Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв


Пăлтăрта вăл пурнăçри йывăр вăхăтсенче хăйĕн чун уççийĕ пулса тăракан шăпăра илчĕ, ун какăрне тăхăнтарса вĕрсе пăхрĕ. Шăпăр чиперех калать. Каччă ăна шăлса тасатса хĕвне чикрĕ.

— Эх, мĕн пулать те мĕн килет, каям-ха эппин туя! — терĕ Ахтупай пĕтĕм ăш-чикĕ вăрканине ниепле те пусараймасăр. — Хам савни туйĕнче чăм шыва ӳкиччен ташлам!

Вăл савнийĕ сăра ĕçтерес пулсан куркана ярса пама кирлĕ пулать тесе пăлтăрти арча тĕпĕнчен пĕр алтын укçа илчĕ, ăна тăла вĕçĕпе çап-çутă пуличчен тасатрĕ те урампа тăвалла васкарĕ.

Хăй çапах ĕненмерĕ-ха: чăнах, Эрнепиех илсе пачĕç-ши вара Патирек валли? Мĕнле чунпа кайма килĕшрĕ-ши ăна Эрнепи? Алли-урине çыхса илсе кайрĕç-ши ăна Урасмет килне е илĕртсе те улталаса илсе тухрĕç-ши? Ыр кăмăлпа качча тухма пултараймастех ун савнийĕ çав вырăнпа выртакан чирлĕ çынна. Эрнепи чунĕ таса. Ун пек хĕр ача çынна улталиччен хăй çине алă хунă пулĕччĕ. «Эх, Эрнепи, Эриепи! — терĕ вăл хăй сисмен çĕртенех утăмне хăвăртлатса. — Мĕншĕн пурăнас ĕнтĕ халь ман çут тĕнчере? Эсĕ, ман чĕкеçĕм, ман телейĕм, ман пĕртен-пĕр шанчăкăм, усал çынсен аллинче мăшкăл тӳснине курассишĕн пурăнас-и? Мĕншĕн эпир çав териех телейсĕр пулса çуралнă-ши? Ма ун пекех юратса пăрахрăм-ши эпĕ сана, Эрнепи?»

Çул çинче ăна Иливан хăваласа çитрĕ.

— Эсĕ илтнĕ-и, Урасмет хăй авланать тет? — тытса чарчĕ вăл качча.

— Ан тĕлĕнтер, Иливан! — ку кĕтмен хыпара илтсен ним калама аптрарĕ Ахтупай. — Патирекĕ валли илет терĕç-çке?

— Пирĕн килте никам та çук. Çавăнпа эпĕ юриех кӳршĕсенчен ыйтрăм. Вĕсем çапла каларĕç.

— Ак тамаша! Урасмечĕ валли апла?

— Çавăн пек пулса тухать. Пуян упăшка тупнă сан савнийӳ!

— Темскер, ĕненес килмест, Иливан.

— Хамăн та ĕненес килмест. Анчах кӳршĕсем суяс çук, вĕсем пĕлеççех ĕнтĕ!

— Ав мĕнле иккен. Эрнепи мăрса арăмĕ пулать. Мĕн каласси пур — хитре!

Иливан тĕттĕмре чышкă çеç кăтартрĕ.

— Ак çитсен парап-ха эпĕ ăна мăрса арăмĕ! Ама çурри аннене те лайăх тăн кĕртеп. Никам та мар, çавă тунă кăна йăлтах!

Иливанпа Ахтупай малтан Эрнепие хăйне курас тесе хĕр туйне кĕме хăтланса пăхрĕç. Вĕсене унта кĕртмерĕç. Хĕрарăмсем вĕсене асăрхасассăнах кĕлет алăкне хупса лартрĕç те шалтан тĕкĕ хучĕç, вара ним ăнланмалла мар çари! те çари! çухăрса юрра ячĕç. Каччăсен ирĕксĕрех кунтан пăрăнмалла пулчĕ.

