Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
Килне таврăннă-таврăнманах ăна паçăр Нухрата чĕнсе тухнă хĕр ача хăй урайне ывăтса хăварнă сулла пырса пачĕ. Хĕр ача: «Нухрат килсе пама хушрĕ», — тесе сулла сĕтел çине хунă чухне Урасмет ăна стена çумĕнчи йăрхахран çакса хунă саламачĕпе ислетсе тăкассинчен те аран тытăнса тăчĕ.
Вăхăт чылая кайнăччĕ ĕнтĕ, алманчă кăшт лăпланса çывăрма хатĕрленнĕччĕ, çав вăхăтра картишĕнче такам ĕсĕкленĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Урасмет салтăннă çĕртен çĕнĕрен тумланчĕ те саламатне йăтса пӳрт умне тухрĕ.
— Мĕн унта? — терĕ вăл тĕттĕмелле тинкерсе. — Кам кăшкăрашать çĕр хута? Кам ман саламата тутанса пăхас тет?
— Ах тур-тур, пĕтрĕмĕр, ывăлăм, пĕтрĕмĕр, ах тур-тур, — çухăрашрĕ лупас айĕнче амăшĕ. — Пирĕн кин çакăнса вилнĕ-çке, кин çакăнса вилнĕ!
— Ăçта вăл? — аллинчи саламачĕпе унта чупрĕ Урасмет. Амăшĕ тĕттĕмре Эрнепи ӳчĕ патне илсе пынă хушăра вăл часрах кĕсьерен пекĕ кăларчĕ, Эрнепи йăвантарса янă каска пуканĕ çине хăпарса тăрса алла кĕнĕ йăлмака пĕрре кассах татса пăрахрĕ, Эрнепи ун аллинчен вĕçерĕнсе çĕре персе анчĕ. Унтан Урасмет мунчана кĕрсе урайĕнче çывăракан тарçăсене тапа-тапа вăратрĕ, Мăрсука халех Сахвине патне чупма хушрĕ.
— Анне, часрах сĕт пар, — терĕ вăл лупас айне каялла кĕрсе. — Тен, вилеймен-ха вăл, апăрша…
— Итлесе пăхрăм, сывламасть пек çав, мĕскĕн, сывламасть пек. Тин кăна çакăннă пулмалла та хăй. Эп лупас айне килтĕм те, темскер кăптăрт! турĕ, вăл çавăн чухне каска пуканне йăвантарса ячĕ пулмалла.
Урасмет пӳртрен çунакан хăйă йăтса тухрĕ, Эрнепие тăратса лартса амăшĕ панă сĕте ĕçтерме тытăнчĕ.
— Вилмен, — терĕ алманчă. — Куран ав, хăсма пуçларĕ.
— У, мур илесшĕ, нарастаран сехрене хăпартрĕ, — тарăхса каласа хучĕ амăшĕ. — Çав Элентее пула çакăнчĕ-тĕр-ха, паçăр çав вăрçтаратчĕ ăна.
— Мĕн тунă эпĕ ăна? Нимĕн те туман! — терĕ юнашар тăракан тарçă. — Вăл хăй ав ман пите кушак пек чăрмаласа пĕтерчĕ.
— Итле, тăрпалтай! — терĕ Урасмет. — Эрнепие тепре тиветĕн пулсан тирне сĕветĕп санне. Илтрĕн-и?
— Илтрĕм, — ирĕксĕртен тенĕ пек каларĕ Элентей.
— Сан ухмахлăхушăн эпĕ ял халăхĕ умĕнче явап тытмастăп, сăмах илтме те шутламастăп. Ытла хĕрарăмпа выляс-кулас тетĕн пулсан авлан та чипер кăна пурăн. Асту, тек кун çинчен калаçмалла ан пултăр. Ăнлантăн-и?
— Юрĕ-çке, ăнлантăм, — Нетӳç инке умĕнче хăйне çапла тӳрккессĕн каланăшăн кӳренчĕ Элентей. — Тем тума кирлĕ мана вăл, ланчашкă хĕрарăм! Çакăнса вилессипе хăратать тата, кур-ха эс ăна!
