхманне тăхăнчĕ, çӳçне-пуçне тирпейлерĕ те Хусантан илсе килнĕ чаплă суллине кĕсйине чиксе Нухратпа юлашки хут калаçма тухса утрĕ. Çук, хуçасем патне кĕмерĕ вăл, тарçă хĕр ачана кăчăк туртрĕ те Нухрата картишĕнчи пĕчĕк пӳрте чĕнсе тухма хушрĕ. Нухрат килтех пулнă иккен, тепĕр самантран Урасмет ун сассине илтрĕ.
— Çакăнта-и? — терĕ вăл алăк хыçĕнче.
— Çавăнта, — кулса тавăрчĕ тарçă хĕр.
Нухрат васкамасăр алăка уçрĕ, васкамасăр кĕрсе тăчĕ, унтан алăк янаххи çумне таянчĕ.
— Эпĕ килтĕм. Ма чĕнтертĕн-ха мана, Урасмет? — лăпкăн, анчах пăлханнипе чĕтренсе тухакан сасăпа ыйтрĕ Нухрат.
— Калаçасшăнччĕ санпа, — терĕ Урасмет. — Лар-ха юнашар. Ак эп сан валли парне илсе килтĕм. — Вăл кĕсйинчен сулă кăларчĕ те ăна хĕр ача енне тăсрĕ. Нухрат ун патнелле пĕр утăм та тумарĕ.
— Эп пĕчĕк чухне, астăватăп, мана парне пит нумай паратчĕç, — терĕ вăл. — Халь эпĕ пысăкланнă ĕнтĕ, халь мана нимле парне те кирлĕ мар.
— Ку вăл пысăккисене паракан парне, — куласшăн пулчĕ Урасмет.
— Пысăклансан, ман шутпа, савни хăйĕн савнине парне парать. Пĕр-пĕрне юратса… Эпир пĕр-пĕрне савнисем теме пултараятпăр-и вара санпа, Урасмет?
— Мĕншĕн пултараймастпăр?
Урасмет, ларса калаçма майлă маррипе пулас, ура çине тăрса хĕр патне çывхарчĕ, суллине тăхăнтартас тесе ăна алăран тытасшăн пулчĕ.
— Кирлĕ мар, Урасмет, — аллине хыçалалла ячĕ Нухрат. — Эс мана калаçма чĕнтĕм терĕн, атя эппин калаçар. Эп хăравçă мар, хăвах куратăн, чĕнтертĕн те — тухрăм. Ман санпа вăрçас килмест, тем тесен те эс алманчă, аттепе пĕрле çӳрекен çын. Анчах пирĕн киле вăл шутпа çӳреме пăрах, Урасмет.
— Мĕнле шутпа вăл?
— Ăна эсĕ хăвах пĕлетĕн. Тӳрех калап, тĕк-тăмал çӳретĕн. Эп таçта тулая качча каятăп, анчах нимпе те сана тухмастăп. Вĕчĕ ан тыт, сана, ятлă-шывлă çынна, вăл килĕшмест, çапла ăш пиллĕ калаçса татăлар та, ĕçĕ те пĕттĕр.
Урасмет пуç мимийĕ çак вăхăтра калама çук вăйлă ĕçлерĕ, хаяр та чуна кайса тивекен сăмахсене илтсе алманчăн пĕрре хĕр ачана илĕртсе пăхас, ăшă сăмахсемпе çавăрас, тем пулсан та хăйĕн юратăвне кăтартса парас килчĕ, тепре кăкăрта, алă чăмăрĕсенче, пĕтĕм шăм-шакра хускалакан çилле чармасăр, çакăнтах туласа тăкас, чи киревсĕр сăмахсем каласа хур тăвас кăмăл çĕкленчĕ. Вăл ăна тума та, кăна та тума ĕлкĕреймерĕ, Нухрат мĕнле лăпкăн килсе кĕнĕ, çаплипех лăпкăн тухса кайрĕ. Ку вара алманчăна татăклăнах виçерен кăларчĕ, вăл, хăйне патакпа йĕкĕлтесе тулаштаракан йытă пек, çиллессĕн ăрлатса шăлне шатăртаттарса илчĕ те аллинчи суллине пĕтĕм вăйпа урайне çĕклесе çапрĕ. Ăна лутра маччаллă пĕчĕк пӳртре сывлăш çитмен пек туйăнчĕ, вăл вара чӳрече кантăкне урапа тапса çĕмĕрсе пăрахрĕ те такамăн пуçтарса тирпейлемен вырăнĕ çине тăсăлса выртрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...