Арçын туйне çакланасси те çăмăлах пулмарĕ. Пусма вĕçĕнче (юри вĕсене сыхлама тухнă тейĕн) Карамышпа Урасмет тăраççĕ.

— Ак пирĕн Хусан каччисем таврăннă! — терĕ алманчă çула пӳлсе. — Эп ак сиртен маларах çитрĕм, пĕр князь хăйĕн кимми çине лартса илсе хăпарчĕ.

— Ман хам йăмăк туйне кĕме юрать-и, Урасмет? — малалла иртме тăчĕ Иливан.

— Чимĕр-ха, — терĕ Урасмет. — Эсир иксĕр те туя пăсма килетĕр-и е ырă кăмăлпа кĕрсе тухас тетĕр? Асăрхаттаратăп, ун пек-кун пек пулсан ман çынсем хатĕр тăраççĕ. Ак Карамыш мăрса та…

— Вара йăмăк туйне кĕвĕ калама та кĕртмĕн-и? — шăпăрне хĕврен кăларчĕ Иливан. — Ахтупайăн та шăпăр пур. Эпир иккĕн ăмăртмалла каласа сан туйна илем кӳресшĕн…

— Илем кӳресшĕн! — кулчĕ Урасмет. — Апла кĕрĕр эппин, ывăннă çинчен кăшт савăнăр. Эсир пит ăста шăпăрçă пулаканччĕ.

— Паян та ята ямăпăр. Урасмет туйĕнче начар калама юрать-и вара? — хăй пĕтĕм чунтан эрленнине кулăпа пытарма тăчĕ Иливан.

Шалта вĕсем килсе кĕнине пурте асăрхарĕç. «Иливанпа Ахтупай таврăннă, курăр-ха, Иливанпа Ахтупай таврăннă», — пăшăлтатрĕç хăлхаран хăлхана.

Урасмет вĕсене хăй аллипе икĕ алтăр кăпăклă сăра тыттарчĕ, унтан пĕрер черкке эрех ĕçтерчĕ.

— Эхе, курайçăсем! Эппин, çĕмĕрттерме тытăнăр-ха, иптешсем! — Ахтупай аллинчи пушă куркана çĕре çапса ӳкерчĕ Карамыш.

— Ку вăл, мăрса, курай мар, шăпăр, ăнлантăн-и, шăпăр! — çилленсе кăшкăрчĕ ăна кил хуçи.

— Пурпĕрех мар-и? Шăпăр тăк — шăпăр. Пуçлăр часрах ăмăртса калама! Хăшĕ çĕнтерет, çавна вунă алтын укçа паратăп. Ак куратăр-и, халь тесен халь пама пултаратăп! — Карамыш мăрса пурне те ылтăн укçа кăларса кăтартрĕ.

— Ун пекех нумай памасан та юрать, вĕсене пĕр алтын та çитет, мăрса, — терĕ Урасмет.

— Çук, Уразмат абзы, вунă алтын паратăп. Карамыш камне пĕлччĕр. А ну, пуçла!

— Мĕнле, тупăшатпăр-и? — шăппăн çеç ыйтрĕ Иливан хăйĕн юлташĕнчен.

— Хăтланса пăхма юрать, — терĕ Ахтупай. — Анчах вăл укçине парать тетне?

— Апла пулсан тăхтар, — хăюланса мала тухрĕ Иливан. — Карамыш мăрса, укçуна эсĕ мăн кĕрĕве парса хур. Ун пек шанчăклăрах пулать!

— Кам кунта мăн кирӳ, мин вăл мăн кирӳ? — терĕ Карамыш.

— Туй пуçĕ! Мăн кĕрӳ вăл туй пуçĕ пулать! — ăнлантарчĕç ăна темиçен.

Наччасах мăн кĕрĕвĕ — пилĕкрен темиçе тутăр явса çыхнă Теней старике тупса килчĕç. Вунă алтын укçа ун кĕсйине куçрĕ.