8. Чалăмри тус
Юмансартан шĕкĕр хулана çитес тесен утсене çитмĕл-сакăр вунă çухрăм хăваламалла. Анчах хан çыннисем ку инçе çула ним вырăнне те хумаççĕ, кашни виçĕ кунра унтан юлан ут килсе тăрать. Питĕ нумай ыйтать çамрăк Шигалей Ту енчи çĕр-шывран: Мускав боярĕсемпе Крым княçĕсене парнелеме лавĕ-лавĕпе хаклă йышши тир ăсатмалла, çар валли галюфе-фураж хатĕрлемелле, çĕрпе усă курнăшăн, çурт-йĕршĕн, вак суту-илӳшĕн куланай пуçтармалла, çывăхри хуралçăсем валли пинĕ-пинĕпе ухă-çĕмрен тумалла. Хакимсемпе улансен пĕр сăмах: хан ыйтать, хан хушать, хан çапла кирлĕ тесе шутлать. Хусан ханлăхĕнче пĕр Тукай мăрса кăна юлнă тейĕн, пĕтĕм япалана унăн памалла. Ар чăвашĕсенчен ма нимĕн те ыйтмасть хан? Хусан çывăхĕнчи тата Чулман Атăлпа Сĕве тăрăхĕнчи тутарсенчен, Ветлуга, Кăкшан, Илеть патĕнчи çармăссенчен ма ясак пуçтармасть? Пуçтарать пулĕ, хăйне хăй хуравлать мăрса, анчах пирĕн ханлăхĕ тĕпсĕр пичке пекех-çке. Çавăн чухлĕ тӳре-шарана ăçтан тăрантса çитерĕн?
Тукай ир-ирех алманчăна хăй патне чĕнтерчĕ те ăна темиçе тĕкĕрçĕпе кӳршĕри ялсене кăларса ячĕ. Асăрхаттарчĕ: çĕнĕ тырă акма пуçличчен ял çыннисен иртнĕ çулсемшĕн нимĕнле парăм та юлмалла мар. Мăрсаран ыйтаççĕ пулсан вăл та халăхран ыйтма тивĕç. Пуçтартăр Урасмет, вăл камран мĕн ыйтмаллине пĕлет. Тукай хăй виçĕ лав ухă йĕппи тиесе Чалăма кайма тухрĕ — Шигалей пĕлтернĕ тăрăх, унта Атăл тапраниччен Суздаль княçĕ Лупин-Горбатый пырса çитмелле. Хан вĕсене, Карамышпа иккĕшне, III Василий çывăх çынни шутланакан чаплă княçа чипер кĕтсе илсе, чипер ăсатма хушса янă.
Çуна çулĕ пăсăлма пуçланă ĕнтĕ. Чалăма çитиччен Тукай мăрса нумай асап курса пĕтрĕ. Кивĕ хула патĕнче ăна вăрă-хурахсем тапăнчĕç, вĕсенчен лашасене чăм-шыва ӳкерсех тармалла пулчĕ. Шупашкартан иртсен мăрса ларса пыракан çунан тупанĕ çурăлса тухрĕ те, кӳршĕ ялта çĕр хута çуна шырама тиврĕ. Инкеке тата, вăл çитнĕ тĕле Карамыш та крепоçре çукчĕ, таçта хăнана кайнăччĕ.
— Аван сыхлатăн эсĕ кунта ханлăх чиккине, мĕн каласси пур! — терĕ Тукай мăрсана юлташла хăтăрса илес шутпа. — Эп сана кĕтсе виççĕмĕш кун йĕке хӳресемпе çапăçатăп ĕнтĕ.
— Эс мĕн, мана вĕрентме килтĕн-и, Тукай мăрса? — хаяррăн ун еннелле утрĕ Карамыш. — Кам вара эсĕ маншăн кунта эп чикке мĕнле хуралланине тĕрĕслесе çӳреме?
— Э-э, выртса çывăр, ман калаçмалли пур санпа, ӳсĕрпе, — вăл куштанланнишĕн пĕрре те çилленмерĕ-ха Тукай.
— Çук, эп ӳсĕр мар. Кала, мĕн тума килтĕн эсĕ Чалăма? Шигалее элеклесе парас тесе кунта шăршлама килтĕн-и? Суратăп эп сан çине, сан ăнман хану çине те суратăп. Ăна акă Казантан пăхлă шăпăрпах хăваласа яраççĕ. Йышăн вара хăвăн ханна, вăл сан патна выçă вилесрен çăкăр татки ыйтма килме бултарать. Ман патăмран халех тасал. Эп кунта хам хуçа, мана вĕрентсе ан çӳре.
— Эс ан харкаш-ха, — терĕ Тукай. — Эп Чалăма чăнах та хан хушнипе килнĕ. Çак кунсенче пирĕн, санпа иксĕмĕрĕн, Суздаль княçне йышăнмалла.
— Нимле урус княçне те йышăнмастăп эп! — сĕтел хушшине апат çиме ларнă çĕртен кăшкăрчĕ Карамыш. — Крепоçе те кĕртместĕп, иçниксене ухăпа пеме хушатăп. Ку вăл Казан ханлăхĕ, урус княçĕн пирĕн крепоçсене пăхса çӳреме нимле тивĕç те çук!
Карамыш тутарсем пуррипе çапла паттăрланать пулĕ тесе шутланăччĕ Тукай мăрса. Вăл унпа тавлашма пăрахса лешсем тухса каясса кĕтрĕ. Анчах Карамыш кăмăлĕ тутарсем тухса кайсан та улшăнмарĕ. Крепость коменданчĕ Тукай çине шăмарса çеç пăхрĕ.
— Акă мĕн, Тукай абзы, — терĕ вăл. — Хăвна тытса хупиччен часрах тасал эсĕ кунтан. Чалăмра эпĕ Шигалей йыттисене йышăнмастăп. Пĕлмест тесе ан шутла, лайăх пĕлетĕп, мĕн элеклесе кăтартнă эс Казанта ман çинчен…
— Мĕскер аташатăн çак эс, Карамыш абзы? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Тукай. — Кам суйса панă сана ман пирки? Мĕн каланă вара эп Хусанта?
— Пысăк карачирен кайса ыйт, — кăшласа пĕтернĕ шăмма тӳрех урайне печĕ Карамыш.
Тукай ăнланчĕ: сăмах пысăк карачирен тухнă пулсассăн ĕç кунта чăнах та таса мар. Ку япалана Хусана кайсах тĕрĕслеме тивет, унсăрăн Карамыша ĕнентерес çук.
Вăл шухăша кайрĕ, мăрсасене çапла вăрçтарни кама тата мĕншĕн кирлĕ пулнине чухласа илме тăрăшрĕ. Карамыш вăл чĕмсĕр ларнине урăхла ăнланчĕ пулас.
— Ну, Тукай абзы, — тутине шăлкаласа сĕтел хушшинчен тухрĕ вăл. — Халь санпа чăн-чăн мăрсасем пек калаçма пуçлатпăр. Апла эс ху ирĕкӳпе тухса каймастăн ман крепоçрен?
— Ма каймалла-ха ман? Эпĕ Лупин-Горбатăя кĕтсе илме килнĕ! — терĕ Тукай.
— Эс ун çинчен ан пупле. Лупин-Горбатый текенскер мур тĕпне кайса кĕтĕр, вăл пире кирлĕ мар. Эс çакна кала: мĕнле хăйрăн ман çинчен элек сарса çӳреме? Пĕлетне, мана ку таранччен Казанта никам та сан пек мăшкăл туман? Эй, йĕксĕк çын, кăлар хĕçне! — Карамыш сылтăм аллине пĕçĕ тĕлĕнче малта çакăнса тăракан йĕнĕ çине хучĕ. Унтан хăвăрттăн кĕске хĕç туртса кăларчĕ те ăна Тукай пуçĕ тĕлне çĕклерĕ. — Кăлар теççĕ сана хĕçне!
— Çапăçас тетĕн апла? — чакас вырăнне ун патнерех çывхарса ăна куçран шăтарас пек пăхрĕ Тукай.
— Çапăçас тетĕп.