— Ан кĕттерĕр ĕнтĕ! Пуçлăр! — кăшкăрчĕç туй курма килнĕ çамрăксем хăйсен тӳсĕмлĕхне çухатса.

Ахтупайпа Иливан шăпăрĕсене майлаштарса тытса пĕр-пĕрне хирĕç вырнаçса тăчĕç, Ахтупай — туй курма килнĕ çамрăксем енче, Иливан — сĕтелпе юнашар.

Юрă-ташă чарăнчĕ. Мĕн пулассине кĕтсе пурте шăпăрçăсем çине тинкерсе пăхрĕç.

Ахтупай юлташне куç хĕссе систерчĕ, вара икĕ шăпăрçи те кăкăр тулли сывлăш çавăрса илсе темле ташă кĕвви калама пуçларĕç. Шăпăрсем пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр, пĕр-пĕрне нимĕн чухлĕ те пӳлмесĕр такама хĕвеллĕ те ăшă кун уява тухма, пурнăç йывăрлăхĕсене вăхăтлăха манса кайса халăхпа пĕрле савăнма йыхăрчĕç. Чуна çĕклентерсе яракан илемлĕ кĕвĕ çак сывлама çук пăчă пӳрте пĕр кас вăштăр çил вĕртсе кĕнĕ пек, ку хăтлă çил вара тарланă пит-куçа çеç мар, çынсен чун-чĕрине те уçăлтарса, кăмăла çемçетсе хăварнă пек туйăнчĕ. Ахтупая хăйне ку кĕвĕ ирхине ирех уçланкăна тухнă кĕтӳ ачи пĕтĕм чунтан савăнса шăхлич каланине аса илтерчĕ. Савăнать çамрăк кĕтӳçĕ, таврари вăрман илемĕпе, ирхи ырă çанталăкпа киленет, вăрманти мĕн пур кайăксене хăйĕнпе тупăшса, çунат çапса юрра яма чĕнет. Халлĕхе унăн нимле хуйхă-суйхă та çук-ха. Тин хăваласа тухнă сурăхсем уçланкăри ешĕл курăка çăвар тулли çиеççĕ, вĕсене халь нимле хурал та кирлĕ мар. Кĕтӳçĕ ку хушăра канма, шăхлич каласа йăпанма пултарать. Çавăнпа кĕтӳç хăйĕн пĕчĕк савăнăçне пĕтĕм вăрмана, пĕтĕм тĕнчене пĕлтересшĕн.

Çĕрĕпе каннă хыççăн ытла та лайăх ăна вăрманта, тин çеç шыва кĕрсе тухнă чухнехи пек уçă, канлĕ, пуçра та ырă аса илӳсем, ырă ĕмĕтсем кăна. Çамрăк кĕтӳçĕ хăйĕн чун савнийĕ çинчен шухăшлать. Çак вăхăтра вăл шăхлич шăрантарса никампа та мар, унпа калаçать. Тухрăн-ши эсĕ, савни, ĕнер вăййа е тухмарăн-ши? Аса илтĕн-ши мана е аса илмерĕн-ши? Аса илнĕ, паллах, аса илнĕ, мĕнле пултăр-ха урăхла? Анчах эп тухаймарăм-çке сан патна, эпĕ кунĕпе çӳресе ывăннă хыççăн тӳрех кĕрсе çывăртăм-çке…

Иливан тарăннăн сывларĕ те пĕтĕм кĕлеткипе хумханса илсе çĕнĕ кĕвĕ пуçларĕ. Ун хыççăн Ахтупай та çийĕнчех çав кĕввĕн йĕрĕ çине ӳкрĕ. Курчĕ вăл: юлташĕн пит çăмартийĕсем шăпăр хăмпи пекех чăп-чăмăр пулса кайнă, çамки тарланă, пӳрнисем çеç шăпăр чĕлĕхĕсем çинче паçăрхинчен те хăвăртрах вылянаççĕ.

Мĕн вăхăт калаççĕ вĕсем? Хăçан пĕтет ку чуна илекен ăмăрту? Хăçанччен вĕрес тет ĕнтĕ Иливан хăйĕн асамлă шăпăрне? Темле тăрăшсан та çĕнтереймест вĕт, çĕнтереймест вăл Ахтупая!

Иливан хăй пĕлекен нумай-нумай кĕвве каласа тухрĕ ĕнтĕ, тек унăн каламалли юрри те юлмарĕ тейĕн, анчах çук, шăпăрçă çĕнĕрен çĕнĕ кĕвĕ тупать, паçăрхинчен те хитри, паçăрхинчен те янравли. Теплере пĕрре вара хăй такмакласа та илет:

 

— Шăпăрçăм-шăпăрăм,

Ман сассăма кам çĕклĕ?

Ман сассăма эс çĕкле,

Сан сассуна эп çĕклем.

 

Ахтупай та парăнмасть, кăшăлласа каснă сарă çӳçне лăстăр! силлесе илет те:

 

Çакă ялти сар хĕре

Куçăм хывни сакăр çул,

Каять тесен чунăм çук,

Парса илме мулăм çук! —

 

тесе хурать.

Иливан тата çĕкленерех такмаклать:

 

Тевет, тевет теетĕр,

Тевет сире çакланмасть,

Сар хĕр, сар хĕр теетĕр,

Сар хĕр сире çакланмасть…

 

Унтан вĕсем шăпăр какăрне каллех çăвара хыпаççĕ, икĕ шăпăр, икĕ телейсĕр хĕр пек, чарăна пĕлмесĕр макăраççĕ. Халĕ Иливан кĕввинче ирхине тин çеç вăрмана тухнă кĕтӳ ачин айванла савăнăçĕ çук ĕнтĕ, халĕ шăпăр такам пурнăçĕнчи телейсĕр кунсем çинчен, çын асапĕ, ăнăçсăр юратăвĕ çинчен хурлăхлăн каласа парать. Тен, ку çын çав çамрăк кĕтӳ ачиех пулĕ тет Ахтупай, анчах ку кĕтӳ ачин савăнмалли нимех те юлман иккен. Ун савнийĕ каçсерен тек вăййа тухмасть, вăл ĕнтĕ темле пуян та чурăс çын арăмĕ пулса тăнă. Вăл кашни ир çӳрекен уçланкă, ем-ешĕл курăкпа та сап-сарă чечекпе çиçсе тăнă уçланкă, йăлтах çаралса юлнă; таврара пĕтĕмпе кичемлĕх, тунсăх…

Шăпăр каланă майăн çапла шухăшласа тăракан Ахтупай юлташĕ çине пăхрĕ те шартах сикрĕ — Иливан сăмсинчен юн каять. Хăй çаплах маттурланать-ха, урисемпе ташланă пек туса шăпăрне вĕрет. Акă ун шăпăрĕ алăран вĕçерĕнчĕ те çĕре çатлатса ӳкрĕ, ун хыççăн, касса янă юман пек, Иливан хăй те урайне персе анчĕ.

— Çĕнтертĕн, джигит, якши! — кăшкăрса ячĕ Карамыш Ахтупай патне эрех йăтса пырса. Ахтупай куркана тытмарĕ, часрах юлташĕ патне ыткăнчĕ.

Вăл Иливана пĕчĕк ачана йăтнă пек йăтрĕ те картишне илсе тухрĕ. Ăна çерем çине майлаштарса хурса хăлхине ун кăкăрĕ çумне туса итлесе пăхрĕ — Иливан сывламасть те иккен. Ахтупай пуçне чикрĕ те сассăр макăрса ячĕ.

Тахăшĕ лаша кӳлсе пачĕ, тахăшĕсем Иливана урапа çине çĕклесе хучĕç, таçтан Иливанăн çывăх тăванĕсем — Неспикепе Северпи килсе çитрĕç, Ахтупай, пукан çинче ухмаха тухнă çын пек лараканскер, ăна-кăна нимĕн те асăрхамарĕ. Вилнĕ çынна хунă лав хапхаран тухнă чухне çеç вăл тăна кĕнĕ пек пулса ура çине тăчĕ. Пĕр ача ăна шăпăрне тыттарчĕ, тепри çăм шлепкине тăхăнтарчĕ.