— Чик каялла хĕçне! Çапăçас пулсан чунна аллаха пама тивет. Эс мана пĕлетĕн. Куран, аллу ман пуç патне çитмест! Кĕскерех сан аллу манпа çапăçма! Ак пĕчĕк ачана çыхнă пек çыхатăп та Хусана леçетĕп. Вĕрентĕп эп сана Тукая хирĕç тăма! Ĕлĕкхине мантăн-им, эс манпа çапăçса курнăччĕ пулас.
Çак сăмахсем хыççăн Карамыш куçĕсене шиклĕх палăрчĕ, тутар мăрси, урай варринче юман кĕрешĕ пек тăракан Тукая пĕрремĕш хут курнă евĕр, ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таран пăхса илчĕ те аллинчи хĕçне васкамасăр йĕннине чикрĕ.
— Тухса кай! — алăк еннелле кăтартрĕ вăл.
— Каятăп! — терĕ Тукай. — Анчах асту, çапла хĕçпе юнанине эпĕ те сана нихçан та каçармастăп. Тата акă мĕн, Чалăм мăрси: эсĕ çапла хăтланни çинчен халь ĕнтĕ манăн Хусана кайса ирĕксĕрех Шигалее каласа пама тивет. Сывă пул, ман ĕлĕкхи тус Карамыш.
Киле таврăннă чухне Тукай çул тăршшĕпе пĕр япала пирки пуçне çĕмĕрсе пычĕ. Мĕн пулса иртет вара вĕсен шĕкĕр хулинче, Хусанта? Мĕнле элеклĕ сăмахсем калама пултарнă Булат Ширин Карамыш мăрсана Тукай ячĕпе? Ку вăл, Чалăмра пулса иртнĕ тытăçу, Тукай малтан хăйне ĕнентерме тăрăшнă пек, ача вăййи те, ӳсĕр çын хăтланăвĕ те пулмарĕ. Карамыш ăна тарăхмаллипех тарăхнă, каларĕ-çке-ха, мана Хусанта ку таранччен никам та сан пек мăшкăл туман терĕ. Çук, ку пĕрре те шӳтлĕ япала мар.
Вăл çапла шут турĕ: çак кунсенчех, çул начаррине пăх-масăр, Хусана кайса килмелле, паян мĕн пулса иртни çин-чен йăлтах хана каласа памалла тата тем тесен те Булат Ширинпа курса калаçмалла. Карамыш сана тăшман туса хучĕ пулсан унтан ыррине ан кĕт вара. Чалăм мăрси хăйĕн пурнăçĕнче нумай çынна тĕп тунă.
Тукай килте чипер канма та ĕлкĕреймерĕ, ун патне Ху-сантан хан юри кăларса янă икĕ юлан ут пырса çитрĕ. Шигалей ăна Чалăма кайман тесе тăрать иккен-ха, Лупин-Горбатый князь валли унта илсе кайма кĕмĕлпе ылтăнран тунă тĕрлĕ парнесем нумай парса янă.
Ку парнесем мăрса сĕтелли çинче хан çыннисем тухса кайсан та икĕ кун выртрĕç, Тукай вĕсене ăçта хурасси пирки нимĕн те шутласа кăлараймарĕ-ха. «Ак тупăнчĕ ман валли теветкел ĕç! — терĕ мăрса хăй тĕллĕн. — Мĕн тумалла ĕнтĕ халь? Хусана каялла илсе каяс — ку вăл хана мăшкăллани пулать, уншăн Шигалей пуçа кастармасан та ярлăка туртса илме пултарать, тепĕр хут Чалăма çитес — ку вăл пушăлла çул туни, парнесене çав çармăс вăрманĕнчи кашкăра парса хăварни пулать, урăх ним те мар».
Хăйне тем пек лăпкăн тытма тăрăшсан та вăл пĕтĕм чунтан çуйкăнланса тăнине Чураппа та сиссе илчĕ.
— Эсĕ мĕн, Чалăма каясшăн мар курăнать, васкамастăн, — терĕ вăл. — Тем пулнă сана, ма пытаратăн-ха ĕнтĕ каллех манран?
Тукай вара Чалăмра пулса иртнĕ ĕç çинчен арăмне каласа пачĕ.