Шăпăр какăрне чикме тăрсан Ахтупай аллине кĕсьене ячĕ те унтан вунă алтын укçа кăларчĕ. Ку мĕнле укçа пулма пултарнине ăнкарса илсе шăпăрçă ӳсĕр çын пек тайкаланса пӳрте кĕчĕ.

— Мейĕр ылтăнăра. Мана ун пек укçа кирлĕ мар, — терĕ те вăл ылтăнне урайне çĕклесе çапрĕ. Вара никам çине çаврăнса пăхмасăр каялла тухрĕ.

19. Ирхине

Эрнепи аппăшĕ Неспике Урасмет килне тул çутăлсан кăна икĕ хутчен пырса кайрĕ, анчах ăна пĕринче те картишне кĕртмерĕç. Элентейпе Мăрсук, кĕтмен инкекрен сыхланма юриех урама хурала тăратнăскерсем, Неспикене хапха патне çывăха та ямарĕç. Хĕр ача вĕсене чунтан тархасларĕ, вĕсен ури умне ӳксе макăрчĕ, çук, лешсем хăлха-на та чикмерĕç.

— Эх, этемсем мар иккен эсир, чунсăр кĕлеткесем, çав мăрса йытти лартса янă катемписем анчах! — ылханчĕ Неспике. — Çынна ирĕксĕр качча пачĕç. Пире çĕр каçиччен хамăр йăмăк патне кĕртмерĕç. Çитменнине, халь тата Иливан виллине чипер тирпейлеме те чараççĕ. У-у, турă ылханĕ хăвăра çиттĕр сире, хăвăр ачăр-пăчăрсем çапла асап курмалла пултăр!

Хăваласан та кайманнине кура Элентейпе Мăрсук хĕр ачана йытăпа вĕслетме тапратрĕç, Неспике вара пĕтĕм чунтан эрленсе çул тăршшĕпе макăрса килне таврăнчĕ.

Эрнепи, çак кунсенче пĕрре те йĕркеллĕ канса курманскер, кĕçĕр те куç хупмарĕ. Туй хыççăн кĕлете тул енчен питĕрсе илсенех вăл, Патирек ӳкĕтленине пăхмасăр, кушак пек, мачча каштисем çине улăхса кайрĕ те тухса тарма шăтăк тупаймăп-ши тесе çи виттири мĕн пур хăмана тĕрĕслесе çаврăнчĕ, тырă пулмисене анса унта та хыпашласа пăхман пĕр кĕтес хăвармарĕ. Мăрса таврашĕ шăтăк-çурăклă кĕлет лартать-и вара! Кунтан çын мар, шăши те тухса тараймĕ!

— Итле-ха, Эрнепи, итле мана, — йăпатма тăчĕ ăна юри сарса панă çемçе вырăн çине кĕрсе выртма ĕлкĕрнĕ Патирек. — Эп айăплă мар кунта, нарастаран мана ан айăпла. Эпĕ, нишлĕ çын, сана качча илесси çинчен шухăшлама та пултарайман. Кăна йăлтах Урасмет туртса кăларнă, ĕнен мана, çавăн ĕçĕ ку…

— Вара сана ирĕксĕр авлантарчĕç-и, Патирек? — тем те пĕр каласа намăслантарма хатĕрленнĕ çĕртен темшĕн хĕрхенсе каласа хучĕ Эрнепи.

— Ирĕксĕр пулмасăр, паллах, ирĕксĕр. Çав эсрел манран ыйтса тăрать-и? Анчах эп ăнланмастăп-ха, мĕн тума кирлĕ пулчĕ ăна, çав усала мана авлантарни? Тата ку ĕçре хамăн анне мĕншĕн ун майлă пулнине те чухласа çитерейместĕп. Çавна çеç ыйтатăп, Эрнепи, чунăмçăм, эс мана ан çиллен.

— Ун пек ан кала, — çавăнтах каялла чакрĕ Эрнепи. — Ăçтан эпĕ сан чуну пулма пултаратăп?

— Ара, эпир пӳлĕхçĕ умĕнче пĕрлешнĕ-çке ĕнтĕ? — терĕ Патирек.

— Кирлĕ мара ан калаç, тархасшăн. Мĕнле пĕрлешнĕ эпир? Çук, эп санпа пурăнмастăп, Патирек. Ку вăл маншăн тамăкран та хăрушă япала. Пурăнмастăп, пурăнмастăп! Ан та калаç ун çинчен.

— Тен, майлашăнса кайĕ ак? — терĕ Патирек.

— Мĕнле вăл «майлашăнса кайĕ»?

— Эп сывалăп, вара чиперех пурăнăпăр.

— Ăçтан сывалан-ха эс? Утма та пултараймастăн-çке, ара. Варсак вĕт эс, чăн-чăн варсак!

— Анне калать, сывалатăн тет. Авлантармалла сана тет.

— Ак халь авлантăн. Мĕнле туй турăмăр санпа! Сывалтăн-и?

— Ун пек ан кала-ха, Эрнепи.

Çакăнпа вĕсен сăмахĕ пĕтрĕ. Ирччен вĕсем тек нимĕн çинчен те сăмахламарĕç. Эрнепи вăрăм çĕре ура çинче тăрса ирттерчĕ, Патирек хутран-ситрен ăна чĕнкелесе тӳшек çинче йынăшса выртрĕ.

Тул çутăлсан, алăк хушăкĕсенчен кĕнĕ хĕвел çути кĕлет урайне темиçе ярăм пулса ӳксен, картишĕнче каллех ӳсĕр хĕрарăмсен сасси илтĕнсе кайрĕ. Ку сасă пĕчĕккĕнех кĕлет патне çывхарса пычĕ, часах пĕр çынни алăк çăраççине шакăртаттарса уçрĕ. Кăна илтсен Патирек çӳç-пуçне тирпейлекелесе асаппа та пулин тăрса ларчĕ, Эрнепи вара пачах та хускалмарĕ, пӳлме çумне таяннăскер, юпа пек, çаплипех хытса тăчĕ.

Ӳсĕр хĕрарăмсем хĕрпе каччă кĕçĕр мĕнле çĕр каçнине çийĕнчех асăрхарĕç, анчах ним пулман пекех савăнăçлăн шуйхашма, пĕр-пĕрне эрехпе те сăрапа сăйлама тапратрĕç.

— Патирек, çамрăк арăмпа ăш хыпмарĕ-и сан? Ме, ĕçсе пар. Ну, ну, шалттиех ĕç!

— Эрнепи, арăм пулнă ятпа ĕç-ха эппин. Телейлĕ пул ĕнтĕ, упăшкуна лайăх пăх.

Çавăнтах кĕлете Урасметпа пĕрле темиçе арçын килсе кĕчĕç, вара хĕрарăмсем тытăнчăклă сассисемпе юрă пуçларĕç.

 

Эй, йыснаçăм, йыснаçăм!

Виçĕ тĕрке пушăтран

Хăрах çăпата кăларчĕ,

Вăл та пулин сулахай;

Сулахайĕ тарамччĕ,

Вăл та пулин пасарăн.

 

Эх, аппаçăм, аппаçăм,

Пирн Эрнепи аппаçăм!

Виçĕ пĕрчĕ йĕтĕнрен

Кĕрӳ кĕпи кăларчĕ,

Вăл та пулин шăтăклă,

Кĕрĕ çĕклесе тунă ăна.

 

Путĕр-путĕр путене

Урпа ани пуçĕнче,

Урпа пучахĕ пит вăрăм,

Çавăнпа пуçне йăтаймасть.

■ Страницăсем: 1... 9 10 11 12 13 14 15