— Апла пулсан ху ан кай, — терĕ Чураппа. — Кунта ĕç ырă маррине туятăп эпĕ. Ан çыхлан çав усалпа. — Çавăнтах вăл ырă сĕнӳ пачĕ. — Урасмет кайтăр унта, тупата туршăн, ху шĕкĕр хулана кай, Урасмета Чалăма кăларса яр. Хан парнине тем тесен те Чалăма çитермеллех ĕнтĕ…
Мăрса хăйĕн пĕчĕк арăмне çӳле çĕклесе илчĕ те: «Маттур та ăслă эсĕ, манăн кăвакарчăнăм!» — тесе темиçе хутчен хыттăн чуп турĕ, унтан хăвăрттăн тумланса юлан утпа алманчă патне вĕçтерчĕ.
…Ӳсĕр чĕлхе-çăвар яланах чараксăр. Карамыш Урасметран ăна-кăна нимĕн пытарма та пĕлмерĕ. Мăрса чăмăрĕпе вĕçĕмсĕр сĕтеле çапрĕ, Тукая çĕрпе танлаштарса сысна кĕтĕвĕ кĕтме ярасси çинчен кăшкăрчĕ, пĕр сăмаха пин хут каласа темле Таврида çинчен, шанчăклă туссемпе гяурсем çинчен çухăрашрĕ. Ун пек калаçăва халиччен илтсех кайман тата Хусантипе Крымри ĕçсемпе нихçан та кăсăкланман Урасмет вăл калаçнинчен нумайăшне ăнкарса та çитеймерĕ, çапах та хăш-пĕр япалана, уйрăммăнах икĕ мăрса хушшинче мĕн пулса иртнине вăл аванах чухласа илме пултарчĕ. Хăй вăл чее çын йăлипе шахвăртса кăна калаçрĕ, хăйĕн кăмăлне палăртнинчен ытларах Карамыш шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшрĕ, юлашкинчен, Чалăм мăрсипе чăваш ĕмпĕвĕ пĕр-пĕрин тĕлĕшĕнчен хаяр тăшмансем пулса тăнине ĕненсе пĕтерсен çеç Тукай пирки усал сăмахсем хуша-хуша хума тытăнчĕ.
— Тукай-и? Тукай вăл ĕмĕтсĕр çын. Хăйĕн кĕлечĕсене тырăпа та хаклă тирпе тултарса лартнă, мухтанать çеç. Ак эпĕ миçе çул алманчă ĕнтĕ, мĕн пур манăн? Ху пырса курнă, çап-çара пурăнатăп. Сан çинчен вăл кашни утăмра эт сарать — хурлать, хурлать, вĕçĕмсĕр хурлать. Карамыш капла та Карамыш апла. — Урасмет, хĕрсе кайнăскер, мăрса çумнерех куçса ларчĕ, ăна пăшăлтатса калама пуçларĕ. — Эс Хусана кайса Шигалее каласа кăтарт, çапла-çапла те ăна. Сана вăл ним вырăнне хумасть, санран кулать те.
— Айван эс, Уразмат! — терĕ Карамыш. — Шигалее нумай тытмаççĕ унта, Казанта. Мĕнле ăнланмастăн эсĕ çавна? Казанта часах çĕнĕ хан пулать. Тукая ăна урăхла пĕтермелле. Эх, айван çав-ха эс, Уразмат!
Урасмет шăпăртах пулчĕ. Хăрамалла Карамышпа калаçма. Хусанта урăх хан пулать тет, Шигалее хирĕçле сăмахсем калать. Кунта никам та çук та, çапах шăла çыртсан аванрах пулĕ. Кам мур пĕлет Карамыш ăсне! Тен, вăл ӳсĕре персе Урасмета тĕрĕслесе пăхасшăн, тен, Тукай чееленсе Урасмета çакăнта юри янă.
Карамыш пĕтĕм кĕлеткипе сĕтел çине ишĕлсе аннă та мăкăртатса тутарла юрă юрлать. Урасмет ăна итлемест ĕнтĕ, вăл пачах урăххи çинчен шухăшлать. «Карамыш çав кĕрмек Тукая тĕп тăвас пулсан, — тет вăл, — эп вара ун хĕрĕпе хама урăхла тыткаланă пулăттăм, çăварне тутăр пĕтĕркелесе чикĕттĕм те çуна çине çавăрса çапса вăшт! çеç вăрласа кайăттăм. Аван пулатчĕ мăн кăмăллă хĕр ачапа ун ашшĕне çапла вĕрентсен!»
Урасмет хăйне Чалăма кăларса янăшăн ăшра Тукай мăрсана тав тăвать. Халиччен килсе курманччĕ вăл кунта. Ак аякри крепоçре пулса курчĕ. Килчĕ те — хăйĕн тусне тупрĕ.
9. Купăс ăсти Ятламас
Ку мунча пек пӳртсем шăп кăна ял варринче, такам юриех çынсене култарма çапла вырнаçтарнă пек, хире-хирĕç лараççĕ. Вĕсене иртсе кайнă чухне суккăр çын та асăрхамалла: пĕри (Сахвине юмăç карчăкăн), тул енчен сарă тăмпа сĕрнĕскер, çи виттийĕпе пĕр еннелле тайăлнă, тепри (авланма манса кайнă каччăн, Ятламасăн), шурă тăмпа шăлнăскер, çи виттийĕпе тепĕр еннелле тайăлнă; пĕрне ытлашши чалăшнăран йăвансах ан кайтăр тесе сылтăмран турачĕсене те чипер иртсе пĕтереймен юпапа тĕреленĕ, тепĕрне, шурă тăмпа шуратнăскерне, сулахай енчен темиçе вĕрлĕкпе тĕреклетнĕ. Çапла, ăнсăртран тĕл пулнă икĕ пĕлĕш çын пĕр-пĕрне аякран пуç тайса сăнаса тăнă пек, хăйсен курăмсăрлăхĕнчен хăйсем тĕлĕнсе пăхса лараççĕ ку çуртсем.
Пӳрчĕсем пĕр евĕр пулсан та пурăнасса вĕсенче пачах та расна кăмăллă, расна шăпаллă çынсем пурăнаççĕ. Сахвине çăткăн, кăптăрмăш, çынсем çинчен ялан усаллине çеç калаçакан юнсĕс этем; вăл, ăтăр пек, хăйĕн кил-çуртне вĕçĕмсĕр пурлăх йăтать, çапах та ун çăварĕнчен нихçан та «манăн çавă пур, эпĕ ĕнтĕ текех çавăншăн хуйхăрмастăп» текен сăмах тухман, — унăн яланах нимĕн те çук, ăна яланах темскер çитмест. Вăл çын пырсан нихçан та сĕтел çине ĕçме-çиме кăларса лартса курман, хĕрхенсе ку таранччен никама та пĕр татăк çăкăр паман, хăй вара ĕмĕрĕпех çын патĕнче ĕçсе çинĕ, ĕмĕрех çынран тем те пĕр илнĕ. Ун тĕпсакайĕнче, нӳхрепĕнче, кĕлетĕнче миçе чĕрес пыл, миçе чӳлмек çу ларнине никам та пĕлмест. Сахвине килне çын ирĕксĕр пырать — юмăç пăхтарма. Енчен çынна инкек хăваласа килнĕ пулсассăн, паллах, вăл пушă алпа пыма пултараймасть, мĕншĕн тесен кирек мĕнле киремете те парнепе чӳк тумалла, мĕншĕн тесен, Сахвине сăмахĕсемпе каласан, пӳлĕхçĕ хытă çынсене юратмасть, вĕсен çылăхĕсене каçармасть, турă вăл çынсене вĕсен кăмăлне кура, тараватлăхне кура ырлăх ярса парать. Сахвине карчăкпа ун упăшки, ĕçке ернĕ Исампай, вăрман хăртмаççĕ, çĕр тытмаççĕ, тыр-пул акса тумаççĕ, вутă хатĕрлемеççĕ, килте выльăх-чĕрлĕх тытмаççĕ, хурт-хăмăр усрамаççĕ, апла пулин те вĕсен çу та, пыл та, тыррипе вутти-шанки те, сăрипе эрехĕ те çителĕклĕ. Тыррине авăртнă, кĕрпине çуртарнă, пирне те тĕртнĕ — пурте янтă, пĕтĕмпе хăй тĕллĕнех килет.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...